Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Валери Туркай патне Уççыру

Agabazar18.03.2015 20:0325484 хут пӑхнӑ

Ырă Çыннăмăр Валери Владимирович Туркай,

Эпир "Хыпар" хаçат "çĕршыв", "тунтикун" йышши сăмахсене пĕрле çырма тытăннине хавасланса кĕтсе илтĕмĕр.

Хăшпĕрисем вара çапла калама васкарĕç: Туркай кивĕ орфографи патне таврăнчĕ. Унашкал çавăрттарса хуни, ман шутпа, элекпе тан. Мĕншĕн тесен халь вăйра тăракан орфографи сăмахсене пĕрле çырма пачах та чармасть.

Ку тĕлĕшпе эп хам та çак сайтри кунсемлĕхре самаях тĕплĕн çырса кăтартрăм.

1)Парламента шан, анчах паянхи кунпа пурăн.

2)Майĕпен, пĕрчĕн-пĕрчĕн.

"Хыпар" хаçат та асăннă ыйтусемпе çыхăннă инсинуацисене тăрă шыв çине кăларасса шанас килет.

Салампа Акапасар.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.14 09:47
Акасапар:"Кунашкал лару-тăруран пĕртен-пĕр Валери Туркай çеç çăлса хăварма пултарать"-тӗрӗсех мар ку.Малтанласа пӗрне-пӗри хисеплеме,пӗрне-перине курнипе савӑнма,тӳрӗрех каласан-юратма вӗренӗр-ха(леш Ник Вуйчич пекрех)!Аттун чӑвашсем пӗрне-пӗри юратсах кайманни сисӗнеть,хирӗҫ пыракан чӑваша курсан урам тепӗр енне каҫса кайма хатӗррисем те пур( уйрӑмах урӑхрах позиципе палӑрнисем).Ку лару-тӑрура Туркай нимех те тӑвайманни паллӑ.Ахӑртнех,Хыпар редакцинче те Влерине ӗҫрен хӑтарассине кӗтсе пурнакансем те пайтах.Ун патне туртӑнакансем йышлах мар.Сӑмах май каласан,Советсем хуҫаланнӑ тапхӑрта урӑхларах пекчӗ.
2015.04.14 11:26
Аçтахар Плотников
Тепӗр темӑран куҫартӑм (орфографи кунта вырӑнлӑрах)

«Анчах... Чĕлхеçĕсем 1994 çулта орфографипе пунктуацин çĕнĕ правилисене сĕнчĕç. 1-2-3 çын мар, патшалăх влаçĕ çирĕплетнĕ ятарлă комисси вăйĕпе.»
<br>Эп илтнӗ тӑрӑх вара вӑл правилӑсене хӑй вӑхӑтӗнче Патшалӑх Канашӗ сивленӗ, ЧНК йышӑнман. Анчах ҫӗнӗ правилӑсене кӗртес тесе лешсем хайхи патшалӑх влаҫӗсем патне темӗнле шӑтӑк тупнӑ та унпа усӑ курса ҫирӗплетме пултарнӑ. Мӗншӗн хирӗҫӳ ҫуратать-ха вӑл, ҫак правило? Мӗншӗн тесен вӑрттӑн хӑтланса, чееленсе, халӑха хирӗҫ (ЧНК) кайса йышӑннӑ вӗсене. Хӑш-пӗрин мӑнкӑмӑллӑхне тивӗҫтерес тесе. Тӗрӗслӗх тупас тесе мар.
<br>Пасар патшалӑх влаҫӗ пирки калать-ха та, анчах ун чухнехи лару-тӑрӑва уҫҫӑнтарах пӗлтермелле ӗнтӗ.
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.14 15:54
Админа вулав çуртне кайса 1992-1994 çулсенчи Хыпара тишкерме ыйтатăп.Ан ÿркен. Унта дискусси Везувий вулканĕ пек пĕрхĕнсе тăнă. Реалист-прагматиксем, профессионал чĕлхеçĕсем çĕнтернĕ. Ара, комиссие чăнах Аслă Совет туса хунă. Нимĕле "шăтăк" та пулман. Атнер Хусанкайран, Н.Егоровран, Л.Сергеевран, М.Скворцовран ыйтăр. Тата - Юрий М. Виноградовран. Туркай кивĕ (ан тавлаш, Акапасар, темле параграфсемпе ан арпаш), тĕрĕсрех каласан, киввинчен те кивĕрех правилăсем патне таврăнчĕ. "Правилăсем" тени те тĕрĕс мар-ха. Тарасовпа иккĕшĕ хăйсен правилисене вăя кĕртеççĕ. Педагогсем хăйсенчен хырăм тытса кулнине те курмаççĕ е курасшăн мар.
Миккуль // 2528.00.4208
2015.04.14 20:20
Пасар тӗрӗс ҫырнӑн туйӑнать. Паянхи хыпарта та Виноградов ҫырни йӗркеллех пек.
Agabazar // 3584.75.3320
2015.04.14 21:43
Agabazar
Цитата:"...Реалист-прагматиксем, профессионал чĕлхеçĕсем çĕнтернĕ..."

Çырулăх ыйтавĕсене татса парасси вăл — вăрçă-харçă ĕçĕ мар. Кунта çĕнтернĕ сăмах вырансăр. Кунашкал ыйтусене нихçан та "алă тăратса" е карланкăпа хиркеленсе йышăнмаççĕ. Дискусси тенĕрен, вăл ниме те пĕлтермест, енчен те ют аргументсене шута илмесен. Тĕрĕс, ман хыпарсем тăрăх, Андреевпа Виноградов Атнер Петровччăпа та витĕнкеленĕ ун чухне, хайхин ун чухнехи авторитечĕпе самаях усă курнă. Çакăн чăн сăлтавĕсене те самаях тавçăрса илме май пур. А.П.Х. ун чухне Чĕлхе Саккунне пурнăçламалли Программа хатĕрленĕ. Çав Программăна Тĕрев пама И.А.Андреев та пулăшкаланă. Вара Атнерăн ирĕксĕрех тенĕ пек Иван Андрейччăн аллине те çума тивнĕ. Эп хам çапларах куратăп. Ку вăл — ман шухăш.
Agabazar // 3584.75.3320
2015.04.14 21:49
Agabazar
Пасар // 4117.51.7078 2015-04-14 15:54:<< Туркай кивĕ (ан тавлаш, Акапасар, темле параграфсемпе ан арпаш), тĕрĕсрех каласан, киввинчен те кивĕрех правилăсем патне таврăнчĕ.>>

Эпĕ пачах та Валери Туркайăн "поклонникĕ" мар. Апла пулин те çăмăллăнах çапла çавăрттарса хума май пур:

Эсир калани — 100% элек.

Вăт çавнашкал хаклавла шухăш....
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.15 09:22
Аре,асӑннӑ "Атнер Хусанкайран, Н.Егоровран, Л.Сергеевран, М.Скворцовран ыйтăр.Тата - Юрий М. Виноградовран"- пурте паянхи кун чӗрех вӗт!Пуҫтарӑнӑр та калаҫӑр тепӗр хут.Кайран асаилӳсем,архивсем тӑрӑх ҫӳриччен.Е ку ыйту тӗлӗшпе те Акасапар ухмаха ериччен тавлашасшӑн?
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.15 09:38
Акапасара тепĕр чух пуçне ... çапмасть-ши? Программине шăпах та И.А.Андреев ертсе пыракан ушкăн хатĕрленĕ. Тепре калатăп: ан ÿркенĕр, вулавăша кайса 20 çул каяллахи Хыпара вулăр. Аслă Канаш çирĕплетнĕ правилăсене те, Патшалăх Канашĕ çирĕплетнине те (1994) пĕр комиссиех хатĕрленĕ. Чăннипех тавлашса, тепĕр чух çав тери хĕрÿллĕн. ИТОГ: компромисс. Чĕлхемĕр 20 çул кисренмесĕр пурăнчĕ Аркатуçăсем килчĕç те...
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.15 09:41
Пĕлмесĕр ан калаç, Акапасар. Шăпах та Андреев профессор витĕмĕпе йышăннă Программăна та, правилăсене те. Атнер Петрович "националист" шутланнă. Çавăнпа та Андреева локомотив вырăнне тăратнă. Атнер такамăн аллине "çăвакан" çын пулман та , пулас та çук.
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.15 09:50
Бор тĕрĕс калать. Пурте тенĕ пекех чĕрĕ-сывă паян та. Админа - сĕнÿ: вĕсемпе материалсем хатĕрлемелле. Хăйсем çыраççĕ-и е интервью_и? Атту сÿтĕлетпĕр, сÿтĕлетпĕр, пĕр сăмаха пин хут калатпăр.
Тепĕр самант. Гуманитари институтĕнче уйăх каялла иртнĕ конференцире пĕр=ик чĕлхеçĕпе лесниксăр тата пайтаçăсăр пурте-пурте (!!!!) хальхи правилăсене сыхласа хăвармаллине палăртрĕç. Сăмах май, М. Скворцов та.Вăл вара 20 çул каялла питĕ хирĕç пулнă. Вăхăт кăтартса пачĕ ЧĂВАШ ЧĔЛХЕÇИСЕН ПЫСĂКРАН ТА ПЫСĂК ПАЙĔ тĕрĕс ĕç тунине. Пире паян стабильлĕх кирлĕ. Çамрăк ăрăва хаçат-журанрлатан пистерес марччĕ. "Тантăш" хаçат тиражне пăхăр-ха. Çитес çур çулта мĕн чухлĕ юлать?

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 9

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем