Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Ҫӗнӗ ҫулхи тупӑшу: С Новым годом! — Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе! (22:1)

Аçтахар Плотников02.01.2014 18:0925755 хут пӑхнӑ

«С Новым годом!» тата «Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе!» ҫырса хунисем пӗр-пӗринпе тупӑшнӑ пулсан Шупашкар хулинче пӗрремӗшӗ пысӑк счётпа ҫӗнтернӗ пулӗччӗ. Паян ятарласа хула тӑрӑх ярӑнса тухрӑм — хайхи ӑҫта вырӑсла, миҫе вырӑнта чӑвашла саламланине шутларӑм. Савӑнӑҫлӑ мар пӗтӗмлетӳ пулчӗ — 22 вырӑсла, 1 чӑвашла. Чи малтанах эп чӑвашлисем пурах тесе тухрӑм-ха ҫула, анчах хула тӑрӑх ҫаврӑннӑ май куҫ умне урӑххи туха-туха пычӗ — чӑвашли пачах та ҫук. Хайхи пӗр Фучик урамӗнче кӑна тӗл пулчӗ чӑвашли. Атьӑр-ха майӗпен ман маршрутпа пӑхса тухар.

Чи малтанах мана «Дорисс» парк патӗнчи ункӑ кӗтсе илчӗ — вырӑсла кӑна:

<br/>Посмотреть на Яндекс.Фотках

Хулана кӑнтӑр енчен килекенсене миҫе ҫул ӗнтӗ ҫак вырӑн вырӑсла «Мира и благополучия в новом году!», «Счастья и радости в новом году!», «С новым годом и рождеством!» сӑмахсемпе кӗтсе илет. Хӑнӑхнӑ та, чӑвашланасса кӗтсе илме те ҫук пулӗ...

Малалла ҫул Трактор тӑвакансен проспекчӗпе выртрӗ — кунта вара Трактор тӑвакансен культура керменӗпе «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ ҫумӗнче «С Новым годом, Чебоксары!» реклама хӑми курӑнчӗ.

Малалла «Лента» лавкка лекрӗ — вӑл ха хӑйӗн патне тавар тавраш туянакана вырӑсла кӗтсе илет — «С Новым годом!». Сӑмах май, ҫул таврашӗнче Ҫӗнӗ ҫулпа саламланисем питӗ сахал курӑннине палӑртса хӑварас пулать. Хайхи укҫисем ҫитмен-ши? Чӑрӑшсем вырнаҫтарнипех ҫырлахнӑ. Уйрӑмах Ленин районӗнче саламланисем сахал.

Трактор тӑвакансен проспекчӗ пӗтрӗ те Ленин Комсомолӗн урамӗнелле пӑрӑнтӑм. Кунта пысӑк лавккасем ҫук, ҫавӑнпа та саламлавсем те курӑнмарӗҫ. «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗ патне ҫитсен кӑна вырӑсла саламлав тӗл пулчӗ. Сӑмах май... «Мадагаскар» хӑнасене жираф кучӗпе кӗтсе илет. Хальхи культурӑшӑн ҫапла вырнаҫтарни туянакансене илӗртет тесе шутлаҫҫӗ-ши? Ман хамӑн темскер унта кӗрес шухӑш ҫуралмарӗ. Электронлӑ табло ҫинчине ӳкертӗм те малалла — Мир проспекчӗ еннелле — кайрӑм (сӑмах мар Эгер бульварӗпе унта тата пӗр хӑма пурччӗ, вырӑсла саламлаканскер, анчах ӳкерсе ӗлкӗреймерӗм.).

Ҫула май тепӗр реклама хӑми курӑнчӗ — унта «С новым домом!» тесе саламланӑччӗ пулин те, ӳкерсе илтӗм.

Мир проспектӗнче пӗр салам сӑмахӗ те курӑнмарӗ. Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗпе «Юрат»-па «Кӗрӗк» вырнаҫнӑ ункӑ патне ҫитрӗм — ни вырӑсла, ни чӑвашла. Ҫаврӑнса Калинин урамӗ еннелле кайрӑм. Пир-авӑрҫӑсен урамӗн 2-мӗш ҫурт умӗнчи ункӑ патӗнче («Мега Ивушка» ҫумӗнче) пысӑк саспаллисемпе вырӑсла «С новым годом!» тесе вырнаҫтарнӑ.

Маларах кайсан, хайхи ЧНК ҫурчӗ патне ҫитерехпе «С Новым годом, Чебоксары!» реклама хӑми тепре тӗл пулчӗ.

Чӑваш наци конгресӗн ҫуртне иртсе кайсан — каллех вырӑсла: «С Новым годом и Рождеством!». Кӑна Арбат пуҫламӑшӗнче ҫырса ҫапнӑ.

Тата малалла кайсан «Перекресток» лавкка каллех вырӑсла саламлать:

Тепӗр чарӑну вара Чӑваш патшалӑх университечӗ умӗнче. «Хавал» пӗрлӗхӗн ҫырӑвӗ кирлӗ пӳлӗме ҫитеймен пулас — Ҫӗнӗ Ҫулпа вӗсем те вырӑсла кӑна саламлаҫҫӗ.

Малалли ҫул Мускав проспекчӗпе, Макҫӑм Горький проспекчӗпе, Университет урамӗпе выртрӗ. Кунта нимӗнле салам сӑмахӗ те курӑнмарӗ. «Контур»-та та чӑрӑш кӑна тӑратчӗ. «Раща» унки патне ҫитсен кӑна пиртен тунӑ баннер ҫакӑнса тӑни курӑнчӗ.

Мускав проспекчӗпе мала кайсан «Ҫурҫӗр» пасар вырӑсла саламлани курӑнчӗ.

Малалли ҫул Пирогов урамӗпе, 30-мӗш автобулпа выртрӗ. Президент бульварне пӑрӑнсан «Каскад» суту-илӳ центрӗ умӗнче тата салам сӑмахӗ курӑнчӗ. Ҫук, чӑвашла мар. Асӑрхарӑр пулӗ, хула тӑрӑх нумай ҫӳретӗп пулин те чӑвашли пӗрре те курӑнмарӗ-ха.

Правительство ҫурчӗ умӗнче нимӗнле салам сӑмахӗ те курӑнмарӗ. Пукане театрӗн алӑкӗ тӑррине вара вырнаҫтарнӑччӗ — «С Новым годом!» Кусем те пулин ма-ха чӑвашла ҫырман-ши тесе иртсе кайрӑм вара...

Кӑштах ансан Дзержинский урамӗпе Карл Маркс урамне каҫрӑм. Хайхи Республика тӳремне ҫитрӗм. Ку саламлав пирки пӗлтерме кирлӗ мар ӗнтӗ — темиҫе ҫул каялла туса хунӑскерне кашни ҫул Ҫӗн ҫул умӗн кӑларса тӑратаҫҫӗ. Хирӗҫри ял хуҫалӑх академийӗ умӗнчи «2014» тесе ҫырнине юрать-ха кашни ҫул ҫӗнетеҫҫӗ.

Малалла «Почта России»-н тӗп уйрӑмӗ умӗнчи «2014» паллӑ кӗтсе илчӗ. Ӑна шутламасан Ленин проспекчӗ ытла та кичеммӗн ку тӗлӗшпе курӑнчӗ — саламлавсем сахал.

Гагарин урамӗ таран хӑпарсан та пӗр салам сӑмахӗ те курӑнмарӗ. Чӑрӑшсем кӑна. Малалла вара Кӑнтӑр-анӑҫ районне ҫитсе курас терӗм. Ҫапла май Гагарин кӗперӗпе каҫрӑм, Юлиус Фучик урамне тухрӑм. Кунта вара — тӗлӗнтермӗш! — чӑвашла саламланине асӑрхарӑм! «Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, Шупашкарӑм!» ҫырса хунӑ.

Граждански урамӗнчи ункӑра та саламлани курӑнчӗ, анчах вырӑсла.

Граждански урамӗпе малалла кӗрсе кайсан саламлавсем тата та тӗл пулчӗҫ. Вырӑслисем кӑна.

Кантӑр-анӑҫ районӗнче ҫаврӑнса тухнӑ хыҫҫӑн Вокзалалла ҫул тытрӑм. Лакрей вӑрманӗ патӗнче «2014» ҫырни курӑнчӗ. Асӑрхама йывӑр, каҫхине ҫутӑ ҫутсан ҫеҫ лайӑх курӑнать пулас.

Николаев урамӗпе Ленин проспекчӗ хӗресленнӗ вырӑнта каллех вырӑсла саламлани тӗл пулчӗ.

Малалла вара чукун ҫул вокзалне ҫитрӗм. Кунта вара Раҫҫей чукун ҫулӗ самай саламласа тухнӑ — чӑрӑш умӗнче те, вокзала кӗнӗ ҫӗртре те. Йӑлт вырӑсла. Юрать-ха чӑрӑшӗ патӗнче кӑштих чӑваш тӗррисемпе усӑ курнӑ.

Малалла ҫул МТВ-центр патнелле выртрӗ. Чапаев скверӗ умӗнче вырӑсла «С Новым годом!» тенине ӳкертӗм те мӗн киле таврӑничченех урӑх пӗр салам сӑмахӗ те курмарӑм. Сӑмах май, Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче те салам сӑмахӗ ҫук.

Мӗнле пӗтемлетӳ тумалла? Пӗлтӗр, 2013 ҫулта (паян эпир 2014 ҫулта!), Михаил Игнатьев наци радиовӗнчи тӳрӗ эфирӗнче реклама-растяшка таврашне чӑвашлатма шантарнӑччӗ. Укҫине те кирлӗ чухлӗ уйӑрма пулать тенӗччӗ — http://chuvash.org/news/2977.html Анчах сӑмахӗ суя пулса тухать мар-и? Эп паян курнӑ 23 салам сӑмахӗнчен пӗри кӑна чӑвашла (тӗрӗссипе 24, анчах пӗрине, каларӑм-ҫке, ӳкерме ӗлкереймерӗм). Хула администрацийӗ ҫапла хӑтланать ӗнтӗ. Анчах та чӑвашла ытларах тума никам та чӑрмантармасть вӗт! Ак, ман куҫа тӗл пулнӑ 5 реклама хӑминех илес — ара пичетлеме пӗр хаках ларать-ҫке. Ма пӗрре мар, виҫҫӗшне чӑвашла пичетлес мар? Иккӗшӗ, юрать, вырӑсла пулччӑр. Е растяжкӑна илес. Реклама хӑми ҫине чӑвашла ҫырма май тупнӑ пулсан кунта та ним мар ҫырма пулать ӗнтӗ. Иккӗшӗнчен пӗрине ил те чӑвашла ҫыр! Ҫук, вӗт, вырӑсла кӑна шаплаттарнӑ. Суту-илӳ лавккисене (унта хуҫисем пур-ҫке...), тен, ҫак ӗҫе хутшӑнтарма йывӑр, анчах правительство хӑй саккун кӑларать пулсан, хӑй те пулин ӗҫлемеллех ӗнтӗ.

Ҫӗнӗ Ҫул уявӗ иртсе кайрӗ темелле. Халь тин кӑна улӑштарса тӑмаҫҫӗ ӗнтӗ, анчах та ҫитес Ҫӗнӗ Ҫул валли ман шутпа Михаил Васильевичӑн хӑйӗн сӑмахне тытмаллах — хулана чӑвашлатма тытӑнмалла.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.04 18:41
Акасапарăн урăх тема çук,пĕр тема:"эс" е "эсир". Тимĕр чĕнет Хула Администрацине. Калаçу çук: кунта сăмса йĕпетсе лариччен тыт та кай хула Администрацине.
Тимӗр // 2696.67.9690
2014.01.04 21:18
Акапасар.Эпĕ пин тенкĕ хывма хатĕр чăващла растяжка валли.А эсĕ хатĕр-и?е лучшĕ давай каллех влаçе вăрçар.Растяжка валли пуш вырăн пайтах.Ан суй.Влаçрен чару çук.
Agabazar // 4055.84.8555
2014.01.04 21:47
Agabazar
Ырă çыннăмăр, çурт çине çакма мар, иккĕн çав растяжкăна урамра пĕр-ик минут тытса тăрсан та саккуна пăсни пулать.

Пĕччен тытса тăма пулать. "Одиночный пикет" теççĕ. Кам ÿркенмест, камăн вăхăт пур, хăтланма пултаратăр. Анчах çирĕн çумма пĕр-пĕр ПРОВОКАТОР пырса тăрсан, "одиночныйран" "массовый" (икĕ çын) пулса тăрать. Санкцисĕр апла тума юрамасть. Пĕлес пулать саккунсене.

Саккуншăн пурпĕрех, хуть те мĕн растяжки пулсан та: "Тĕп пултăр влаç", "Сывă пултăр влаç" е "Сывă пултăр сурхури"....
Тимӗр // 2696.67.9690
2014.01.04 22:08
Хула администаацинче ятарласа тÿлевлĕ растяжка валли вырăнсем пур.Çавăнта хăть укçа тÿлесе чăвашла çакса хурар.Яланхи пекех конкретнă ĕç тума эпĕ хатĕр.Пин тенкĕ хуратăп.Акапасар,халĕ тата мĕн шутласа кăларăн?Каллех Сталина айăплар-им?
Agabazar // 4055.84.8555
2014.01.04 22:25
Agabazar
Чăвашăн хăй кĕсйинчи укçана тÿлесе, хăй ăсталаса растяжка, баннер тата ытти çавншкал япаласем тухса çапмалла иккен. Эх, тĕнче! Çакăнтан та пысăкрах мăшкăл татах пур-ши?

Апла пулин те, авă, пурнас тетпĕр эпир те.....
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.05 13:09
Акасапар ухмаха ан пер, кунта çырса пиарить туса ан лар. Малтан кай хула администрацине, ыйту ларт. Енчен те хула пуçлăхĕ "Возражаю" тесе хурав парсан пире копине кăтарт. Унсăрăн мĕн тума çыран, мĕн пĕлтерĕвĕ кирлĕ сана Çĕнĕ Çул ячĕпе.Çĕнĕ Çул ĕмĕрте чăвашсен уявĕ пулман.Сурхури,Çăварни ячĕпе пĕлтĕр те,виçĕмçул та чăвашла саламлани пулнă, паллах хастарсем тăрăшнипе,Акасапар вăй хунипе мар.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.05 13:16
Акасапар,Тимĕр ав пин тенкĕ хурап тет.Эс 1500 тенкĕ хур, тепри 2 пин тенкĕ хурĕ.Вара пулчĕ те сана кирлĕ растяжка. Çав растяжка чунуна ăшăтнипе хавхаланса-хĕмленсе татах тăрăшса ĕçлеме пуçлăн,тепĕр растяжка валли укçа-тенкĕ ĕçлесе илĕн. Е Акасапара растяжка тунăшăн та укçа тÿлемелле-ши вара? Каçар,Акасапар-хăта,эс укçасăр ним те туманнине мансах кайнă, эс вĕт "профеççионал"!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.05 13:23
Акасапарĕ мăнтарăн шелми растяжка тесенех "чĕç" туса ярать, пурпĕрех растяжка пирки çырать.Пикет тесе хăраса кайнă. Сан растяжкуна урамра тытса тăмалла мар, ăна хунар юписенчен çыхса хураççĕ енчен те хула администрацийĕ хирĕç пулмасан.Вăт,Акасапар, кăсьинчен пĕр тенкĕ те кăларасшăн мар. Леш вырăсла растяжкисене те усламçăсене хăйсен укçипе çактарнă. Мĕн çинчен шутлать Акасапар çырнă чухне, пĕлместĕп.
Владимир // 3105.22.1247
2014.01.05 14:05
Шеремет Акапасарне çисех ан ярăр, тархасшăн. Ман шутпа кунта вăл ахаль пăсланмасть. Ун шухăшĕпе, растяжкăсем çакасси влаçăн тÿрĕ ĕçĕ. Анчах та пысăк шав кăлармасăр влаçра ларакан чăваш чиновникĕн чăваш чунĕ ниепле те вăранаймасть,-теесшĕн пулас-ха вăл.
Agabazar // 2957.35.2576
2014.01.05 15:09
Agabazar
Шутлап-шутлап та çакăн пек шухăш патне пырса тухатăп: нивушлĕ пурăна-киле çакăнти (блорумри) сÿтсе-явусем те тĕппипех чăваша хирĕçле япаласене çаврăнĕç? Унашкал симптомсем тахçанах пур.


Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем