Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Суйлав вӑхӑтӗнчи патшалӑх чӗлхисем

Аçтахар Плотников16.09.2021 12:116642 хут пӑхнӑ

Ӗнер Вӑрнара кайса килмелле пулчӗ те килте кунӗпех пулмарӑм. Таврӑннӑ чухне почта ешчӗкӗнче пӗр купа суйлав материалӗсем асӑрхарӑм. Килелле сӗтӗрсе кӗтӗм те пӑха пуҫларӑм хайхи. Пӑхап-пӑхап… чӑвашла ҫырни пӗрре те курӑнмасть. Пурте хӑйсене вырӑсла рекламӑлаҫҫӗ. Э ҫук… пур пӗр кӗтесре. Пӗр пулас депутатӑн хаҫачӗ ҫине ҫеҫ, пуҫелӗк тӑррине, икӗ сӑмах чӑвашла ҫырса хунӑ. Ну тата ӗнтӗ чӑваш тӗррисемпе илемлетсе пӗтернӗ. Капла тусан вырӑслансах пӗтмен чӑвашӗсем уншӑн ытларах сасӑлӗҫ тесе шутланӑ пуль ӗнтӗ. Сӑмах май, чӑваш чӗлхипе суйлавра усӑ курас тӗлӗшпе шӑп вӗсен партийӗ ытларах тӑрӑшать те ӗнтӗ.

Хаҫатсене пӑхса пӗтернӗ хыҫҫӑн тепӗр хут татки сиксе тухрӗ — иккен кӑҫал пирӗн суйлав участокӗ урӑх вырӑна куҫать — текех уй урлӑ юнашарти яла каҫма тивмӗ... Анчах теме пула ӑна вырӑсла кӑна ҫырса хатӗрленӗ. Хула ҫывӑхӗнчи ялсенче чӑвашсем вилсе пӗтнӗ тенӗ пуль-и ӗнтӗ... Чӑтаймарӑм, вырӑнти суйлав комиссине шӑнкӑравларӑм.

Чи малтанах ман шӑнкӑрава кӑмӑлпа кӗтсе илчӗҫ. Сассинчен паллӑ — вырӑнти комиссире хӗрсе кайса ӗҫ пырать, ахаль ларманни тӳрех палӑрчӗ. Шел те, чӑвашла, патшалӑх чӗлхипе, мӗншӗн ҫырса паман тесе ыйтсанах эпӗ темле тӑшман пулса тӑтӑм. Тӳрех пуҫларӗҫ: вырӑс чӗлхи вӑл ҫӗршыври патшалӑх чӗлхи иккен; ку текста вӗсем хӑйсем хатӗрлемен, вӗсене ӑна республикӑри ТСК (вырӑсла ЦИК пулать) ярса панӑ. Вӗҫӗнче юрӗ-юрӗ, хамах сана чӑвашла куҫарса ҫитерсе паратӑп тесе сывпуллашрӗ (йынӑш тунишӗн каҫару ыйтасса шанса та тӑмастӑп ӗнтӗ — чиновниксен унашкал йӑла ҫук).

Пирӗн республикӑна Олег Алексеевич ертсе пырать. Чӑвашлӑхшӑн ҫунакан ҫын темелле. Ав, телекурав урлӑ та темле чӑваш чӗлхи урокӗсене ирттерет (хам курман). Пӗлтӗр чӑваш тӗрри кунне ҫулсерен ирттерме йышӑнчӗ. Тӑрӑшать чӑвашсемшӗн теме пулать. Шел те ҫав пуҫарусем пурте паянхи кунхи лару-тӑрупа паллашсанах чӑл-пар кӑна саланаҫҫӗ. Вырӑнти суйлав комиссипе (тепӗр енче кам пулнине ыйтса тӑмарӑм ӗнтӗ, тепӗр енчен ун ячӗ те пӗлтерӗшлех мар) калаҫнӑ май эп чӑвашла калаҫатӑп — вӑл манпа вырӑсла. Эп Чӑваш Республики пирки, вӑл Раҫҫей пирки... Эп паянхи кунра вӑйра тӑракан саккунсем пирки, вӑл — ҫӳлерех вырнаҫнӑ ТСК (имӗш вырӑсла ҫеҫ хыпарлани республикӑри пуҫлӑхсенчен /ТСК/ килет) пирки... Чӑвашла хыпарлама ыйтнӑран эп уншӑн тӑшман пулса тӑтӑм ӗнтӗ, «националист» ярлыклӑскер (хӑй ҫакна каламарӗ пулин те, анчах калаҫуран ҫакӑ палӑрчӗ).

Ҫакнашкал чиновниксемпе калаҫнӑ-хутшӑннӑ хыҫҫӑн ман яланах ыйту ҫуралать: нивушлӗ чӑваш чӗлхине аталантарас тесен ман вырӑс чӗлхине манса каймалла? Енчен те ҫакӑ чӑн та пулӑшӗ пулсан — эп вӑл чӗлхене манма хирӗҫ мар, ӑна тума пултаракан пӗр-пӗр хатӗр-хӗтӗрӗ тупса парӑр ҫеҫ! «Пӗлӳ кутамкка мар, хулпуҫҫинчен уртӑнмасть», — текен ваттисен сӑмахне пӑхмасӑрах хам вырӑсла пӗлнинчен хӑтӑлма хатӗр.

Олег Николаев тӗрӗс калать — чӑвашла вӗрентнӗ чухне хистемелле мар. Килӗшетӗп. Анчах та ҫав вӑхӑтрах чӑваш чӗлхинчен пистермелле те мар. Вырӑс чӗлхипе ҫеҫ усӑ курни халӑха унпа кӑна усӑ курма хистет. Чӑваш чӗлхи патшалӑх чӗлхи шутланать пулсан — саккуна пӑхӑнса унпа усӑ курмалла. Суйлав вӑхӑтӗнче-и унта, шкулсенче-и, спортра-и — пур ҫӗрте те усӑ курмалла! Йывӑр пулсан — ҫав йывӑрлӑхсене пӗтерме тӑрӑшмалла. Ак, калӑпӑр, ял урамӗнче асфальт ҫук пулсан, ҫуркуннепе кӗркунне машшинсен пыльчӑк ҫӑрма тивсен, ҫав йывӑрлӑха пӗтерме ҫул саратпӑр-ҫке! Саратпӑр, ял урамне хӑтлӑлататпӑр. Ку ӗҫ тӗрӗссине пур чиновник та лайӑх пӗлет. Ҫӳлтисенчен пуҫласа аялтисем таранах. Чӑваш чӗлхи кӑна, пирӗн халӑх культурине палӑртакан чи пӗлтерӗшлӗ уйрӑмлӑх, тӳре-шарашӑн пӗлтерӗшлӗ ыйтусен шутне кӗмест. Вӗсен шучӗпе, эп сӑнанӑ тӑрӑх, мӗн чухлӗ хӑвӑртрах вырӑсланса пӗтӗҫ — ҫав таран аванрах пулӗ. Вара, манашкаллисем чӑвашла ыйтма пӑрахсан, тӳре-шарашӑн ҫӑтмах вӑхӑт ҫитет пулас.

Ҫак ыйту ҫине республикӑри ТСК (Тӗп суйлав комиссийӗ) мӗнле пӑхни пирки каярах хушса пӗлтерӗп (редакци ятӗнчен ҫыру ярӑп). Сире вара ҫитес суйлавра хӑвӑр кӑмӑла каякан партисене тата депутатсене суйлама ыйтатӑп. Суйлава хутшӑнасси — кашнин тивӗҫӗ.

 

Ӳкӗрчӗкре: почта ешчӗкӗнчен ӗнер кӑларнӑ суйлав умӗнхи материалсем.

Вырӑнти суйлав комиссипе калаҫнине ҫырса илнӗ. Кун пирки вӗсене пӗлтернӗ. Калаҫура персоналлӑ даннӑйсем пуррине кура вырнаҫтармӑпӑр.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Атнер // 1529.60.3294
2021.09.16 12:32
Поробуй асфальт туса ан пар ялта , чиновника халтан ярĕç чăвашсем. А кунта бюллетенне чăвашла çырман Пĕр чăваш та сас памаç Аçтахарсăр пуçне. Тымарлан та таçта çухалчĕ иçмасса.Ыйтман япалана чиновник тумасть пуль çав.
2021.09.16 12:45
Аçтахар Плотников
Сӑмах ыйтассинче мар, саккуна пурнӑҫлассинче пулмалла.
Agabazar // 1550.38.9738
2021.09.16 17:26
Agabazar
Атнерсем «ăс параççĕ» вара пире.... Юрать çавсем пур, атту ним те ăнкараймастпăр.
Евразиец // 1977.69.9930
2021.09.16 19:37
"После драки кулаками не машут". Что я хочу сказать? Опоздали с проблемой развития чувашского языка. Теперь, скорее, нужно говорить о возрождении языка. Но и здесь проблемы большие, главная - сокращение населения как результат сокращения рождаемости. Но, а если проблема в старении этноса, то "старуха" рожать не может, если даже "старухе" 20 лет. Старение этносов - очень большая проблема. Не случайно появляются "молодые старики" и без опыта жизни. Отсюда проблемы большие с новорожденными, но и рожающими женщинами. Самое страшное, когда люди получали и получают блага ничего не производя. Родители пьянствовали, а дети остались сиротами и получали всё, что нужно для существования (это даже очень хорошо). Но в иных случаях больше, чем дети, родители которых больше производили и были отличными трудягами. Следующая проблема с интеллигенцией связано. Сегодняшние "мудрецы-академики", писатели народные, так годов 40 - 50 лет назад, по отношению к языку родному себя вели недостойно. Разве, что М.Юхма пропагандировал. Это я очень хорошо помню. Хороших педагогов, сторонников родного прижимали, а сегодняшние "активисты" с "водой в рту ходили". Пусть каждый подумает над подобным проблемами.
Атнер // 1529.60.3294
2021.09.16 19:52
эх саккуна шансанчĕ, нехтă пĕтĕмпех санăн тата манăн , атя кайса ыйтас вара.
Микула // 1077.37.9691
2021.09.17 07:02
Суйлавне каймалах ӗнте,суйламалли ытлах ҫук пулсан та. Пенсине тухмалли ҫулсене хӑпартнӑшӑн спаҫип каламаллах пулӗ ? Ҫамрӑксем ку хутӗнче килте лармалла маррине ӑнланмалла.
Микула // 1077.37.9691
2021.09.17 07:18
Проблема изучения чувашского языка создана искусственно. Школа стала главным инструментом "насильственного" обрусения. Не верите ? Почитайте всю документацию,изучите ТТХ.
Что касается вопроса "добровольности " изучения родного языка. Вот не надо обманывать себя. Если бы предложил скажем Жириновский отношение к законопроекту со стороны коренных народов был бы крайне отрицателен , а так выходит что сами предложили. Это такой хитрый ход.Так что рано говорить что Олег Николаев правильно сделал. Рано. Если допустить что он прав то выходит все предметы в школе надо сделать "добровольными" , а этого нет. "Добровольность" только по отношению к одному,а к остальным "принудительность" это всегда вызывает недоверие.

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем