Agabazar // 3984.73.0041
2025.03.14 22:32 | |
![]() |
|
Базиль Кириллов // 1304.21.3781
2025.03.15 08:09 | |
Ах, юратать те Акапасар оппонентсен сăмсине шăлса яма. Ак уçар-ха "Фразеологический словарь русского языка" кĕнекене (М., 1986). Асăннă фразеологизмсем унта шăкăрин тухса тăраççĕ. "Камака патĕнчен ташлама пуçланине" вара фразеологизмсен шутне кĕртме сук, ку чăвашла "чăмарла" (ăнăçсăр) куçарни кăна. | |
Agabazar // 1601.80.7529
2025.03.15 14:49 | |
![]() |
Эп пĕлместĕп мĕн унта сан сăмахсарунта.
Палăртав мĕнле — çавăнтан килет. Фразеологизмсен те тĕсĕсем нумай. Тĕрлĕ уччонăй тĕрлĕрен пăхать. Идиома теççĕ, тата ытти темтепĕр. Кăмака патĕнчен ташлама пуçламалла тесе ма калаама юрамасть вара? Кам каларĕ сана эп ăна таçтан «куçарнă» тесе? Куçарман, пуçран çав халлĕнех сиксе тухнă. Эс вара епле каласшăн çав япалана? Сивĕтĕш (холодильник) патĕнчен ташлама пуçламалла-ши? Е каланкка патĕнчен пуçламалла тесен те юрать? Диван патĕнчен? Компьютер патĕнчен? Е эсĕ тен пире трактор патĕнчен ташлама пуçлаттарасшăн? Тракторĕ çук пулсан — мотоблок патĕнчен? Тата мĕнле вариантсем пур? |
Базиль Кириллов // 1304.21.3781
2025.03.16 10:18 | |
Шухăшусем кăштах тăмсайтарах иккен сан, тăванăм Акапасар. Çавăн пек туйăнать. мана. Те йăнашап ĕнтĕ... Ан çиллен. Сана каялла 4-5 класа кайса лартсан аванччĕ те. Анчах хăйсене академик теме именмен çынсем те хăш чухне çапла хавшак çыраççĕ.Мĕн шутлан кун пирки, тем те пĕлекен, ăсчах хутаççине кăштах çĕклесе çÿресе курнă хоспочин? | |
Agabazar // 7531.6.3592
2025.03.16 11:34 | |
![]() |
Эппин, чаратăн "Кăмака патĕнчен ташлама пуçламалла" темешкĕн?
Темех мар, ман пек тăмсайсене юрать. Сан пек ăслисене, ахăртнех, юрамасть пулмалла. Анчах та тем пек тăмсай, тем пек айван пулсан та. хама нихçан та аккачемĕк темен вара. Аптранă енне çапла та шутласа илен. Базиль пире кăмака патĕнчен ташлама мар, юрлама пуçлаттарасшăн-ши? Е вăл пире кăмака патĕнчен урайне çума пуçлама хистет? Вăт çавнашкал япаласене калама хăра-хăрах пурнăçна ирттерсе яран пуль ĕнтĕ. Ну, кунçулу вăрăм пултăр эппин. Çавна май сан умна Библири каларăшсене кăларса тăрататăп. Ятарлă каçăпа — https://pravoslavie.fm/glavnoe/top- ... oshedshih-iz-biblii/ Пĕлетĕн ĕнтĕ, Библие авалхи еврей, арамей тата вăтам грек чĕлхисемпе çырнă. Вăл чĕлхесемпе паян никам та калаçмасть. Вăл шутра авалхи еврей чĕлхипе те, мĕншĕн тесен паянхи иврит унран çапах та уйрăлса тăрать. Çапла вара, Библири каларăшсемпе усă курнă чухне пурин те куçармах тивет. Ăнăçлă-и, анăçлă мар-и, ăна санран ыйтса тăмаççĕ. Енчен те Библирисене те куçарма юрать пулсан, ыттисем пирки калама та кирлĕ мар. |
Ночной гость // 1304.21.3781
2025.03.18 08:05 | |
На мой взгляд, речь идет о подборе соответствий на русском, а не переводов. Еçлесе пĕтерсен канма лайăх. Соотв. рус. Кончил дело, гуляй смело и т.д. | |
Базиль Кириллов // 1304.21.3781
2025.03.20 12:28 | |
Хисеплĕ Акапасар хăтана Библири çак каларăшсене куçарса кăтартма ыйтатăп. Тĕслĕхшĕн малтан çакна илсе паратăп:
Повинную голову и меч не сечет; Тайнă пуçа хĕç витмест (чăвашла тÿрре килекен каларăша суйласа илнĕ, куçарса аппаланман). 1.Назначили меня козлом отпущения. 2. Прикрылся фиговым листом. 3. Хорош тут Лазаря песь! 4. Это просто манна небесная. | |
Agabazar // 3646.17.7826
2025.03.23 20:33 | |
![]() |
Эх, Базиль, Базиль!
Библие ăна вырăсла мар, авалхи еврейле, арамейле тата вăтам грекла çырнă. Вырăслисем хăйсем те куçару шутланаççĕ. Мĕн мана «куçарттарса» ларан? Эп куçармастăп, Мĕнле куратăп çавăн пек калатăп. Уйрăм фразеологизмсене е çунатлă сăмахсене эп пĕлессе те, пĕлмессе те пултаратăп. Эсĕ те çавах, паллах. Мана сăмсаран чышса параканнисем тĕлĕшпе те çавах. «Тĕрĕс» пултăр тесен, вĕсен оригиналне тупмалла. А капла вара, халиччен илтменнине кура, тытатăп та кçарпатăп. Хам мĕнле туяп, çавăн пек. Кашнийĕнчех оригиналпа чакаланса лараймастăн вĕт. Çак енчен пăхсан вара, нимле проблема та çук. Леш хайхи пĕрне «тап-таса чăвашла калас» тесен, тайнă мар, тайма темелле: Тайма пуçа хĕç витмен. Паллах вăл япала та чăвашсем патне Библиренех килнĕ, ку тĕлĕшпе ним чухлĕ те иккĕленмелле мар. Анчах та мĕнле çул-йĕрпе — кăна тÿрех калама çук пулĕ. |
Базиль Кириллов // 1304.21.3781
2025.03.24 09:32 | |
Акапасар, пăшлатса анса ларни сана пĕртте килĕшмест. | |
Agabazar // 1194.38.3233
2025.03.24 21:14 | |
![]() |
Мĕн килĕшесси е килĕшмесси пирки санран ыйтмççĕ. Ку тĕлĕшпе, слапух Турра, Базильсем мĕн каласса кĕтсе ларасси вĕçне юлман-ха. |
Анчах та вăл япала фразеологизмсен шутне кĕрсех каймасть. Ну, ытарлă сăмах теме пулать. Унран ытла мар.
Эс тĕслĕх вырăнне илсе кăтартма хăтланнă «йытă сивви» тата «сенĕкпе шыв çийĕн çырасси» тенисем те — фразеологизмсем мар пулĕ.
Вăт çапла. Эпир пурте çийелтен шăйăрттарма хăнăхнă çав.
Малтан кирлĕ çĕрте пăхса фразеологизм мĕнне пăхса тухас пулать. Кышламалла ăславăн гранитне! Шĕкĕлчемелле!
Палăртав (чăн-чăнни!) епле, çавăнтан ташлама пуçламалла. Килте кăмака патĕнчен ташлама пуçланă пек.