Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки

Софья Савнеш17.04.2015 20:3632190 хут пӑхнӑ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ май пурте пĕлмен япаласем пирки сăмах хускатасшăн. Вĕсене тĕнче тетелĕнче ăнсăртран асăрхарăм.

• Вăрçă чарăнсан Çĕнтерÿ кунне 17 çул уявламаннине, ахăртнех, пурте пĕлмеççĕ.

• 1948 çултанпа Çĕнтерÿ кунĕ тĕп уяв шутланнă, анчах ăна никам та уявламан.

• Халĕ шутланă тăрăх, вăрçă хирĕнче 43 миллион совет çынни выртса юлнă.

• Вăрçă хыççăн 7 миллион çын кăна юлнă.

• Çĕнтерÿ хыççăн та Германипе СССР мирлешмен. Çапăçу вĕçленнине 1955 çулта кăна алă пуснă.

• СССР влаçĕ çапăçура вилнĕ çынсен йышне шутласшăн пулман. Сталин палăртнă çеç: 7 миллион. Вăл вилсен те ку хисепе тепĕр хут пăхса тухман. Ку ĕçе 1980 çулсенче çеç пуçланă.

• Вăрçăра 4 пин çын тыткăнра вилнĕ.

• Украинăри 334 яла нимĕçем халăхпа пĕрле çунтарса янă.

• Нимĕçсем ярса илнĕ чи пысăк хула – Чергнигов облаçĕнчи Корюковка. Икĕ кунра фашистсем 1290 çурта çунтарнă, 7 пин çынна вĕлернĕ.

• Совет Союзĕн Геройĕн ятне 87 хĕрарăм тивĕçнĕ.

• Медальсемпе орденсене кăларса ĕлкĕреймен, çавăнпа вĕсем пурне те лекеймен

• Вăрçăра 60 пин ытла йытă пулнă.

• Йытă саперсем 33 хулапа яла минăран хăтарнă.

• Гитлер Сталина мар, Юрий Левитан директора хăйĕн тăшманĕ тесе шутланă. Совет влаçĕ Левитана лайăх сыхланă. Гитлер ăна вĕлерекене 250 пин марка пама шантарнă.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.12 10:53
Юрать,лайӑх иртсе кайрӗ Ҫӗнтерӳ уявӗ. Малалла ӗҫе пуҫӑнмалла. Ав Лушков та Калининград облаҫӗнче фермер тумне тӑхӑннӑ,ӗҫлеть тар юхтарса.Лушков ҫапла каланине илсе кӑтартма юрать:" мужик всегда должен рабртать-днем на работе,вечером-дома, ночью - в постели".Юрок 79 ҫулта как никак.
Атила // 3913.58.4645
2015.05.12 14:54
Кам чӑннипех ӗҫлет,ҫав нумай поплямас.
Ют Ҫын // 3612.7.2523
2015.05.12 17:00
Лушков Хӑй ӗҫленинчен ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелесе пани паха. Ан тив, хӑй ӗҫлемесен те ҫынсене валли пурнӑҫ ҫӑмӑллатас майсем туса пани,ӗҫ укҫи тӳлени лайӑх,инфраструктурӑ та ытлашши пулмас.
Agabazar // 4175.42.3625
2015.05.12 18:19
Agabazar

Атила шутсăр нумай ĕçлет пулмалла, сайра хутра кăна кунта килкелесе поплякалать.

Ют Ҫын // 4152-2001
2015.05.13 06:04
Атила тӗрӗс тӑват, урамра хӗрӳ тапхӑр пырат. Кунта компьютӗр умӗнче лараканнисене явӑҫтармалла ытларах.
Атила // 3913.58.4645
2015.05.13 15:54
Ялта халь конӗн-ҫӗрӗн ӗҫ номай.Паранкӑ,моркка,кӑшман лартрӑмр.Холая,хоная кама та вӑхӑт ҫок.Арҫынсам Москвая тохса кайнӑ.Мӗн тон.Порнас полат.Йорат каҫпа молча пор.
Agabazar // 3136.02.6534
2015.05.13 18:11
Agabazar
Атила хăйне ĕçлĕ тенипе вĕçсех кайрĕ пулмалла.
Тавай, тавайăр, татах мухтанăр, татах каппайланăр. Пĕлтерĕр пире мĕнле ĕçсем туса каплантарни пирки. Кайран комисси ярса тĕрĕслеттерĕпĕр: чăнах та тунă-и эсĕр вăл ĕçсене е хăмпăланатăр çеç мар-и.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.13 18:26
Agabazar текенни комиҫҫи пирки калат те тӳрех ҫӳҫ пуҫ вирелле тӑрса каят. Мӗн комиҫҫийӗ пирки калаҫнӑ пек тӑваттӑр, хулана тухса ҫӳримастӑр иҫ.
Agabazar // 3136.02.6534
2015.05.13 18:34
Agabazar
Шет Миккуль те хăйĕн ĕçĕсем пирки отчёт е суя отчёт пама шут тытнă?

Ахалех тертленетĕр. Сиртен вăл япалана никам та ыйтман. Луччĕ Совет Союзĕн Геройĕ пулма пултарнă хĕрарăмсене ятран асăнса тухăр. Пĕлĕпĕр унта, чăнах та 87 е çапах та 86 е 88? Тен чăннипе 100 хĕрарăм ун пекки?
Атила // 3913.58.4645
2015.05.14 09:36
Совет Союзӗн Геройӗ полма полтарнӑ ман коками.21ҫолта опӑшкине вӑрҫӑра ҫохатнӑ.Икӗ ачапа йолнӑ.Вӑрман каснӑ.Окоп чавма кайнӑ Сура патне.Паранкӑ сотма Волгограда ҫити кайма полтарнӑ Атӑлпа.Йолашки конченех аса илетчӗ кокаҫине,хӑйӗн ирӗкӗпе вӑрҫӑна кайнӑскерне..

Страницӑсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 11

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем