Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

«Хыпар»: Хӑлхана «хӳптӗрлерӗ» Хэллоуин...

«Хыпар»08.11.2013 13:0720637 хут пӑхнӑ

Паян шкул ачисемпе ҫамрӑксем чӑваш уявӗсене, йӑли-йӗркине, культурине мар - анӑҫран килнисене ытларах кӑмӑллаҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн юлашки кунӗсенче, чӑн та, Хэллоуин тени хӑлхана «ҫӗртрӗ». Радиопа та ун пирки калаҫҫӗ. Телеканалсем те /уйрӑмах ҫамрӑксен «Дисней» каналӗпе/ асӑннӑ уява епле палӑртнине кӑтартаҫҫӗ. Шкулсенче те уявлаҫҫӗ ӑна халӗ. Юпан 31-мӗшӗччен ачасем ятарлӑ тум ҫӗлеҫҫӗ, кавӑнран сӗтелҫи ламписем хатӗрлеҫҫӗ. Интернетра кирлӗ материалсем пухаҫҫӗ. Хэллоуина хӑйне евӗр бал-маскарад тейӗн: кам кӑна ҫук-ши унта? Вупӑр, юмӑҫ, усал-тӗсел, ар ҫури, юн ӗҫен, усал кушак, тухатмӑш... Юн ӗҫенсен аллисем «хӗп-хӗрлӗ», вупӑр карчӑксен ҫӑварӗнчен ҫутатакан асав шӑлсем курӑнаҫҫӗ. Сӗтел ҫинче - «ҫутатакан» кавӑнсем...

Хэллоуин Самайн уявпа пӗрешкелтерех. Самайн авалхи ирланд чӗлхинчи Samhain сӑмахран пулнӑ, «ҫу вӗҫленнӗ» тенине пӗлтерет. Каярах вӑл Ирландире чӳк уйӑхӗн ятне ҫаврӑннӑ.

Оксфорд фольклор словарӗпе килӗшӳллӗн Самайн Британи утравӗсем ҫинчи пур халӑхӑн уявӗ те пулнӑ. Вӑл вилӗмпе тата тӗлӗнтермӗшсемпе ҫыхӑннӑ. VIII ӗмӗртен вара Пӗтӗм ҫветтуйсен кунне уявлама тытӑннӑ. Самайна та, Хэллоуина та юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫӗрле уявлаҫҫӗ. Шотландире тата Ирландире паянхи кунчченех вилнисене лӑплантарма ятарлӑ йӑла-йӗрке ирттереҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче мӑн аслашшӗ-мӑн асламӑшӗ, йӑхташӗсем пирки халап каласа параҫҫӗ.

XVI ӗмӗрте юпан 31-мӗшӗнче килӗрен ҫӳресе пылак ҫимӗҫ ыйтасси йӑлана кӗнӗ. Ачасемпе аслисем пусмаран ӑсталанӑ маска тӑхӑннӑ, кӑштах ашкӑннӑ та. Ятарлӑ тумпа ҫӳресси, «Джек лампине» тӑвасси XIX ӗмӗр вӗҫӗнче - XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫеҫ пуҫланнӑ. Каярах Шотланди тата Ирланди ҫыннисем АПШна куҫса кайма тытӑнсан Хэллоуин унта та сарӑлнӑ.

«Ҫутатакан» кавӑна хатӗрлесси кельт йӑли-йӗркинчен куҫнӑ. Вӑл чунсене тасатмӑша ҫул тупма пулӑшать-мӗн. Шотландире ҫарӑк Хэллоуин палли пулнӑ. Анчах Ҫурҫӗр Америкӑра ӑна йӳнӗрех тата меллӗрех ҫимӗҫпе - кавӑнпа - улӑштарнӑ. Америкӑра асӑннӑ ҫимӗҫрен 1837 ҫулта пуҫласа лампа хатӗрлени паллӑ. Сӑмах май, АПШра касса вакланӑ кавӑн Хэллоуин «киличченех» пахча ҫимӗҫ, тыр-пул пухса кӗртнин паллисенчен пӗри шутланнӑ. Хэллоуина уявланӑ чухне чылайӑшӗ Муми тумне тӑхӑнать. Кил-ҫурта катемписемпе праҫник сӗмне кӗртеҫҫӗ. Хэллоуинӑн тӗп паллисем - вилӗм, усал-тӗсел, оккультизм тата монстрсем. Йӑлана кӗнӗ тӗссем - хура тата хӗрлӗрех сарӑ. Кавӑнран хатӗрленӗ лампа усал-тӗселе хӑвалама пулӑшнине халӑх питӗ ӗненнӗ.

Халӗ Америкӑран, Аслӑ Британирен Чӑваш ҫӗрне таврӑнма вӑхӑт. Пӗр вӑхӑт Раҫҫейре Хэллоуин уявне ирттерме чарнӑ. Халӗ ҫак йӑла шкулсене каллех таврӑннӑ. Аваллӑхпа кӑсӑкланакансем пӗлтернӗ тӑрӑх - чӑваш хутлӑхӗнчи хӑш-пӗр ялта та Кавӑн уявне палӑртасси йӑлара пулнӑ. Тепӗр тесен чӑвашсем те юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче - чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вилнисене асӑнаҫҫӗ. Ӗлӗкрех выльӑх пусса юн кӑларса чӳк тунӑ, ҫурта ҫутнӑ. Ҫакӑ, килӗшӗр, Хэллоуина аса илтерет.

Шел те, шкулсенче паян чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗрки, уявӗсем валли вӑхӑт сахал уйӑраҫҫӗ. Чӳк, Уяв Ҫинҫе, Сурхури /Раштав/, Улах, Акатуй, Аслӑ вӑйӑ, Ҫимӗк пирки ҫамрӑк ӑру питех тӗшмӗртмест.

Ҫапах та пӗлӳ ҫурчӗсенче ҫамрӑксем валли мӗнле уяв йӗркелесе ирттерме пулать-ха? Ача сачӗсенче хӗле ӑсатнине - Ҫӑварние - палӑртасси йӑлана кӗнӗ-ха. Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкере вара ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче аслӑ классенче вӗренекенсемпе вӗрентекенсем чӑваш тумне тӑхӑнса вӑйӑ картине тӑраҫҫӗ. Питӗ аван ку! Аслӑ классенче вӗренекен хӗрсемпе каччӑсем Сурхури /Раштав/ уявлама пултараҫҫӗ. Унта вӗсем юмӑҫ яма /паянхилле/, юрлама, ташлама пултараҫҫӗ. Уява ҫӗнӗлле сӗм кӗртни те пӑсӑк пулмӗ. Пуҫаруллисем, тен, Улах йӗркелеме те мехел ҫитерӗҫ. Унта хӗрсен ал ӗҫӗ тума та, апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме те май килӗ.

Анӑҫран килнӗ уявсене тиркессӗм килмест. Вӗсем тем пек аван пулсан та хамӑр йӑла-йӗрке манӑҫса пынӑшӑн чунӑм ыратать.

Роза ВЛАСОВА

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2814.19.5048
2013.11.14 17:01
Agabazar
Ют чĕлхене вĕреннĕ чухне çав халăхăн йăли-йĕркине те тимлени пиртен тухнă меслет мар.

Шкулта нимĕç чĕлхи вĕреннĕ чухне Германи, Австри, Швейцари тĕлĕшпе темле хыпар-хăнар та илтнĕ, темле "нимĕçле" уявсем те ирттернĕ.
Якур // 4041-3073
2013.11.15 08:34
Не перестаю удивляться прозорливости Ефима. Акасапар не очень умело парирует. Акасапара пурпĕрех хирĕç каласа пултăр.
Agabazar // 1781.58.6055
2013.11.15 18:34
Agabazar
Ефим Н. текенскер Акапасаршăн ниме те пĕлтермест. Паллă унашкал "прозорливайсем": "Илле Иванова, эппин чăваш чĕлхине те, суд тунăшăн чăх пек савăнаççĕ.

<<Ефим Н. // 4186.57.13612013-11-14 13:23Акалчан челхине чаваш халахен пурнасне шута илсе верентмелле,...>> Кун пирки Вĕрентÿ министерствине тата Обрнадзор тенине пĕлтерĕр. Кунсăр пуçне тата вырăс чĕлхи урокĕсенче те чăваш культурине вĕрентмеллине аса илтерĕр. Кăмăлăр пулсан.
Agabazar // 1781.58.6055
2013.11.15 19:01
Agabazar
Ак мĕн тенĕ Ефим Н.: <<Ефим Н. // 4186.57.13612013-10-03 00:29Agabazar, сирен шутпа И. Иванова чаваш челхи янрани кирле-и? Янратарар, кам чарать сире. Чавшла каласнашан, ачисене чаваш ячесем панашан суд тумассе вет ана. Ун пек санкци сук. Элек сарнашан,халаха патратнашан, наци варси пусарасси синчен хистенешен УК пусран шалмасть.>> http://chuvash.org/blogs/comments/1946/5.html
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.15 19:14
Акасапар,ма ун пек çыран?:"Ефим Н. текенскер Акапасаршăн ниме те пĕлтермест"-тесе.Ровно столько,сколько Акасапар текенскер Ефимшăн ниме те пĕлтермест.Куна эп шутласа кăлартăм,Ефимран ыйтмасăрах,каçар Ефим.
Agabazar // 1781.58.6055
2013.11.15 19:21
Agabazar
Сирĕншĕн Акапасар "ЭС" мар.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.15 19:59
Лăплан,Акасапар.Может Акасапарăн çапла çырмалла:"Ефим Н. текенскерсем Акапасаршăн ниме те пĕлтермеççĕ". Капла çырсан каять-и?
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.15 20:03
Ан кÿрен,Акасапар!Ав Н.Ф.Угаслов та,В.Л.Клементьев та "Эс" тенишĕн кÿреннине кăтартмаççĕ.Тавай Акасапар хамăр пек поплер!
Agabazar // 9173.9.5648
2013.11.15 20:51
Agabazar
Сирĕншĕн Акапасар "ЭС" мар.

bor1959 Виталий Петрович Станьялăн ятне ярать. Ирĕксĕрех çапла шутласа илетĕн: Нивушлĕ В.П.С. сакăн пек çынна хăйне УАЗпа турттарса çуретме шанса панă?
Тимӗр // 4798.0.2019
2013.11.15 21:30
Акапасар,ятна ан яр.Мĕскер эс хĕрарăм пек элек саран.Станьяла санран лайăх пĕлетпĕр те хисеплетпĕр.Кун сиктерсе чунран калаçатпăр.Санăн,виртуальнăйăн,хал çитмерĕ паянхи кун пĕр пĕчĕк конкретнăй ĕç тума чăвашлăхшăн.Станьял пирки калаçма кам эс?

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем