Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аксар Чунтупай: Валери Туркая хăйне намăс мар-ши?

Аксар Чунтупай23.01.2015 20:3117311 хут пӑхнӑ

Оперăпа балет театрĕнче Литература çулталăкĕпе К.В.Иванов çулталăкне уçрĕç. Пурте йĕркеллĕ пек, анчах та пĕр самант кăмăла хуçрĕ. Валери Туркайпа тутар поэчĕ Ринат Харис та сцена çине тухрĕç. Ринат Харисăн сăмахĕ пит вырăнлă пулчĕ, анчах Туркай сăмахĕ вара кăмăла хуçрĕ. Сăвви кулăшла терĕ те — пăсăк сăвви пулчĕ вăл. Вырăнлă пулмарĕ. Чăваш халăх поэчĕн ятне йÿнетни пулчĕ. Акă, итлĕр: (çырма намăс, ЧНТ пăхăр!)

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Эвлэн // 1667.03.2880
2015.01.25 19:55
Сăвви,чăнах та, вырăнсăр.Аса илсен, хама та уншăн халь те намăс. Ара, мĕн чĕхлĕĕ сумлă хăначчĕ. Ытлашшипех "çиçни-ши" ку? Мухтанчăк хăйĕн туйĕнче намăс курнă теççĕ. Халăх умĕнче кăштах сăпайлăх кирлех.
2015.01.25 20:13
Аксар Чунтупай
Акакпасар чăваш халăх чĕлхине пĕлмест те иккен... "Турăм, турăм..." тени мĕн пĕлтернине ялти шĕвĕрккерен ыйтсан та лайăх пĕлет вара...
2015.01.25 20:17
Аксар Чунтупай
Паллах, ку криминал мар, анчах намăс-симĕсе чухламаллах ĕнтĕ, халăха хисеплемеллех чăваш халăхĕн тĕп хаçачĕн тĕп редакторĕн...
2015.01.25 20:20
Аксар Чунтупай
Çакăн пек пысăк форумра пурте намăс-симĕссĕр калаçсан мĕн пулать вара? Ĕрет-нисĕпе çухатни патне илсе çитерет...
Agabazar // 4147.85.7829
2015.01.25 20:24
Agabazar
Цитата:"Акакпасар чăваш халăх чĕлхине пĕлмест те иккен... "Турăм, турăм..." тени мĕн пĕлтернине ялти шĕвĕрккерен ыйтсан та лайăх пĕлет вара..."

"Арăм турăм" тени авланнине пĕлтерет!!!


Арапуç хĕрне арăм турăм = Арапуç хĕрне качча илтĕм

Мачча // 4117.51.7078
2015.01.25 20:29
Акапасар, эс малтан текстне пӗтӗмпех тишкер, вара калаҫ.
Agabazar // 4147.85.7829
2015.01.25 20:29
Agabazar
Эсир кунта контекстран кăларса илнĕ сăмахсемпе тĕлентересшĕн иккен... :-(

Контекст кирлĕ, контекст!!!

Унсăрăн "питлеме" мекĕçленни усăсăр.
Agabazar // 4147.85.7829
2015.01.25 21:42
Agabazar
Мачча // 4117.51.7078 2015-01-25 20:29:<<Акапасар, эс малтан текстне пӗтӗмпех тишкер, вара калаҫ.>>

Ну тавайăр эппин хайхи текста кунталла? Мĕн вăтанса тăратăр? Вăтанасса вăтанам пекки тăватăр-ха та, темине кунта кĕртсе яма, ав, пачах та вăтанман!
Конмич // 1164.52.6560
2015.01.26 02:20
Ытла та кĕвĕç чунлă-çке эпир. Вулама та йывăр кĕвĕçÿпе, ăмсанупа наркăмăшланнă сăмахăрсене, ачасем. Ку наркăмăш чуралăх саманинчен юлнăскер. Чунăрсене унран тасатма тăрăшăр. Поэзи лаççинчен усал-тĕселе хăвалăр.
Конмич // 1164.52.6560
2015.01.26 02:22
Мĕскер супса ларатăр. Сайтра эпĕ миçе хут регистрациленмелле!

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем