Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Николай Сидоров: Намӑс

Николай Сидоров11.07.2021 10:529531 хут пӑхнӑ

Ӑс-кӑмӑла, чун-чӗрене тӗрлӗрен хускатма пулать: пӗрре – хитре, илемлӗ, тарӑн шухӑшлӑ ӗҫпе (ун пек чухне кӑмӑл-туйӑм ҫӗкленет, вӗҫес килет, пурӑнас килет, татах та ырӑ ӗҫ тӑвас килет), тепре – йӑваш, юрлӑ, ултавлӑ пулӑмпа (ун пек чухне кӑмӑл-туйӑм хуҫӑлать, чун тарӑхать, тӑн-пуҫ пӑтранать). Тепӗр чухне, чӑнах та, шалт! тӗлӗнсе каятӑн: мӗнле-ха ҫав усал, тӗрӗсмарлӑх пирӗн пурнӑҫра вӑй илсе пырать, пуҫ пулса тӑрать, сцена ҫине тухать, хӑйне истори чӑнлӑхӗ пек кӑтартать?

Калаҫу, хисеплӗ вулаканӑм, тин кӑна К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Михаил Сунтал пьеси тӑрӑх лартнӑ «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун...» (Угаснет свет во мне – а ты гори!) спектакль пирки пырӗ (режиссерӗ – Наталия Сергеева). Ӑна «китай чӗлхине тӗпченӗ Н. Я. Бичурин пирки ҫырнӑ» тесе палӑртнӑ, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗпе лартнӑ.

Чӑваш театрӗ Иакинф аттен сӑнарне сцена ҫинчен пӗрремӗш хут кӑтартмасть. Иртнӗ ӗмӗрӗн утмӑлмӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче театрта В. Романовӑн «Никита Бичурин» ятлӑ пьеси кун ҫути курнӑ. Паллах, ӑна – социализмла реализм мелӗпе ҫырнӑскере – паянхи куҫпа хаклама йывӑр. Ҫавӑнпа та театр коллективӗн ҫӗнӗ ӗҫӗпе чунтан савӑнмалла пек, унӑн ырӑ пуҫарӑвне пысӑка хурса хакламалла пек: мӗншӗн тесен тепӗр ҫулне пирӗн паллӑ ӑсчахӑмӑр ҫуралнӑранпа 245 ҫул ҫитет, тепре – тӗнчипе паллӑ, чӑвашран тухнӑ синологӑн пурнӑҫне, ӗҫӗ-хӗлне ҫӗнӗлле ҫутатса пани, чӑнах, сӑвап мар-и-ха?

Анчах...

Анчах Чӑваш театрӗн паянхи ӗҫӗ – театр пуҫлӑхӗсем пирӗн паллӑ тӗпчевҫӗн ячӗпе укҫа-тенкӗ илессишӗн хыпкаланни кӑна тесе шутлатӑп. Вӗсем, ахӑртнех, ҫапла шутланӑ: «Никита Бичурин ячӗпе усӑ курсан пире Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн грантне параҫҫех. Кайран хитрелетсе ҫитерӗпӗр». Чӑнах, суйман, спектаклӗн сӑн-сӑпачӗ питӗ илемлӗ, сӑнарӗсем – хӳхӗм, ҫи-пуҫӗ – хитре. Анчах халӑх валли кӑмӑллӑ, ӑслӑ-тӑнлӑ спектакль лартасси — хитре мунча хӑпартасси мар. Никӗсӗ (пьеси) малтанах ҫӗрӗк пулсан ӑна темле хитрелетсе хӑпарт – вӑл пӗрех ишӗлсе анӗ. Мунча, хӑвӑрах пӗлетӗр, ӑшшипе илемлӗ. Сивӗ мунча, темле хитре пулсан та, никама та килӗшмест. Эпӗ хамӑн шухӑша вулакана уҫӑмлӑн, тӗплӗн уҫса пама тӑрӑшӑп.

Тӗп сӑнар пирки. Вӑл – Никита Яковлевич Бичурин (Иакинф атте), историре пулнӑ ятлӑ, сумлӑ, чаплӑ ҫын (1777-1853 ҫҫ). Унӑн пурнӑҫӗ, наукӑри ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен Раҫҫей, Чӑваш Ен, ют ҫӗршыв тӗпчевҫисем сахал мар ҫырнӑ. Апла пулсан асӑннӑ спектакле истори чӑнлӑхне тӗпе хурса лартмалла пек. Ҫук ҫав. Спектакль курса ларнӑҫемӗн вуншар ыйту ҫуралать. Пӗр ыйтӑвӗ ҫине те хурав ҫук. Эпӗ Бичурин ҫинчен сахал мар вуланӑ та (хам пеккисен шутне нумай ҫынна кӗртетӗп), сцена ҫинче пулса иртекен хӑш-пӗр пулӑмсене кӑштах чухлакаларӑм, анчах та пурне мар. Театр курма килнӗ шкул ачин, яш-кӗрӗмӗн, ял ҫыннин, рабочин, врачӑн тата ыттисен спектальти пулӑмсене мӗнле ӑнланмалла? Ача (ҫын) мӗн курать — ҫавна астуса юлать. Спектакль Никита Яковлевич Бичурин ҫинчен тенӗрен – пӗлсе тӑратӑп – сахал мар шкул ачи, студент, куракан театра ҫул тытӗ, унта мӗн курнине ӗмӗр тӑршшӗпе чӗринче упрӗ. Апла пулсан мӗншӗн-ха эпир ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва, куракана хамӑрӑн паллӑ, чаплӑ, мухтавлӑ ӑсчах, тӗпчевҫӗ пирки тӗрӗс мар информаци паратпӑр, унӑн вышкайсӑр ӗҫӗ-хӗлне, унӑн пархатарлӑ кун-ҫулне, ӑс-хакӑлне, чунне тӗрӗс мар ҫутатса паратпӑр?

Раҫҫей Президенчӗ В. В. Путин истори пулӑмӗсене тӗрӗс кӑтартса памалла тесе кашнинчех ҫирӗппӗн калать, суя сӑмах патшалӑх тытӑмӗпе унӑн ҫыннисен ӑс-хакӑлне, кӑмӑл-туйӑмне хавшатнӑ пирки асӑрхаттарать. Н. Я. Бичурин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ те – Раҫҫей историйӗн пӗр-пайӗ. Шел те, нумай чухне эпир хамӑра ыттисенчен ӑслӑрах тесе шутлатпӑр, ҫын канашне хӑлхана та чикместпӗр. Тен, ҫавӑнпах курав залӗнче ларнӑ чух пит-куҫӑм чие ҫырли евӗр пӗрре мар хӗрелчӗ.

Спектакль жанрӗ пирки. Ӑнланмарӑм. Те ӑна юмах, те халап, те баллада, те фантастика, те мифологи, те чиркӳ жанрӗпе лартнӑ. Пурте пур. Пулманни те, пуласси те. Пулни кӑна ҫук. Юрӗ-ха. Театрта темле жанрпа та усӑ курма юрать. Уншӑн никам та вӑрҫмӗ. Анчах паллӑ ҫын пурнӑҫне ҫутатнӑ чух темле меслетпе усӑ курсан та, хут ҫине ҫырӑнса юлнӑ истори чӑнлӑхӗ пур, унран кӑшт айккине пӑрӑнсанах нумай чухне кулӑшла, хитре мар, киревсӗр пулса тухать. Мӗн тума Бичурин пурнӑҫӗнчи пулӑмсене кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрса, урӑхлатса, кукӑртса, аташтарса пӗтернӗ-ши? Кам валли? Хам шухӑша виҫ-тӑватӑ тӗслӗхпе ҫирӗплетсе парам-ха.

Истори чӑнлӑхӗ: пулнӑ-и, пулман-и? Спектакль Айпи ятлӑ хӗр хӑйӗн тусне — Никита Бичурина – кӗтнипе пуҫланать. Ӑна ялта кун памаҫҫӗ: Ҫтаппанӗ те юратасшӑн, Петӗрӗ те юратасшӑн. Айпи ним тусан та Петӗре качча тухма килӗшмест. Лешӗ тарӑхнипе ун ашшӗнчен (чӳкҫӗрен) кивҫен панӑ укҫине туртса илме салтаксене чӗнсе илет. Ҫавсемех чӳк тӑвакан халӑха Христос тӗнне йышӑнтараҫҫӗ. Шӑп ҫак вӑхӑтра Хусантан Бичурин яла канма таврӑнать. Вӑл Айпие хӳтӗлеме хӑтланать, анчах Петӗр хӑмсарнӑ ҫӗҫӗ ӑна мар, хӗре лекет, вӗлерет. Айпи вилӗмӗшӗн Бичурин хӑйне айӑплать, хӑйӗн ҫине алӑ хума шутлать: «вилес килет хура тум тӑхӑнса...», ҫавӑнпах манаха тухать.

Ҫак пулӑмра тӳрех икӗ йӑнӑш асӑрхарӑм. Спектакльти ял ҫыннисем – Айписӗр пуҫне – пурте православлӑ ятлӑ: Никита, Ҫтаппан, Петӗр, Санюк, Манюк... Вӗсем, ҫамрӑксем, ҫирӗм-вӑтӑрта. Эппин, ял халӑхне ҫирӗм-вӑтӑр ҫул каяллах тӗне кӗртнӗ. Ара, ята ача ҫуралсан – тӗне кӗртнӗ чух – параҫҫӗ. Ҫак вӑхӑта чӑвашӑн ят кӑна мар, хушамат та, ашшӗ ячӗ те пулнӑ. Спектакльте вара ял халӑхне сӗрекепе сӗтӗрсе, салтаксемпе хӑратса шыва кӗртеҫҫӗ, Христос тӗнне йышӑнтараҫҫӗ. Авторсем историе пӗлменрен ял халӑхӗ иккӗмӗш хут тӗне кӗрет. Турӑшӑн та, кулӑшла.

Никита яла килет пулсассӑн, спектакльти ӗҫ-пуҫ, ахӑртнех,1799-мӗш ҫулта пулса иртет. Вӑл ун чухне Хусанти тӗн семинарийӗнче (академийӗнче) юлашки ҫул вӗреннӗ. Ҫав вӑхӑтра Чӑваш Енре 187 чиркӳ шутланнӑ, Чӑвашра православи тӗнне вӑйпа йышӑнтарнӑ тапхӑр (1726-1746 ҫҫ.) иртсе кайнӑ. Шӗнерпуҫ ялӗнчи чиркӗве 1748-мӗш ҫулне уҫнӑ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 1764-мӗш ҫул тӗлне пӗтӗм чӑваша тӗне кӗртсе пӗтернӗ. Сӗвепе Хусан епархийӗн архиепископӗ Амвросий Подобедов, кайран – Сӑваплӑ Синода ертсе пынӑ митрополит – Бичурин пурнӑҫӗнче питӗ пысӑк вырӑн йышӑннӑ, ӑна ура ҫине тӑма самай пулӑшнӑ (шел те, ун пирки спектакльте пӗрре кӑна асӑнаҫҫӗ) — ҫав вӑхӑтра вак халӑхсен хушшинчи православи тӗнӗ еплерех сарӑлни ҫинчен акӑ мӗнле каланӑ: «Народ здесь обитает разный, в основном неграмотный, закона Божия не знает. А мы должны победить нравственно, мечом духовным, иже есть глагол божий – победить верою, христианским просвещением, только тогда они сделаются верными подданными русского христианского общества». Унччен, кӑшт маларах, прихутри тӗне кӗнӗ чӑвашсем Петӗр аттен ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр пулнине, ун вырӑнне Иаков аттене – Бичурин ашшӗне – пачӑшкӑна лартма ыйтса чиркӳ влаҫне ҫапла ҫырнӑ: «... есть человек добрый, не пьяница, не клеветник, не сварлив, в воровстве и обмане не изобличен и способен привести чувашей к лучшему исправлению христианской веры». Ҫавӑнпа та спектакльте халӑха хӗҫпӑшалпа хӑратса, сӗрекепе сӗрсе тискеррӗн тӗне кӗртни истори чӑнлӑхӗпе тӳр килмест, вырӑнлӑ та мар.

Иакинф аттен тӑванӗ Н. С. Моллер ҫыравҫӑ (Иакинф атте ӑна Наденька тесе чӗннӗ) Никита Бичуринӑн чӑн-чӑн юратӑвӗ Айпи мар, Татьяна Лаврентьевна Саблукова пулнӑ, вӗсен хушшинчи хирӗҫ-тӑрӑва пула Бичурин манаха тухнӑ тесе палӑртнӑ. Татьяна Хусанти пархатарлӑ хӗрсен пансионӗнче вӗреннӗ. Купса хӗрӗ. Ӑна Никита та, семинарире пӗрле вӗренекен тӑванӗ те — Александр Карсунский та – килӗштернӗ. Шел пулин те, Татьяна Бичурина качча тухма килӗшмен, мӗншӗн тесен Никита хӑйӗн пурнӑҫне тӗн ӗҫӗпе ҫыхӑнтарма шутланӑ. Кун пек тума ӑна, ахӑртнех, Новгородпа Санкт-Петербург митрополичӗ Амвросий Подобедов ӑс панӑ. Ӑслӑ-тӑнлӑ, ҫирӗп кӑмӑллӑ каччӑра вӑл хӑйне – православи чиркӗвӗн чӑн-чӑн архиерейне — курнӑ. Ахальтен мар вӑл ӑна ҫирӗм тӑваттӑрах архимандрит санне илме пулӑшнӑ (вӑл ята вӑтӑра ҫитмесӗр никама та паман).

Татьяна Мускав университетне вӗренме кайнӑ, кайрантарах гражданла службӑра вӑй хунӑ Саша Карсунские качча тухнӑ. Ҫемье Петербургра пурӑнма пуҫланӑ, вӗсен уйрӑм ҫурт, Маринӑра дача пулнӑ. Карсунский карьера картлашки тӑрӑх хӑвӑрт хӑпарнӑ, статлӑ советник пулса тӑнӑ. Шел пулин те, хӗрӗх сакккӑртах ҫӗре кӗнӗ. Саша вилнӗ хыҫҫӑн Бичурин вӗсен патне пурӑнма куҫнӑпа пӗрех: ҫу тӑршшӗпех дачӑра каннӑ, наука ӗҫӗсем ҫырнӑ. Вӑл Татьянӑпа ҫемье ҫавӑрасшӑн пулнӑ, анчах ӑна манах тумне хывма ирӗк паман. Татьяна вилсен те (1840 ҫ.) унӑн ҫемйи Бичурина хӑйсен патӗнчен хӑваласа яман, ӑна мӗн ватта тухиччен пӑхнӑ, пулӑшнӑ. Кӗнеке кӑларма укҫа та панӑ. Асӑннӑ ҫынсем, вӗсемпе ҫыхӑннӑ пулӑмсем Иакинф атте пурнӑҫӗнче питӗ пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Шел те, спектальте вӗсем пирки пӗрре те асӑнман.

Юрӗ. Кунпа та килӗшме пулӗ. Авторсем Бичурин сӑнарне урӑхла уҫса пама шутланӑ тейӗпӗр. Анчах та вӑл истори факчӗсене пӑтратма юрать тенине пӗлтермест-ҫке. Спектакльте Бичурин «Иакинф атте» ятлӑ манах пулса тӑрать те — Иркутскри мӑнастырь пуҫлӑхӗнче лара парать! Ҫийӗнчех ун патне – мӑнастыре – Наталья ятлӑ хӗр тарса кӗрет, хӑйне бусурмансенчен пытарма ыйтать. Натальӑпа паллашнӑ пулӑм, чӑн та, историре пулнӑ, анчах та Иркутск хулинче мар, Хусанта (1802-мӗш ҫ.), Иакинф атте Иоанновски монастыре ертсе пынӑ чух. Иакинф атте ӑна арҫын тумне тӑхӑнтартнӑ, хӑйӗн послушникӗ тунӑ, Андриан Иванов ят панӑ, апат ҫитернӗ, хутла вӗрентнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑна ӑна хӑйӗнпе пӗрле Иркутска илсе кайма прошени ҫырса панӑ. Спектакльте пач урӑхла. Арҫын тумне хӗрӗ хӑй тӑхӑнса лартать, ӑна Иркутскра Серапион манах (ӑна хӗрарӑмсӑр аптранӑ маньяк пекех кӑтартнӑ, турӑ ҫынни ҫакӑн пек киревсӗр хӑтланса ҫӳрени спектакле чыс кӳмест) йӗрлесе, ӗрӗхсе ҫӳрет. Йӗрлекенӗ пулнӑ-ха, анчах та вӑл, тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, Иркутскри тӗн семинарийӗнче вӗренекен Чупалов семинарист пулнӑ. Вӑл ҫакна Иакинф аттене курайман ҫынсем хушнипе тунӑ. Серапион манах та Бичурин пурнӑҫӗнче пулнӑ. Анчах та вӑл Иркутскри семинаристсене ертсе ҫӳремен, Сӗвепе Хусан архиепископӗ е, тӑрӗсрех, Иакинф аттен пуҫлӑхӗ пулнӑ. Натальӑн хуҫи те – Харламов прапорщик – Иркутскра мар, Хусанта пурӑннӑ.

Спектакльте Натальӑна Харламов пусмӑрӗнчен хӑтарас тесе Иакинф атте прапорщик умне пӗр тӗрке укҫа шап! кӑларса хурать: «ҫын шӑпи пирки пырать сӑмах, ун пек чухне хытма юрамасть». Куҫ чарӑлса ларчӗ. «Эп хаклашса тӑмастӑп, кирлӗ пулсан татах та парӑп», — тет. Ун чухлӗ укҫа ҫамрӑк манахӑн пулма пултарнӑ-и? Ӑҫтан? Ҫук ӗнтӗ. Ҫакӑ паллӑ: 1842-мӗш ҫулхи кӑтартусем тӑрах Раҫҫейри священнослужитель (ҫак пулӑмсем хыҫҫӑн хӗрӗх ҫултан) ҫулталӑкне 100-120 тенкӗ ӗҫ укҫи илнӗ, тиек – 80 тенкӗ. Пӗр тӗрке укҫа пуҫтарма ӑна сахалтан та вунӑ-вун пилӗк ҫул кирлӗ пулнӑ. Тата, тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, Наталья Петрова Харламов прапорщикран 1799-мӗш ҫулнех (ун чухне Бичурин Хусанти семинарире вӗреннӗ, Натальӑпа тепӗр виҫӗ ҫултан ҫеҫ паллашнӑ) ирӗке тухнӑ. Эппин, ку сцена – вырӑнсӑр, суя.

Спектальте пулманнине пулнӑ пек кӑтартни темӗн чухлех. Акӑ, авторсем Китая миссипе кайма Бичурин Аслӑ манахран хӑй ыйтнӑ пек кӑтартнӑ: «ссылкӑра эп китайла вӗрентӗм». Ку, паллах, йӑнӑш. Тобольск хулинче китайла вӗренме, каҫарӑр та, майӗ те, мӗлӗ те пулман. Китай чӗлхине мӗнле алла илнӗ пирки Иакинф атте акӑ мӗнле ҫырнӑ:

«Мои занятия по практическому освоению китайского языка, начатые на другой же день после прибытия в Пекин, осложнялись отсутствием учебных пособий... Я обратился за помощью к миссионерам римско-католической церкви. Они достали мне китайский словарь с латинским переводом Базиля де Глемона. Попытка использовать данный словарь в качестве пособия для изучения китайского языка оказалась безуспешной. Я избрал другой способ. Начал общаться с населением в условиях повседневного быта – в мастерских, торговых лавках, на ярмарках, базаро-торжищах. Я странный чужомец в китайском костюме везде просил написать название вещей по китайски, а внизу подписывал название на русском языке».

Спектакльте Аслӑ манах ун ыйтӑвне туххӑмрах пурнӑҫлать. Ун пек пулман-ҫке, юлташсем. Иакинф аттен шӑпине нихӑҫан та Сӑваплӑ Синод татса паман. Ун пирки яланах Раҫҫейри пӗрремӗш ҫынсем шутланӑ. Акӑ, Пӗрремӗш Александр патша Иркутскри пӑтӑрмах хыҫҫӑн ӑна Китая яма пачах та килӗшмен: «не соизволю на определение в сию миссию архимандрита Иакинфа, так как об нем производилось в Святейшем Синоде дело о держании им под видом и имянем послушника девки...» Кайрантарах кӑна, Ю. А. Головкин граф ҫине тӑнипе (вӗсем Иркутскра паллашнӑ), император хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне ылмаштарнӑ: «вернуть сан архимандрита... назначить руководителем 9-ой русской духовной миссии в Китай... предоставить распоряжение Коллегию иностранных дел выдачу Иакинфу прогонных денег на семь лошадей от Тобольска».

Спектакль тӑршшӗпех Иакинф атте чиркӳ пусмӑрне чӑтса пурӑнать, асапланать (астуса юлнӑ тӑрӑх): «мана вӑл пулӑшмарӗ пурӑнма... ҫак хура тум ман пурнӑҫа хупланӑ... пӗтӗм пурнӑҫ — тӗрме». Анчах спектакльти тӗн пусмӑрӗ ҫине пӑхатӑн та тӗлӗнетӗн: монастырӗсем – пуян, ҫи-пуҫӗ – илемлӗ, хӗрӗсем – хитре. Пӗр сӑмахпа — ҫӑтмах. Эпӗ кун пек пусмӑртан, пӗр суймасӑр калатӑп, ним тусан та тухса каяс ҫук. Хӑнкли-пыйти ӑҫта?.. Выҫлӑхӗ ӑҫта?.. Ҫӗтӗк-ҫурӑкӗ ӑҫта?.. Патакӗ ӑҫта?.. Асапӗ ӑҫта?..

Тӗпчевҫӗсен шучӗпе, Иакинф атте тӗн пусмӑрне пит тутансах кайман. Пӗрремӗшӗ – ӑна яланах Раҫҫей православи чиркӗвӗн сумлӑ архиерейӗ Амвросий Подобедов пулӑшса пынӑ. Иккӗмӗшӗ – вӑл ахаль манах пулман: уйӑхранах иеромонах, икӗ ҫултан архимандрит санне тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗшӗ — Китайра пурӑннӑ чух вӑл вун тӑватӑ ҫула яхӑн нимӗнле чиркӳ влаҫне те пӑхӑнман, тен, ҫавӑнпах чиркӳ ӗҫне юхӑнтарса янӑ. Тӑваттӑмӗшӗ — 1826-1852-мӗш ҫулсенче пуҫӗпех наука ӗҫне кӳлӗннӗ. Чиркӳ влаҫӗ пӗр вӑхӑтра Иакинф атте ӑҫта ҫӳренине те пӗлмен. Пиллӗкмӗшӗ: Сӑваплӑ Синод та, Раҫҫейри ют ҫӗршыв министерстви те ӑна манахран тухма ирӗк панӑ, пулӑшнӑ та. Анчах та Пӗрремӗш Микула патшан кӑмӑлӗ улшӑнман: «... оставить отца Иакинфа на жительстве по-прежнему в Александро-Невской лавре, не дозволяя оставлять монашество». Ун хыҫҫӑн — ҫирӗм ҫул ытла – Иакинф атте манах тумне хывас тесе пӗрре те шутламан. Ҫакна та каласа хӑвармалла: юлашки ҫулсенче Иакинф атте вӑйсӑрланнӑ, час-час чирленӗ. Чиркӳ влаҫӗ ӑна кашни ҫулах санаторие канма янӑ, сыватма тӑрӑшнӑ.

Тепӗр асӑрхаттару: Никита амӑшӗ – Акилина Степанова – тӗне кӗнӗ вырӑс хӗрарӑмӗ пулнӑ. Вӗсен килӗнче тӗшмӗш хатӗрӗсем мар, турӑшсем хуҫаланнӑ. Пулас тӗпчевҫӗ мӗн ачаран амӑшӗн сӗчӗпе православи тӗнне юратса ӳснӗ. Тата вӑл вӑхӑтра Раҫҫейри чӑваш пек вак халӑхсене ҫутта кӑлараканӗ православи чиркӗвӗ кӑна пулнине Никита ӑнланман-им-ха? Ӑнланнӑ, паллах. Эппин, «ман пурнӑҫӑм – тӗрме» тени истори чӑнлӑхӗпе тӳр килмест.

Паллах, Иакинф атте ҫулталӑк Тобольскра, виҫӗ ҫул ытларах Валаам утравӗнче ссылкӑра пулнӑ, анчах Тобольскра вӑл учительте ӗҫленӗ, утрав ҫинче тӗпчев ӗҫне пуҫӑннӑ.

Тӗрӗссипе, Бичуринӑн урӑхла пурнӑҫ пулма та пултарайман. Вӑл вӑхӑтри указсем тӑрӑх чиркӳ ӗҫченӗн ачисен тӗн пӗлӗвӗ илмелле пулнӑ, унсӑрӑн ашшӗ-амӑшне пысӑк штраф панӑ е ачине — ӳссе ҫитсен — салтака илнӗ. Пӗр сӑмахпа, Турри ҫапла ҫырнӑ.

Юрӗ. Спектакльте «пурне-пӗрне асӑнни мӗн тума кирлӗ?» тенӗ пулех авторсем. Анчах пуҫран вут ҫурмалли тукмакпа кӗрст! ҫапсан та ӑнланмастӑп: пурнӑҫри пӗр пулӑмне асӑнмасан, теприне манса хӑварсан, ыттине пуҫран шутласа кӑларсан — мӗн пулать-ха? Нимӗн те! Ҫавӑнпах пӳрнерен ӗмсе кӑларнине, хӑйӑртан явса тунине, сывлӑшран илнине кӑтартма тивет.

Акӑ, спектакльти тепӗр асра юлмалли самант – Бичурин китай элчин хӗрӗпе Сишань тӑвӗ ҫинче ҫӳрени. Вӑл Никита Бичурина ӑнсӑртран курнӑ та пӗтӗм чунран юратса пӑрахнӑ. Малтан хӗрӗ унран кам пулнине ыйтса пӗлет. «Чӑвашран», — тет манах. «Чӑваш! Илтӗнет ачаш. Мӗнле санпа туслашас?» — тет хӗр. Унтан Тибет ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке парнелет (астуса юлнӑ тӑрӑх) : «Тибет енче тахҫан патшалӑх пулса... Вӑл Чоаш пулса...». Бичурин калать: «Чӑваш халӑхӗ Китай ҫӗрӗ ҫинчен тухнӑ. Тен, ҫавӑнпах эпӗ китай ҫынни сӑнлӑ? Ҫав кӗнекене парсамӑри мана пӗр ҫӗрлӗхе». Мӗншӗн пӗр ҫӗрлӗхе? Ӗмӗрлӗхех парать. Авторсен шучӗпе, Н. Я. Бичурин тухӑҫри халӑхсен историне хӑй тӗпчемен, ӑна китай элчин хӗрӗ хатӗр кӗнеке тыттарнӑ. Ӗ-ӗх, телей! Тыт та ҫырса ил! Пурте пур! Епле ҫӑмӑл шухӑшлав! Манӑн авторсенчен ҫапларах ыйтас килет: вара Иакинф атте тӗпчев ӗҫӗсем ҫырман-им-ха, ҫырса кӑна илнӗ-им? Эпӗ авторсен фантазийӗнчен шалт! тӗлӗнсе тӑтӑм.

Ҫапла-ҫапла! Иакинф атте Китайра вун тӑватӑ ҫула яхӑн пулнӑ тапхӑра авторсем ҫак самантпа тата миссионерсен ӗҫки-ҫӑхавӗпе кӑна палӑртса хӑварнӑ. Урӑх нимӗн те ҫук:

— Иакинф атте 4 ҫул вырӑсла-китайла словарь хатӗрлени те,

— килте учитель тытса китай чӗлхине вӗренни те,

— кунӗн-ҫӗрӗн Китай историйӗн 270 тӑмлӑ пуххине, китай статистикин 18 томне, 20 томлӑ энциклопедине анлӑн тӗпчени те, Раҫҫейа илсе кайма 450 пӑт тӗпчев ӗҫӗ, Китай, Пекин карттине хатӗрлени те,

— ҫӗр ҫывӑрмасӑр ют ҫӗршыв миссионерӗсен библиотекисенче, патшалӑх архивӗсенче китай летопиҫӗн ҫӗршер томне тишкерни те, куҫару ӗҫӗпе ырми-канми тӑрӑшни те, выҫӑлла пурӑнни те...

Китай нуша-терчӗ пирки вӑл ҫапларах аса илнӗ: «Я здесь жил единственно для отечества, а не для себя...».

Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, Иакинф атте хӑй чӑваш пулнӑ пирки шарламан, пытарнӑ. Тата вӑл чӑваш халӑх кун-ҫулне нихӑҫан та тӗпчемен. Спектакльте пӗрех ҫапла калать: «Ҫырса хӑвартӑм кӗнеке. Унта йӑлт палӑрать ман халӑх йӗрӗ». Ҫук-ҫке. Ун пек мар. Ҫакна Иакинф манах М. П. Погодин историк патне 1852 ҫул пуҫламӑшӗнче янӑ ҫыру ҫирӗплетсе парать: «Хуннсем Европӑна походпа кайнӑ пирки ҫырасшӑн. Пӗр виҫӗ уйӑх кӗтме тивӗ. Унччен ҫыраймастӑп. Сывлӑх япӑхланчӗ, куҫ курмасть». Чире пула вӑл ҫак тема патне урӑх таврӑнайман та. 1816-мӗш ҫулне Бичурин Иркутск губернаторӗ Н. И. Трескин патне ҫапла ҫырнӑ: «У меня недостает ни суммы, ни времени. Я перевожу китайскую историю, требутся очень много посторонних справок. Сверх сего занимаюсь географиею, как древнею, так и новейшею, Китая, Монголии, Зенгории, Малой Бухары и Тибета». Куратӑр, чӑваш кун-ҫулӗ пирки сӑмах ҫук. Наука ӗҫӗсем те ҫакна ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

Спектакльти тепӗр пысӑк тӗрӗсмарлӑх – Н. Я. Бичурина Валаам утравӗнчен Оленин ятлӑ ҫын хӑтарнӑ тесе ҫирӗплетни. Ку спектакльте питӗ ҫӑмӑллӑн пулса иртет: Иакинф атте патне П.Л. Шиллинг (вӑл ун патне ҫыру ҫырнӑ иккен) килет те ӑна «ун пӗлӗшӗ Оленин патшана лайӑх пӗлет, сана ҫав пулӑшать, ҫыр» тесе пӗлтерет. Кам вӑл — Оленин? Ӑҫтан? Мӗнле ҫын? Хам тӗллӗн истори архивӗнче чакаланса пӑхрӑм та ҫакна палӑртрӑм: А. Н. Оленин текен пӗр ҫын пӗр вӑхӑт Раҫҫей Патшалӑх Канашӗн секретарӗнче ӗҫленӗ, анчах та вӑл кайран кӑна – отставкӑна тухсан (1829-мӗш ҫулта Публичнӑй библиотека директорӗнче тӑрӑшнӑ вӑхӑтра) — ҫутӗҫ министрӗ патне Иакинф аттене хисеплӗ библиотекарьсен шутне илме, китай, маньчжур чӗлхипе ҫырнӑ кӗнекесене хакланӑшӑн 600 тенкӗ укҫа пама ыйтнӑ.

Тӗрӗссипе Иакинф аттене Валаам утравӗнчен хӑтарни ҫапла пулса тухнӑ. Раҫҫейри ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Н. П. Румянцев канцлер тухӑҫри чӗлхесемпе кӑсӑкланнӑ. Вӑл А. М. Шегрен чӗлхеҫӗ урлӑ Н. Я. Бичуринран тухӑҫри халӑхсем пирки информаци ыйтнӑ. Иакинф атте пӗрремӗш хут Шиллинг барон патне мар, Шегрен историк патне хӑйӗн наука ӗҫӗсем пирки ҫырса янӑ, лешӗ Иакинф аттене Румянцев канцлерпа тӗл пулма пулӑшнӑ. Ҫак хыпар Раҫҫейри ют ҫӗршыв ӗҫӗсен ҫӗнӗ министрӗ К. В. Нессольроде патне те ҫитнӗ, вӑл Иакинф аттен ӗҫӗ-хӗлне хакласа ӑна ссылкӑран хӑтарма, Азиат департаменте ӗҫе вырнаҫтарма шут тытнӑ. Ӑна ҫак ӗҫре П. Л. Шиллинг барон, Е. Ф. Тимковский ӑсчах, В. Ф. Одоевский тата ыттисем те сахал мар пулӑшнӑ.

Спектакльти Пушкин — Бичурин — Шиллинг — Волконская тӗлпулӑвӗ, паллах, Оленин килӗ умӗнче мар, Одоевский уҫнӑ литературӑпа музыка салонӗ умӗнче пулма пултарнӑ. Кун пирки М.П. Погодин биограф ҫапла ҫырнӑ: «Здесь сходились веселый Пушкин и отец Иакинф с китайскими сузившимися глазками, толстый путешественник, тяжелый немецкий барон Шиллинг... И живая миловидная Ростопчина, Глинка, профессор химии Гесс...»

Авторсем ҫапла ҫирӗплетеҫҫӗ: Сӑваплӑ Синод Иакинф аттене манастырь тӗрмине Китайри миссионерсен ҫӑхавне тӗпе хурса янӑ. Вӑл ҫӑхава икӗ хут вуласа параҫҫӗ. Ку та суя. 10-мӗш мисси начальникӗ П. Каменский (Петӗр архимандрит) ҫур ҫул Иакинф аттен Китайри ӗҫӗ-хӗлне тӗпченӗ хыҫҫӑн ҫеҫ Сӑваплӑ Синод хӑйӗн айӑплавне йышӑннӑ. Спектакльте тӗрӗсмарлӑхсем татах та пур. Ертсе пыракан «Бичурина Соловецки монастырьне яма йышӑннӑ» тесе пӗлтерет. Малтан, чӑн та, ҫапла пулнӑ, кайран ӑна Валаам утравӗ ҫине яма йышӑннӑ. Анчах кун пирки каламаҫҫӗ. Монастырьте йӗрке хуралҫи ӑна уҫӑлма та кӑлармасть, ӗҫлеме те май памасть. Ку та йӑнӑш. Утрав ҫинче вӗсем ирӗклӗн ҫӳренӗ, Бичурин наука ӗҫӗпе тӗрмӗшнӗ. Ҫакна П. Л. Шиллинг патне ҫырнӑ ҫуру та ҫирӗплетет: «Юлашки вӑхӑтра Китай империйӗн летопиҫӗпе ӗҫлерӗм, Мин династийӗн историне пӑхса тухрӑм...».

Сӑнарсем пирки. Уйрӑмах спектакльти Бичурин – Пушкин — Шиллинга асӑнса хӑварас килет. Акӑ манӑн алӑра Чӑваш кӗнеки издательстви 1987-мӗш ҫулта кӑларнӑ Николай Теветкел поэтӑн «Хӗвел кӗлти» ятлӑ кӗнеки. Унта «Шӑпа» ятлӑ поэма пур. Унта чӑвашсен паллӑ поэчӗ Бичурин – Пушкин – Шиллинг калаҫӑвне (30 стр.) ҫапларах уҫса панӑ:

 

Б и ч у р и н

 

Ултавлӑ курӑну ман сумсӑр ятӑн

хакне ӳстерчӗ мар-и ытларах?

Ӑҫтан-ха туйӗ читлӗхри ҫунатӑм

кашни тӳпен чӑн анлӑшне йӑлтах?

 

П у ш к и н

 

Чӑнах та ку ҫапла.

Калатӑн тӗрӗс,

хӑйне кура кашни этемшӗнех

пур хӑйӗн чӑн виҫи – шӑпа ҫул-йӗрӗ –

кӗске-и, вӑрӑм-и? Вӑл сан пӗрех!

Калла пӑхатӑп ҫаврӑнса ҫӗр хут:

шанма та йывӑр – тӗлӗкри пек, халь ҫеҫ,

тӑпӑртатса та шӑхӑрса ҫухалчӗ

ман ҫамрӑклӑх – ман шухӑ юланут.

 

Ш и л л и н г

 

Тӗлӗнмелле дуэт эсир пуҫларӑр,

куҫа хупса итлерӗм пӗр кана.

Ӑс иҫӗмӗ пиҫсе ҫитсен – пуҫтарӑр,

астивӗр туслӑх ячӗпе ӑна!

Ун йывӑҫӗ ҫӳлтен ҫӳле кармаштӑр,

сӗтеклӗ ҫырлине илентӗр куҫ.

Килес ӑру та пирӗнпе паллаштӑр,

сума суса калатӑр:

— Тавтапуҫ!

Туятӑр-и, мӗнлерех хӑватлӑ, ҫивӗч, чӗрӗ, анлӑ, сумлӑ калаҫу. Халӗ, хисеплӗ вулаканӑм, Чӑваш театрӗнче Михаил Сунтал пьеси тӑрӑх лартнӑ «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун...» спектальти асӑннӑ геройсен — Пушкин – Бичурин – Шиллинг — калаҫӑвне итлесе пӑхар (астуса юлнӑ тӑрӑх):

П у ш к и н

 

Ҫырса пӗтерсенех мана кӑтартӑр.

Тата эпир тутар-монголсенчен

Европӑна хӑтарса.

 

Б и ч у р и н

 

Атӑл ҫинче туса хурса вӗсем патшалӑх,

Ун хулисем – Пӑлхарпала Сӑвар.

Ҫич ҫул чарса тӑрса тутарсене,

Анчах хыҫалтан пырса ҫапсан

Ҫунса кайнӑ вӗсем.

 

Ш и л л и н г

 

Курман эп нихҫан та

Хам пурнӑҫра пӗр пӑлхара та.

Ӑҫта вырнаҫнӑ вӑл?

«Пӑлхар вӑл – эпӗ, чӑваш!» — тесе пӗлтерет Иакинф атте. Шутлӑр-ха, Раҫҫейри чи ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем (виҫҫӗшӗ те икшер, виҫшер ют чӗлхе пӗлнӗ) ҫакӑн пек мӑка, чухӑн, нишлӗ, тӗрӗс мар чӗлхепе калаҫма пултарнӑ-и? Ҫук, паллах. Ҫакӑнтах Пушкин хӑйӗн «Поедем, я готов... К подножию далекого Китая» сӑввине чӑвашла вуласа парать те Чӑваша ҫитсе курма шантарать. Ҫак ятпа бокалсем ҫӗклеҫҫӗ – калаҫу вӗҫленчӗ. Урӑх нимӗн те ҫук. Пуш-пушӑ. Пӗтрӗ.

Драматургипе режиссура пирки. Спектакльте истори тӗрӗслӗхӗ кӑна мар, драматурги те ҫук. Ман шутпа ӗҫӗ-пуҫӗ ҫапларах пулнӑ. Спектакль режиссерӗ хӑйӗн вӑйне, ӑсталӑхне шанса Бичурин пирки хӑватлӑ, сумлӑ драмӑлла произведени калӑплама шутланӑ. Ҫакӑ спектакль пуҫламӑшӗнчех – пӗрремӗш курӑнура – аван палӑрать: чӳк тӑвакан халӑха тӗне кӗртни, Айпие вӗлерни — спектаклӗн чи ҫӳллӗ шайӗ. Халӗ ӗнтӗ, драматурги саккунӗ тӑрӑх, ӗҫ-пуҫ пушшех вӑйланса, аталанса пымалла пек, анчах та вӑл иккӗмӗш курӑнура (Натальӑна хӑтарнӑ чух усалпа ырӑ кӗрешни) кӑшт курӑнса илет те, иккӗмӗш пайӗнче пӗтӗмпех ишӗлсе анать. Пӗрремӗшӗ — сӑнарсен аталанӑвӗ ҫуккипе, вӗсем сцена ҫинче пӗрер курӑнса илеҫҫӗ те шыва путнӑ пек ҫухалаҫҫӗ, иккӗмӗшӗ – пьесӑри ӗҫ-пуҫ чарӑнса ларнӑран, виҫҫӗмӗшӗ – сюжет линийӗ пӑт-пат татӑлса пӗтнӗрен. Режиссер ӑна ватӑ Бичурин асаилӗвӗпе, ертсе пыракан сӑмахӗпе сыпӑнтарма хӑтланнӑ, анчах темле тӑрӑшнӑ пулин те – май килмен. Ман шутпа, спектакль режиссерӗ пӗр пысӑк йӑнӑш тунӑ. Вӑл спектакль сумне, шухӑшне, Иакинф атте сӑнарне вӑйлатас шутпа ытти поэтсенчен пулӑшу ыйтнӑ (пӗр виҫ-тӑватӑ автортан та) сӑвви-хайлавӗсемпе усӑ курнӑ, ҫапла хӑй те сисмен – драмӑллӑ призведени сӑвӑллӑ, музыкӑллӑ композици, ҫук-ха, ҫук, юрӑллӑ-кӗвӗллӗ юмах шайне анса ларнӑ.

Вӑл та мар-ха. Асӑннӑ спектальте унччен курнӑ, вуланӑ, илтнӗ хайлавсенчи пӗрпеклӗхсем нумай пулни тӗлӗнтерчӗ, ҫав кӑлтӑксем, паллах, авторсене пӗрре те чыс кӳмеҫҫӗ. Акӑ, тӗслӗхрен, асӑннӑ спектакльти Чиркӳ хорӗ — Мускаври «Ленкомра» Марк Захаров лартнӑ «Юнона и Авось» спектальти Чиркӳ хорӗпе пӗр евӗрлӗ. Ӑна «Ленкомран» Чӑваш театрне куҫарса килнӗнех туйӑнса кайрӗ. Шел те, режиссер ҫак меслетпе пӗр вӑтанмасӑр, именмесӗр, хӑрамасӑр усӑ курнӑ. Автор прави пирки манса кайнӑ, ахӑртнех. Ҫумӑр ыйтса чӳк тӑвакан халӑха хӑвалани, салтаксемпе хӑратса тӗне кӗртни, Пушкин – Бичурин – Шиллинг — Волконская калаҫӑвӗ — чӑваш литературинче (драматургийӗнче) унчченех ҫырӑннӑ пулӑмсем. Урӑхларах курӑнтӑр тесе сӑмаххисене кӑна ылмаштарнӑ.

Ҫакӑ, паллах, авторсем драматургире ҫӗнӗ сӑмах калайманран, истори материалне япӑх пӗлнӗрен, тавракурӑмӗсем пӗчӗк пулнӑран, сцена ӑсталӑхне алла илейменрен, ӗҫ ҫине ҫӑмӑлттай, ҫиелтен пӑхнӑран, килти «ҫимӗҫ» ҫуккипе ҫын пахчине кармашнӑран пулса тухнӑ.

Спектакль вӗҫӗ те ӗненмелле мар. Иакинф атте чӑваш кун-ҫулне мар, тухӑҫри халӑхсен кун-ҫулне тӗпчесе чапа тухнӑ. Вӑл чап ӑна тӗнче пӗтсе ларичченех ҫитӗ. Мӗншӗн-ха ӑна театрта «чӑваш халӑх кун-ҫулне тӗпчекен, уншӑн кӗрешекен» пулман ят, хушма чап парасшӑн? Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, Иакинф атте – вилме выртнӑскер, чирлӗскер – пӗр вӑхӑт пачах та калаҫман. Ун патне хӑнана Азиат департаментӗнчи пӗр чиновник килсен, вӑл питӗ савӑнса кайнӑ, тӑрса ларнӑ. Вӗсем икӗ сехет пӗр чарӑнмасӑр китайла хавхаланса калаҫнӑ. Чӑвашла мар.

Театр пуҫлӑхӗсем спектакль програмки ӑшне Википедирен илнӗ Н.Я. Бичурин пирки ҫырнӑ вӑрӑм справка вырнаҫтанӑ. Пире театр пуҫлӑхӗсем ҫапла каланӑнах туйӑнать: «Хисеплӗ кураканӑм! Сцена ҫинчен кӑтартни – тӗрӗс мар! Эсир малтан, тархасшӑн, интернетрен илнӗ справкӑна вуласа тухӑр! Унти – тӗрӗс!» Ӑ-ӑт, театр!.. Ӑ-ӑт, камит! Театр пуҫлӑхӗсем ӑнланмаҫҫӗ-им? Куракан театра справка вулама килмест, спектакль пӑхма килет.

Спектакль ҫакӑн пек пулса тухасса ертӳҫӗсем пӗлмен-им-ха? Пӗлнӗ, паллах. Чи малтанах пьеса та, спектакль те вӗсен витӗр тухнӑ. Вӗсем ӑна сцена ҫине кӑларма «симӗс ҫутӑ» панӑ. Пьесӑна тӳрех чарса лартма, авторне тӳрлетме каялла тавӑрса пама, йӗркене кӗртме ыйтма май пулман-им-ха? Пулнӑ, паллах. Анчах ӑна пӗр сӑлтавпа – вулакан шӑхвӑртать пулӗ тетӗп – сцена ҫине кӑларма ирӗк панӑ. Ҫапла, ҫапла! Ҫавӑ – мур, чӑштӑр-чӑштӑр тӑваканни – пирӗн чуна, ӑса пӑтратать, канӑҫ памасть.

Спектакль вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт ӗнсене хыҫса лартӑм: «Мӗн пулчӗ-ши ку?» Вара тинех пуҫа пырса кӗчӗ. Ара ку «фейк-ҫке!» (хамӑрла – халап), хальхи вӑхӑтра чӗлхе вӗҫӗнчен кайман акӑлчан сӑмахӗ. Унӑн пӗлтерӗшӗ ҫапла: пулманнине пулнӑ пек кӑтартни. Эппин, вӑл пирӗн пата та ҫитрӗ. Ӑна ют ҫӗршыв ҫыннисем илсе килмерӗҫ, ӑна эпир хамӑрах Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн грантне парса, хитре канихвет хучӗпе илемлетсе (чиркӳ хорӗпе, юрри-кӗввипе, кӗллипе усӑ курса) сцена ҫине кӑлартӑмӑр, халӑха, шкул ачисене ӑса, пуҫа, чуна хывма сӗнтӗмӗр.

Хальхи вӑхӑтра 90-мӗш ҫулсенче анӑҫри фондсем пулӑшнипе Раҫҫей историйӗ пирки тӗрӗс мар ҫырнӑ кӗнекесене шкул программинчен кӑлараҫҫӗ. Эпир вара Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн гранчӗпе Чӑвашран тухнӑ тӗнчипе паллӑ китаевед пирки (вӑл та Раҫҫей историйӗн пӗр пайӗ) ҫырнӑ тӗрӗсмарлӑха шкул ачисене, студентсене, куракана кӑтартма сцена ҫине кӑларатпӑр. Те кулмалла, те макӑрмалла.

Чӑвашран тухнӑ тӗнчипе паллӑ тӗпчевҫӗ, китаевед, синолог, Раҫҫейри китай чӗлхин пӗрремӗш учителӗ, Парижри Азиат обществин хисеплӗ членӗ, Раҫҫей Академи наукисен член-корреспонденчӗ, Раҫҫей Академийӗн Демидов ячӗллӗ премийӗн 4 хут лауречӗ ҫакӑн пек йӑваш та ӑнӑҫсӑр, айванкка спектакль-халапа кӑна тивӗҫ-им-ха? Ҫук, паллах. Мӗншӗн Культура министерствин, театр ертӳҫисен ҫакӑн пирки маларах шутлмалла пулман?

Эпӗ, пӗр суймасӑр калатӑп, асӑннӑ спектакльте Н. Я. Бичурин хӗвел пек ҫутӑ, хурҫӑ пек ҫирӗп, ҫӑл шывӗ пек чӗрӗ, вӑрман пек аслӑ, халӑх пек ӑслӑ, ӑраслан пек вӑйлӑ, тилӗ пек чее, Европа шайӗнчи ӑсчах пулнине курасшӑнччӗ, анчах пирӗн ума йӑваш та мӗскӗн, чиркӳ пусмӑрӗпе кӗрешсе чун хӑватне ҫухатнӑ, ҫавах чӑваш халӑх пуласлӑхне шанакан манах тухса тӑрать. Вырӑссен ҫапларах каларӑш пур: «Короля играет (делает) свита». Ҫакӑнпа уйрӑмах театрсенче усӑ кураҫҫӗ. Шел те, ҫак мелпе пьеса авторӗ те, спектакль режиссерӗ те усӑ курма ӑс та, пӗлӳ те ҫитереймен. Спектакльте Бичурин пурнӑҫӗнче палӑрнӑ, унӑн шӑпине татса панӑ Раҫҫейри православи тӗнӗпе патшалӑх деятелӗсем пачах та ҫук. Вӗсем – Сӑваплӑ Синода ертсе пынӑ митрополитсем, Сӑваплӑ Синодӑн обер-прокурорӗсем, Раҫҫейри ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗсем, Иркутскпа Ҫӗпӗр губернаторӗсем, Раҫҫей императорӗсем, Пекин Ҫурчӗн представителӗсем, Ҫӗпӗрти чаплӑ купсасем, Раҫҫейри паллӑ издательсем, критиксем... Ӑҫта вӗсем? Пӗр-иккӗшӗ пулсанах пьеса шайӗ ҫӳлерех ҫӗкленнӗ пулӗччӗ, халӗ вӑл (кӑшт маларах асӑнтӑм ӗнтӗ) халап шайӗнче кӑна. Е Чӑваш театрӗ ҫӳллӗ шая ҫӗкленейми те пулчӗ? Вуншар ҫул театрта пушӑт шартлаттараҫҫӗ те (кунта та ҫаплах) чухӑн ҫынсен хитре хӗрӗсене (кунта та ҫаплах) вӑйпа качча илесшӗн хыпкаланса, ҫапӑҫса ҫӳреҫҫӗ.

Пӗлсе тӑратӑп, пире пуҫлӑхсем нимӗнле хурав та памӗҫ. Вӗсене – ертӳҫӗсене — асӑннӑ ӗҫшӗн пӗрре те намӑс пулмӗ, анчах пире – куракансене, Н. Я. Бичурин (Иакинф атте) пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне кӑштах чухлакансене — ҫакӑн пек спектакль пӑхса ларма, чӑннипех те, намӑс пулчӗ.

Н. Я. Бичурин тухӑҫри халӑхсен кун-ҫулне, чӗлхине тӗпченӗ чух кашни пулӑмне, сӑмахне икшер-виҫшер хут тӗрӗсленӗ, вулакана йӑнӑш, суя, тӗрӗс мар информаци парасран питӗ пӑшӑрханнӑ. Мӗншӗн-ха пирӗн те унӑн кун-ҫулне ҫутатнӑ чух хамӑрӑн ентеш пек тӗплӗн, сумлӑн, тарӑннӑн ӗҫлемелле пулман?

Юлашки вӑхӑтра Чӑваш театрӗнчи спектакльсен шайӗ чакнӑ пирки, куракан театра ҫӳреме пӑрахнӑ пирки пӗрре мар ҫырчӗҫ. Эпӗ театр пуҫлӑхӗсене ҫапла каласшӑн: пӗр-пӗр пысӑк ӗҫе тытӑнатӑр пулсан ӑна пурнӑҫлама пысӑк ӑс, пысӑк ӑсталӑх, пысӑк вӑй, пысӑк чӑтӑмлӑх, пысӑк чыс кирлӗ. Театрта пулса куртӑм та, шел, вӗсене курмарӑм.

Артистсен пултарулӑхӗ пирки пӗр сӑмах та калаймарӑм. Ытла та вӑрӑма кайрӗ. Ҫавӑнпа та каҫару ыйтатӑп. Пӗрех тав сӑмахӗ каласшӑн. Ӑсталӑхшӑн. Тӳсӗмлӗхшӗн. Тӑрӑшнӑшӑн.

Юрӗ. Паянлӑха ҫитӗ. Театр пирки ӳлӗм те калаҫӑпӑр-ха.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2923.33.5385
2021.07.11 12:22
Agabazar
Никита Яковлевич Бичурин пирки «китай чĕлхине тĕпченĕ» тесе çырни вырăнлă мар.

Паллах, вăл киттайла пĕлнĕ. Анчах чĕлхене пĕлекен кашни çыннах чĕлхе тепчевçи (лингвист) теейместĕн.

Е, çапах та, лингвистика енĕпе ĕçленĕ пулсан та, Бичуринăн тĕп ĕçĕ тата пĕлтерĕшĕ вăл мар.

Унăн ĕçĕсем çакнашкал:

1)Киттайра вăл аваллăх енĕпе оригинал чĕлхиллĕ çăлкуçсем тупса палартнă
2)Çав çăлкуçсене Раççее илсе килнĕ
3)Çăлкуçсене вырăсла куçарса кăтартнă, пичетлесе кăларнă пулмалла куçарусене
4)Тупнă çăлкуçсемпе усă курса хăй тĕпчев ĕçĕсем çырнă
5)Раççейре, ытти çынсемпе пĕрле. синологи (Киттая тĕпчени) текен ăслава пуçласа янă, çав тĕлĕшпе нумай-нумай çула тăсăлакан традицисем çуратнă.
Agabazar // 2923.33.5385
2021.07.11 13:26
Agabazar
Пансионат благородных девиц тенине «Пархатарлă хĕрсен пансионачĕ» теме пăхни ăнăçлă мар.


Н. С. Моллер Бичурина хăш енчен тăван лекнĕ?

Чăвашсене иккĕмĕш хут тĕне кĕртнĕ пек кăтартнинче ытлашши пысăк инкекех çук-тăр.

Çак статья авторĕ калани: Китай нуша-терчӗ пирки вӑл ҫапларах аса илнӗ: «Я здесь жил единственно для отечества, а не для себя...».

Юрĕ, тейĕпĕр. Анчах кирек камран ыйт, çан вăл пурпĕрех çапла калĕ. Жириновскийрен ыйт — вăл та çаплах калĕ, хамшăн мар, сирĕншĕн тата Атилĕхшĕн тăрăшатăп, тейĕ.

Мĕн каланине çеç мар, мĕн тунине пахмалла малтан. Анчах сăмах калани те — ĕçех.

Бичурин Чăваш историйĕ пирки çырман, анчах вăл çырса хăварнисемпе, вăл тупнă çăлкуçсемпе паянхи историксем чăвашсен кунçулне тĕрĕс палăртма усă кураççĕ.

Юхма Мишшин Иакинф Бичурин пирки çырнă калавне астăватăр-и? Унта пирĕн герой ЧĂВАШЛА КАЛАÇСА вилет. Çакă пурнăç чăнлăхĕпе килĕшсе тăа пултарать-и? Ман шутпа, пултарать.
Евразиец // 1977.69.9930
2021.07.11 13:34
Жаль, что статья не написана по-русски. Очень жаль. Автор прав, стыдно должно быть врать-обманывать... Питĕ пысăк намăс.
2021.07.11 14:55
Аçтахар Плотников
Господин Евразиец, хватит упрекать за использование чувашского языка! Яндекс.Переводчик вам в помощь.
Напиши автор статью на татарском — вы бы не упрекали, напиши на казахском, да на любом другом — вам бы было всем равно. Напиши автор на английском — вы бы его хвалили. Но автор написал на своем родном чувашском — и все, пӗтрӗ пуҫ! Вы его упрекаете, как будто он совершил какой-то грех!
Agabazar // 2923.33.5385
2021.07.11 15:28
Agabazar
Евраçийццă юлташ, эсĕ вырăсла йĕрекеллĕ пĕлместĕн те, çавăнпа сан валли тенĕ пек ятарласа ЧĂВАШЛА çырнă статьяна Николай Сидоров драматург.

Малашне евраçийццăсем те вырăсла ăнкарма пуçлакаласан, ахăртнех, хайхи драматург веçех вырăс чĕлхи çине куçать пулмалла. Çавăн пек туйăнать.

Е туйăнать кăна-ши?

Вопшĕм, Бичурин пирки çĕнĕ драма çырса параканĕ — Михаил Сунтал. Вăл философи ăславĕсен докторĕ. Литература ĕçĕ тĕлĕшпе те унăн çав тери пысăк опыт. Журналистикăра та тĕрмешнĕ. Базăллă пĕлĕвĕпе — инженер.

Сунтал юлташ, сан валли ман пĕр сĕнÿ пур: Тархасшăн, «Судра-2» камит çырса пар! https://chuvash.org/blogs/comments/1866.html
Евразиец // 1977.69.9930
2021.07.11 15:42
Аçтахар, я не упрекаю... я не против чувашского языка. Просто без русского чувашский язык исчезнет, вообще о чувашах лучше писать на двух языках, а в основном на русском. Н.Я.Бичурин себя считал великороссом, т.е. русским. И он имел на это право.

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем