Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Владимир: Мӗн вӑл пирӗншӗн вырӑс чӗлхи?

Владимир30.12.2013 18:1764213 хут пӑхнӑ

Attila. 30 декабря 2013, 15:35. «Вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе,колонизаторсен чӗлхи. Russian language is a foreign language for me

Для меня русский язык иностранный(язык оккупантов) ,я сразу это всем говорю,я мыслю по чувашски,считаю кстати по чувашски вернее и точнее получается.Мне даже ближе английский и немецкий там больше родственных связей я вижу ,чем в иностранном русском»

Ҫак сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса тишкерме шутларӑм. Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе, колонизаторсен чӗлхи". Мӗн пур чӑваша илсен пӗр чӑвашӗ те пулин вырӑсла калаҫма вӑтанать-ши? Ҫук! Кашни чӑваш ҫемьинче вырӑс чӗлхисӗр пурнӑҫа аталантарма май ҫуккине ӑнланаҫҫӗ кӑна мар, чӑваш чӗлхипе аталанаймастӑн тесе шутлаҫҫӗ!Хула варринче чӑвашла калаҫма именекен чӑваш пур-и? Чилай! Мӗншӗн? Кам куншӑн айӑплӑ? Вырӑс-и? Е, чӑвашӗ-и? Кам пире, чӑвашсене, тӑван яла аталантарма чарать? Кам ял ҫумӗнчи ҫӗрсене ҫеремлентерсе ячӗ? Вырӑс-и? Мӗншӗн пурте хуланалла талпӑнатпӑр? Канлӗ, папи пурнӑҫ шыраса! Вырӑс ҫумӗнче!

Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн колонизаторсен чӗлхи" Чӑваш халӑхӗ (Чӑваш ЕН)паянхи куна вырнаҫнӑ вырӑн чӑвашӑн -им? Ҫук? Атӑлҫи Пӑлхарӑн границисене пӗлетпӗр вӗт? Аҫта папкаланса аталаннӑ чӑвашлӑх,- пӗлетӗр-и хуть? Кам халӗ ҫав ҫӗр ҫинче хуҫаланать? Тата. Ҫӗпӗрти, Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кам ҫумӗнче сыхланса юлма пултарнӑ-ха? Вырӑс ҫумӗнче мар-им? Колонизатор тесе кама калаҫҫӗ? Сан пурнӑҫна аркатса санран тарҫӑ туса хуракана калаҫҫӗ. Ҫапла мар-и? Историе вулакан этем пирӗн шеремет халӑхӗ 13-15-мӗш ӗмӗрсенче мӗнле майпа ҫӑлӑнса юлнине пӗлме кирлӗ. 16-мӗш ӗмӗрте хӑй шӑпине хӑйех палӑртнине те ӑслӑ-тӑнлӑ этем лайӑхах тӑнлама кирлӗ. Иртнӗ ҫӗрҫуллӑх хушшинче вырӑс халӑх ӗнси ҫинче кӑна этем шайне кӗме пултартӑмӑр вӗт. Эпир те эпир тетпӗр. Шкул кӗнекисене илер ха. Тӑван Енех, сӑмахран. 19-мӗш ӗмӗрчен пӗр ӗненмелле пулӑм кӑтартса панӑ-ши ку кӗнекере. Тата ӑсчахӗсем хушшинче пӗр чӑваш та пулин пур-и? И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чӑвашсем-им? Кӗнеке вулама, хут пӗлме ҫӗр ҫул кӑна пӗлетпӗр вӗт! Вырӑса пула кӑна!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.26 17:28
Маттур, Володя. Анчах та Акасапар ку сăмахсене вуламасть, питĕ шел. Ку сăмахсене Александр Проханов каланă пек.
Владимир // 2587.56.7116
2014.03.26 20:12
Русский язык, это язык умной нации. Англичане доказали, что дети владеющие русским письменным языком намного умнее сверстников и лучше них развиваются. Это язык мозга. Когда видишь, что он действительно развивает, то мне, чувашу, становится обидно. Обидно, еще терпимо, но вот некоторым неуравновешенным типам, это уже кажется оскорбительным. Печально все это.

Тимӗр // 4916-2612
2014.03.26 22:31
А чăваш чĕлхи мĕн?.Ухмахсен-им?.Атте,анне,асатте,асанне,ама,аçа-чи пирвайхи çуралсанах калама пуçланă сăмахсем,чи хаклă çынăн сăмахĕсем пуçланаççĕ А саспаллинчен тĕнчери чи ватă та чи пуян ЧăВАШ чĕлхинче кăна.А саспалли мĕншĕн пĕтĕм халăхăн пĕрремĕш вырăнта-халĕ ăнлантн-и?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.27 16:47
Чăн чăвашăн ЧĂВАШ чĕлхине те,вырăс чĕлхине те лайăх пĕлмелле.Кун çинчен тавлашма чарăнмалла пек.Анчах та Атилла текенни "вырăс чĕлхи пирĕншĕн колонизаторсен чĕлхи"-тесе çырма пуçласан эпĕ шутланă тăрăх чăвашла Тимĕр, Акасапар, Тымарлан тата Илле кăна калаçса юлаççĕ.Çĕнĕрен калаçма килĕшекеннисем тупăнимаç пулĕ.Этот путь Атиллы неперспективен,эта дорога в никуда.
Атнер // 3913.58.4645
2014.03.31 09:13
А çĕнĕрен чăвашла калаçакансем Атилла вырăс чĕлхи пирки каланипе çыхăнма пултараймасть.Эпĕ вара пĕчен юлсан та чăвашла хампа хам калаçăп.
Юра // 4186.57.1361
2014.03.31 11:49
"..хампа хам калаçăп.." ку япах япала. сын хайпе хай каласма пуслать пулсан тухтар патне васкамалла. Тарри шатак сынсем сапла хатланассе.
Атнер // 3913.58.4645
2014.03.31 17:09
Вула тепĕр хут.Пĕччен,пĕр чăваш кăна юлсан тенĕ.Е ыттисем чăвашла калаçма пăрахсан та хăть хампа хам калаçăп.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.04.01 09:46
Володя маттур, тарăн шăйăрттарать. Акасапаркка пек çиелтен мар. Тепре каласан, тĕлĕнмелли те çук. Акасапаркка хăйĕн ĕмĕрне кантурта шăлавар якатса-çĕтсех ирттерчĕ те, мĕнех ытлашши калама пултарĕ-ши вăл."Кантурски"-сен юрри мĕнлерех пуласси каламасăрах паллă. Манăн шухăш пур Акасапара Брезент е Сăран йĕм тĕплĕ шăлавар парнелес килет( тен "памперсс"-пах). Ăçта Акасапара тĕл пулма пулать-ши? Тен, акан 25-мĕш числинче, чăваш чĕлхин уявĕнче памалла?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.04.01 10:37
Акасапарккана пĕлсе тăма:"25 июля 1898 года во время испано-американской войны в Пуэрто-Рико вторглись американские войска, высадившись в муниципалитете Гуаника (исп. Guánica). В результате войны Испания была вынуждена уступить Пуэрто-Рико, а также Кубу, Филиппины и остров Гуам по Парижскому Договору 1898 года.[15] Пуэрто-Рико вступил в XX век под военным управлением Соединённых Штатов, включая губернатора, назначаемого президентом США. В 1917 году согласно Акту Джонса-Шафрота (англ. Jones-Shafroth Act) жителям Пуэрто-Рико было предоставлено гражданство США, и этот статус действителен до сих пор.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.04.01 10:37
Акасапаркка вула:"Начиная с Первой мировой войны, многие пуэрториканцы служат в армии США. Природные катаклизмы и период Великой депрессии ухудшили жизнь на острове. Некоторые политические деятели, такие как лидер пуэрториканской Националистической Партии Педро Альбису Кампос (исп. Pedro Albizu Campos), выступал за предоставление острову независимости. Впоследствии он был дважды арестован и посажен в тюрьму за подрывную деятельность против американской администрации на остров".

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 27

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем