Вырăк // 5870-5713
2023.01.11 13:23 | |
Agabazar // 8387.6.0859
2023.01.11 21:10 | |
Мĕн вăл леççипет? Станьял тенине ма асăнмалла кунашкал контекстра?
Мĕн тăван Станьялпа, енчен те сана пурте паллă пулсассăн? | |
Станьял // 3490.45.0166
2023.01.12 09:24 | |
Вуларӑм. Шырани - аван.
Манран ҫӗннине ан кӗтӗр. "Мир чувашской культуры" учебника пӑхӑр. Чӑваш министрё Г.П.Хураҫка ӑна шупашкарта кёларма чарсан Самара администрацийӗ укҫа парса пичктлрӗ (2002,унтан 2007). Кӗнекере "Сурхури" сыпӑк пур (186-188 стр). Н.П.Петров професор малтанхи хут сурхурие ӑнлантарнине "Хыпар" хаҫатра (2003, июнь, 28) ҫырчӗ. | |
Agabazar // 8387.6.0859
2023.01.12 09:33 | |
Виталий Петрович Станьял,
эсĕр Николай Петров («Шаклы») статйине («Хыпартине» мар, «Тăван Атăлтине») вуланă-и, вуламан-и? Вуланă пулсан, калăр-ха, тархасшăн, хăш номĕрте пытарăннă вăл? «Хыпарти» публикацин координачĕсене пĕлтернĕшĕн — тавтапуç. Анчах та «Тăван Атăлти» маларах пулма кирлĕ. | |
Владимир Болгарский // 2889.58.5210
2023.01.13 01:46 | |
Салам пурне те. Уйрӑмах Виталий Петрович Станьял пиччене! Ҫулла сирӗн патӑрта хӑнара кӑмӑллӑн калаҫса ларни халӗ те куҫ умӗнче. Кунти ӑшӑ сӑмахсемшӗн те тав! Акапасар тусӑма: Чӑн малтан Н.П. Петров профессор ҫырнине, Юрий Туринге нумай пулмасть палӑртни тӑрӑх ҫапла: "Тепèр хут сàмах этимологине асàрхатарап: Àcчах-чèлхеçè профессор Николай Петрович Петров авалхи пàлхар "источникècене" усà курса "сурхурине" перси чèлхинчен (пирèн питè нумай тèн пèлтерèш сàмахèсем унтан) кàларать: "сур"-праздник (уяв), "кури"-время(вàхàт). Каларàм èнтè çýлерех - ХÈBEЛ (ыйти турàсене унран ýкерсе/çырса илнè кӑна), ҫуралнӑ уяв-вӑхӑт!!!" Ку комментаринче Н.П. Петров профессор сӑмахӗсене илсе кӑтартни йӑлтах Туринге ҫырса ӑнлантарнисем. Эпӗ тӳрӗ каласан вӗсемпе килӗшейместӗп. Мӗншӗн тесен, чӑваш чӗлхинче вӑхӑт сӑмах та фарси-перс сӑмахӗ. | |
Владимир Болгарский // 2889.58.5210
2023.01.13 01:52 | |
Акапасар эсир википединчен илсе кӑтартни йӑлтах манӑн пӗлӗш-паллакан 6-7 ҫул каялла вырнаҫтарнӑ сӑмахсем.Ҫул хыҫҫӑн, ҫул, хӗл иртет те ҫу иртет... древнебулгарские (чувашские) поговорки тесе ҫырнисем те ҫав вӗреннӗ чӑвашӑнах. Вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн тепӗр ҫултан ыйтрӑм та, - ку ваттисен сӑмахӗсене нихӑш кӗнекере те тупаймастӑп, эсӗ ӑна ӑҫтан илнӗ тесен: - хам шутласа кӑларнӑччӗ, чӑннипе - тесе лаплаттарса хучӗ. Кайран вара такам, те хӑйех вӑл сӑмахсене йӑлтах тасатнӑ, википедире. Болгаринчи уяв ячӗ Сурхури мар, Сурваки ятлӑ. Уяв ҫыннисене сурвакары теҫҫӗ. Сурхури уяв ятне эпӗ ӗнтӗ 7-8 ҫул тӗпчетӗп. Тинех тӳрӗрех ҫул ҫине тухрӑм пулмалла, ку ӗҫпе. Тав пурне те. Малашне те пӗрле тӑван чӗлхешӗн, халӑхшӑн тӑрӑшасчӗ. Ют чӗлхе кӗнеки-словарӗсем те питӗ пулӑшаҫҫӗ тӑван чӗлхене тӗпчеме. Словарьсенче википедипе танлаштарсан, шутласа кӑларни ҫук. | |
Владимир Болгарский // 2889.58.5210
2023.01.13 06:43 | |
Болгаринчи Сурваки уяв пирки кунта кӗрсе пӑхма пулать: https://ru.m.wikipedia.org/wiki/Сурваки . Ман шутпа вӗсем те этимологине тӗрӗсех мар ҫыраҫҫӗ. Вӗсен уявӗ те пирӗн пӗрлӗхлӗ авалхи несӗлсен чӗлхинченех. Пирӗншӗн ку Сурхури сӑмах
темле ют чӗлхе сӑмахӗ мар. Хамӑр сӑмахах темелле. Несӗлсем калаҫнӑ, тӳрӗ пӗлтерӗшӗ паллӑ пулнӑ вӑхӑтранпах каланӑ пулсан, мӗншӗн тӑван сӑмах мар? | |
Микула // 1077.37.9691
2023.01.13 15:09 | |
Тӗллевӗ сирӗн ( сӑмахсем пурне те тивеҫҫӗ) мӗнре ? Чӑннипех халӑха упранса юлма майсем туса парассинче пулсан Сорхори сӑмах тупсӑмӗнчен ытларах ӑна анлӑрах майпа уявласси пирки шутласа ҫырас пулать. Унсӑрӑн пӗтӗмпех тӗллевсӗр пулӗ. | |
Agabazar // 9156.5.1970
2023.01.13 16:12 | |
Шаклы-Петров каланисене çын-çын урлă мар, оригинала пăхса пĕлесчĕ.
Болгаринчи уяв ячӗ Сурхури мар, Сурваки ятлӑ.Сурхури — пĕр япала, Сурваки — тепĕр япала. Кунта каллех Шаклы çырнисене (оригинала) пăхмасăр апла калаймастăн. | |
Микула // 1077.37.9691
2023.01.13 16:21 | |
Чӑвашсем викингсемпе хутшӑнни паллӑ пулсан та пирӗн ӑсчахсене унталла кайма хушман пулмалла. Йоль — праздник середины зимы. В честь самой длинной ночи в году проводился большой праздник, так как средневековые германцы ожидали возрождения Короля Дуба, Солнечного Короля, Дарующего Жизнь, который согревал замёрзшую землю и пробуждал жизнь в семенах, хранившихся в её лоне всю долгую зиму. (Википедия)Происхождение слова «Йоль» теряется в глубине веков. Скорее всего, оно восходит к индоевропейскому корню со значением «вращаться», «крутиться», «колесо»,возможно, оно означает «время поворота», «поворот года».
Сӑмахран каласан викингсем карапсем тума тата шыв тӑрӑх ҫӳреме ӑста пулнӑ, чӑвашсем пирки те ҫавӑн пек асӑннӑ. Тӗн,уяв сӑмахӗсем те хутшӑнма пултарнах. |
Америка ан уçăр ха, тархасшăн.Леççипет та шутласа кăларар мар.Станьялтан ыйтăр.Вăл веçех каласа парĕ.