Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Виталий Станьял: Анлӑ Атӑл юрри

Виталий Станьял05.11.2020 13:009245 хут пӑхнӑ

(Чӗмпӗрти чӑвашсен «Атӑл юрри» альманахӗ тавра)

Юратнӑ Атӑл ҫинчен чӑваш пин-пин сӑмах, юмах, халап сарнӑ, савса юрланӑ. Атӑл ҫинчен хайланӑ калавсене Самарта Влас Паймен ҫыравҫӑ, Каҫалта Иван Никифоров студент пухса тӗпчениcене пӗлетӗп. «Атӑл юррин» ултӑ альманахӗнче (1919-2020) пӗтӗмлетӳллӗ тишкерӳ кураймарӑм. Шел, «Атӑл юрри» ҫинчен Чӑваш жрналистикипе пичечӗн энциклопедийӗнче туллин асӑнман. Юрать-ха, альманах историйӗпе унӑн тӗременӗ Елена Мустаева тата истори наукисен кандидачӗ Роза Макарова (Павлова) пӗтӗмӗшле каласа параҫҫӗ. «Тен, пуҫарса яраканӗн алли йывӑртарах пулнӑ — ыйтуллӑн тинкерӗ хӑш-пӗр вулаканӑм? Пӗлместӗп», — вырӑнлӑ мар хурланать хаҫатпа альманах тӗременӗ. Чӗмпӗрте пичетленнӗ «Атӑл юрри» журнал, «Канаш», «Чухӑнсем сасси», «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» хаҫатсен, «Ҫуталла» вӗренӳ кӗнекин шӑписем тата вӗсене кам кӑларасшӑн ҫунни Арсентий Изоркин, Елена Арланова тата ытти тӗпчевҫӗсене тахҫанах паллӑ. Чӑваш юхӑмӗ мӗнле тапранни, 1989 ҫулта инҫехумпа чӑвашла «Еткер» кӑларӑм, «Канаш» хаҫат (ахалех «Ҫутӑ пурнӑҫа» чӗртмерӗҫ), «Шевле ҫути» тухни, хальхи аталанӑва мӗнле хакланине альманахра курмарӑм. Халлӗхе пачах ҫук-ха вӑл. Тен, «Канаш» хаҫатра курӑнать?.

«Атӑл юрри» — чӑваш поэзийӗн ҫӗнӗ ҫыруллӑ малтанхи чӗкеҫӗ, паллӑ журналист, таврапӗлӳҫӗ, поэт, вӗрентӳпе музей ӗҫченӗ Алексей Милли кӑларнӑскер. Синкерлӗ ҫав паттӑрӑн шӑпи, мӗншӗн тесен пиҫсе ҫитмен чӑваш большевикӗсем ӑна националист тесе айӑпланӑ, Алексей Прокопьевич Милли (1894-1942) йӗркеленӗ писательсен Чӗмпӗрти чӑваш ушкӑнне (1918) тата Шупашкарта пухнӑ пӗрремӗш союзне (1923) аркатнӑ, хӑйне Шупашкартан хӳтерсе янӑ, Мускавра ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ ҫӗртен сӗмсӗррӗн элеклесе тыттарса хуптарнӑ («Алексей Милли шӑпи», 2004, брощюрӑн пӑхса илӗр).

«Ҫулӑм», «Ана», «Ана-ҫаран», «Тӑван Атӑл» (Шупашкар), «Утӑм (Хусан), «Вӑтам Атӑл» (Самара), «Атӑл хумӗсем» («Ҫилҫунат» альманахӗ) тата ыттисем — пурте унран ҫуралса тухнӑскерсем. Вӑл пӗрремӗшӗ. Ҫавӑнпа ӑна Чӗмпӗр чӑвашӗсем манмаҫҫӗ, халӗ те пулин май тупса кӑларса пыраҫҫӗ. Юлашки икӗ кӑларӑма «Канаш хаҫат, Ульяновск облаҫӗнчи чӑваш наципе культура автономийӗн председателӗ Олег Мустаев, облаҫри Сергей Морозов кӗпӗрнатор ҫул панипе, хавхаланса кӑларнӑ. Пысӑк ӗҫ тунӑ. Альманах пӗлтерӗшне, Чӗмпӗрти ҫыракансен чӑмӑртанӑвне кайран, ҫулсем иртсен, тӗрӗсрех хак парӗҫ.

Халӗ эпир ик кӗнекене тинкерсе пӑхӑпӑр. Малтанхисен пархатарлӑ ӗмӗтне вирлӗн туртса пынӑ Кирюшкина Ургалкина, Ромашкинпа Ларионова, Афанасьевпа Ыръята чунра упратӑп, Анатолий Чебанов, Анатолий Юман, Алексей Ашкеров, Николай Розов, Лаврентий Данилов, Николай Казаков ярса панӑ паха хайлавсене ҫӳлӗксем ҫинче тытатӑп. Валентина Тарават, Николай Шемексем, Серте Мишши, Алена Алексеева ҫырнисем пичетленсе тухмассерен хумхантараҫҫӗ — эпӗ вӗсен пултарулӑхӗн кашни ӳсӗмӗшӗн пуҫламӑш класс ачи пекех савӑнатӑп.

Юлашки 5-мӗшпе 6-мӗш кӑларӑмсенче альманах аслисене манса хӑварман. Ваҫҫа Аниҫҫҫине, Иван Юркина, вӑхӑтсӑр кайнӑ Анатолий Чебанова, Анатоий Юмана вырӑн панӑ. Вӗсемпе пӗрле Александр Пешне, Нина Васильева, Нина Еграшкина, Валентина Андрихова, Николай Васан (Еремеев), Петр Кашеев, Николай Кадебин тата ыттисем пичетленнӗ. Мана уйрӑмах Василий Селендеев академик сӑнавӗсемпе «Мӗн пулчӗ-ши сана, чӑвашлӑх» публицистики чылай шухӑшлаттарчӗ. Кам вӑл чӑваш тата мӗн ҫухатрӑмӑр — кӑна ӑслӑ аксакал питӗ тӗрӗс палӑртнӑ. Хальхи шуҫлак лару-тӑрура чӑваш ваттисемпе яш-кӗрӗмӗн правительствӑсемпе хамӑр умра мӗнле татӑклӑ та хӑюллӑ утӑмсем тумаллине вӑраха ямасӑр хускатмалла. Саккунсеи ирӗк панӑ чухне ҫывӑрса юлни сисӗнет. Такама шанмалли ҫук — эсӗ, эпӗ яваплӑ! Чӑрсӑр ватӑсемпе ҫамрӑксене шанмасан урӑх никамран та тӗрек пулмӗ. Малтанхи ӑру уҫҫӑнах пайланса кайрӗ — сӑмах ҫапакансем палкаса тухрӗҫ, мал туртӑмлисем хушшине сутӑнчӑксем тулчӗҫ, влаҫри пуянсем халӑха итлемеҫҫӗ, нумайӑшӗ чӑваш пуҫпах шовинистла шухӑшпа, вак чӗлхесем кирлӗ мар тесе айланчӗ. Халӗ Шупашкарта тата ун тавринче чӑвашла пӗр ача пахчи те курӑнмасть. Ӳлӗмрен мӗн кӗтмелли юлать? Илемлӗ хайлавсене шӗкӗлчесе тӑмастӑп, ҫавах та Виктор Аванмартӑн культура, йӑла тӗпчевӗсене, илемлӗх тӗнчинчи хӑйевӗрлӗ ӗҫӗсене ырӑпа палӑртатӑп. Елена Аксупи журналистка калавӗсем пиҫӗ. Нина Еграшкинӑн хурлӑхлӑ повеҫӗ «Ӑҫта каян, чӗкеҫ?» (йӑлӑхтарнӑ ят панӑ) пурнӑҫа васкаса, пат-пат татса ҫутатнипе асра юлчӗ. Чӗлхипе ҫыру мелӗ лайӑх тесе Елена Мустаевӑн шӳтлӗ «Айӑплине тупрӗҫ» калавне ырласшӑнччӗ, анчах мӗн тӗллев хайлавӑн: УЗИ аппарачӗсем йӑнӑшнине е врачсем тӳрӗ чунлӑ маррине ӗнентересси? Ҫерҫисене тупӑран пенин мӗн усси? Лайӑх литература тӗллевлӗ темӑсен философине ӑнлнтарса пама ыйтать.

Эпӗ антологири авторсене пурне те тахҫантанпах лайӑх пӗлетӗп, ятлас тесен те халӗ тин чӗлхе ҫаврӑнмӗ. Пур мухтамалли те, тиркемелли те ҫук мар. Тӗрӗссипе каласан, унта пичетленекенсенчен нумайӑшне эпӗ ку чухнехи «халӑх сӑмахлӑхӗн ӑстисем» тенӗ пулӑттӑм. Вӗсем ӗлӗкхи карчӑк-кӗрчӗк пек юмах-халап каласа лармаҫҫӗ, пурнӑҫра пулнине ҫавӑрса калаҫҫӗ. Ҫакӑ хӑйне евӗр халӑх сӑмахлӑхӗ (фольклор). Унӑн хӑйӗн пахалӑхӗ нумай.

Пирӗн альманах хӑйӗн хаҫатӗнче критикӑлла тишкерӳ тупасса шанма хӗнтерех, ҫапах та лайӑх сӳтсе-яву, тӗплӗ тишкерӳ кирлех. Унсӑр мала талпӑнасси пулмасть. Мана Александр Богатовӑн Елена Троянскаян (Мустаеван) повеҫӗ пирки ҫавӑрнӑ «Ивушки, вы, ивушки» эссе-тӗпчевӗ кӑмӑла килчӗ. Тӗрӗс сӑнанӑ, ытарлӑн мухтаса тӗрӗсех асӑрхаттарусем панӑ. Анатолий Нуждин вара Чӑвашкасси ӑсчахӗсем кӑларнӑ «Защитники Отечества» пухчӑна куҫа курӑнмалла, ҫынсен шӑпине чунпа ӑнланмалла уҫса панӑ.

Кӗнекесене, уйрӑм хайлавсене пахаласа ҫырнӑ ӗҫсем те хӑй вырӑнӗнчех. Серте Мишшин ҫамрӑках мар Анатолий Уфаркинӑн «Верность» пухчине (Тутарстанри Пӑва районӗнчен, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче агроном, колхоз председателӗнче вӑрах ӗҫленӗ) реализм чӑнлӑхӗшӗн пӗлсе ырланӑ. Альманахӑн малашне те критикӑпа публицистика пайне йӑвашлатас ҫук. Тен, ҫырнисене ытти журналсем пек ҫӑтӑрах пичетлесен килӗшӳллӗ пулӗ?

Чӗмпӗр тӑрӑхӗн литератури. «Канашра»-и вӑл е «Атӑл юрринче»? Кирлӗ-и вӑл чӑваша? Кирлӗ. Чӑвашра тата тӗнчере ӗлӗкхи классиксем кӑна пин вакунлӑх. Паллашаятпӑр-и вӗсемпе? Хамӑрӑнне, хальхине вара савӑнсах вулатпӑр, чуна ҫывӑххине тупатпӑр. Эппин, альманаха тытса пыракан тӑван чӑвашсене тайӑлса пуҫ таятӑп. Тепӗр ыйту — альманахпа ҫыравҫӑсен аслӑ тӗллевӗсем: мӗн вӑл чӑнласа литература? — умра пайтах ырӑ тӗслӗх; кам валли ҫыратпӑр — мӑнуксем пире вуламаннине мӗнле сирмелле?; пуррине кам хаклать? — литература пахалӑхне уйрӑм ялсем тӑрӑх валеҫмеҫҫӗ, иҫмасса! Ҫак ыйтусене юлташсемпе пӗр ҫыхӑра тӑтӑш сӳтсе явмалла та, ҫанна тавӑрса сӑмах пахалӑхӗшӗн, тӗрӗслӗхшӗн, чӗлхе кирлӗлӗхӗшӗн кӗрешӗве вӑйлатмалла. Ку татӑклӑ юлашки самант килсе анчӗ. Сӑмах умне пуҫа чиксе ларни наци намӑсӗ умне тӑратма пуҫларӗ.

Чӑвашӑн тӑхӑр Атӑл теҫҫӗ. Вӗсен хӑватлӑ юрри тӗнчере нихӑҫан та иксӗлмессе шанатӑп.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Хамыръял // 3951.15.3662
2020.11.05 20:40
Лайăх!
Agabazar // 1135.5.4996
2020.11.06 15:44
Agabazar
Хамăрьял.
Agabazar // 1135.5.4996
2020.11.06 15:44
Agabazar
Атăл юрри.
ЛЕШКУКША // 3989.54.0756
2020.11.06 19:40
Чёмпёрсем ма пӑшӑхнӑ? Шарламаҫҫӗ. Мутанине кӗтеҫҫӗ? Эппин ӳссе ҫитмен
Тимер // 4183.99.1214
2020.11.06 20:25
Мустаевсем çак альманаха кăларма пултарни хăйне евĕрлĕ паттарлăх.Патшалăх нухрат парасса кĕтсе ларман вĕсем.
Agabazar // 2793.86.3520
2020.11.07 14:41
Agabazar
Патшалăх паман пулсан, кам панă тата? Ак çак Лешкукша-и хăйĕн кĕсйинчен кăларса панă? Е хăйне Хамыръял текенни-и?
Хамыръял // 3520.21.4288
2020.11.09 19:50
ПАхалӑх кирлӗ.! Фольклор ҫеҫ мар!

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем