Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Леонид Сильвестров: Суйма памастпӑр!

Леонид Сильвестров03.09.2020 11:548462 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленнӗренпе тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа

 

Вӗҫ-хӗрсӗр, пӗлӗт пек, ҫулсем шӑваҫҫӗ —

Ҫук улшӑнмасть этемлӗх ҫав-ҫавах:

Кив йӑнӑшсем каллех такӑнтараҫҫӗ,

Темле усал ҫул урлӑ выртнӑнах.

 

Хӑшӗ-пӗри мӗн пулнине манать-тӗр,

Вӗренеймест вӗт тӗрӗс пурӑнма.

Вӑхӑт иртсессӗн кашниех ав паттӑр —

Суяпала витесшӗн чӑнлӑха.

 

Совет Союзӗ вӑрҫӑра ҫӗнтернӗ —

Ҫакна манасшӑн халӗ Анӑҫра.

Питне вӗсем кӗҫҫепеле ҫӗленӗ,

Нимле миме те ҫуккӑ-ши пуҫра?

 

Пирӗннисем – мӗльюнӑн пуҫ хурса-ҫке —

Хӑтарнӑ тӗнчене чуралӑхран.

Ҫав вилнӗ салтаксем суйма памаҫҫӗ —

Паттӑрсене манмастпӑр нихӑҫан.

 

Ман асатте Берлин патнех ав ҫитнӗ:

Телей пӳрмен-ҫке — чӗрӗ юлайман.

Кукаҫипе ват хуньӑм сусӑр килнӗ,

Шел, ҫавӑнпа нумай та пурнайман.

 

Ҫӗнтерӗве тылра та ҫывӑхлатнӑ

Асаннесем те аннесем пӗрле.

Ҫак чӑнлӑха епле манма пултарӑн —

Ӑна шӑварнӑ йӳҫӗ куҫҫульпе.

 

Суеҫтерме кӗҫҫе питсем ан хӑйччӑр —

Май ҫук улӑштарма историе.

Чӑн тӗрӗслӗх хӗвел пек ҫиҫсе тӑтӑр,

Тӗп тутӑр йӑлт ултав серепине.

 

…Ҫак ҫӗр ҫине кашни килет телейшӗн,

Ыр пурнӑҫпа пурнасшӑн пур этем.

Виҫҫӗмӗш хут тӗнче вӑрҫи чӗртмешкӗн

Ан ӗмӗтленччӗр чӑрсӑр «хурчкасем»!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3880.85.9800
2020.09.03 15:47
Agabazar
Молочеццă, Леонид иптеш. Валери Туркайран та ирттерен.
Микула // 9259.3.8429
2020.09.04 04:38
Ман атте,асатте ҫӗнтернӗ тесе пурте калаятпӑр,анчах та анчах. Паянхи пурнӑҫ шайне танлаштарса пӑхсан пафос темшӗн пирӗн майлӑ мар ? Совет Союзӗ темле тӑшмана та ҫӗнтерме пултарнӑ пулсан "можем повторить " тесе пӑс хӑпартни паян аргумент мар. Аргумент вӑл вӑйлӑ экономика анчах пулма пултарать. Телевизорпа каланӑ сӑмах тата кӑтартни, чӑнлӑхран уйрӑлса тӑнине куратӑр пулӗ ? Хурчкисем паян пирӗн те туллиех. Совет Союзӗ "гитлерахирӗҫкоалиципе" пӗрле ҫӗнтерме пултарнине те лендлиз пулӑшуни те манмалла мар. Мӗне пула тата кама пула вӑрҫӑра ҫав тери пысӑк ҫухатусем пулнине те ӑнланмалла. "Май ҫук улштарма историне " тесе каланипе эпир никама та чараймастпӑр. Пур патшалӑх ,кашни влаҫ историне хӑйне майлӑ улштарать. Асаттесем пултарнипе мӑнаҫланни паллах кирлӗ пулсан мӑнукӗсен тата ачисен мӗнпе мухтанмалла ? Совет Союзне аркатнипе ? Германин ҫыннисенчен начар пурӑннпе ? Укҫана "хурчкасем" патӗнче тытнипе ? Олигархсем пуррипе? Асаттесем ҫӗнтернине сапаласа пӗтернипе...
Микула // 9259.3.8429
2020.09.04 04:48
Паттӑрсене манманни сахал ,паттӑрсене тивӗҫлӗ пулмалла. Чӑн патриотизмпа суя патриотизма уйӑрма пӗлес пулать. Хӑвӑр ҫӗнтерме пултаратӑр пулсан мухтанни вырӑнлӑ,парӑнса сутӑнни анчах пулсан асаттесен Аслӑ Ҫӗнтерӳпе хӑйсене анчах кирлӗ пек усӑ курни анчах пулӗ.
Вулама юратакан // 2312.3.2385
2020.09.04 09:44
Эх, Люнькка, Люнькка, халĕ те иртнĕ ĕмĕрти пафоспа пурăнан-çке!.. Тепĕр тесен, кун пек сăвă çырнăшăн Путин юлташран медаль ыйтса илме те юрать сан. Тĕрĕс палăртнă Акапасар, Туркайран та ирттерен эс кунашкал!

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем