Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Николай Адёр: Колхоз ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне чысласа палӑк лартасчӗ!

Николай Адёр09.11.2021 11:565378 хут пӑхнӑ

Иртрӗ чӑваш нацин конгресӗн тӑватӑ ҫулта пӗрре шавласа илекен Аслӑ Пуху кунӗ. Халлӗхе асрах-ха тӗлпулусем, калаҫусем. Паллах, ку пуху пирӗншӗн черетлӗ событи пуласса шаннӑччӗ. Пухӑва хатӗрлекеннисен ӑш пиҫрӗ пуль чупа-чупа… Ялтисем патнех хускатнӑ хумсем ҫитеймен, хӑш-пӗрисем ҫеҫ хӑрах хӑлхипе темӗскер илтнӗ пек, ЧНК мӗне пӗлтернине чылайӑшӗ маннӑ та.

Эпӗ хам ял музейӗсен ячӗпе делегата суйланнӑран самаях хӑшкӑлтӑм ҫак тапхӑрта: килнӗ хӑнасене кӑтартма «СССР музейӗн» выстӑвкине йӗркелерӗм, хам утарҫӑ пулнӑран чи тутлӑ чӑваш пылне те илсе килтӗм… Кӗтнӗ пекех чылайӑшӗ экспонатсем патне пырса тӗлӗнчӗҫ, савӑнчӗҫ. Анчах та пуҫлӑхсем ҫав кун чӑвашсемпе, Шупашкар хулипе ҫыхӑннӑ экспонатсене курми пулчӗҫ, иртсе кайрӗҫ ҫуммипе. Культура министрӗ те виҫӗ утӑм туса пырса пӑхмарӗ, интересленмерӗ, тӑрӑшакансене сӑмахпа та пулин йӑпатмарӗ.

Пӗр-ик кун маларах чӑвашсен, Виталий Петрович Станьял никӗсленӗ ваттисен канашӗн «халӑх хуралӗн» председательне мана суйларӗҫ. Килӗшме тиврӗ. Ҫак витӗме те вырӑна хурса ҫыратӑп та ҫак ҫырура курни-илтнине, хамӑн сӗнӳсене.

Пӗтӗмӗшле Аслӑ Пуху ӗҫӗ нумайӑшне килӗшмерӗ-мӗн. Мана та. Паянхи пурнӑҫӑн киревсӗрлӗхӗсене уҫҫӑн калани питӗ сахал пулчӗ. Критикӑсӑр «эволюци» те тапранмӗ, пусмӑр ҫеҫ ҫӗнтерсе пырӗ чӗмсӗрсене.

Акӑ, сцена ҫинчи президиумра ЧНК хастарӗсене вырӑн паманни мана тӗлӗнтерчӗ. «Туй генералӗсене» залра хисеплӗ пӗрремӗш рете, халӑх хушшине лартса, умне сӗтел, хут-кӑранташ тыттармалаччӗ. Тен, ҫырса пырӑччӗҫ хӑть-те мӗн илтнине...

Мӗнпе палӑрса тӑрать-ха ҫак чи сумлӑ обществӑллӑ пӗрлешӳ ыттисен хушшинче? Ман шутпа, нимпе те.

Чӑннипех, халӑха малалла туртакан, пурӑнма хал паракан йышӑну-ӗҫсем курӑнмаҫҫӗ. ЧНК пуҫарнӑ текен ӗҫсене те депутатсемпе шалу ҫинче ларакан пиншер чӑваш чиновникӗсен тумалла мар-и?

Сценари тӑрӑх, Аслӑ Пухӑвӑн тӗп тӗллевӗ чӑваш чӗлхине ҫамрӑксене вӗрӗнтесси ҫинчен пулмалаччӗ. Темшӗн курӑнмарӗ кунта вӗрентӳ министрӗ…

Тӗп ыйтӑва та шкулсенче чӑваш чӗлхин урокӗсене вӗренме сехет калӑпӑшӗсем чакни пирки учительсем пӑлханкаларӗҫ. Тӗрӗс сӗнӳсем те пачӗҫ. Ман шутпа та мӗнле чӗлхесене вӗрентессине шкул е класс шайӗнчи ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗсенче йышӑнни пачах тӗрӗс мар – ку ыйтӑва наци правительствинчех йышӑнмалла!

Чӑвашла вулакан-ҫыракансен шучӗ, чӑвашсен шучӗ чаксах пынин тӗп сӑлтавӗсене асӑнса тишкермерӗҫ. Сӑмахран, Чӑваш Патшалӑх Канашӗ 1994 ҫулта вӑрттӑн тенӗ пек васкаса йышӑннӑ сӑмахсене пайласа ҫыртаракан пӑсӑк орфографин чӑрмавӗсем ҫинчен те. Ку мӑшкӑл «реформӑна» пӑрахӑҫласа, ун вырӑнне анлӑн, тӗплӗн ҫӗнетнӗ ҫыруллӑх правилисене йышӑнмалла.

Ҫак ӗҫе вунтӑхӑр ҫулхи ҫӗр виҫекен пулса ӗҫленӗ Ваня Яковлев пек ҫамрӑксене пуҫӑнма сӗнетӗп.

Паянхи ҫырулӑхӑн ҫитменлӗхӗсем чылай. Ҫавӑн пиркиех чӑвашла тухакан хаҫатсене халӑх вуласшӑн мар, ачисем вара вӗренесшӗн мар. Кӗскен каласан, чӑваш орфографине калаҫнӑ пекех ҫырмалла, ӑна тӳрлетмеллех! Вӑраха ямасӑр, уйӑх ячӗсене малтанхиллех, вырӑслах ҫырма пуҫламалла.

Вырӑсла сӑмахсене чӑвашлаттарса ҫырни чӑрмав ҫеҫ кӳреть. Тӗслӗхрен, паллӑ чӑваш хаҫатӗнче пичетленнӗ «ҪҪХПИ ӗҫченӗ» (43 №) сӑмахсене вуласа ӑнланма ҫук. Тӗшмӗшлӗхрен хӑтӑлмалла. Аваллӑха упрас тесе ҫӑпата сырас марччӗ…

Пирӗн чӗлхен сӑмах паллисем вырӑс ҫыруллӑхӗнчен илнӗскерсем. Чылай сӑмахсем пӗр пек илтӗнни-ҫырӑнни эпир тӑванланнӑ халӑхсем пулнине ҫирӗплететь. Вырӑс чӗлхине хисепе хурса ЧНК ҫурчӗн ҫамки ҫинчен акӑлчанла «зе чуваш нэйшэнэл конгрэсс» вӗҫкӗнле ҫырнӑ сӑмахсене хӑйпӑтса вӗсен вырӑнне вырӑсла сӑмахсене ҫаптармалла!

«Чӑвашлӑхран ҫӑлакан» пакӑлтисене итлесе, намӑсланса хыҫҫӑн кайни наци пӗрлӗхне хавшатать, аталанма чарать. Сӑмахран, пире, чӑвашсене «сувар-булгар» идейӗсемпе сӗрӗмлетни те… Иртнӗ ҫыравра эпӗ те ҫакна пула хама «сувар» наци шутне кӗртнӗччӗ, кӑҫал вара эпӗ чӑвашах юлтӑм. Куншӑн Евгений Школьникова тав тӑвас килеть. Конгресс аппарачӗ, президиумӗ асӑннӑ тавлашусене палӑртса ытти обществӑлла ушкӑнсемпе, патшалӑх институчӗсемпе пӗрле «ҫавра сӗтел» пухса ку ӗҫе пуҫӑнса хирӗҫӳсене пӗтермелле. Тӗрӗссипе, ытарлӑ каласан, нумай халӑх чӑвашсенчен пуҫланнӑ…

Конгресс гимнӗ ҫинчен. Вӑтӑр ҫул пухусене пуҫлас умӗн «Алран кайми аки-сухи» юррине хурланса юрларӑмӑр. Йӗтӗмӗр те пуль тепӗр чух куллянса… Анчах та юрӑ сӑмахӗсем, кӗвви те чуна ҫунатласа паттӑрлӑ ӗҫсем тума йыхӑрмасть пире. Ман шутпа, ку чуна тивекен ӗҫкӗ-ҫикӗ юрри кӗрекере юрлама вырӑнлӑ. Паян чӑвашсен аки те, сухи те ҫук. Пӑрахнӑ ку йывӑр ӗҫе ял ҫынни, хӑтӑлнӑ тинех «йывӑр пурнӑҫран»…Тӗрӗссипе, пӑрахтарнӑ хресчене ҫӗр ҫинче ӗҫлеме паянхи влаҫ самани. Ҫӗнӗ гимн кирлех, халлӗхе республика гимнӗ вырӑнлӑрах.

Тата акӗ мӗн пуҫран тухмасть, пуху пуҫламӑшне аса илсе. Авалхи йӑлапа, сумлӑ ӗҫ тӑвас умӗн ватӑсем халӑх умне тухса пил панӑ, ҫул-тӗллев кӑтартнӑ, сӑмахпа хавхалантарнӑ. Ҫав кун та конгресс йӑлипе сакӑрвуннӑри паллӑ режиссер Валерий Николаевич Яковлев ваттисен ячӗпе пуҫтарӑннӑ делегатсене саламласа пил пачӗ, ҫапла ӑс пачӗ: «…тӑшман умӗнче пуҫа усӑр, уснӑ пуҫа хӗҫ касмасть!». Залра ларакан халӑхшӑн кӗрешме хатӗр хастарсем пӗр самант шӑпланчӗҫ те…

Олег Николаев пуҫарӑвӗпе вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Сӑр хӗррипе тата Куславка патӗнче окоп чавнӑ ҫынсене асӑннӑ палӑк лартни, йывӑрлӑха чӑтнӑ пиншер ҫынӑн сӑнарӗсене чӗртни халӑхра сӳнсе пыракан патриотизма пӗтме чарӗ мӗн.

Кун пек тарӑн шухӑшлӑ ҫӗнӗ сӗнӳсене ырламаллах, тӗслӗхсене малашне те шырамалла, чарӑнмалла мар. Ҫапах та ҫӗнӗ палӑксен проекчӗсене вырӑнти халӑхпа канашласа, чунра тишкерсе суйламалла. Вӗсен сӑнӗ, архитектури, лартнӑ вырӑнӗ те чуна килӗшмелле пулччӑр. Усси те пултӑр кулленхи пурнӑҫра тытса тӑракан тӑкаксене саплаштарма. Сӑмахран, Америкӑри Ирӗклӗх статуйи тӑрринче ресторан вырнаҫтарнӑ…

Тен, Олег Алексеевич шутланӑ та пуль иртнӗ вӑрҫӑра ҫӗнтерӳне ырми-канми туптанӑ колхоз хресченӗсене асӑнса мӑнаҫлӑ тепӗр палӑк хӑпартасси ҫинчен. «Колхозниксем, колхозсем пулман пулсан эпир тӑшмана ҫӗнтерейместӗмӗрччӗ!», - тесе ҫирӗплетрӗ Тури Кӑмаша ялӗнчи пухура тӑватӑ орден кавалерӗ, вӑрҫӑ ветеранӗ Николай Акимович Тувалькин полковник.

Вӑрҫӑ тапхӗрӗнче анчах мар, ҫӗнтерсен те ял ҫыннисем тата вунӑ ҫул ытла муритленсе пӗтӗм ӗҫсене ал-ура вӗҫҫӗн вӑй хунӑ арканнӑ ҫӗршыва ура ҫине тӑратма. Окопсем чавни вӗсемшӗн ҫав хӑрушӑ тапхӑрӑн кулленхи йывӑрлӑхсен вӑхӑтлӑх саманчӗсем ҫеҫ пулнӑ.

Колхозниксем чӑннипех Аслӑ Ҫӗнтерӗве кунӗн-ҫӗрӗн тертленсе ҫывхартнӑ. Сӑр окопӗсене чавтараканӗсем халӑха нушалантарса, тен чакарнӑ та кӗтнӗ куна…

Ҫаксене вырӑна хурса аса илтеретӗп сире, Олег Алексеевич, хӑвӑр пуҫланӑ ӗҫе малалла тӑсма. Паян купалакан «шӑртлӑ» палӑкӑн ҫитменлӗхӗсене палӑртса, ӑна та тӳрлетмеллех, вӑхӑтлӑха ӗҫсене чарма та юрӗччӗ. Тен, «шӑртне» пӗр икҫӗр миллион тенкӗлӗх кӗскетсе ҫак укҫапах Ильина Гора ялӗ ҫумӗнче Сӑр шывӗн ҫыранӗ ҫинче, авалхи чиркӳ патнерех сӑпайлӑ Асӑну палӑкӗ лартсан колхоз хресченӗсене пуҫ тайса, вӗсен чунӗсенчен те пулин каҫару ыйтасчӗ. Колхоза кӗмен хресченсене те манас марччӗ. Ман шутпа, ҫак палӑка тума укҫапа пулӑшанакансем тупӑнаҫҫех. Проекчӗсене тума та, ӑсталама та хамӑр маҫтӑрсенех явӑҫтармалла! Атту эпир нимӗҫле-чӑвашла трактӑра та тӑванла Итали тимӗрҫисем шӑратса парасса кӗтетпӗр. «Пирӗн хурҫӑ ҫемҫерех, ҫавӑнпа тракторсем ванаҫҫӗ», - терӗ мана пӗррехинче Шупашкар тракторӗсене юсакан инженер Володя Федоров…

Конгресӑн халӑха чӑрмантаракан пур пулӑмсемпе те кӗрешмелле, уйрӑмах чӑваш ялӗсене сыхласа хӑварма ял пурнӑҫӗн условийӗсене ҫӗнетессипе. Акӑ хӑш-пӗр сӗнӳсем ҫеҫ.

Ҫулталӑк каялла пуҫланӑ ҫӳпӗ-каяш пуҫтарса ҫутҫанталӑка упраса хӑварассин пӗр утӑмне ҫеҫ турӗҫ-ха. Ҫак вӑхӑтрах халӑхран кулса тенӗ пекех влаҫ ҫыннисем чӗмсӗр пулнипе, ҫӳпӗ кӑларман, ҫын пурӑнман ҫуртсен хуҫисенчен те чиперех укҫа шӑйӑраҫҫӗ «экопуянсем». Анчах та проектӑн чи кирлӗ енне, ҫӳпӗрен тепӗр хут усӑ курма пултаракан материалсене килтех уйӑрса пуҫтарассине йӗркелеме хал ҫитереймерӗҫ Аслӑ чиновниксем. Кӗҫӗннисем те.

Нумай ял йӗри-тавра пӑрахнӑ ҫӗрсемпе усӑ курма питӗ тӑкаклӑ ӗҫ. Ҫӗрсен хакӗсене кадастрӑлласа вуншар хут хӑпартни те «айӑплӑ». Куланай шайӗсене, пире айвансем вырӑнне хурса-ши, тимлӗн пӑхса чакармарӗҫ. Кунта конгресӑн та сӑмсана чикес пулать.

Яла пурӑнма куҫакан ҫемьесене тӗпленме «подъемный» пособисем пама саккунпа ҫирӗплетмеллех. Ман шутпа, ҫывӑхри хуларан 10-15 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ яла куҫакансене ҫӗршер пин тенкӗ парса хавхалантармалла.

Чӑрмавӗсем татах та нумай. Акӑ тата халӑхӑн хӑй пурнӑҫне конституципе килӗшӳллӗн туса пыма вырӑнти право йӗркисем чакнӑҫемӗн хӑш-пӗр патшалӑх чиновникӗсем алхасмах пуҫларӗҫ. Вӗсем патне ыйтса янӑ ҫырусене те хуравлашшӑн мар. Е копиркӑ витӗр тенӗ пек сивӗккӗн яваплаҫҫӗ компьютер ҫуратнӑ ҫырусемпе. Ку модӑ вӑйлансах пырать… «Самоуправлени» текеннин форми те шӑрши те ҫук.

Вӗҫленӗ май тепӗр хут аса илтерес килеть хисеплӗ Ватҫын «тӑшман умӗнче пуҫа тайма» пил панине. Ку сенӳ «иноагент» картинчен мар-ши? Хальхи тапхӑрта Раҫҫей патшалӑхне куҫ хӗссе чикӗ леш енчен нумай вӗрентӳ учережденийӗсене, университетсене, театрсене те тен, хулӑм укҫапа хӑйсен енне ҫавӑраҫҫӗ… Тапӑнса кӗресси те пулӗ-ха. Питӗ шел, ҫак сӗнӗве хирӗҫлекен делегат тупӑнмарӗ. Чӑтӑмлӑ халӑх?..

Ҫук, пирӗн тӑшман умӗнче пачах пуҫа усма юрамасть. Тӗрӗссипе каласан, хуҫаланакан чиновник - пуҫлӑх юлташсем умӗнче те. Конституцире кун пек статья ҫук.

Анчах суйланнӑ ЧНК президентне Валерий Клементьева та асӑрхаттарас килет «эволюцилле» ӗҫлеме чӗннишӗн. Конгресӑн лӑпкӑ кантурӗнче те кӑра ҫилсем варкӑшчӑр, пухусенче кашни ҫынна сӑмах калама ирӗк памалла, итлесе ӗҫ тӑвас пулать.

Эпир, чӑвашсем, вырӑссем, ытти Раҫҫей халӑхӗ Совет Союзӗ аркансан нумай енӗпе путнӑ, ытти халӑхсенчен юлса пыратпӑр. Алӑри смартфонсемпе чикӗ леш енчисен тыткӑнне тахҫанах лекнӗ те, «джи-пи-эс» спутникӗсем пирӗн автомобильсене талӑкӗпех йӗрлесе тӑраҫҫӗ…

Пирӗн кар тӑрса сисмен тамӑкран хӑтӑлмалла, тӗрӗслӗхшӗн кӗрешсе тӑшмансене хирӗҫ тӑмалла. Вӑранӑр, уснӑ пуҫӑрсене ҫӗклӗр!

 

Ваттисен Ирӗклӗ Канашӑн председателӗ Николай Адёр

2021 ҫ., ноябрӗн 7-мӗшӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2946.16.5816
2021.11.09 16:34
Agabazar
Палăк тума уйăрнă укçана темиçе мĕльюн таран «кĕскетни» санăн кĕсйÿне кĕмест вăл.

Кĕскетмелле мар.
Шамаршаран // 2547.79.6585
2021.11.09 17:43
Калхус есченесене хисеп туса палак лартмалла тенине ырласа йышанатап . Анчах менлерех пуле вал ? Варса сулесенче ял хусалахне херарамсемпе ачасем . шур сухалла ватасем туртса пына .Палакра та весене санламалла . Келеткесен шуче пысак пулнипе палак хаке те нумай усе . Вай ситерейепер-и ? Ку есе халахран пухна уксапа сес тума сук . патшалах пулашаве кирле . Усламсасем калхус есченесене чыслама укса парасси хыта иккелентерет .

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем