Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Орфографи "фронтĕнче" улшăнусем çук

Agabazar12.05.2015 23:5145304 хут пӑхнӑ

Чĕрĕп тата çĕлен тĕлĕшпе ĕлĕкхи анекдот пур: иккĕшне пĕтĕçтерсен икĕ метр тăршшĕ йĕплĕ пралук пулать амитке. Чăваш орфографи комиссине йĕркеленĕ чухне каланă шухăшсем çак анекдота аса илтерчĕç. Компромисс, консенсус тупмалла имĕш.

Мĕнле ăнланмалла кăна? Хире-хирĕçлĕ шухăшсене еплерех пĕтĕçтерме пулать?

Консенсус тупас тесе, калăпăр, "çĕршыв" сăмаха епле çырассине кун сиктерсе улăштарса пымалла-и: мăшăрлă кунсенче (02, 04, 06, 08,...) пĕрле те мăшăрсăррисенче (01, 03, 05, 07,...) уйрăм пулмалла-и? Темĕн, питех шанса каймастăп унашкал ăслăлăха. Концепци пĕрре, яр уçă, ниçта пăркаланмалла мар пулма тивĕçлĕ. Йĕркевĕсем, правилисем вара самаях пиçĕ пулма пултараççĕ. Унчченхи "реформаторсене" банкротсем тесе шутламалла. Анчах та халĕ вăйра тăракан йĕркевсенчен пăрăнмалла тенине пĕлтермест ку. Мĕншĕн тесен вĕсен (йĕркевсен) тексчĕсенче те конструктивлă вăй çук мар. Тепĕр тесен, йĕркевсенчен пăрăнма пирĕн право та çук. Тавайăр-ха пĕтĕм сÿтсеявăва çак ансат шухăш тавра çавăрар! Ку чĕрĕппе çĕлен ÿкерчĕкне ак çакăнтан илтĕмĕр — http://www.e-reading.club/bookreader.php/103979/Nepil_-_Ya,_pes_Barik.html

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2913.69.1192
2015.05.23 06:38
Agabazar
Пушкина Яковлевпа пăтраштарнă Ют Çын.
Тимӗр // 4916-2612
2015.05.23 10:57
Анчах та Акапасара никам та патриарх темес халлӗхе.Патриархӑн ачисем чӑвашла пӗлменни мӗнле япала?.Е ун чух та чӑваш садикӗ-шкулӗнче чӑвашла вӗрентмен Якофлеф.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.23 13:36
Акасапар хӑта! Мӗн тӑватӑн Сталин,Яковлев,Хрущев,Юхма,Пркопьев,Путин, Ельцин,Горбачев,Брежнев ... мӑнукӗсемпе? Хӑвӑн ачусем пур пулсан, хӑвӑн мӑнукусем ҫинчен лайӑх шухӑшла. Пустуй сывлӑша ан пӑтрат.
Мӗн Хрущӗв ҫинчен каламалли, хамӑрӑн доморощеннӑй чиновниксен: П.Краснов,А.Леонтьев тата ыттисен ачисем тахҫанах чӑвашра мар-чикӗ леш енче(несчастнӑй Костя Портновӑн та). Кунта ыйтӑва пайтах урӑхла лартмалла,Акасапар хӑта.
Agabazar // 4112.98.9922
2015.05.23 17:30
Agabazar
Атила // 3913.58.4645 2015-05-22 16:31 <<Ют Ҫын.Мӗнле будущи пирки сӑмах пырат?.Якофлеф хӑйӗн хыҫҫӑн пӗр чваш та хварман.Ачисем,мӑнуксем чвашла ни поплямаҫ,ни калаҫмаҫҫӗ.Мӗншӗн порӑннӑ?.>>

Ют Çынсене тата ун камантине нимĕнле "будущи", "настоящи", "прошлăй" кирлĕ мар. Вĕсемшĕн тахçанах тĕнче тикĕс, тахçанах пурте хуткупăс. Ахаль çеç çатăлтатаççĕ вĕсем кунта.
Victor // 4461.9.7955
2015.05.24 13:08
Victor
Agabazar, пĕр енчен "çутăлтарни" чăваш чĕлхинче иккĕлле ăнлавпа тÿр килни питĕ лайăх. Авалтан мăхамет унтан сталин, унтан путин пусмăрĕнче пурăнакансем çутăлтарнине кăна ăнланаççĕ. Çутта тухассинчен çутти пĕлтерĕшлĕрех. ;)
Тимӗр // 4916-2612
2015.05.26 21:54
Бор хӑта тӗлӗнтерен.Нивушлӗ наци элитин,ҫав шутра Портнов Константин Петровичӗн, ЧНК вице-президенчӗн, ачи те чикӗ леш енче?.Вуншар ҫул чӑвашлӑха аталантаракансем ачисен кунта пуласлӑх ҫуккине сиснӗ тен?.Апла вӗсем пирӗн ачасемшӗн "кӗрешнӗ"?.
Agabazar // 5543.6.6730
2015.05.27 00:59
Agabazar
<<Апла вӗсем пирӗн ачасемшӗн "кӗрешнӗ"?>>

Генилле каланă хăватлă сăмахсем! Таймер генилĕхĕнчен тĕлĕннипе тата савăннипе куçран куççуль тапса тухрĕ. Ачасемшĕн мĕн "кĕрешмелли" пур? Пĕрремĕш Петĕртен, сăмахран, тĕслĕх илме пулать. Хăйĕн Элекçей ывăлĕпе мĕн хăтланнине пĕлетĕр вĕт? Е тата Хаяр Йăвана илер. Хăйĕн Йăван ывăльне чукмарпа тăррăс! тутарать те.... Ну, малаллине хăвăр пĕлетĕр. Ĕнтĕ Сталин юлташ пирки калама та кирлĕ мар.

Эппин чăннпе мĕншĕн кĕрешмелле-ха?

Кĕрешес пулать чăваш орфографийĕшĕн, чăваш çырулăхĕшĕн!

Ахальтен мар эпир çак кĕрешĕве фронт тетпĕр.
Атила // 3913.58.4645
2015.05.27 11:13
Ачусем чӑвашла поплямаҫ полсан кама валли орфографишӗн кӗрешен?.Кам осӑ корӗ тепӗр ҫирӗм ҫолтан?.Костик Портнов вара пит тӗрӗс тунӑ:ачисене чвашла вӗрентмен кӑна мар,Америкӑна янӑ.Вӑт маттур!.Вӑт конгресс!.
Agabazar // 1877.64.1516
2015.05.27 19:25
Agabazar
"Ачусем" мар, "Ачăрсем" теес пулать.

Атила // 3913.58.4645 2015-05-27 11:13: <<Ачусем чӑвашла поплямаҫ полсан кама валли орфографишӗн кӗрешен?.Кам осӑ корӗ тепӗр ҫирӗм ҫолтан?>>

Ку ыйтусене эсир, сăмахран, Юрий Миххалччă Виноградов умĕнче лартма пултаратăр. Е, калăпăр, халĕ çĕре кĕнĕ Иван Андреевич Андреев килйышĕпе кăсăкланма май пур. Пур-и унта чăваш чĕлхипе куллен усă куракансем?

Agabazar // 1877.64.1516
2015.05.27 19:25
Agabazar
Атила // 3913.58.4645 2015-05-27 11:13: <<Костик Портнов вара пит тӗрӗс тунӑ:ачисене чвашла вӗрентмен кӑна мар,Америкӑна янӑ.Вӑт маттур!.Вӑт конгресс!.>>

Ак ĕнтĕ! Çавăн пек "Пÿтсĕр" çын-и вăл Костик Портнов? Пĕлменччĕ! Эппин тавай çийĕнчех ăна арестлеме ыйтас! Ачисене Америкăран каялла тавăрас та Атилăна усрава парас. Вăл (Атила) вара вĕсене "чăн чăвашла" пăхса ÿстерĕ. (Ача çурчĕсенче унашкал шанчăк çук, вĕсенче чăвашла вĕрентмеççĕ).

Страницӑсем: 1, ... 10, 11, 12, 13, 14, [15], 16, 17, 18, 19

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем