Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: АПТРАМАНИСТАН

Agabazar23.12.2013 18:3327233 хут пӑхнӑ

АПТРАМАНИСТАН

гимн

 

Хӗвел пӑхать, ҫиҫсе вылять шевле,

Вӗрет сипетлӗ варкӑш каҫӑн-ирӗн;

Канашласа кашлать парка вӑрман,

Уй-хир сасси кӗрет кашни киле.

Ӑҫта-ши ку тавралӑх? — Ку вӑл — пирӗн

Чӑваш ҫӗршывӗ, Аптраманистан!

 

Тӳсӗмлӗхпе тӗлӗнтерен чӗлхен

Витӗмлӗхне кунта куллен туятпӑр.

Хӑвачӗ унӑн иксӗлмӗ нихҫан!

Эпир ӗмӗртенпе, ӗмӗрлӗхе

Ҫак аслӑ Атӑл тӑршшӗнче пурнатпӑр.

Чӑваш ҫӗршывӗ — Аптраманистан!

 

Килет пулин те терт ҫине нуша,

Малашлӑхӗ тивлетлӗ тӗп чӑвашӑн:

Нихҫан та пирӗн халах аптраман.

Поэтӑн пиллӗхне хывса ӑша,

Эпир ахальтен мар ҫапла каласшӑн:

Чӑваш ҫӗршывӗ — Аптраманистан!

 

Эс пирӗн шанчӑк, пирӗн ӑраскал,

Нихҫан асран кайми чӑваш ҫӗршывӗ.

Тӗреклӗ ларнӑ эсӗ авалтан,

Паян пире куллен паран вӑй-хал,

Чун-чӗрене аннемӗр евӗр ҫывӑх

Чӑваш ҫӗршывӗ, Аптраманистан!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 6368.6.1873
2014.01.02 19:59
Agabazar
Вихтăр:"Не зацепило"-теççĕ вырăссем..." Чăвашла: Çатăрласа илеймерĕ.

Е кĕскенрех çатăрлаймарĕ теес пулать.
Ефим Н. // 4186.57.1361
2014.01.08 00:22
"Айванистан" тене пулаттам.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.08 17:54
Акасапар хăта, мĕнле те пулин ку Ефим Н. каланă "Айванистан" тенĕ текстăн кĕвви-музăкне итлесе пăхма пулать-ши ĕнтĕ. Тавай итлеттер пире, кĕввине те хăвах хумарăн пуль те. Вара аптрил, кĕвви те вăйлах пулмасан.
Agabazar // 6790.6.4707
2014.01.08 18:23
Agabazar
Ефим Н.:"Айванистан" тене пулаттам."

мĕн лаплаттарса хунине ăнланать-ши çак çын??? Чăваш Республикине "айвансен çĕршывĕ" тенĕ пек пулса тухать вĕт...

Анчах та эпир айвансен çĕршывĕ пуласшăн мар-ха. Аптрамансен çĕршывĕ пуласшăн.
Agabazar // 6790.6.4707
2014.01.08 18:28
Agabazar
bor1959:" ку Ефим Н. каланă "Айванистан" тенĕ текстăн..."

Акă вăл, курсамăр, хайхи Еххĕм вăлтине çакланнă "бор"!
2014.01.08 21:02
Аксар Чунтупай
Йăнăшсене шута илмесен, аван пулса тухнă. Кĕвви епле пулĕ - çавăнтан килет...
Якур // 4383.6.4293
2014.01.09 23:48
Эп,сăмахран, шутлап текст вăйĕ хавшакрах. Тарăн шухăш кунта çывăрман. Малалла вăйлатмалла. Анчах мĕн тума,ку тепĕр ыйту. ман шутпа Акапасарта Аптраманлăх çывăрман та, тĕлĕрмен те.
Agabazar // 3201.69.4668
2014.01.10 11:21
Agabazar
Якур:"ман шутпа Акапасарта Аптраманлăх çывăрман та, тĕлĕрмен те"

Ак тата тепĕр "шăхлич" вăлтана çакланчĕ: Гимн Акапасар пирки мар, Чăваш çĕршывĕ çинчен! Унта Аптраман тени акапасара мар, чăваш çыннине пĕтемлетсе пĕлтерет: Петĕр Хусанкайăн "Аптраман тавраш" сăвăлла романне аса илĕр.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.10 12:51
Ай-уй,Акасапар тата мĕнпур чăвашлăхшăн çыракан пулса кайрĕ-няк. Хусанкай Петĕрĕн сăхманне пĕркенсе пăхасшăн. МаттуР,маттур,Ним те калаймăн.Анчах хăватлă япала çырма тăрăшакансен малтанласа хăйсен хăватлă пулмалла пек.
Agabazar // 8820.3.8431
2014.01.17 15:04
Agabazar
bor1959:"...Хусанкай Петĕрĕн сăхманне пĕркенсе пăхасшăн..."

Литературăра ют сăхман тата ют кĕрĕк тăхăнасси çав тери йĕркеллĕ япала вăл. Реминисценци тата Ремейк текен япаласем çинчен илтнĕ пуль? Чăннипе вара пурнăçра чăн малтан сурăх тирĕпе витĕннĕ кашкăрсенчен хăрас пулать! Петĕр Хусанкайран ма хăрамалла?

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем