Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Чи ҫӳллӗ шывсикки — Анхель

Аçтахар Плотников15.11.2014 02:439749 хут пӑхнӑ

Ку шывсикки Венесуэлӑра вырнаҫнӑ, ун ҫӳллӗшӗ 1054 метр шутланать. Ниме те перӗнмесӗр юхакан шывӑн ҫӳллӗшӗ — 807 метр. Анхель ята ҫак шывсиккине Джеймс Энджел (Angel) вӗҫевҫӗ ячӗпе панӑ пулать.

Шывсиккине XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Эрнесто Санчес Ла Крус уҫнӑ. Анчах та паллӑ вырӑн шутне вӑл ун тавра Джеймс Энджел вӗҫсе иртнӗ хыҫҫӑн кӗнӗ. Паллах, ку шывсиккине унччен те пӗлнӗ. Вырӑнти пемон индей йӑхӗ ӑна «Керепакупай вена» ятпа асӑннӑ пулать. Чӑвашла куҫарсан — «Чи тарӑн вырӑнти шывсикки».

Джеймс ку тӑрӑха алмас шыраса килнӗ теҫҫӗ. Вырӑнти йӑхсем каласа панӑ тӑрӑх шӑп та шай алмас йышши чул ҫак тӑрахра нумай пек пулнӑ имӗш — ҫакна пӗлсе ӗнтӗ Джеймс Энджел вӗҫсе килнӗ те. Анчах, каярах пӗлнӗ тӑрӑх, ку вырӑн алмаспа мар, кварцпа ҫеҫ пуян пулнӑ.

1933 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗнче хаклӑ чулсем шыракан Джеймс хӑйӗн юлташӗсемпе пӗрле Ауянтепуй сӑрт (кунта вӗсене тепуй теҫҫӗ) ҫине самолетпа ларма шут тытать, анчах ӗҫӗ ӑнмасть, самолётӑн кустӑрми шӑтнине пула сӑрт ҫинчен вӗсем ҫуран 11 кун анаҫҫӗ. Ушкӑнра унӑн арӑмӗ Мария та пулнӑ. Вӗсен приключенийӗ пирки хыпар питӗ хӑвӑрт сарӑлать те шывсиккине ун ячӗпе калама пуҫлаҫҫӗ. Мӗншӗн Энджел мар, Анхель? Вӗҫевҫӗн ячӗ испанла шӑп ҫапла илтӗнет иккен.

Сӑмах май сӑрт ҫинче юлнӑ вӗҫмеке (самолёта) каярах ҫав-ҫавах антарнӑ — 33 ҫул иртсен вертолетпа усӑ курса тавӑрнӑ та Маракай хула музейӗнче юсанӑ хыҫҫӑн Сьютат-Пуливар хулин аэропорчӗ умне вырнаҫтарнӑ.

2009 ҫулта Венесуэла Президенчӗ Уго Чавес шывсиккине вырӑнти йӑхсен ятне тавӑрса пама йышӑннӑ. Ку ӗнтӗ американсен империалисӑмӗпе кӗрешни шутланнӑ. Паллах, тӗнче ку шывсиккине ҫавах малтанхи ятпах пӗлет — Анхель.

Чи ҫӳллӗ шывсикки пулнӑ май кунта туристсем чылай килеҫҫӗ. Ҫитме, паллах, ҫӑмӑл мар — шывсикки Венесуэлӑн чӑтлӑх вӑрманлӑ тӑрӑхра вырнаҫнӑ. Унта сывлӑшпа е юханшыв тӑрӑх кӑна лекме пулать. Ҫулҫӳревҫӗсем валли ятарлӑ турсем хатӗрленӗ — ун шутне Канаймӑна ҫитмелли билет, апат-ҫимӗҫ тата ытти япалан кӗрет. Уйрӑммӑн тӳлесе шывсиккине сывлӑшран пӑхма май пур. Пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулсан, паллах, ытлашши нимӗн те кураймӑн.

Анхель шывсиккине ЮНЕСКО эткерлӗхне кӗртнӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Якур // 2775.70.8686
2014.11.16 20:58
Шыв сикни, Шыв ÿкни --кунта 2 çыннăн та пулин пĕр-пĕрне итлесе пĕр тĕвĕ тума пĕлни вырăнлă. Унсăрăн виç чăваш калаçни çинчен тĕнчене сарăлнă анекдот пек пулать.
2014.11.16 21:52
Аçтахар Плотников
Таçти «упа шăтăкĕнче» пурăннĕ чăваш килсе лекнĕ те... Халь вара мĕн ăна пула пуç хĕрлĕ кутăн тăмалла-им? «Шывсикки» — тахçантанпа çирĕпленнĕ термин, ăна пурте пĕлеççĕ! Татах та шаларах кĕрсе кайсан «кĕрленкĕ», «сиктерĕш», «шарлак» сăмахсене асăнма пулать. Анчах вĕсене сахалтарах пĕлеççĕ. «Шыв ӳкни» ниçта та çук, унпа никам та усă та курман.
Вырăс чĕлхи ≠ чăваш чĕлхи. Вĕсен шывĕ ӳкет пулсан чăвашăн та ӳкнине пĕлтермест. Чăвашăн вăл юхать. Ку пулăмра вара чăваш шыва сикнине, шыв шавне «курнă», çавăнпа та «шывсикки» тенĕ. Кунта, паллах, пирĕн çӳллĕ шарлаксем çукки те хăй йĕрне хăварнă — пĕчĕккисенче вара шыв чăнах та сикнĕн туйăнать.
2014.11.16 21:59
Аçтахар Плотников
«Шыв сикни - прыжок воды»
«Неважно» тусăм, чăвашăн чылай япала вырăссенчен расна. Ак, тĕслĕхрен, чăваш «руль умĕнче» (перед рулем) тет, вырăс — «за рулем» (руль хыçĕнче). Ак тепре: «тасат» глаголăн синонимĕ «хурат». Вĕсен тĕпĕсене илес пулсан, пачах та антонимсем иккен: «таса»-«хура». Термин вара шкулти доскапа çыхăннă: вăл «хура» тĕслĕ пулнипе «хурат» та тасатнине пĕлтерет.
Чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсем чылай, вĕсене пĕлмесĕр сĕнӳсем пани вырăнсăр.
Agabazar // 3616.84.4123
2014.11.17 00:22
Agabazar
Сикки= Сикĕ+и.
<br>Сикĕ=Сик+ĕ. (Танлаштарар: Пухă>Пуххи)

Шыв сикни — пулăм. Шывсикки — термин, çутçанталăк объекчĕ.
Неважно // 4046.1.0244
2014.11.18 14:14
Неважно
Ӳкет пулмалла мар-и? Админĕ вырăс е мордвин пулмалла

Должен быть, должна быть, должно быть, должны быть - пулмалла
Должно быть пришёл - килчĕ пулмалла
Должно быть пришли - килчĕç пулмалла
Админ пек пулмалла - должны быть как админ

Агабазарне тӳлеççĕ пулмалла,
Ман кунта çырас та килмеç)

Унсăрăн - мĕнсĕрĕн?
Якур // 4141.14.3706
2014.11.18 14:37
Шыв сикни çинчен тем те çырма хатĕр эсир. Анчах та "чăваш ялĕнче пурнакан кинемейĕн е тата кукаçин сыпă сикнĕ, ури мăкăлтаннă - сипленмелли вырăн Чулхулара çеç"-тесе çырмаççĕ. Венесуэллăри шыв юххи Прохоров текен олигарха тата Касьянов текен политика илĕртме пултарать. Юнеско эткерлĕхне часах ялта ним цивилизаци тытăмĕсĕр пурнакан карчăка кĕртĕç.
2014.11.18 14:41
Аçтахар Плотников
Якур, сана кам чарать? Ил те çыр — вырнаçтарăпăр. Эп вăл кинемее пĕлместĕп, кукаçине палламастăп.
2014.11.18 14:45
Аçтахар Плотников
«Агабазарне тӳлеççĕ пулмалла,
Ман кунта çырас та килмеç)»
Çапла пуль, леш хальхилле каласан «америка агенчĕсем» укçа уйăрнă пулас, аха-и? Акапасарĕ хуть аслă пĕлӳ илнĕ.
Якур // 3023.93.1957
2014.11.18 23:26
Намăс кун пек çырма,Аçтархар тăванăм.Çырăр малтан хамăр чăваш уникумĕсем çинчен,гуманитарисем!Кунта техника е производство темипе çырни кирлĕ мар.Эпĕ журналист мар,эп мĕн курнине е мĕнпе килĕшменнине кăна çырма пултаратăп. Аслă пĕлÿ çинчен--5 диплом пуçтарма пулать,анчах аслă пĕлÿсĕр юлма пулать.
Agabazar // 3293.49.9320
2014.11.19 05:11
Agabazar
Хăш тĕлте çырнă кунта техника темипе?
Хăш тĕлте кунта производство темипе?

Страницӑсем: [1], 2

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем