Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Victor: Манăн чĕлхе кунĕ ячĕпе!

Victor24.04.2015 19:3326793 хут пӑхнӑ

 

Миçе ĕмĕр витĕр асаппа тухмарăн,

Миçĕ çичĕ ютăн мăшкăлĕ пулса…

Çапах паттăр юлтăн, вăйна çухатмарăн,

Халь те пулиен çивĕч, кăвартан таса.

 

- Çеçпĕл Мишши

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Тимӗр // 4916-2612
2015.04.27 22:56
Акапасар.Эсӗ асӑннӑ ҫынсем пирки сана тахҫанах каланӑ.Ҫав шутра хам пирки те калама тивет.Яланах ыйту пур:а хӑв мӗн тунӑ?.Вӑт сан пек бездельниксене калама тивет.Хӑвӑнтан пуҫла.Кӑтарт мӗн те пулин туса.Кунта ӗҫ тӑвакансем ҫине тапӑнса ан лар.Ачусене те вӗрентеймерӗн.
Agabazar // 2677.15.3112
2015.04.27 23:35
Agabazar
"Яланах ыйту пур:а хӑв мӗн тунӑ?"

Пурнăç çакна кăтартса парать: ку вăл самăй поçлетнĕй çынсен, самăй чеешке (хитрошоппăй теç вырăсларах), самăй тÿттÿрÿт, самăй вретнăй çынсен сăмахĕ. Унашкаллисем вĕçĕмсĕр хăйсене валли пĕчĕк çеç те пулин усă касса илессишĕн тĕпĕртетсе çÿреççĕ.



Мĕн тăвап эп асăннă çынсен ачисемпе? Мана мĕн тума кирлĕ вĕсем? Мĕне кирлĕ мана Тимĕр ачи е ачисем? Вĕсĕн хăйсен пурнăçĕ, манăн — хамăн! Бор ачисем те мана ним тума та кирлĕ мар.

Хĕ, ку сайтра , Акапасарсăр пуçне, ĕç тăвакансем лараççĕ имĕш. Пĕлеп мĕнлерех "ĕç" тунине! Витĕр курса тăратăп!
Ют Ҫын // 2719.39.5386
2015.04.28 05:36
Ку Agabazar палан пӗтӗмпех ӑнланмалла иккен. Хӑлаҫланчӗ,хӑлаҫланчӗ форумҫӑсене кӑна мар-пӗтӗм чӑваш халӑхне ӑс панӑ пек туса. Хӑйне никам та кирлӗ мар иккен.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.28 08:09
Ара,мӗн кутӑнлашмалли пур.Ҫӳлте Шыравҫӑ текен ӗҫчеш асӑннӑ чӑвашсем пурте "публичнӑй" ҫынсем вӗт. Вӗсем чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшни куҫ умӗнчех.
Victor // 4047.96.3493
2015.04.28 09:56
Victor
Timer "Яланах ыйту пур:a хăв мĕн тунă" тенине эпĕ урăхла ăнлантăп "Хам вара мĕн турăм?"

Тен, пурне те "витĕр куракан"ăн, çынсен ачисене кирлĕ мар пек кураканăн рольне вылянинче те усси пур?
Айван // 4292.84.0894
2015.04.28 12:02
Пит те тӗрӗс шухӑшсем ҫырат Šyravşă. Пурне те "витĕр куракан" Agabazar юлташа кадрсем суйлакан комиссине сӗнмелле мар шим?. Вӑт пулӗччӗ "кадровая политика" Чӑваш Енъре.
Agabazar // 5231.9.4783
2015.04.28 12:19
Agabazar
Миккуль:<<Ара,мӗн кутӑнлашмалли пур.Ҫӳлте Шыравҫӑ текен ӗҫчеш асӑннӑ чӑвашсем пурте "публичнӑй" ҫынсем вӗт. Вӗсем чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшни куҫ умӗнчех.>>

Тĕрĕссипе вĕсен "ĕçĕсем" пирки мар кунта сăмах пырать. Ытларах кунта темĕнле "Акапасар" "ĕçĕсене" тÿре тăвасшăн пулни курăнать.

"Публичнăй" тенĕрен, килти тĕрмешÿсем пурпĕрех публичнăй мар. Кам мĕн тĕслĕ трусси тăхăнса çÿренине кам пĕлет? Е, вăл еннех каймасан та, ачи-пăчи тĕлĕшпе те паллах мар. Халлап çапма тем те пулать. Килĕсенче видеокамерăсем вырнаçтарса лартсан çеç...

Шыравçă:<<Timer "Яланах ыйту пур:a хăв мĕн тунă" тенине эпĕ урăхла ăнлантăп "Хам вара мĕн турăм?">>

Ия çав! Кам вăл Таймер? Акапасаран наччальникĕ-им? Мĕнле право пур ун ăна тÿре туса çÿреме?
Айван // 4292.84.0894
2015.04.28 13:20
Труҫҫи пирки ҫырмасан та юрат Agabazar юлташ.А вӑт ҫемьере,ялта,хулара тӑван чӗлхене вӗрентни ҫинчен ҫырма юрат. Респект ун пек чӑвашсене.
Зина // 7238.9.4649
2015.04.28 14:58
"Труҫҫи пирки ҫырмасан та юрат Agabazar юлташ."
Çын хушшинче çын пек пулар,çын евĕрлĕ мар. Манса ан кайăр:"Ырă калăçнă çĕре çу тумлать,усал калаçнă çĕре юн тумлать","Ыр сăмах ылтăнран хаклă","Ыр сăмах юмана та чун панă, тет", "Ыр сăмах чуна ăшăтать".Эппин, ентешсем, пĕр-пĕринчен ытлах сивĕнсе пĕтер мар-ха.Чĕлхе каланине, алă çырнине хамăр пуç та пĕлсе тăтăр.Пуçпа та кăштах туслă пулар, шухăшласа çырар.
Victor // 4047.96.3493
2015.04.28 15:33
Victor
"Ыр сăмах юмана та чун панă, тет" - питĕ илемлĕ. Зина, тавах.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем