Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Путин Буш ҫулӗпе каяс тет пулас

Аçтахар Плотников07.03.2014 23:4930763 хут пӑхнӑ

Лента пӗлтерет:

«Посмотрите на рейтинг Путина, который сейчас зашкаливает — это уникальное совершенно явление, оно продолжается, когда лидер страны тем более на фоне таких турбулентностей не только сохраняет свой рейтинг, а он его увеличивает», — заявил Песков.

Кунта ним ҫӗнӗлӗх те ҫук. Ку ҫулпа хӑй вӑхӑтӗнче АПШ президенчӗ Буш утса пӑхсаччӗ. Суйланас тесе вӑл Иракра вӑрҫӑ пуҫланӑччӗ. Ҫапла май вӑл халӑха патшалӑхри йывӑр лару-тӑру пирки мантарса патриотизм хумӗ ҫинче пуканне сыхласа хӑварчӗ. Мӗн калӑн — вӑрҫӑра ӗҫсем чӑн та лайӑх пыраҫ пулсан — патшалӑх пуҫлӑхӗн те рейтингӗсем ӳсеҫ. Ку — чӑнлӑх. Анчах ӗҫ-пуҫ япӑхланма тытӑнсанах, салтаксем вилме пуҫласанах — пӗтӗмпех кутӑн ҫӑврӑнса тӑрать. Историре те ав Буш ырӑ сӑмахпа ҫырӑнса юлмарӗ...

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.08 10:08
Тĕлĕнтереç мана кантурта ларакан Акасапар,Админ тата Кубрат хăйсен "тăнлăлăхĕпе". Мĕн пĕлсе çыратпăр-ши тĕнче политики çинчен? Тавай малтан хамăр подьездра, пурăнакан çуртра йĕрке тăвар! Кам пĕрремĕшĕ? Кам эп çине тăнипе йĕрке тума пултартăмăр теме пултарать? Кам çĕнĕ ĔÇ вырăнĕ уçма пултарнă? Кам тăван халăха валли пулăм йĕркелеме пултарнă? Мĕн сăмса шывĕ юхтарса ларатпăр-ши?
Тимӗр // 4916-2612
2014.03.08 10:28
Бор,ан васка.Подьезд тăхтать.Ял хуçалăх,япăх çул-йĕр,шкул-садик тăхтать.Тÿсĕр.Олимпиада çÿллĕ шайра ирттерсе ятăмăр триллион çурă тухса кайрĕ.Халь Крыма пулăшма миллиардсем кирлĕ.Пиççихисене кăштах туртас пулать санпа.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.08 11:16
Çук, йĕрке тăвасси хваттертен, подьездпа хамăр çуртран пуçланать. Куна тăвимасан ĕмĕр-ĕмĕрĕпех тĕнчери йĕрке çинчен çырса ларма пултаратпăр.Ав Админ та çырать Ирак, Ливи çĕршывĕсем çинчен. Хăй унта ĕмĕтре те пулса курман, пĕр ливиецпа иракецпа та тусласша курман,а "тарăн" статьясем вĕсем пирки çырать.А вапçе ку пулăм( пĕлмен япала çинчен çырасси)пирĕн ментальность, "национальная особенность РАССЕЯНИНА".
Владимир // 9896.5.8858
2014.03.08 11:48
Бор, эсир ача садикĕнче воспитательте ĕçлемен-и? Привычкă юлнă пульте сирĕн, халĕ ыттисене те воспитани парас тетĕр пуль? Форумра Синун текенни пур, ялан воспитани парса ларать. Кунта Бор. Сире пĕр калăппа тунă пуль. Сирĕн иксĕрĕн ыталанса çÿремелле.
2014.03.08 12:38
Аçтахар Плотников
Бор, ман вара халь подъездсем пирки кăна çырса лармалла-им? Ытларах, анлăрах, илмелле мар тет-им?
Ку вăрçă пире чăвашсене те пырса тивет. Чăвашсем, тутарсем, пушкăртсем, тата ыттисем крым халăхĕ хыççăн ан кайччăр тесе тĕре-шара тата та ытларах чаракан саккунсем кăларĕç. Ку пулатех. Раççейрен тухасси пирки шарлама юраманнине унчченех йышăнчĕç. Халь ав тата Раççей политикине хирĕçле çыракан журналистсене айăплама пуçласшăн...
Çыр ара подъездсем пирки... Сана никам та кунта чармасть. Эп вара, хальлĕхе ирĕк пур чухне, ытти япаласем пирки те çырам.
Владимир // 9896.5.8858
2014.03.08 13:30
Пирĕн хамăр халăх интересĕсене тĕнче шайĕнче хÿтĕлеме вĕренмелле.Тĕнче темисене хускатма вĕренмесен, хамăра ытти халăхсем хушшинче хÿтĕлеме вĕренеймĕпĕр.Бор евĕрлĕ, подъездсем тăрăх çÿрекен çынсем те кирлĕ. Анчах та пурте подъездсенче çÿреймĕç.
Agabazar // 5563.8.5545
2014.03.08 16:43
Agabazar
Кубрат // 9896.5.8858
2014-03-08 13:30 <<Пирĕн хамăр халăх интересĕсене тĕнче шайĕнче хÿтĕлеме вĕренмелле.>>
Каккуй тĕнче шайĕнче! Тимĕрсемпе борсем ялсовет-хуласовет тата вырăнти министр шайĕнче те хÿтĕлесшĕн мар. Вĕсен шучĕпе тăван чĕлхене ТĂПСАКАЙ шайĕнче хÿтĕлесен те çитет имĕш.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.08 16:52
Кубрат, эсĕ может подьездсем тăрăх та çÿреме тивĕçлĕ мар. Эп те сан юптарусене вулап Форумра, ним те тăнлă çырни çук. Одно преимущество, Мускавра пурăнан.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.08 17:01
Истина в том,что Админ юлташ, подьездра та пулин, урамра та пулин йĕрке тăвимастпăр пулсан санпа иксĕмĕр, сана та , мана та никам та итлемеç. Акасапарĕпе Кубрачĕ тата тĕнче шайĕ пирки юмах яраççĕ.Урама тухса икĕ сăмах калаймаççĕ, темскер хăпартланаççĕ. Пĕр митинг йĕркелесе 1000 çын та пулин пухса курăр-ха, вара сире пырса пуç çапăттăм.Сăмахпа тем те пĕр тăватăр.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.08 17:05
Админ:"Эп вара, хальлĕхе ирĕк пур чухне, ытти япаласем пирки те çырам.".
Çыр,ара, пĕлни-пĕлменнине--кам чарать?. Эп каласшăн 100 %-лă пĕлмен япала çинчен мĕн çыран?

Страницӑсем: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем