Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: «Сӗм-сӗм» вӑрттӑнлӑхӗ

Аçтахар Плотников13.07.2015 18:549018 хут пӑхнӑ

Сӗм-сӗм вӑрман, сӗм вӑрман,

Мӗншӗн хытӑ шавлатӑн?

Мӗншӗн шай-шай шӑхӑрса

Мӗскӗн чуна хӑрататӑн?

 

Ҫак «Нарспи» поэмӑран илнӗ йӗркесене эпир пурте пӗлетпӗр. Сӑмахсем те пирӗншӗн уҫӑм ӑнлануллӑ. Сӗм-сӗм хальхи ӑнланупа — тӗттӗм, вӗҫӗ-хӗррисӗр, аслӑ, никам пырса кӗмен. Сӗм тӗттӗм — питӗ тӗттӗм, йӗп чиксен те курман тӗттӗмлӗх пек хальхи ӑнланупа. Шухӑшласа пӑхар, мӗнле ӑнлануран пулса кайнӑ-ши «сӗм-сӗм»?

Ӗлӗк-авал пирӗн аслаттей-аслаппайсен рунӑллӑ ҫыру пулнӑ. Ун пирки тӗпчевҫӗсем ҫапла ҫыраҫҫӗ: «...остальные рунические письмена, перенесенные из Центральной Азии — видоизмененные, развитые варианты согдийской письменности, которая в свою очередь представляет собой продолжение финикийского согласного письма... Знаки в нем могут означать целые слова, слоги и отдельные звуки — гласные и согласные. Оно носило характер «тайного письма». Ҫав ҫырӑва вулакансене авалхи хунсем те, пӑлхарсем те «колобер» (калӗмпӗр) е «самсис» тенӗ. Пирӗн чӗлхере ку тарана ҫитиччен калӗмпӗр тени упранса юлнӑ, ӑна ҫунтарсан, темӗнле асамлӑ, ҫын пуҫне кӑштах ҫавӑракан шӑрш тухать. Ҫав курӑкпа калӗмпӗр-мӑчаварсем кӗлтунӑ чухне усӑ курма пултарнӑ. Самсис — авалхи вӑрттӑн ҫырӑва упракан ҫын. Хӑшпӗр чӗлхесенче — «сам самь» «сем сем». Эппин, ку — вӑрттӑнлӑх хуҫи. Ак хайхи пирӗн «сӗм-сӗм вӑрман» — вӑрттӑн, ҫын кӗрсе курман, шырасан та никама тупма ҫук вӑрман пулса тӑрать, Астӑвӑр-ха, Нарспипе Сетнер сӗм вӑрмана вӑрттӑн, ҫын ҫӳремен вӑрмана тарса кайнӑ. Сӗм-сӗм (сӗмсӗм) — вӑрттӑнлаха, халӑх вӑрттӑнлӑхне, вӑрттӑн ҫырӑва упракан, Сӗм тӗттӗм — вӑрттӑнлӑхлӑ тӗттӗм. Сӗм каҫ — вӑрттӑнлахлӑ каҫ... Ҫакӑн пек шухӑшсем пуҫа пырса кӗреҫҫӗ пирӗн «сӗм-сӗм» сӑмаха ытти тӳрк чӗлхисемпе, историри пулӑмсемие танлаштарсан...

Ислам тӗнне ӗненекенсен сӑваплӑ хули — Мекка. Унта тата тепӗр пуринчен те сӑваплӑрах вырӑн пур — Кааба. Вӑл — тӑватӑ кӗтеслӗ пысӑк лап, ун йӗри-тавра шурӑ тӗслӗ акшартан тунӑ юпасем лартса тухнӑ. Кааба варринче вара асамлӑ ҫӑлкуҫ тапса тӑрать. Ӑна Сем-Сем (Зем-Зем) ҫӑлкуҫӗ теҫҫӗ. Арабсен чӗлхинче Зӗм-Зӗм тенӗ пекех илтӗнет. Кам та кам ҫак Зем-Зем ҫӑлкуҫӗнчи шыва ӗҫет, ҫавӑ хайӗн мӗнпур ҫылӑхӗсенчен тасалать теҫҫӗ ислам тӗнне ӗненекенсем. Мӗне пӗлтерет-ха ҫак Зем-Зем сӑмах? Таса, никам пырса тӗкӗнмен, сӑваплӑхне ҫухатман ҫӑлкуҫӗ тени пулать. Каабари Зӗм-Зӗм чӑваш чӗлхинчи «Сӗм-Сӗм» пӗлтерӗшӗпех ҫӳрет.

Тӗнчере мӗн чухлӗ тӗлӗнтермӗш! Уйрӑмах, чӗлхере. Кашни сӑмах — ҫӗнӗ тӗнче уҫни, тӑван халӑх историйӗн ҫӗнӗ страницине вулани.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Ют Ҫын // 1253.76.5222
2015.07.14 23:43
Ислам тӗнчи килӗшет пулсан, чун ҫав енне туртат пулсан, йышӑнмалла ислам тӗнне, ӗҫӗ те пӗтнӗ. Лайӑх тӗн, лайӑх тӗнче.
Agabazar // 2482.87.9879
2015.07.16 13:08
Agabazar
Ислам тĕнне йышанаççĕ ислам тĕнчи килĕшнĕрен мар.
Ислам тĕнне йышанаççĕ Аллаха ĕненнĕрен.

Тĕнпе çыхăннă ĕç-пуç ним шахвăртусăр пулсан çавнашкал.

Кун тулашĕнчи — пĕтĕмпех конъюнктура.
Михаил Волков // 8468.8.3909
2015.07.16 22:59
Тĕнчери халăхсен кашнин челхинчех пĕрлехи авалхи челхе сăмахĕсен тымаресем пур. Ку пур халăх та тăваннине пĕлтерет. Анчах пĕр вырăнтан пĕр Турăпа, пĕлÿ никĕсĕсемпе тĕрлĕ вăхăтра тĕнче тăрăх саланнă йăхсен çав тымар сăмахсенчен вĕсен пĕлтерĕшне сарса расна сăмахсем тума тивне. Империсенчи челхе ăстисем сăмах тымаресене те юри улăштарнă. Арабсен империне 6-мĕш ĕмĕрте тума пуçланă. Сĕм авалхи чĕлхери сăмах тымарĕсем халăх калаçăвпе ытти тĕнсенчен Корана та "юхса кĕнĕ". Вĕсене чылай урăхлатнă.
Михаил Волков // 8468.8.3909
2015.07.16 23:25
Кааба - Киремет картиех пулнине асăрхама пулать. Кунтах сиплĕ таса шыв юхса выртать. Карти 4 кĕтеслĕ, Пуççапмалли, çылăх каçарттармалли карта кĕтессинче тÿперен тахçан авал ÿкнĕ чул катрамĕ выртать. Карта тавра 7 çаврăнмалла, чула сĕртĕнеççĕ, чуптăваççĕ. Каабана ислам тĕнне пуçличчен Магомет куккăшĕ (унччен вĕсен ăрăвĕ) пăхса тирпейлесе тăнă. Магомет, Сарăастар, Моисей, Христос пекех, - Турă тĕнне çĕнетекен пулнă.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.21 10:07
Акасапар: "Ислам тĕнне йышанаççĕ Аллаха ĕненнĕрен"-ку ӗнентерӳллӗ палӑрту мар. Эпӗ ислам йӗркине килӗштернӗ чӑвашсене те, вырӑссене те пӗлетӗп. Вӗсем калаҫҫӗ:" мӑсӑльмансем арҫынӗсем эрехпе ахӑрмаҫҫӗ, ҫемьере ача нумай ӳстереҫҫӗ, укҫа енчен тата арҫын гормонӗсем енчен те чухӑн мар". Ҫавӑн пек арҫынсене саваҫҫӗ ытти халӑх хӗрарӑмӗсем те. Ҫавӑнпа та хиджап тӑхӑнаҫҫӗ. Аллах чи малти вырӑнта мар, хисеплӗ Акасапар.
Agabazar // 3115.14.5139
2015.07.21 10:54
Agabazar
Ислам вăл — тĕн.
Тĕн вăл — ĕненÿ.
Ĕненÿ çук пулсан, исламĕ те, христианлахĕ те çук. Ахаль йăла-йĕрке çеç. Леш хайхи палламан, ют çынсене "эсĕр" теме йышăннă йăла пек. Е пĕр-пĕрне ал тытса саламласси пек.

Чăн та, тĕнре ĕненÿпе йăла-йĕрке тачă çыхăнса кайнă ĕнтĕ. Кунпа килĕшмелле.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.21 16:43
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: темӑпа ҫыхӑнман!
Тимӗр // 4916-2612
2015.07.21 21:28
Ислам та христиан та вӑл тӗн.Ӗненетни ӗненместӗни вӑл пур.Тӗне йышӑнтараҫҫӗ.Кама вӑйпа,кама илӗртсе.Малтан ӗмӗр эсӗ тесе каласа пурӑннӑ халӑха ютран илнӗ йӑлапа эсир теме хӑнӑхтараҫ,кайран ытти ют йӑла-йӗркене те хаваспах йышӑнан.Кайран кӑшкӑратпӑр чӑваша тапӑнаҫҫӗ тесе.
Agabazar // 1631.03.9995
2015.07.21 21:46
Agabazar
(-- хуратнӑ --)

Кирлĕ чухне çынна хисеплеве палăртса чĕнесси — чăн-чăн чăваш йăли-йĕрки!!!!!!

"Сĕм вăрман" тееси вырăнне "Дремучий лес" тени — ЧĂВАШ ЙĂЛИ МАР!!!!
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.22 18:19
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: темӑпа ҫыхӑнман!

Страницӑсем: [1], 2

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем