Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш наци конгресӗ «ТМЯП» шайӗнчен тухасшӑн мар?

Аçтахар Плотников05.03.2014 14:1420498 хут пӑхнӑ

ТМЯП тени ӗнтӗ кунта — тулли мар яваплӑ пӗрлӗх тенине пӗлтерет, хайхи вырӑсла ООО тенине. Ку эп шухӑшласа кӑларнӑ япала мар, хайхи Тимӗр Тяпкин ушкӑнӗ каланӑ сӑмах. Ҫавна тӗпе хутӑм ӗнтӗ.

Мӗншӗн ку сӑмаха пуҫларӑм-ха. Ӗнер Митта Ваҫлейӗн преми лауриачӗсене чысланӑ мероприятире пултӑм. Хисеплӗ преми темелле ӗнтӗ, анчах та ЧНК ҫыннисем унта темшӗн курӑнмарӗҫ. Те чӗнмен ӗнтӗ вӗсене, те пӗлмен, те Илле Иванов ӑна ертсе пынипе унта хутшӑнасшӑн пулман.

Чӑваш наци конгресне хӑй вӑхӑтӗнче чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан тӗрлӗ организацисене пӗрлештерекен япала пек тума ӗмӗтленнӗ-ҫке. Апла-тӑк наци конгресӗн ҫавӑнашкал пысӑк уявсене, пӗлтерӗшлӗ мероприятисене хутшӑнмаллах ӗнтӗ. «Ку — ют юшкӑн, ак ку — пирӗн ушкӑн» тесе уйӑрса тӑмалла мар.

Ҫавах ман шанас килет — Купрат патша каланӑ сӑмахсене ӑша хывса эпир чӑвашсем хӑҫан та пулсан пӗрлешетпӗрех, пайланса пӗтнӗскерсене пире пӗрлештерекен орган ҫуралатех. Чӑваш наци конгресӗ ҫӑк ӗҫе хӑйӗн ҫине илнӗ пулсан питӗ аван пулӗччӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Микула // 3913.58.4645
2014.03.06 12:16
Хĕрарăм арçынсем хушшине сăмсине ма чикет-ши?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.06 16:53
Тай питĕ тĕрĕс çырать Илле Иванов пирки. Темшĕн ăна хÿтĕлеме Митта Ваçлейĕн лауреачĕсенчен пĕри те çитимарĕ Муркаша. Муркаш вроде Крым та, Сочи те мар. Çавăнта кайса килме хăват тупаймарĕç. Может причина в другом?
2014.03.06 18:24
Аçтахар Плотников
Ак каллех эсир темăна пăрса ятăр вĕт! Каллех Илле çине, каллех Акапасар çине тапăнатăр. Теми вара пĕртте Илле мар. ЧНК пурне те пĕрлештерекен орган пулас теменни. ЧНК пурне те пĕрлештермелле — Юхман ЧОКЦне те, Тимĕрĕн «Сăварне» те, Иллен юлташĕсене те, «Хавал» тавраш çĕнĕ ушкансене те, чăвашлăхшăн çунакан пур чăваша та.
//ăс çукран пулĕ пĕр Иллепе Акапасара кăна тапăнатăр? Пĕрле ĕçлес вырăнне.
Тимӗр // 4916-2612
2014.03.06 21:29
"Căвар"фонд пирки калас пулсан,вăл конгресспа тачă çыхăнса ĕçлеме хатĕр.ЧОКЦпа тахçанах хутшăнатпăр."Хавал"ушкăн маттур çамрăксене пухма пултарнă.Ĕç тăваççĕ.Вĕсемпе те хатĕр пĕрле ĕçлеме.
2014.03.06 21:45
Аксар Чунтупай
//ăс çукран пулĕ пĕр Иллепе Акапасара кăна тапăнатăр? Пĕрле ĕçлес вырăнне.

Çĕтĕк чунлă теççĕ ун пеккисене...
Якур // 9181.9.5065
2014.03.07 00:34
Админ, тăванăм! Мĕнле тема Иллепе çыхăнман пултăр-ха? Хăвах çыратăн вĕт "те Илле Иванов ăна ертсе пынипе унта хутшăнасшăн пулман." -текелесе. Вăт кунта чăнлăх пур теме юрать. Хăйне ытлашши тăнлă, мăнкăмăллă пек тытакан çын( кунта Иллене те, Микулай пиччене те аса илме пулать) нихçан та халăха пĕтĕçтерме, пĕрлештерме пултаримаç. Çав "чир" конгресс ертÿçисене те пырса тивнĕ.
2014.03.07 00:47
Аçтахар Плотников
Кунта ман шутпа çакна ăша хывас пулать — чăн-чăн ертӳçĕ пур çынпа та пĕр чĕлхе тупма пултармалла мар-и? Ман шутпа çав-çавах пурне те пĕрлештерекен орган ЧНК пулмалла: вăл Илле пеккисене те юрама, пĕрле ĕçлеттерме пĕлмелле, ыттисене те. Ак ку мана ура хучĕ-ха хăй вăхăтенче тесе кĕвĕçсе лармалла мар. Хăшне тен çак чикĕ урлă иртсе кайма йывăр пуле те, анчах чан та ертсе пырас тесен çав чикĕ урлă (хутшăнăва чараканни урлă) каçмаллах, хăват тупмаллах.
Якур // 9181.9.5065
2014.03.07 00:48
Ак кунта акă Админ кашни кунах пĕлтерÿсем çакать.Çавăнта хитреленекен çынсенчен нихăшĕ те чăвашлăха сыхлас тенĕ митинга е пулăма пымасть, хотя вĕсем чăвашлăх темине асаплантарса укçа тенкĕ "ĕçлесе" илеççĕ.Мана каллех <ăмсанатăн> тесе питлеме пуçлаççĕ,пĕлсех тăратăп.Анчах вĕсене чăвашлăх теми манран самай ытларах кирлĕ,а ман чуна çеç ыраттарать тата Тимĕр калашле, кăсьерен е çемьерен укçа шăйăрать.Вот çавăн çинчен çыратăп эпĕ, а вовсе Акапасар е Илле çинчен мар.
Атнер // 3913.58.4645
2014.03.07 12:08
Админ,ан васка.Паянхи конгресс йывăррăн çĕнелчĕ.Ăнсăртран лекнисем унта çурри таран.Майĕпен Угаслов ЧНК шайне хăпартасса шанас килет.Вара,тен,эсĕ калашле, пĕрлештерме пултарĕ.
Микула // 3913.58.4645
2014.03.07 16:55
Кашни чăваш хăй патша.Кам пĕрлештерме пултарать Юхмана,Станьяла,Кибече,Мадурова,Тургая тата ытти обществосен ертÿçисене?.Ун пек çынна тÿрех Нобель премине памалла.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем