Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: «Пире вырăс чĕлхи «мăйкăчĕ» пăвать»

Софья Савнеш22.04.2015 15:2320892 хут пӑхнӑ

Тĕлĕнмелле çынпа паллашма тÿр килчĕ. Çуралсанах ăна Витали ят хунă. Ялта ăна «министр» тесе чĕннĕ. Халĕ тус-юлташĕ ăна Пил Тымарлан ятпа пĕлет. Ку – унăн паспортри ячĕ. 1997 çулта Виталий Иванов хăйĕн ятне улаштарса Пил Тымарлан тесе çыртарнă. Чăваш чĕлхишĕн хыпса çунаканскер халĕ те Совет Союзĕ вăхăтĕнчи паспортпа çÿрет. Вăрнар тăрăхĕнчи Кайри Тукай ялĕнче çуралнă Пил Тымарлан 56 çулта.

- Эсир кунашкал ята ахальтен суйламан ахăртнех.

- Ятăмри сăмахсем мĕнпе çыхăннине чухлама йывăр мар ĕнте. «Пил» тата «тымар» сăмахсенчен.

- Сирĕн кăкăр çинчи паллă мĕне пĕлтерет. Эсир ăна ятарласа çакса çÿретĕр-и?

- Ку – йăх палли. Виçĕ юплĕскер иртнине, хальхине тата пулассине кăтартать. Варринчи, хальхине кăтартаканни, вăрăмрах. Мĕншĕн тесен эпир иртни тата пуласси пирки сахал пĕлетпĕр, хальхи çинчен вара – нумайрах. Çак паллă ялан ман çумра. Хама валли тăмха та хатĕрлерĕм. Вăл пичет евĕр, унпа алă пусатăп. Унти I хисеп йăха кăтартать, тепĕр I йăхри миçемĕш çынна палăртать. Манăн ача пулнă тăк ăна çапларах палăртăттăм: I-II. Анчах йăха тăсаканни çук-ха.

- Эппин, эсир çемьеленмен?

- Çук. Паллах, савнă хĕрсем пулман мар. Пĕринпе çемье çавăрма та хирĕç марччĕ. Анчах… Улькка Трак тăрăхĕнчи Алманч ялĕнченччĕ. Вăл «анне» тенине тăтăшах илтеттĕм. Амăшне чăн чăвашла чĕннĕшĕн чунран хĕпĕртеттĕм. Пĕррехинче вĕсен ялне кайрăмăр, пахчара ĕçленĕ хыççăн сĕтел хушшине вырнаçрăмăр. Унччен те пулмарĕ – Улькка «мама» тесе ячĕ. Чун кÿтсе килчĕ те картише тухрă. «Каятăп эпĕ», - терĕм Ульккана. Каçхи 8 сехет иртнĕ пулин те çула тухрăм. Улькка «анне» тесе кукамăшне каланă-мĕн. Кун хыççăн унпа çыхăнăва татмарăм, анчах туслăх пĕрлешÿпе вĕçленмерĕ.

- Эсир Иван Яковлевича хисеплеместĕр тетĕр. Мĕншĕн?

- Алфавитри «б», «г», «д», «ж», «з», «о» йышши саспаллисем чĕлхе çемçелĕхне пĕтерчĕç. Çавна пула чăваш чĕлхи çумланма пуçланă. Ĕлĕкхи чăвашсем ун пек сасăсемпе усă курман. Манăн 81 çула кайнă анне 2 класс кăна пĕтернĕ. Вăл çакнашкал сасăллă сăмахсене темле тăрăшса каласан та вĕсем тÿрккес тухаççĕ. Эпĕ хам вĕсемпе усă курмастăп. «Манлăха» пĕтерет пулсан мĕншĕн усă курас? Вĕсене ĕлĕкхи чăвашсем пек калатăп: ахтапус, ваксал тата ытти те. «Водитель» вырăнне те «урапаçă» теме пулать.

- Эсир кирек ăçта та чăвашла çеç калаçни пăтăрмахсем кăларса тăратмасть-и?

- Çын чăвашла пĕлмест тĕк ку – унăн ыйтăвĕ. Тăлмачă тыттăр. Лавккара та сутуçăсемпе чăвашла çеç калаçатăп. «Говорите на нормальном языке», - теççĕ лешсем. Çакна пулах вун-вун лавккана çăхав çыртăм. Акă нумаях пулмасть лавккана çăкăр патне кĕтĕм. Киле çăкăрсăр таврăнма лекрĕ. Ара, сутуçăсемпе чăвашла калаçрăм. Лешсем ăнанманнине кура сентре çине те тĕллесе кăтартрăм. Пур-пĕрех кутăна переççĕ. Çăхав çырма лекрĕ. Ваксалта та пĕр ĕç пулса иртрĕ. Унти ĕçченсене пула ахтапусран тăрса юлсан тиспетчертан пырса ыйтрăм. Лешĕ чăвашла ăнланмана печĕ, вырăсла калаçма хушрĕ. Парăнмарăм çавах. Хуралçăсене чĕнсе илнĕ, лешсем те чăвашла пĕлмеççĕ имĕш, «Говорите по-русски» тенĕ. Манăн мĕншĕн чăвашла калаçма юрамасть-им вара? Тăлмачă тытчăр. Учрежденисен хăйсен хут ĕçĕсене икĕ чĕлхепе туса пымалла. Патшалăх ун валли укçа уйăрать. Анчах вăл ăçта кайнине халăх пĕлмест. Банкета. Кремль ыйтнипе хăй вăхăтĕнче чăваш депутачĕсем чĕлхе саккунне йышăнчĕç. Анчах вăл ĕçлемест. Ку саккуна ĕçлеттерес тесен виçĕ ыйту татса памалла: мĕн тумалла, мĕншĕн тумалла, мĕнле тумалла. Мĕншĕн тесен кирек мĕнле ĕç те виçĕ ыйтуран тăрать. Украинăна мĕнле пулăшмаллине пĕлеççĕ вĕт – укçа уйăрмалла. Кунта çак виçĕ ыйтăва пăхса тухса татăклă йышăну тунă: таркайсене йышăнмалла, вĕсене пурăнмалли кĕтеспе тата ĕçпе тивĕçтермелле.

- Эсир, эппин, саккунсене, хут ĕçĕсене лайăх пĕлетĕр.

- Педагогика институтĕнче ÿнер графикин факультетĕнче вĕреннĕ чухне юрист профессине те алла илтĕм. Ваккат эпĕ. Тÿрере (судра) вырăсла калаçмасăр чăвашла çеç хÿтĕлетĕп, мĕнпур хута тăван чĕлхепе çыратăп. Çавна пула тÿлевсĕр хÿтĕлĕсен те манран пулăшу ыйтакан сахал. Ара, тÿрисем камсем? Вĕсем пурте вырăс чĕлхин «мăйкăчĕнче». Ку таранччен виçĕ çынна хÿтĕлерĕм. Çав йышра – чăваш чĕлхине чунран юратакан Илле Иванов журналиста та. Укçă ĕçлесе илес ыйту тĕрлĕ ĕç тутарать, анчах та ку ĕçсене эпĕ çич ют чĕлхепе калаçса тумастăп.

- Студент чухне те эсир тăван чĕлхене чунран юратнă-и?

- Пĕррехинче Гурий Комиссаровăн «Пулĕ-ши, пулмĕ-ши чăваш халăхĕн малашлăхĕ?» кĕнекине ĕмĕлке туса студентсене валеçсе патăм. Çав вĕнеке юнашар пÿлĕмри Миша Кузьмин аллине те лекнĕ çав. Вăл вара кун пирки çийĕнчех КГБна пĕлтернĕ. Философи урокĕнчен çавăтса тухса кайрĕç, путавалта 4 сехет тĕпчерĕç. Ку ĕç хамăн пулнине йышăнтăм, анчах ĕмĕлке ăçта тунине пĕлтермерĕм, унсăрăн унтисене лекет. КГБра ирччен тытрĕç, ультрасасă ячĕç. Çывăрма та, лăпкăн ларма та çук. Ку сасă хăлхара уйăха яхăн янăрарĕ. Çапла 1982 çулта «хура списока» лекрĕм. Политэкономи ăслăлăхне пĕлмес тесе институт дипломне те памареç, тепĕр çултан çеç аран илтĕм. Ăна илессишĕн шкулта ĕçлеме тиврĕ. Дипломсăрах Вăрнар тăрăхĕнчи Чиркÿллĕ Енĕш шкулĕнче директор пулма шанчĕç. Кăштахран ку ĕçе пăрахрăм. Унтан тепĕр шкулта вĕрентекенре ĕçлерĕм. Унта та çине-çинех асăрхаттару лекрĕ: ачасене хама Витали пичче тетернĕшĕн, черчение вĕренес килменнисене апатланмăша çĕрулми шуратма янăшăн, журнала чăвашла çырнăшăн… Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ те журнала чăвашла çырать тесе директор асăрхаттарчĕ. Тепрехинче хамăн 7-мĕш класри дневнике ачасене кăтартрăм. Унта – «2» паллăсем. Вĕрентекенĕн кун пек тума юрамасть тесе каллех асăрхаттару пачĕç.

- Халĕ хулара кăна мар, ялсенче те вырăсла калаçма тытăнчĕç. Ашшĕ-амăшĕ ачисене пĕчĕкренех чăваш чĕлхинчен пистерсе вырăсла пуплеме хăнăхтарать…

- Пирĕн яла «тĕттĕм» теме пулать. Ахтапусран ансан 6 çухрăм утмалла, пуйăспа килсен – 8 çухрăм. Пирĕн «тĕттĕм» ялта та вырăсла калаçма тытăнчĕç. Манăн анне, унччен «тĕлĕнмелле» сăмахпа усă кураканскер, «интереснăй» теме пуçларĕ. Çакна вăл хуларан килекеннисенчен вĕреннĕ. Хамăр яла тĕпе хурса шутланă тăрăх, чăваш чĕлхи 2035-37 çулсенче пĕтмелле. «Мĕн пĕччен çапăçса çÿретĕн?» - тесе вăрçать мана анне. Анчах вăл ятлани те, арлăх хăвачĕ те, укçа тăваслăх та тăван чĕлхе юратăвне çĕнтереймерĕ. Пире вырăс чĕлхин «мăйкăчĕ» пăвать.

- Укçа ĕçлесе илеймесĕр пурăнма йывăр-çке.

- Çапла пĕр-пĕр ĕçе вырнаçсан сана ирĕксĕрлесех вырăсла калаçтараççĕ. Ку маншăн – мĕскĕнленни. Чăвашла çеç калаçнипе ниçта та вăй хума çук. Вырăс чĕлхипе литературине хамшăн ют пулнăран шкулта та вĕренмен. 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне пĕр хĕр патне салам уткрытки çырнăччĕ. Унта «любовь» сăмахра кăна 3 йăнăш тунă. Паян вырăсла икĕ сăмах каланă пулсан ыран пĕрре çеç каламалла, виçмине унпа пачах усă курмалла мар. Манăн хамăн пурнăçра çич ют халăх чĕлхе пуянлăхне хапсăнмасăр хамăн чĕлхене аталантарса пурăнас килет. «Ютта хапсăнакан хăйĕнне çухатнă», - тенĕ авалхи ватăсем. Çак сăмахсем ялан манăн чунра. Паянхи чăвашăн вырăс чĕлхине пуçĕпех хĕссе кăларма майĕ те, вăйĕ те çук. Ун пек вăй-хал маттур тутарсен те курăнмасть-ха. Кăна тума «иммунитет» кирлĕ. Çак «иммунитет» пур. Манăн çак «иммунитета» халăхра сармалли мел те пур. Ăна пурнăçласчĕ. Çакăн пек тĕллевпе пурăнатăп.

- Тавах сире калаçушăн.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Пĕр хĕрарăм // 1903.69.0982
2015.04.23 15:28
Тимĕр,эс ху вара мĕн?Ху такки хĕрарăмсене "çÿçĕ варăм, ăсĕ кĕске "тесе асилтерсех тăратăн, ху та çак пĕртен пĕр ваттисен сăмахне çеç пĕлетĕн пулмалла.Эс хăвăн арăмна çапла калама пултаран, турра шекĕр кунта эпĕ санăн арăму мар.
Ют Ҫын // 1062.99.8702
2015.04.23 18:10
Йӗркеллӗ пулар ха пӗртак. Турӑран,киреметрен хӑрама вӗренер.
Атила // 3913.58.4645
2015.04.23 18:43
Хӗрарӑмӑн йӗркеллӗ те сӑпайлӑ пулни чӑвашӑн ӗмӗрхи йӗрки.Уйрӑмах арҫынсем хушшине сӗкӗнсе кӗрни вырӑнлӑ мар.Ахальтен мар пӳртре пушӑ ҫакӑнса тӑнӑ вӑйлӑ хоҫан.Кам валли?.Шӑпӑрлансене валли кӑна мар поль.
Agabazar // 2783.43.6106
2015.04.23 19:04
Agabazar
Мĕнле намăс мар сире? Вирьял ятне яратар вĕт!
Agabazar // 2783.43.6106
2015.04.23 19:04
Agabazar
Мĕнле намăс мар сире? Пил Тымарлан ятне яратăр вĕт капла сÿпĕлтетсе?
Пĕр хĕрарăм // 1903.69.0982
2015.04.23 19:59
Юрĕ-юрĕ,сĕкĕнмĕпĕр те, сÿпĕлтетмĕпĕр те апла пулсан, хĕрарăмсем çеç калаçакан вырăналла кайăпăр,АРÇЫНСЕНЕ чăрмантармăпăр...
Зина // 1154.00.7821
2015.04.23 20:16
Хăш-пĕр чухне эпир хамăра тытма пĕлсех каймастпăр çав."Çапла пĕр-пĕр ĕçе вырнаçсан сана ирĕксĕрлесех вырăсла калаçтараççĕ. Ку маншăн – мĕскĕнленни."...Мĕншĕн?...Манса каяр мар-ха эпир, пирĕн Чăваш енре чăваш тата вырăс чĕлхисем -патшалăх чĕлхисем. Пирĕн тĕп тĕллев- чăваш чĕлхипе туллинрех усă курасси.Çав вăхăтрах иккĕмĕш патшалăх чĕлхине те хисеплемелле."2 чĕлхе-2 ăс,3 чĕлхе -3 ăс"-тенĕ И.Я.Яковлев. Тата А.Кипеч сăмахне те аса илер:"2 чĕлхе-2 вăй, 2 чĕлхе-2 çунат. Пулăшĕç вĕсем сана ăс-тăн хăпартма, çынлăха пуянлатма".К. Паустовский те ырă сăмахсем çакăн пирки каланă:"Çын 2 е ытларах чĕлхе пĕлет пулсан, ун тавракурăмĕ анлăрах, ăс-тăнĕ пуянрах пулать".Эпир пурте тенĕ пекех П.Хусанкайăн "Эп-чăваш ачи" сăвва та вĕреннĕ вĕт.Сăвă вĕçне те манман пуль?
"Ик чĕлхе вăл-ик ăс маншăн,
Эп пуласшăн ик ăслăх".
Хальхи вăхăтра вара икĕ чĕлхе пĕлни те çителĕксĕр.Ĕçре,çын хушшинче чыс, хисеп, сум, çителĕклĕ шалу илес тесен ют чĕлхе пĕлни те кирлĕ.Анчах та тăван чĕлхене манмалла мар! Г.Н.Волков академик ун пирки çапла каланă:"Ĕмĕр пурăн Тăван çĕршывра,ĕмĕр вĕрен тăрăшса тăван чĕлхене".
Agabazar // 9881.0.8348
2015.04.23 22:18
Agabazar
Пĕр хĕрарăм:<<Юрĕ-юрĕ,сĕкĕнмĕпĕр те, сÿпĕлтетмĕпĕр те апла пулсан, хĕрарăмсем çеç калаçакан вырăналла кайăпăр,АРÇЫНСЕНЕ чăрмантармăпăр...>>

Шăпах "гендерла" калаçусемшĕн каларăм та ĕнтĕ хайхи "арçынна" мĕнле намăс мар тесе... Мĕн арçынни ĕнтĕ? Ячĕ кăна! :-(
Тимӗр // 4916-2612
2015.04.23 22:40
Арӑмсемпе мухтанма каламан та чӑваша.Турра шӗкӗр.Хӗрарӑм каланӑ чух кут-пуҫ ҫине куҫни пулман пирӗн ҫемьере.Сире те ҫавнах сӗнетӗп.Тымарлан вара ик чӗлхе пирки хирӗҫ каламан.Мӗн чуль ик чӗлхе пӗлекеннисем нумайланса пыраҫ,ҫавӑн чухлӗ чӑвашла пӗлекеннисем сахалланса пыраҫ.Паустовский чӑваша мӗнпе пулӑшӗ?.
Agabazar // 9881.0.8348
2015.04.23 23:07
Agabazar
Юрĕ. Арăмсемпе мухтанмастăр пулсан, еркĕнсемпе мухтанăр эппин. Моралистсем.... :-(

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем