Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Ҫинҫе е Иван Купала?

Аçтахар Плотников07.07.2015 22:3816781 хут пӑхнӑ

Хайхи Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ачасем Иван-Капала каҫне уявланӑ пулать. Ку вара чӑваш культури пӗтсе пынине кӑтартакан паллӑ пулни пӗрре те иккӗленӳллӗ мар. Мӗншӗн-ха ҫав ачасенех Ҫинҫе уявне уявлас мар? Мӗншӗн Иван-купала? Ҫатракасси ялӗнче вырӑс ачисем пурӑнмаҫҫӗ вӗт, чӑваш ачисемех. Иван Купала уявӗ чӑвашсемпе мӗнпе ҫыхӑннӑ? Ма чан ҫапмасть ЧНК? Ӑҫта «Хыпар»? (Шупашкар кӳлмекӗ хӗрринче ларакан тӳре-шарана асӑнас та килмест...) Чӑн та ҫапларах ыйту ҫине ыйту ҫуралать.

Тӗрӗссипе кунти ыйтусем вулавӑш ӗҫченӗсене пырса тивӗҫҫӗ — уявне вӗсем йӗркеленӗ-ҫке. Мӗншӗн вӗсен пуҫне «Иван Купала каҫӗ» пырса кӗни те вӑрттӑнлӑх мар пуль. Сӑлтавӗ — вӑл уяв пирки халӑх ытларах пӗлет. Пирӗн пурнӑҫа телекурав ярса илнӗ пирки вырӑс культури ҫинчен эпир пурте тенӗ пекех сахал мар пӗлетпӗр. Чӑвашӑн йӑли-йӗрки пирки вара сахалтарах ҫыраҫҫӗ. Ак, пӗр пӗлӗш хӗре тӗслӗх пек илсе кӑтартма пулать (йӑмӑк упӑшкин йӑмӑкӗ). Вӑл хӑйӗн ушкӑнне, ҫулӑмпа тӗрлӗ номерсем хатӗрлесе кӑтартаканне, вырӑс туррин ятне панӑ. Ашшӗ-амӑшӗ чӑваш. Хӑй те чӑваш. Анчах чӑваш йӑли-йӗрки пирки пач илтменрен уншӑн вырӑс вут-ҫулӑм турри ҫывӑхрах пулса тӑнӑ...

Юрать, Акатуйӗ хӑлхаран тухмасть, анчах «Ҫинҫе» текен уявсем пирки пи-и-итӗ сахал чӑваш пӗлет. Вулавӑшри кӗнекесене илес пулсан та, пӗлсех тӑратӑп, Иван-Купала пирки ҫырнисем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫатракассинче ытларах. Тен, Ҫинҫе пирки каласа паракансем те пур пуль те, анчах вулавӑш ӗҫченӗ вӗсене шаларах пытарса хунӑ пулинех…

«Хыпар»-тан тата ЧНК-ран ыйтиччен ҫак уяв пирки малтан хамӑртан пуҫлас терӗм. Ҫапла вара ятарласа Ҫинҫе уявӑн страницине ҫырса тултартӑм — вулаччӑр, пӗлччӗр. Кунта ман Владислав Николаевӑн «Асамат & Шевле» журналне ырӑпа асӑнас килет. Пӗлтӗрхи 7-мӗш номерне вӑл шӑп та лӑп ҫак уяв статьипе пуҫланӑ иккен. Кӗскен пулин те уяв пирки туллин ҫырса кӑтартнӑ. Шел, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫак журнала сахал ҫырӑнса илеҫҫӗ пулас...

Ҫинҫе уявӗ вара чӑваш йӑли-йӗркинче уйрӑм вырӑн йышӑнать тесен те йӑнӑш мар. Вӑл — канмалли уяв. Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна йраш шӑркана ларсан уявлама пуҫланӑ. 12 кун тӑршшӗ тӑсӑлнӑ вӑл. Уяв вӑхӑтӗнче ҫӗр чавма, ҫум ҫумлама, шӑтӑк алтма юраман. Кану вӑхӑчӗ пулнӑ вӑл — малалла утӑҫи тата вырма пуҫланмалла-ҫке. Шурӑ тум тӑхӑнмалла пулнӑ. Улине тӑхӑнсан ятланӑ, хывтарнӑ та.

Ҫинҫе уявне халӑх пачах та манса кайман. Статья валли информаци шыранӑ май Шупашкарта вӑл уява пӗрре (пӗлтӗр) ирттерни пирки те тупрӑм. Тата 2011 ҫулта Ҫӗмӗрле ачисем ӑна уявлани пирки хыпар пур. Кусем вара ятарласа шурӑ кӗпесемпех тухнӑ.

Тӗрӗссипе, Ҫинҫе йӑли-йеркине хальхи саманара та тытса пыма май пур ӗнтӗ. Ара, икӗ эрне хушши «отпуск» тума кам чарать? Хулара пурӑнакансем унсӑр та ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлемеҫҫӗ, 12 кун ним мар «дачӑна» каймасӑр ирттерме пултараҫҫӗ. Шурӑ тум та тӑхӑнса ҫӳреме йывӑр мар.

 

Ҫинҫе уявне манар мар! Ӑна паянхи саманара ҫӗнӗрен чӗртме вӑхӑт ҫитнӗ!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Ют Ҫын // 1253.76.5222
2015.07.14 23:45
Мӗн Мускав ҫинчен каламалли пур. Пур халӑхӑн уявӗсене Шупашкарта та уявлаҫҫӗ. Agabazar ҫеҫ курмас, чӑваш-пӑлхар уявӗсене те хутшӑнмас.
Agabazar // 2346.9.7371
2015.07.15 15:14
Agabazar
Шăпăр шăтăкĕнче "уявлани" — шутланмасть.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.07.15 17:38
Вӑт ку намӑссӑр Agabazar чӑвашӗ, хӑйӗн чӑвашӗсенчен куҫран кулат. Шӑпӑр шӑтӑкӗнче, пӗве хӗрринче, вӑрман уҫланкинче ... . Мӗн кӗҫенсе ларан, намӑс пур и санӑн? Малтанласа хӑвӑн крыльцу вӗҫӗнче те пулин 5 ҫынна пухса пулӑм йӗркелесе ирттер.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.15 19:35
Акасапар: "Шăпăр шăтăкĕнче "уявлани" — шутланмасть." - ку мӗне пӗлтерекен япала? Акасапар пӗр килкартинче те пулин Уяв иртерсе пар-ха пире! Пӗр п-ӗ-чик уяв та пулин йӗркелесе пар-ха? Мӗн йӗрӗлсе ларан?
Agabazar // 4235.50.2696
2015.07.15 20:29
Agabazar
Миккуль // 4292.84.0894 2015-07-15 17:38: <<Вӑт ку намӑссӑр Agabazar чӑвашӗ, хӑйӗн чӑвашӗсенчен куҫран кулат. Шӑпӑр шӑтӑкӗнче, пӗве хӗрринче, вӑрман уҫланкинче ... . Мӗн кӗҫенсе ларан, намӑс пур и санӑн? Малтанласа хӑвӑн крыльцу вӗҫӗнче те пулин 5 ҫынна пухса пулӑм йӗркелесе ирттер.>>

Хăвăр мĕн çырнине ăнлантăр-и хăть?

Тимӗр // 4916-2612
2015.07.15 21:22
Ҫӗнӗ йӑла пуҫлас мар,авалхи йӑлана пӑрахас мар тен чӑваш.Паллах Ҫинҫе уява ирттермелле.Эпир Сурхури уявне вунӑ ҫл каялла пӗчӗк ушкӑнран кӑна пуҫларӑмӑр.Кӑҫал вара ҫӗр ҫынна яхӑн хула варринчи ҪӐЛКУҪ хупахра несӗлсене асӑнса авалхи уява палӑртрӗ.Яланхи пекех эрехсӗр.Килти сӑрапа,мӑйӑрпа.Хамӑра кӑна шанмалла.Вара кӑна пуласлӑх пур.
Agabazar // 2714.11.8820
2015.07.16 06:05
Agabazar
"Эпир Сурхури уявне вунӑ ҫл каялла пӗчӗк ушкӑнран кӑна пуҫларӑмӑр"

"Пуçлаканни" эсĕр мар. Сăпайлăрах пулас пулать. Хай каларăш, пĕчĕк ушкăнсенче Сурхури е урăх уяв уявласси кирек ăçта та пулма пултарать. (Сăмах патшалăх тытăмĕсен хÿтти пирки çеç хускатмалла, ытти вăл — таçта, айккинче.... Унта эсĕр пырса перĕнейместĕр.). Ку вăл хайхи ним шăв-шавсăрах пулса пыракан япала.

Ав, каларăм вĕт, кăçал та карчăксем çĕрулми йăранне частарах çырса пĕтерме хистерĕç. "Çинçе" тенине илтмен, анчах уйрăм вăхăтра çĕр патне пыма юраманни пирки каларĕç.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.07.16 08:14
Кун пек ухмаха персе ашкӑнса ларакан ҫын курман чӑвашсем хушшинче, хохолсем хушшинче курни тӗлӗнтерместчӗ. Перевоспитани тӗлӗшпе Agabazar текеннине пӗр-пӗр стройкӑна ӑсатсан пит вырӑнлӑ пулмалла.
Agabazar // 2482.87.9879
2015.07.16 13:16
Agabazar
Ма тата пит вăтанам пек туса калаçатăр? "ГУЛАГа ăсатас!" тейĕр те, ĕçĕ те пĕтнĕ! Мĕн шеллесе тăмалли пур!

Кунашкал хăратма хăтланнăшăн вара сирĕн саккун умĕнче явап тытма лекет!

Саккун сакки сарлака. Унта пурин валли те вырăн тупăнма пултарать. Вăл шутра — сирĕн валли те.

Восток — дело тонкое (чăвашла: Тухăç çиппи ÇИНÇЕ).
Миккуль // 4292.84.0894
2015.07.16 17:38
Стройкӑ вӑл Гулаг мар вӗтӗ,Agabazar юлташ? Вӑл ограничение свободы мар, лишение свободы мар, ограничение свободы печати мар. Стройкӑра ӗҫлесе ҫын чунпа тасалат, чунлӑхпа пуянланат. Ҫавӑнпа та стройкӑна кайма сӗннинче ним те хӑрушши, ҫилленмелли ҫук.

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем