Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Базиль Кириллов: Ҫӗнӗ орфографи «так макӗсем»

Базиль Кириллов04.05.2018 11:2110897 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Базиль Кириллов

 

Ҫук ҫӑкалӑх ҫумӗнчи

Касман Турта Пуҫӗнчи

Арӑ-пирӗш тӑмпӑшал

Тунӑ пулать тӑм пӑшал.

 

Паллах, ҫук-ха тӑм писмен,

Анчах пӗтмен тӑмписмен.

 

Ҫукпа пӗрех ҫын ҫиен,

Анчах нумай ҫынҫиен.

Ҫынҫиен вӑл, хӑямат,

Сӑмахпа ялан кӑшлать.

 

«Хӗр ача ҫуратнӑ тет...»

Уҫӑмсӑрлӑх пӗтерет:

Ах анчах та ах анчах,

Кам ҫинчен пырать сӑмах.

 

Хамӑр ялти пуш хирте

Манӑн чунӑм пушхирте.

 

Хирте ӳсет хуртути,

Кӗмест унран хур тути.

 

Хумханать ҫирӗк тӑрри,

Сиккелет ҫирӗктӑрри.

Ӑнланмалла мар темле,

Кайӑкне пӗрлех ҫырар.

 

Тулӑх пулнипе ҫӗр-шыв

Килӗшет Тӑван Ҫӗршыв.

 

Виҫсӗмӗр те пӗртӑван.

Килмерӗ-ха пӗр тӑван.

 

Ҫинӗшӗнех хыт кукар

Пулмӑп-тӑмӑп хыткукар.

 

«Эс килетӗн тӗк курма

Савӑнатӑп-ха, кумма», —

Тесе ӑшшӑн ҫырнине

Хурав илтӗм ирхине.

 

«Тӗк курмашкӑн» ҫӳреме

Ӗҫсӗр мар эп, шеремет.

Килетӗн-тӗк ман пата

Ҫийӗн лайӑх апата,

Савӑнатпӑр, тупата.

 

Те апла-капла юрать:

«Парнеле утмӑл турат», —

Тесе ҫырнӑ та — инкек,

Ҫапӑ кирлӗ е чечек.

Эсӗ килтӗн тӗк тӗк лар,

Минтертен тӗк ан кӑлар...

«Килтӗн-тӗк» тесе ҫырсан

Ӑнланатпӑр пуль аван.

 

Ешчӗкрен ҫыру илсе

Тӗлӗнсе вулать Илле:

«Пылчӑк тӑк эс урама

Ан чӗн мана выляма...»

- Ара, пылчӑк-тӑк унта

Мӗншӗн тӑкмалла тата.

 

Саспалли вӑл — сас палли,

Сас палли те — саспалли.

Эй, пӗлтерӗшне пула

Уйрӑм, пӗрле ҫырмалла.

 

Чӗлхене сума сӑвар,

Чухӑнлатма кирлӗ мар.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2663.18.8421
2018.05.04 12:33
Agabazar
Базил хăта, "Тĕрĕс çырмалли правиласене" тыт та, тĕппипех шĕкĕлчесе вуласа тух".

Çавăнтан ырри ним те çук.
Пĕр хĕрарăм // 4925.0.6222
2018.05.04 17:38
Аван!!!!
Валери мар // 3000.76.3861
2018.05.04 20:44
Базиль Николаевич!
Рифмусем апла-капла,
Самаях алламалла.
владимир // 3957.56.0551
2018.05.04 21:49
Шăп ăнран кайрăм вĕт чисти, вуласа пĕтериччен, Базиль(Ваçиль тесен кăмăллăрах пек ячĕ енчен), санăн "крамăтăна". Вĕрентес тесе тăрăшнă ĕнтĕ эс. Тĕрĕсрех çырччăр тесе çыракансем. Ĕмĕтленнипе "кишĕре алла тытса пулмасть" çав. Акмасăрах вăл шăтас та теместь тутлăскер ÿссе çитсен кăна. Ĕçе нумай. Çавăнпа, ку "сăвва" та пăхса тухни усăсăрах мар пуль тетĕп. Шухăшлаттарать. Тĕрĕсрех çырни - илемлĕ.
Палахерри // 1424.33.2426
2018.05.05 06:22
Вӗренмелле ҫырнӑ пулин те тӗрӗсех. Ленин Маяковский пирки каланӑ пек: "Не знаю как насчет поэзии, но политически правильно".
Патӑрьелле ҫырни сисӗнет, Упамсалла!
Agabazar // 6289.2.7297
2018.05.05 11:45
Agabazar
ГЕННАДИЙ ФЕДОРОВИЧ ЮМАРТ 80 çул тултарнă тит.

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем