Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Валерий Алексин: Ҫакӑ-и илемлӗ литература?

Валерий Алексин04.04.2019 18:5229527 хут пӑхнӑ

Тутарстанра пурӑнакан паллӑ журналист Николай Сорокин нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман пичетлесе кӑларчӗ. Хаҫат-журнал ҫийӗнчех асӑрхарӗ ҫакна, кӗнекери ӗҫ-пуҫ епле тӗвӗленсе аталанни, унти геройсен шӑпи пирки вырӑнлӑ сӑмах хускатрӗ.

«Тылра юлнӑ хӗрарӑмсем йывӑр ӗҫпе асапланни – литературӑра ҫӗнӗ тема мар. Ешӗл Йӑмраллӑ чӑваш ялӗнче те пӗтӗм пурнӑҫ вӗсем ҫинче тытӑнса тӑрать. Ҫапах та «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман авторӗ вӗсенче ӗҫ лашисене мар, хӗрсемпе хӗрарӑмсенех курать, вӗсен черчен чунне уҫса пама тӑрӑшать. Ҫавӑнпа вӑл тӑлӑх арӑмсен ыйхӑллӑ мар, хуйхӑллӑ каҫӗсене пусӑмласа сӑнарлать. Хӗрарӑмсене вӑйран яракан, тӑнран кӑларакан вилӗм хучӗсем вара пӗрин хыҫҫӑн тепри килеҫҫӗ. Тӑлӑх арӑмсем — ялӗпе! (Г. Матвеева. Тӑлӑх пулмаллаччӗ-и вӗсен? «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 7.03.2919).

«Тутарстанри Атӑл ҫывӑхӗнчи Ешӗл Йӑмраллӑ ял тӑлӑха тӑрса юлнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронта кайнӑ ик ҫӗр ытла арҫын пуҫ хунӑ, хыпарсӑр ҫухалнӑ. Ним тӑвайманнипе хӗрарӑмсем упӑшкасӑр тӑрса юлнӑ Веселина Кузнецова чӗннипе влаҫа хирӗҫ ҫӗкленеҫҫӗ. «Хамӑр ачасене вӗлерме памастпӑр! Урӑх ача ҫуратмастпӑр», — тӗв тӑваҫҫӗ вӗсем...» (Р. Власова. Тӑлӑх арӑмӑн минтерӗ ҫемҫе-и? «Хыпар», 12.03. 2019).

Рецензентсемпе тӗпрен илсен килӗшес килет. Анчах ҫакна та хушса хӑвармалла: ҫырӑвҫӑн ӑсталӑхӗ, произведенин илемлӗх шайӗ пирки вӗсем нимех те каламан.

Калас пулать, роман сюжетне автор самай ӑнӑҫлӑ ҫыхма пултарнӑ. 1945 ҫул, вӑрҫӑ чарӑнас умӗнхи ҫӗкленӳллӗ тапхӑр. Хусанти НКВД тӗрминче вара пачах урӑх «ҫанталӑк»: кунта ҫамрӑк хӗрарӑм асапланать. Ун асаилӗвӗнче нумай ӗҫ-пуҫ карталанса иртет. Телейлӗ юрату та пулнӑ ун пурнӑҫӗнче, ашшӗ-амӑшӗпе килӗштерсе пурӑнни те, вӗреннӗ ҫын пулма ӑнтӑлнӑ чух путсӗрсем ура хуни те. Тата вӑйран кайиччен ӗҫлени, хуйхӑ ҫине хуйхӑ тиенни...

Веселина Кузнецова «ахаль» хӗрарӑм маррине те автор ҫине тӑрсах ӗнентерет: вӑл илемлӗ те ӑслӑ, тӗлӗнмелле хастар. Чӑннипех лидер пулмалли ҫын.

Паллах, романа «вӗрилле» хаклама ҫӑмӑл мар, унта ырӑ енсемпе пӗрлех ҫитменлӗхсем те сахал мар кӗрсе кайнӑ. Вулакансен шухӑшне шута хурса, критиксемпе литературоведсен сӑмахне итлесе хӑш-хӑш кӗнекене тӳрлетсе тата хушса ҫӗнӗ кӑларӑмпа кӑларни те сахал мар пулнӑ. Анчах, тӗлӗнмелле пулин те, ҫакна пачах та шута илмесӗр асӑннӑ роман «Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательствӑра тепӗр кӑларӑмпа пичетленсе тухрӗ. Маларах асӑннӑ кӑларӑмран вӑл 40 страница хулӑнрах, ӑна автор хӑй редакциленӗ.

Кӗнекесене танлаштарса вуласан чи малтанах ҫакна асӑрхатӑн: Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Г. Антонова «автор-редактортан» самай тимлӗрех ӗҫленӗ. Хаҫат чӗлхипе кӑнттаммӑн каланӑ вырӑнсене вӑл чылай ҫӗрте ҫемҫетнӗ, вырӑсларан пуклак куҫарнисене тӑван чӗлхепе виҫеллӗн ҫавӑрса каланӑ: сӑмахран, «ялти патриарх Калта Уртемийӗ» тенине (24 стр.) «Калта Уртемийӗ, ялти хисеплӗ ватӑ» тесе тӳрлетнӗ (15 стр.); вырӑсла конструкци тыткӑнӗнчен хӑтӑлаймасӑр «...купӑсҫӑпа мӗн пулса иртнине каласа пачӗ» (23 стр.) тенине «...купӑсҫа мӗн пулнине каласа пачӗ» тесе уҫӑмлатнӑ (17 стр). Автор ҫамрӑксене уявра алран-алӑ тытса ҫаврӑнтарас вырӑнне «аллисене ҫаклатса» ҫаврӑнтарать (35 стр.), выльӑх-чӗрлӗх апачӗ уншӑн «курӑм» иккен (26 стр.), сивӗ вара «ҫирӗпленсех пырать» (74 стр.). «Ун ҫине авланаймарӗ» (34 стр.), «пуҫ ҫаврашкасемпе кайрӗ» (81 стр.), «урисене Раҫҫейрен аран илсе тухнӑ» (75 стр.), «йытӑ сивви» тенине тата мӗнле ӑнланмалла. Кун пек шӑйрӑк «Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательство кӑларӑмӗнче страницӑран страницӑна йӑтӑнать.

Вырӑн-вырӑн логика «уксакланине» те асӑрхатӑн: акӑ тӑлӑх атӑҫӑ, «мӗн ачаран хӑлхасӑр пулин те, юрра-кӗвве сӗре юратать» (20 стр.); тӗп героя, зоотехника вӗренме яраҫҫӗ, анчах вӑл выльӑх тухтӑрӗ пулассишӗн тимлет (28 стр.). Кӗнеке геройӗсене, ял ҫыннисене, Нюҫҫа, Ваҫиле, Санюк, Хӗвекла ят панӑ, ҫавӑнтах автор Никифор, Гришка ятсемпе пӑтранать.

Чӑваш халӑх историне акӑ мӗнле ҫавӑрттарнӑ Н. Сорокин: «Ешӗл Йӑмраллӑ — авалхи чӑваш ялӗ, Атӑл юхӑмӗн варринелле сылтӑмри чӑнкӑ ҫыранта вырнаҫнӑскер. Летописецсене шанас пулсан, вӑл пилӗк ӗмӗр каяллах пуҫланса кайнӑ. Чӑвашсем кунта Кавказпа Алтай тӑрӑхӗсенчен килнӗ тет...». Кунта автор летописецсене шанманни, «тет» хыҫҫӑн кайни куҫкӗрет.

Автор геройсене пӗрне те шутласа кӑларман иккен, вӗсен прототипӗсем камсем пулнине ҫине-ҫинех палӑртать вӑл, тӗп сӑнарӑн сӑнӳкерчӗкне роман вӗҫӗнче пичетлет, ун биографине кӗскен ҫырса парать. Вулакана «суйса ҫырнӑ» текен усал шухӑш пырса ан ҫулӑхтӑр тесе тӑрӑшать ӗнтӗ. Юррисем те кӗнекере чат ҫав тӑрӑхрисем! Тата мӗнпе ӗнентерме пулать-ха автор «тӗрӗссине кӑна» ҫырнине. Архив докуменчӗсене, наука статйинчи пек, фонд номерӗсене асӑнсах илсе кӑтартать. Ял йӑмраллӑ пулнине те сӑнӳкерчӗкпе ҫирӗплетет, вӑйӑ ҫинчен сӑмах пуҫарсан чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ хӗрсемпе каччӑсен сӑнӳкерчӗкне тупса вырнаҫтарать. Ӗненместӗр-и? Ӑҫта кайса кӗрӗн тӗрӗслӗхе пӳрнепе тӗллесех кӑтартаҫҫӗ пулсан? Акӑ Виҫиле ача ҫуратнине ҫырса кӑтартнӑ: мӗн тетӗр, ҫакна та сӑнӳкерчӗкпех кӑтартса панӑ, ача кӑвапине касса яриччен ҫаврӑнӑҫуллӑ фотограф чупса ҫитсе ӳкерсе илме ӗлкӗрнӗ пулмалла.

Кунта илемлӗ литературӑри пултарулӑх мелӗсене, жанр уйрӑмлӑхне шута хуманни яр-уҫҫӑн курӑнса тӑрать, автор беллетристикӑран публицистикӑна каҫса каяс патнех ҫитнӗ. «Над вымыслом слезами обольюсь», — тенӗччӗ пӗр классик илемлӗ литературӑн вӑйне палӑртса. Ҫук, кун пирки ҫӑвар та ан уҫ, умӑнта — аласа тасатнӑ «тӗрӗслӗх»!

Романист ыттисем халиччен каламаннине каласшӑн, вулакана мӗнпе те пулин тӗлӗнтересшӗн пулни сисӗнет. Тен, ҫавӑнпа вӑл хӑш чух виҫерен тухсах каять: «Чаршава тачӑрах хупласа Ваҫиле трусикне хывса юнашар хучӗ...» Малалла ҫырса кайнӑ намӑс йӗркесене илсе кӑтартма хӑю ҫитмест, сӑмах кунта ҫие юлнипе-юлманнине тӗрӗслесе пӑхни пирки пырать (110 стр.). Кун пекки романра татах пур: утӑ капанӗ патӗнче тула тухни (86 стр.), уйӑх хушши тата тем-тем пирки калаҫни (98 стр.). Характера уҫса пама та, сюжета аталантарма та ҫакӑн пек сыпӑксем пачах пулӑшмаҫҫӗ, авторӑн вӑйсӑрлахне кӑна палӑртаҫҫӗ вӗсем.

Вулакана тӗлӗнтернипе анчах ҫырлахасшӑн мар иккен Н. Сорокин, вӑл ӑна тӳнтерсех яма шутланӑ. Вуласа пӑхӑр та ҫак сӑмахсене, кӗнеке авторӗ ахаль-махаль ҫыравҫӑ мар, вӑл улӑп евӗрлӗ пулнине ан манӑр: «Ку кӗнеке Нобель премийӗн лауреачӗ Михаил Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» романӗнчен пӗрре те кая мар... Тӗрӗссипе каласан, Николай Сорокин романӗ Шолохов романӗнчен кая мар, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑйлӑрах та пулӗ...» (Умсӑмах).

«Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательствӑра кӑларнӑ ҫак кӑларӑмра чӑваш сас паллийӗсем нумай ҫӗрте ҫухалнӑ, текста корректор алли пачах тӗкӗнмен пулас. Илемлӗх тата техника редакторӗсем те кӗнекене сӑн кӗртме пултарнӑ. Сӑмахран, хуплашка ҫине вырнаҫтарнӑ ҫул ҫитмен хӗрача сӑнӳкерчӗкӗ кӗнеке содержанипе пачах килӗшсе тӑмасть. Информаци продукцийӗн паллине лартманнине пула асӑннӑ кӑларӑм вулавӑш ҫӳлӗкӗ ҫине лекеймӗ.

Юлашкинчен ҫакна каласа хӑвармалла: кӗнеке редакторӗн ӗҫӗ питех те яваплӑ. Вӑл тимсӗр пулсан лайӑх произведени те тӗссӗр пулса тухать, пӗлтерӗшне ҫухатать. Урӑхла тӗслӗхсем те пур: хӑш чухне редактор ҫине тӑрса «унанӑ» хыҫҫӑн пулса ҫитмен алҫыру та йӗркеллех пиҫсе тухать, литературӑра хӑйӗн вырӑнне йышӑнать. Тӗслӗх вырӑнне Н. Мранькан «Ӗмӗр сакки сарлака» романне илсе кӑтартма пулать, кун пирки нумайӑшӗ пӗлет. Хайхи «Лӑпкӑ Дон» романа та редакторсем чылай якатса тикӗслени пирки халиччен сахал мар ҫырнӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 6344-5785
2019.04.05 21:35
Agabazar
Валерий Алексин Николай Сорокин хайлавне чĕлхи пуклакрах пулнишĕн тиркет.

Юрĕ. Çак япалана тепĕр енчен пăхар.

Николай Сорокин шкулта вырăс программипе вĕреннĕ пулмалла. Мĕншĕн тесен, каларамăр ĕнтĕ, вăл Тутарстанти Аслă Ăнăран.

Шкул пĕтерсен — Хусанти университета кайнă. Унта каллех чăваш чĕлхи пулман. Çапла вара вăл чăвашла вулама-çырма "Сувар" хаçат редекторĕ пулса тăрсан çеç вĕренсе çитнĕ пек туйăнать.

Ачсемĕр, хăвăра ун вырăнне тăратса пăхса, ăна ăнланас пулать. Ман шутпа, тепрер пилĕк çултан чăвашла çырма аванах вĕренсе çитме пултарать.
ТУРКАЙ // 3595.28.0701
2019.04.06 06:15
Лайӑх, тӗрӗс статья, Валерий Алексин!
Пӗтӗмпех тӗрӗс! Тахҫанах КУН ПЕККИНЕ вуламан...
Николай Сорокин питӗ, ҫине тӑрса, сӗннӗччӗ мана ҫак хайлавне чӑвашла куҫарма, анчах та эпӗ килӗшмерӗм, "Аттемӗр Атӑлӑн" 2-мӗш томне (е 3-мӗшне) куҫарса патӑм пулин те.
"Хыпар" ҪАКНА пичетлеме килӗшменни эпир паян ХАҪАТСӐР тӑрса юлнине пӗлтерет.
Тата МӖН курӑпӑр?
Алексин // 2997.4.7774
2019.04.06 07:07
Никифор Мранька пирки вула Акапасар: Н. Григорьев "Ӗмӗр сакки сарлаках пулчӗ" ("книга остается с нами", Ш.,2010, 104 стр.).
Agabazar // 5363.9.7570
2019.04.06 08:43
Agabazar
Тӗлӗнтерен эс, Акапасар. Туркай "Хыпара" ертсе пырса пурсӑмӑра та усӑ пачӗ тетӗн. Пӗлсех калаҫатӑн-и?
Туркай тунтикун, ытларикун, юнкун, кĕçнерникун тенисене пĕрле çырас традицие тавăрчĕ. Ним те тумасан та, пĕр çавăншăн çеç ун ячĕпе мăнаçлă палăк лартма пулать.
"Хыпар" нуши - Демьян шайӗнчи ертӳҫӗ ҫукки. Леонтьева илсе пӑхӑр-ха. Мӗн кӑна хӑтланмарӗ.
"Демьян" совет тапхăрĕнче ĕçленĕ. Паянхи кун вăл вăхăта тавăраймастăн. Леонтьев "Хыпара" 20-30 çул хушши ертсе пынă. Çав тапхăрта тем те пулнă. Мăйран пĕр-пĕр ярлык çакса янипех хаклаймастăн кунашкал ĕç-хĕле. Сăмахран, унта Илле Иванова кутран тапса кăларса пăрахни те курăнса тăрать. Тата ытти нумай-нумай япала.
Николай Сорокин питӗ, ҫине тӑрса, сӗннӗччӗ мана ҫак хайлавне чӑвашла куҫарма, анчах та эпӗ килӗшмерӗм, "Аттемӗр Атӑлӑн" 2-мӗш томне (е 3-мӗшне) куҫарса патӑм пулин те.
Эй, тĕнче! Вара тĕнчере çакнашкал япала та пулать-и? Калапăр, Андриян Николаев та хăйĕн хайлавĕсене ятарлă çынсем пулăшнипе çырнă (çавсенчен пĕри — Валерий Юрьевич Михайлов, Каçалти хаçатăн редакторĕ пулнăскер). анчах та çакна вăл нихçан та пытарман, уççăн каланă. Пулашавçисем те пытарман. Кунта вара мĕн пулса тухать?
Agabazar // 5363.9.7570
2019.04.06 10:04
Agabazar
Валерий Владимирович Туркай,
ку кĕнекене чăвашла "Тăлăх арăм минтерĕ" ят панă-ха та, вырăсла ячĕ мĕнлеччĕ?

Жанрне "савнисен романĕ" тенĕ. Вырăслинче епле?

Хветĕр Уяр каланисем аса килеççĕ.
Пирĕн вырăс чĕлхине чăваш чĕлхинчен лайăхрах пĕлекен авторсем пур та, апла пулин те çавсем чăвашла кĕнекесем кăларассишен тĕрмешсе çÿреççĕ, тетчĕ.

Ара, вырăслăх тĕнчинче унта конкуренци пысăкрах, апла-капла пырса перĕнейместĕн!
Çав вăхăтрах чăвашла пĕр-ик кĕнеке пекки кăларатăн та эсĕ сасартăк "гений" тата "чĕрĕ классик" пулса тăма пултаратăн!

Тухчăр-ха вĕсем, чăвашла кĕнекесем, уншăн савăнмалла çеç. Чăвашăн ытлашши кĕнеке çук, пулма та пултараймасть. Анчах та мыскаралла лару-тарăва кĕрсе ÿкес марччĕ.
ТУРКАЙ // 3595.28.0701
2019.04.07 03:27
Сорокинӑн черетлӗ "романӗн" (унӑн"Аттеҫӗм Атеҫӗм" чӑнах та РОМАН!), вырӑсла ячӗ - "Вдовья подушка", Вырӑссен ҫавӑн пек
сӑмах ҫаврӑнӑшӗ-сӑнар пур.
Н.Сорокин - пысӑк талант. Унӑн инкекӗ - чӑвашла йӗркеллӗ вӗренсе ӳсменни. Тата Сталина ПАТАЛОГИ ШАЙӖНЧЕ курайманни. Эп ӑна кун пирки каланӑ. "Чӑваш халӑх писателӗ" ят пики те каланӑ. Усси ҫук. Эп те кутӑн та, вӑл тата кутӑнрах!
Базиль Кириллов // 2997.4.7774
2019.04.07 14:21
Мана ҫакӑ тӗлӗнтерет: "Хыпара" юхӑнтаракан Леонтьев ма шарламасть?
Agabazar // 7487.5.0727
2019.04.07 17:00
Agabazar
Леонтьевăн мĕншĕн "шарламалла"?
Вăл санпа ун пек контракт туман вĕт.
Унӑн инкекӗ - чӑвашла йӗркеллӗ вӗренсе ӳсменни.
Ун пекки Николай Сорокин кăна мар. Ун пеккисем татах та пур. Çав тери нумайăн. Сăмахран, Атнер Хусанкай та вăтам шкула вырăс программипе пĕтернĕ. Аслă шкулта та чăваш чĕлхине вĕрентмен ăна.
Тата Сталина ПАТАЛОГИ ШАЙӖНЧЕ курайманни.
Мдда... Ку чăнах та начар япала вара. Сталин юлташ, нумайăшĕ илтнĕ пуль ĕнтĕ, чăвашсене Вашингтон евĕрлĕ тĕп хула туса пама шантарнă. Тата кăштах пурăннă пулсан, туса паратчех пулĕ.
"Чӑваш халӑх писателӗ" ят пи[р]ки те каланӑ.
Чăвашла çырма-вулама пултарайман çынна унашкал ят пани — кулăшла. Николай Сорокин хăйĕн пурнăçĕнче пĕр-пĕр чăвашла кĕнекене оригинал чĕлхипе вуласа курнă-ши?
Чăвашла çырас ăсталăха унăн çавăнтан пуçламалла. Пайăррăн илсен, мĕнрен пуçлама пулать?
Ак çак кĕнекесенчен пуçлама сĕнетĕп:
1)Юрий Скворцов. "Вăлтари рак".
2)Куçма Чулкаç. "Лапшу Çтаппанĕ"

Пурăна киле вара вăл Степан Асланăн "Ахрат" тетралогийĕ патне е леш хайхи "Ĕмĕр сакки сарлака" сериал-роман патне те çывхарма пултарĕ. Тĕрĕссипе вара чăваш литературинче вуламалли япаласем пайтах! Кусене тĕслĕх вырăнне çеç каларăм.
Алибасов // 2719.04.3387
2019.04.07 18:40
Леонтьев кун пек тавлашуран юлмасть. Ас тӑватӑр-и, мӗнлерех тӑвӑл ҫӗкленӗччӗ "Хыпар" ачисем нумаях пулмасть? Л-в хӑйне мухтаса сахал мар "витӗмлӗ" сӑмах каланӑччӗ ун чух.
Демьян пирки асӑнсанах хальхи пушӑ ертӳҫӗ пирки аса илетӗн, ӑна редактор теме чӗлхе ҫаврӑнмасть, чӗтре-чӗтре аван йӗркесене иртсе ларакана редактор тесе епле калӑн?
Zhendoso // 2291.81.1801
2019.04.08 07:43
Zhendoso
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари йӗркине пӑхӑнмасть

Страницӑсем: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем