Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Микула: Чӑваш сӑмах пӗлтерӗшне ытти чӗлхесенче шырамалла пулнӑ

Микула17.05.2018 06:1328215 хут пӑхнӑ

Паянхи кун та палӑртса паман халӑх ячӗ... Ятарласа палӑртса паман тесе каласан тӗрӗсех пулӗ. Мӗншӗн тесен малтанах ҫулӗ тӗрӗс мар пулнӑ. Лашине урапинчен мала тӑратнӑ пекех. Сувар сӑмахран чӑваш сӑмаха нимле майпа та тӑсса, улӑштарса пама ҫук пулсан та ҫавӑн ҫинех «тиенме» хӑтланаҫҫӗ паян кун та. Лавӗ чӑтаймасть пулсан та. Паян кун ҫӗнӗлле информаци пулнине шута та хурасшӑн мар. Ӗлӗкхи тӗпчевҫӗсен информаци тени ҫав тери сахал пулнӑ пулсан, паянхи кун та вӗсен ӗҫӗсене тӗп вырӑна хурса пыни наукӑна аталанма чарса пырать. Ҫавӑ ӗнтӗ чӑрмантарать пире «чӑваш» сӑмахӑн чӑн пӗлтерӗшне палӑртма.

Ӑнланас пулать, чӑваш ятне палӑртма «чӑрмантаракан» тепӗр хушма тупсӑмне те. Вӑл Турципе Раҫҫей патшалӑхӗ чылай вӑхӑт хирӗҫ тӑнипе ҫыхӑннӑ. Тепри, чӑрмантараканни, Хусан ханстви тапхӑрӗ пирки уҫҫӑмӑн ҫырма юраманни. Паянхи кун вӑл «табусем» ҫук, ҫавӑнпа та чӑваш сӑмах пӗлтерӗшне уҫҫӑмӑнах палӑртма пулать.

Филологсен чи пысӑк йӑнӑшӗ вӑл «чӑваш» тата «чӑвуш» сӑмахсем ҫине саспаллисем витӗр пӑхни. Ҫырни вӑл улшӑнма пултарать, акӑлчан чӗлхинчи пекех, паянхи Турцинче чавуш сӑмаха ытларах «чӑваш» тесе калаҫҫӗ. Ӗлӗк те ҫавӑн пекех пулма пултарнӑ-ытларах чавуш, е чауш мар чӑваш тенӗ?

Ашмарин чӑваш сӑмаха «ҫӑваҫ» сӑмахпа ҫыхӑнтарнӑ. Ҫӑваҫ сӑмах ҫӑва сӑмаха аса илтернипе пирӗн историксем вӑл шухӑша ырласах кайман. Мӗншӗн ырламан? Информаци сахалтарах пулнӑ. Паянхи кун Ашмарин каланине тӗрӗс теме пулать, анчах та унӑн шухӑшне те малалла тӑсас пулать. Мӗншӗн ҫӑваҫ сӑмах чӑваш сӑмахпа пӗрешкел пулнине ӑнлантарам.

Ҫӑваҫ сӑмах паянхи кун тӗрӗк чӗлхисенче, уйрамах Турци патшалӑхӗн чӗлхинче мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине тишкерер. Азербайджан чӗлхинче «саваш», Турцинче «саваҫ» тесе калаҫҫӗ. Пӗлтерӗшӗ вӗсен анлӑ, анчах та пӗтӗмпех ҫарпа ҫыхӑннӑ, ҫапӑҫу вырӑнӗ, ҫар ҫынни тата ытти те. Калӑпӑр мӗнле пулать Турци патшалӑх чӗлхинче «ҫар карапӗ»? Пулать «саваҫ кемисси». Ашмарин чӑваш сӑмах ҫӑваҫ сӑмахпа пӗрешкел пулнине тӗрӗс каланӑ, анчах та ҫаваҫ сӑмахӑн чӑн пӗлтерӗшне палӑртман. Палӑртма вӑл вӑхӑтра информаци ҫителӗксӗр пулнӑ.

Герберштейн Чӑваш ҫӗрне палӑртса хӑварнӑ пулнӑ. Ҫӗнӗлле пӑхсан ӑнланмалла ҫав сӑмахӑн пӗлтерӗшне. Вӑл вӑхӑтра «линия фронта» унта пулнӑ, ҫавӑнтах тӗп ҫапӑҫу вырӑнӗсем пулнӑ, унтах ҫапӑҫу хирӗнче выртса юлнисене пытарнӑ вырӑнӗсем те пулнӑ. Курбский ахальтен мар асӑннӑ «чӑваш ялӗсем пысӑк кармансем ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ» тесе. Чувашия тени ҫапӑҫу вырӑнӗ тенипе пӗрех илтӗннӗ.

Паянхи Турци патшалӑх чӗлхинче сувар, сӑваҫ тата чавуш-чӑваш тени пӗр пӗлтерӗшлӗ, пӗтӗмпех ҫарпа ҫыхӑннӑ. Ҫавна май филологсенчен ыйтас килет. Мӗнле майпа ҫавӑн пек информацине курмасӑр иртсе кайма пулать? Ун пек юрамасть.

Паянхи кун палӑртнӑ фактсене пӗрлештерсен чӑваш сӑмахӑн пӗлтерӗшне нимле майпа та пытарма ҫук. Чӑваш тени ҫар ҫынни пулать. Чӑваш ен тени ҫапӑҫу вырӑнӗ, е чӑваш — ҫар ҫыннисен ҫӗрӗ пулать.

Халӗ чӑваш сӑмахӑн сӗм авалтанах, ҫар ҫыннинчен малтанрах пулнӑ тупсӑмӗ. Малтанхи «чи», «чу», «чӑ» тенине чӑваш чӗлхинче те ытти чӗлхесенче те, вырӑс чӗлхи ҫине куҫарсан «быстрый, первый, новый, передовой» пулать. Аш тени арап чӗлхинче тата ытти чӗлхесенче ытларах «знатный муж, удачливый» пӗлтерӗшлӗ. Ӑнланмалла, чӑваш тени хӑвӑртлӑхпа, ҫӗнӗлӗхпе тата пысӑк статуслӑ пулнипе ҫыхӑннине.

Вир(ь)ял сӑмах пӗлтерӗшне те палӑртам. Вир(ь)ял тени «верховые» сӑмахпа пӗрешкелтерех тени тӗрӗсех, анчах та каллех пӗтӗмпех мар. Вир(ь)ял тени шыв юхӑмне хирӗҫ ишме пултаракан кимӗ ячӗ пулнӑ. Парӑспа усӑ курма пӗлнӗ чӑвашсем. Герберштейн ахальтен мар асӑнать, «чӑвашсем ытти халӑхсенче шыв ҫинче ҫӳреме пӗлнипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ» тесе.

Ҫавӑн пек аптраман чӑвашсем. Халӑх ячӗ ҫине унӑн истори ҫине ҫӗнӗлле пӑхма вӗренер. Ҫурма тата хӗсӗк истори кивелнӗ. Ҫӗннине ҫырма вӑхӑт.

Николай Мефодьев

 

Унсӑр пуҫне,эпӗ шутлатӑп,Шупашкарта тата ытти хуласанче тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем пулмалла.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Михаил ВолковСун // 3680.19.5670
2018.07.27 00:13
Ят шырама кирлӗ мар манӑн. 60 ҫул вӗрететӗп вӗренме пултаракана.Ҫав шутра вӗрентейсемпе тюре-шарана та.Халӗ
... Эсир ман кӗнекесемтӑрӑхвулама-ҫырма вӗреннӗ пулӗ тетӗп.
Халь чирлӗ,хамӑн пӗлӳсене парса хӑварма тӑрӑшатӑп. "Чӑваш чӗлхе ӑсти! Килсем, килсем, эс пур,ҫук мар!"
Михаил ВолковСун // 3680.19.5670
2018.07.27 01:46
Ан хурат! утарла Ҫавал - ЧУЕЛЬ! Кул Гали Батбай хасарсене ҫӗнтернӗ те Чуель тӑрӑхне кӗтӳҫӳретме панӑ тесе ҫырнӑ
Джагфара эсир йӑнӑш хурлатӑр. 3 кӗнекине те "Булгар иле"ушкӑн кӑларнӑ.ВӑлушкӑнПӑлхар патшалӑх ятне тавӑрасшӑн
пулнӑ пуль.Ҫампа Джагфара тӳресем йышӑнмаҫҫӗ.
2018.07.27 21:14
Çырма вулама Алексей Афанасьев, Путап ялĕнче çуралса ÿснĕ чăваш çыравçинчен ытларах вĕреннĕ. Унăн кĕнеки "Юмансем çулçă тăкмарĕç" тĕнчипе паллă. Вăт вăл нихăçан та пытарăнса пурăнмастчĕ, шăлнĕ те хÿрешкесем ун ячĕ çинче укçа-тенкĕ ане тăвайччăр тесче хăйĕн наука ĕçне çук турĕ. Çавăн пек çынсене хисеплетĕп
Михаил ВолковСун // 2180.41.0346
2018.07.27 23:54
Темӑран пӑрӑнар мар. ЧӐВАШ сӑмах Турккӑ патшалӑхӗчченех пулнӑ .Китай историкӗ Сымо Цяньҫырнӑ тӑрӑх пирӗн эрачченхи 3-мӗш ӗмӗрте ЧУ патша лӑхӗ пулнӑ. "ЦАРСТВО ЧУ" уҫӑр та вулӑр..Ӑна арисем тунӑ тесе шутлаҫҫӗ.
и
Михаил ВолковСун // 2180.41.0346
2018.07.28 00:26
Каллеххуратса тӑкрӑн.Хусаярассаан кӗт. Тутар чӗлхи пирӗннинчен уйрӑл ҫитмен теме пулать Кюльтегин вӑхӑтӗнче.в
2018.07.28 15:24
Арисем вара ăçтан тухнă? Тухăç филосифинче çакăн пек каларăш пур: прошлое в будущем, велик парадокс. Иртни пуласлăхра, пуласлăх иртнинче. Вăхăт тенĕ пулăма паянхи каунта ăсчахсем тавçăрса çитереймеççĕ, хăçан хăвăрт шăвать, хăçан хуллен, ку пуçран илнĕ сăмах мар. Мĕншĕн çапла ăнлантарса паракан çук.
Михаил ВолковСун // 1218.9.1609
2018.07.28 23:57
Вуланӑ май ыйтусем ҫуралсан ининтернета кӗрсе пӑхмалла. Темӑри ыйтусене татса пама анлӑ пӗлӳ кирлӗ.
.Ҫав пӗлӳсем ҫине таянса ҫеҫ ҫӗнӗ пӗлӳ тупма(пуҫра ҫуратма) пулать. Татса паман проблемасем, тавлашуллӑ терминсемпе гипотезасем сахал мар.ПУЛХАР термин та ҫав шутрах.РЫБАК пӗлтерӗшлӗ тенипе килӗшме йывӑр теҫҫӗ.
Михаил ВолковСун // 7438.5.5697
2018.07.30 23:29
Ҫапла......Парадокс нумай.Ҫав шутра пирӗн менталитет. Те чӑвашран тухнӑ пачӑшкӑсене картмас авалхи йӑла вӗреннӗ чӑваш ертӳҫӗ, ӑсчах ҫине куҫрӗ, те ӑмсану ҫинине пула. Тӑван-пӗлӗшре те ҫав йӑла палӑрать. Вырӑс та пиртен юлмасть: "Несть проока в отечестве своем!" Ҫампа ӑсчахсем юта кайса пиарлааҫҫӗ. Вара тин камсене ҫухатнине пӗлсе асӑнатпӑр, палӑксем лартатпӑр.Пирӗн ЗАСсем нумай; РА.КУльсем, РА...Н.Осем. Усси сахал.Образованность шайӗпе эпир тахҫанах папуассемпе ӑмӑртатпӑр.
2018.07.31 12:16
Хăш енĕпе вара вĕсенчен те ирттеретпĕр, папуассем хăйсен ташшисене интернета тăратмаççĕ. Пирĕн вара пурне те интернета тăратаççĕ, эпир мĕнле ăссăр тенине палăртасшăн-ши аххăр? Уна ĕнтĕ тахçанах тавçăрса илчĕç: авнăçра та тухăçра та.
Михаил ВолковСун // 1555.73.7502
2018.08.07 22:52
Ҫӗнӗхыпар.Буданов п-ник асаплантарса вӗлернӗ 18тиЭльза
Кунгаева САНГЖИ-ЧУ ялтан. ЧУас йӑхӗ тӗнче тавраҫаврӑнса аварсемпе суварсемпе пӗрле Ҫурҫӗр Тогармана Кавказа ҫитнӗ.
Шумер,сувар,сувас,ҫӑваҫ =ШУАРӗ, АСӗ,МЕРӗ,ҫЫНӗ. Алфавитсем улшӑннине,саспаллисенетӗрлӗренвуланине пулаШЧСҪсассемылмашнӑтетӗтӗп.Н.И.Ашм

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем