Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Орфографи "фронтĕнче" улшăнусем çук

Agabazar12.05.2015 23:5145292 хут пӑхнӑ

Чĕрĕп тата çĕлен тĕлĕшпе ĕлĕкхи анекдот пур: иккĕшне пĕтĕçтерсен икĕ метр тăршшĕ йĕплĕ пралук пулать амитке. Чăваш орфографи комиссине йĕркеленĕ чухне каланă шухăшсем çак анекдота аса илтерчĕç. Компромисс, консенсус тупмалла имĕш.

Мĕнле ăнланмалла кăна? Хире-хирĕçлĕ шухăшсене еплерех пĕтĕçтерме пулать?

Консенсус тупас тесе, калăпăр, "çĕршыв" сăмаха епле çырассине кун сиктерсе улăштарса пымалла-и: мăшăрлă кунсенче (02, 04, 06, 08,...) пĕрле те мăшăрсăррисенче (01, 03, 05, 07,...) уйрăм пулмалла-и? Темĕн, питех шанса каймастăп унашкал ăслăлăха. Концепци пĕрре, яр уçă, ниçта пăркаланмалла мар пулма тивĕçлĕ. Йĕркевĕсем, правилисем вара самаях пиçĕ пулма пултараççĕ. Унчченхи "реформаторсене" банкротсем тесе шутламалла. Анчах та халĕ вăйра тăракан йĕркевсенчен пăрăнмалла тенине пĕлтермест ку. Мĕншĕн тесен вĕсен (йĕркевсен) тексчĕсенче те конструктивлă вăй çук мар. Тепĕр тесен, йĕркевсенчен пăрăнма пирĕн право та çук. Тавайăр-ха пĕтĕм сÿтсеявăва çак ансат шухăш тавра çавăрар! Ку чĕрĕппе çĕлен ÿкерчĕкне ак çакăнтан илтĕмĕр — http://www.e-reading.club/bookreader.php/103979/Nepil_-_Ya,_pes_Barik.html

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Михаил Волков // 4210.86.3593
2015.06.15 20:41
Пасар шайне куçса каяр мар, ятăрта ПАСАР пур пулин те. Темăран пăрăнар мар. КАЛАМБУРта та пирĕн КАЛА пур-çке шăллăм! Федотова тĕплĕнрех вулăр. Вăл Европацентризм пирки иккĕленсе каланисене тупăр. Европацентризм - фашизма çуралма пулшнă теори=гипотеза.
Михаил Волков // 4210.86.3593
2015.06.15 20:45
Çапла, 1-мĕш кĕнекинче. Тепре вулăр.
Agabazar // 7079.8.5275
2015.06.15 20:52
Agabazar
"Эсир ИНДОЕРОПА чĕлхисенчен илсе кăтартнă тăслĕхсене курсанах сехĕрленсе ÿкетĕр. Вĕсем пурте сĕм авалхи чĕлхерен папкалантарса уйăрнă конструктсем."

Каларăм-çке-ха, кунашкал пĕрпеклĕхсем Ностратизм тапхăрĕнчен пыма пултараççĕ. Вара мĕн каласшăн кунпа?????? Анчах та унашкал аталану-тĕлметĕллĕхсене çирĕплетесси ай-хай çăмăл мар! Кашни тĕслĕхе сĕм аваллăхран йĕрлесе килсе кăтартăр, вара, тен, ĕненме пулĕ. Чуххăмла персе яни — ĕнентерÿ мар. Пруф кирлĕ!
Agabazar // 3691.24.5775
2015.06.15 22:07
Agabazar
Михаил Волков // 4210.86.3593 2015-06-15 20:45: <<Çапла, 1-мĕш кĕнекинче. Тепре вулăр.>>

Чăннипе, чăн малтан сĕнекенни эпĕ пултăм-ха. Эсĕр вара попугай пек ман хыççăн...

Мĕне кирлĕ мана "европацентризм" е "азиопацентризм"? Эп фактсем çине таянатăп, урăх ним çине те!
Тăван // 3217.18.5067
2015.06.15 22:28
Ачсемĕр, орфографи пирки ан пелкĕр-ха пĕр вĕçсĕр. Хăлха та йÿçрĕ, куç та хуралчĕ текех. Ялти чăваш ачисем вырăсла калаçма пуçларĕç - ак ăçта инкек!!! Эсир çаплах Яковлев вăхăтĕнчех çĕкленнĕ, анчах паянхи куна татса парайман, тепĕр çĕр çул хушшинче те татса пама май çук ыйтăва çăвĕ ирĕлсе кайнă уйран çÿпçине уссăр уçланăн хăмпăлтаттаратăр.
Хăвăр хăватăра ача пахчине çÿрекен ачасем валли мĕн те пулин çырма ярăр-ха тархасшăн, çырасса кирек мĕнле орфографипе çырăр пурпĕрех ăнланăпăр. Чăнах!
2015.06.16 07:53
Аçтахар Плотников
«Тӑван», ара пӗр орфографи пирки кӑна мар калаҫатпӑр-ҫке. Орфографи ҫинчен сӑмах хушсанах тӳрех ялти ачасем вырӑсла калаҫнине аса илетӗр. Ытти темӑпа палканӑ чухне ма ун пирки каламастӑр?
Ак халь Президент суйлавӗ иртмелле — хӑшӗ вӗсенчен ялти ачасем вырӑсла калаҫни пирки сӑмах хушӗ? Ыйтӑр ҫавӑн пирки ҫеҫ калаҫма.
Сире ялти ачасем вырӑсла калаҫни мар ытларах, орфографине тӗкӗнни пӑшӑрхантарать.
Agabazar // 1436.50.2334
2015.06.16 11:19
Agabazar
Тăван: <<Ачсемĕр, орфографи пирки ан пелкĕр-ха пĕр вĕçсĕр. Хăлха та йÿçрĕ, куç та хуралчĕ текех. Ялти чăваш ачисем вырăсла калаçма пуçларĕç - ак ăçта инкек!!!>>

Вара мĕскер тăвас тетĕр? Орфографи пирки калаçма чарăннипе пĕтет-и вара ку инкек? Чăнах та апла пулсан, халех чарăнма пулать. Анчах та ку апла мар. Калаçма чарăнсан эсир асăннă пулăм чăннипе татах та вăйланать çеç. Яковлев ятне мĕн пустуй туртса кăлармалла кунта? Пĕрле, уйрăм е дефиспа çырас ыйту кирек хăш чĕлхере те пур. Вăл шутра вырăс чĕлхинче те. Вĕсенче ку ыйтăва тахçанах татса панă. Чăваш мĕнрен катăкрах? Унăн ку песопраçие мĕншĕн вĕçĕмсĕр чăтмалла?

Тăван // 1725.88.7073
2015.06.16 20:46
Вырăссем те татса паман эп пĕлессе. Унта та паян куна та "питĕрсемпе" "мускавсем" "çапăçаççĕ" орфографи тавра, вăл шутра дефиспа çырас ыйту тавра та. Анчах та вырăс чĕлхине аталантарас ыйтăва пуринчен мала кăларса тăратрĕç пĕрех. Пирĕн чăвашсем вара Яковлев вăхăтĕнчен пуçласах орфографипе çапăçаççĕ. Чĕлхен ытти пĕр ыйтăвне çĕклеме пĕлмеççĕ, уйрăм-пĕрле сăмахсăр пуçне урăх ним çинчен те шутлама пĕлмеççĕ.
Çав вăхăтрах чăваш графики пурнăçран пуçĕпех уйрăлса кайрĕ.
Чĕлхепе информаци хатĕрĕсем хушшинчи çыхăнусене йĕркелеме нимĕн туман тесен те юрать - пĕр-ик çын килти тĕпелте хăйсен кăмăлне тивĕçтерме тунă вак-тĕвеке тата çак сайт ăстине шута илмесен.
Унтан, орфоэпи ыйтăвĕсем пирки сăмах пуçарма тахçанах вăхăт. Часах пирĕн тĕрĕс калаçма пĕлекен çын та пулмĕ. Радио-телевизор итлеме май çук вĕт.
Михаил Волков // 3520.72.0114
2015.06.16 20:51
Орфографи ыйтăвĕпе çыхăнуллăн тĕнчери ытти чĕлхесен аталанăвĕн çул-йĕрне асилтерме тăрăшатăп. Чĕлхемĕр аваллăхне ютри паллă лингвистсем йышăнаççĕ кăна мар, тĕпчев ĕçĕçсçем çыраççĕ, ăна университетсенче студентсене вĕрентеççĕ. Çакна пĕлместĕр-им, ее юри кутăнлашатăр. Ыйтса пĕлĕр 4-5 çул каялла Голландие кайса çÿренĕ çутĕçшĕсенчен: унта мĕншĕн чĕлхемĕре ПĔРРЕМĔШ ЮТ ЧĔЛХЕ тесе вĕрентеççĕ студентсене (паллах, гуманитарисене).
Михаил Волков // 3520.72.0114
2015.06.16 21:13
Чĕлхемĕр тĕнчере сумлă пулнине халăхăмăра пĕлтермелле. Илсе кăтартнă тĕслĕхсене хирĕç тăни нацистсемпе пĕрлештермест-и вара! Сăмах пĕрлĕхлĕ орфогрфи пирки, çавăнпа ытти чĕлхесенче хупă сасăсен ЯНРАВЛĂХ - ЯНРАВСĂРЛĂХ мăшăрлă хире-хирĕçлĕхне йышăнса тымарсăмах йышне ÿстернине ĕнентересшĕн сире.

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 19

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем