Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тимӗр Акташ: Эпĕ В. Туркай статьипе килĕшместĕп!

Тимӗр Акташ07.03.2015 20:5820422 хут пӑхнӑ

1. Атнер Хусанкая хирĕç ĕçне В.Туркай 1995-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче, Шупашкарта, Чăваш наци конгресĕн 2-мĕш Аслă Пуху вĕçленнĕ чух тума хăтланнă. (Аса илтеретĕп: 1993-мĕш çулхи раштав уйахĕнче ЧР Президент пулса Н.В.Фёдорова суйланă.) 1995-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче, Чăваш филармонийĕнче, ЧНК Президентне суйланă чух ăнсăртран В. Туркай, ЧНК вице-президент пулнă май (çак должностьне пурнăçланса 1995-мĕш çулхи çуркунне пуçласа), «ЧНК Президенчĕ эпĕ пулмалла!» тесе евитленĕ. Аслă Пухăвĕн делегатсем аптраса ӳкнĕ: мĕншĕн А.Хусанкай мар? Мĕншен В. Туркай? А. Хусанкай — 1992 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче, ЧР Аслă Канашĕн Президиумĕн членĕ пулнă чух, ЧНК еркелекенĕ, ăна ЧНК Президент должноçне лартма суйланă. Вăл ЧНКна пĕтĕм тĕнче шайне хăпартрĕ, сумлă ертӳçĕ. 1991-мĕш çулхи раштав уйăхĕнче А.Хусанкай Чăваш Республикин Президент суйлавĕнче чи нумай сасă — 46,4 процент пуçтарнă.

В. Туркай тата хастар чăваш, поэт та маттур. Анчах, вĕсем шайĕсем расна. В. Туркай А. Хусанкай çумĕнче ĕçле-ха, ертӳçине пулăш. Анчах В. Туркайăн амбицийĕ темшĕн ытла пысăк... ЧНК 2-мĕш Аслă Пухăвĕ ăна ЧНК Президент пулса суйламан. Çакăн хыççăн В. Туркай ЧНК Аслă пухăвĕнчен демонстративла, юри палăртса тухса кайнă.

2. 1997-мĕш çулхи юпа уйăхĕнче ЧНК 3-мĕш Аслă Пухăвĕ уҫнӑ кунӗнче, «Советская Чувашия» хаҫатра А.Хусанкая хирӗҫ В. Туркайӑн статья пичетленсе тухрӗ. Ҫакна чатмасӑрах, эпӗ ЧНК Аслӑ Пухӑвӗн трибунӗнче каларӑм: «Валерий Владимирович, эпӗ санпа килӗшместӗп! Мӗншӗн эс сумлӑ ҫынна тапӑнатӑн? Вӑл чӑваш халӑхӗн паллӑ ҫын, вӑл историре юлать. Ку событи — ЧР Президент тепӗр суйлавӗ умӗн. Эп шутлатӑп: Ку статья суйлавпа ҫыхӑннӑ». Кайран В. Туркай Н.В. Фёдоровшӑн Чӑваш телевиденийӗнче пӗрре мар агитациленӗ. Н. Фёдоров Чӑваш радиопа каланӑ: «Я буду выжигать национализм калёным железом!»

3. Нумаях пулмасть ЧР Мининформполитики В. Туркая «Хыпар» хаҫата ертсе пыма лартнӑ. Ҫак должноҫе усӑ курса, халӗ вӑл каллех А. Хусанкая тапӑнать, хайӗн хаҫатра тустарать. Каллех политика пирки. Каллех кӑҫал ЧР Пуҫлӑхне суйламалла. Каллех «крамолӑна», пӑлхава хӗртнӗ тимӗрпе ҫунтараҫҫӗ...

4. В. Туркайӑн памфлет пичетленнӗ кун, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче В. Путин сӗннӗ праҫник палӑртнӑ — День подразделений специальных операций. Шӑпах ҫулталӑк каялла Украинӑри Крым Автономи Республикине «неизвестные вооружённые вежливые люди» ярса илчӗҫ. Кайран ҫак «ҫынсем» ҫакӑн пек Донецк, Луганск, Славянск хулисене те хӗҫпӑшалсемпе ярса илчӗҫ. Пуҫларӗ вара Украинӑра юнлӑ вӑрҫӑ...

Кӑҫал ҫак кун, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ҫӗрле, паллӑ Раҫҫейри оппозицийӗ политикне, киревсӗр вӑрҫӑпа кӗрешекен Борис Немцова та сӗмсӗррӗн, Кремль умӗнче, «неизвестный вооруженный» персе пӑрахрӗ. Пӗтӗм Раҫҫей интеллигенцийӗ, Европа политиксем хурланаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Б. Немцова асӑнса, Мускавра 50–70 пин ҫын хурлӑхлӑ марш иртерет. Тӗрлӗ Раҫҫейри хулисенче, Шупашкарта та, Европӑра асану хурлӑхлӑ акцийӗсен иртереҫҫӗ. Кайран темиҫе пин Б.Немцова юлашки ҫулпа ӑсатаҫҫӗ. Каллех Раҫҫей, Европа паллӑ политиксемпе пӗрле. Анчах, «Хыпар» хаҫатра ҫак ҫинчен пӗр сӑмах та ҫук!... Ӑҫта гласность? Ӑҫта чӑнлӑх? Намӑс мар-и, Валерий В.Т., тӗп редактор?!

Тимер АКТАШ, журналистикӑпа ӗҫ ветеранӗ.

Шупашкар хули

2015-мӗш ҫулхи Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗ

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1633.25.7532
2015.03.07 21:32
Agabazar
Цитата:"4. В. Туркайӑн памфлет пичетленнӗ кун, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче "

Кунта та "памфлет"... Памфлет мар, пасквиль теес пулать!

Памфлет тени урăхларах япала пулаканччĕ. Сăмахран, Илле Тăхтин "Колчак" поэми чăнах та памфлет. http://chuvash.org/lib/haylav/2668.html
Владимир // 4198.78.4608
2015.03.08 15:47
Автор Туркайпа килӗшмест, е Туркай Хусанкай ҫинчен статьяра каланипе килӗшмест? Мӗнпе килӗшмест вӑл? Конкретно калама май ҫук-им? Кунта сурчӑк сирпӗтни кӑна.
Agabazar // 2138.27.4151
2015.03.08 16:25
Agabazar

Волоча текенскерне "конкретлă" мĕн килĕшмест тата?

Agabazar // 2138.27.4151
2015.03.08 16:55
Agabazar
Володя // 4198.78.4608 2015-03-08 15:47:<<Автор Туркайпа килӗшмест, е Туркай Хусанкай ҫинчен статьяра каланипе килӗшмест? Мӗнпе килӗшмест вӑл? Конкретно калама май ҫук-им? Кунта сурчӑк сирпӗтни кӑна.>>

Мĕн ăнланмалла марри пур ĕнтĕ? Калать вĕт автор мĕнпе килĕшменнине: ТУРКАЙ СТАТЙИПЕ тет! Пĕрерĕн-пĕрерĕн шĕкĕлчет: пĕрремĕш пункт, иккĕмĕш, виççĕмĕш, тваттăмĕш. Тата мĕн кирлĕ?

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем