Унӑн ҫепӗҫ те чуна тыткӑнлакан сассине мӗн пур чӑваш пӗлет. 10 ҫул каялла "Сарӑ тюльпансем" юрра шӑрантарса халӑх кӑмӑлне ҫавӑрнӑ вӑл. Ҫӗвӗ машинисене юсаканра, экскаваторщикра, фрезеровщикра ӗҫленӗ каччӑ хӑйӗн ӗмӗчӗ патне нумай ҫул утнӑ. Халӗ вал - Чӑваш Республикин культурен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, журналист, юрӑҫ.
Александр Михайлович Васильев Сӗнтӗрвӑрри раионӗнчи Йӗрӗхҫырми ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Нумай ҫул Чӑваш радиора, телекуравра тимленӗ. Халӗ вара бизнес тытӑмӗнче тӑрӑшать. Вӑхӑчӗ сахалрах пулии ТВ "Ҫамрӑксен хаҫачӗн" редакцине ҫитсе пултарулӑхри ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗ.
— Нумаях пулмасть Тутарстанри Аксу тата Элмет районӗсенчен таврӑнтӑмӑр. Тӗлӗнмелле чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ унта! Элмет районӗнче чӳк ирттерчӗҫ. 3 пин тӗне кӗмен чӑваш пуҫтарӑннӑ. Авалхи йӑла-йӗркепе икӗ вӑкӑр пусса пуҫӗсене шалча ҫине тӑхӑнтартрӗҫ. Пӑтӑ пӗҫерчӗҫ. Аслисем те, кӗҫӗннисем те чӑваш тумӗпе. Лапамра чӳклеме пулчӗ. Эпир ҫакна ӗмӗр каялла ҫырнӑ кӗнекесем тӑрӑх кӑна пӗлетпӗр. Вӗсем вара упраса хӑварнӑ! Кунти чӑвашсемшӗн чунтан савӑнтӑм.
Аксу районӗнче вара чӑваш вӑййисене ирттерчӗҫ. Ҫырмара, питӗ илемлӗ вырӑнта 18-19 фольклор ушкӑнӗ пухӑннӑ. Кашнин вӑййи хӑйне евӗр. Тутарстанра чӑннипех те халӑхӑн хӑватне туйса тӑратӑн. Эпир те, Чӑваш Енрен ҫитнӗ юрӑҫсем, вӗсене эстрада юррисемпе кӑна мар, халӑх юррисемпе те савӑнтартӑмӑр.
— Чӑвашсен йӑли-йӗркипе мӗнлерех интересленме пуҫланӑ эсир?
— Мӗн ачаран Ҫӑварни, Сурхури тата ытти уява ирттернине сӑнанӑ, мӗнлерех апат пӗҫернипе интересленнӗ. Телекуравра "Янра, хут купӑс" кӑларӑма йӗркелесе ярсан ҫак ыйтӑва тарӑнрах тӗпченӗ, кӗнекесем вуланӑ. Чӑвашсен вӑййисем уйрӑмах килӗшеҫҫӗ.
— Телекурав тенӗрен, вӑл мӗнлерех вырӑн йышӑнать сирӗн пурнӑҫра?
— Питӗ пысӑк. Радио, телекурав урлӑ халӑхпа хутшӑнатпӑр эпир. Эпӗ ача-пӑчапа ҫамрӑксен тата ӳнерпе наци пайӗсенче 20 ҫул тимленӗ. Халь те унта кӗрсен темӗнле хӑват туятӑп. Тен, пултаруллӑ ҫынсем ӗҫленипе те ҫыхӑннӑ ҫакӑ? Унтан тухсан хама пач урӑхла туятӑп. "Янра, хут купӑс" кӑларӑма малашне те тытса пырӑп.
— Телекурава ҫитиччен ӑҫта ӗҫлеме тивнӗ?
— Шкул хыҫҫӑн ҫара кайнӑ. Унтан Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри "Паха тӗрӗ" фабрикӑра ҫӗвӗ машинисене юсанӑ. Кайран заводра фрезеровщикра, экскаваторщикра тӑрӑшнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ача чухнехи ӗмӗте пурнӑслама шутланӑ та. Юрӑ-кӗвӗ тӗнчинче чӑн-чӑн профессионал пулас тесе Ҫӗрпӳри культура училищине вӗренме кӗтӗм. Уктан Хусанти культура институтӗнче куҫӑмсӑр майпа аслӑ пӗлӳ илтӗм. Ун чухне Шупашкар районӗнчи культура ҫуртӗнче методистра тӑрӑшнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш радиора ӗҫлеме ҫын шыранине илтрӗм. Унта суйма тиврӗ. Иккӗмӗш курсра вӗренекенскер тӑваттӑмӗшӗнче терӗм. Сас, интонаци килӗшнипе тӳрех ӗҫе илчӗҫ. Тепӗр темиҫе ҫултан телекурава куҫарчӗҫ. Юрлама радиора ӗҫленӗ чухне пуҫланӑ. Николай Казаков, Сергей Павлов: "Ӑҫта эс пулнӑ халиччен? Мӗн чухлӗ вӑхӑт сая янӑ", — тенине халь те ас тӑватӑп.
— Пӗрремӗш хут сцена ҫине тухнине ас тӑватӑр пуль?
— Пысӑк сцена ҫине Петр Романов кӑларчӗ. Эпӗ ун чухне радиора ӗҫлеттӗм. Темиҫе юрӑ пурччӗ, анчах вӗсемпе халӑх патне тухман. Петӗр эстрадӑна ҫӗнӗ варкӑш илсе килнине палӑртса хавхалантаратчӗ. Трактор тӑвакансен культура керменне репетицине ҫитрӗм. Сцена ҫине тухаймастӑп, урасем утмасҫӗ. "Халӑха пӗлтернӗ, тухмалла", — терӗҫ ҫирӗппӗн юлташсем. Вӗсем хавхалантарнипех хама алла илтӗм. Куракансем 4 хутчен /!/ чӗнсе кӑларчӗҫ. "Сарӑ тюльпансене" халь те ас тӑваҫҫӗ.
— Тен, ача чухне те чуна ҫывӑх юрӑ пулнӑ?
— Аттем Михаил Васильевич — купӑсҫӑ, аннем Зинаида Ивановна та юрлама ӑста. Вӗсем халӑх умне шӑрантарнине итлесе ӳснӗ.
Ӗмӗте пулах кулӑшла лару-тӑрӑва та пӗрре мар лекнӗ. Пӗррехинче юлташпа чарӑну патӗнчен иртсе пыратпӑр. "Ҫак халӑх умӗнче кӑшкӑрса иртсе кайма пултаратӑн тӑк санран юрӑҫ пулать", - терӗ. Мӗн пур вӑйран кӑшкӑртӑм.
Йысна та сцена ҫине тухма хавхалантаратчӗ. "Пӗрре тухса юрласан 6 тенкӗ параҫҫӗ", — тетчӗ. Эп шутлаттӑм: "Вуннӑ тухсан 60 тенкӗ пулать". Ун чухне вӑтам ӗҫ укҫи 120 тенкӗччӗ.
— Ҫулсем иртнӗ май репертуар та улшӑнать пуль. Халь мӗнле юрӑсем чуна ҫывӑх?
— Малтан Станислав Толстов, Надежда Заводскова кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарнӑ. "Ҫуркунне тӗл пултӑм эп сана", "Кӑвак куҫсем", "Ҫӑлтӑрсем вӑййа тухсан" юрӑсем халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ. Халь вара Радик Ивановпа ӗҫлетпӗр. Пурнӑҫ, юрату, атте-анне теми чуна ҫывӑх. Сӑвӑсем те хам ҫыратӑп. Машинӑра руль умӗнче ларнӑ чухнех ҫуралма пултараҫҫӗ вӗсем. Паллах, атте-анне, ял теми пултарулӑхӑмра пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Анатолий Никитин кӗввипе Владимир Рыбкин сӑввисене те килӗштеретӗп. Василий Давыдов-Анатри ҫырнӑ "Яла хӑҫан килен-ши?" сӑввине юрра хывса юрӑсен пуххине те ҫав ятпа кӑлартӑм.
— Мӗнпе тыткӑнланӑ ҫак ят?
— Ку питӗ актуаллӑ юрӑ, хальхи пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ. Ял каччисем пӗр вӑхӑт ӗҫкӗпе иртӗхрӗҫ. Халь вара кам Мускавра укҫа ӗҫлесе илет, кам хуҫалӑх тытса тӑрать. Анчах вӗсен пӗр хуйхӑ — ял пикисем хулана тарса пӗтнӗ. Вӗренеҫҫӗ, ӗҫлеҫҫӗ. Хӗрсен ял пурнӑҫне тытса пыма таврӑнмаллине систерет асӑннӑ юрӑ.
Альбома халӑх юррисене те нумай кӗртрӗм. Унта пуша сӑмахсем мар, анлӑ философи уйӗ. Ҫакӑ халӑха килӗшет пуль тетӗп.
— Вун-вун юрӑран хӑшӗ юратни?
— Пурне те чунтан юрататӑп. Анатолий Никитин юррисем уйрӑмах килӗшеҫҫӗ.
— Пурнӑҫра сире кам ырӑ тӗслӗх кӑтартса пырать?
— Паллах, атте-анне. Вӗсем маншӑн ҫав тери савӑнаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Терентьев нумай вӗрентсе хӑварчӗ. Ун сасси те ҫывӑх, унра - чӑн-чӑн арҫын сӑнарӗ. Пӗчӗк чухнех радиопа ун юррисене хӑлхана тӑратса итлеттӗм.
— Станислав Толстов кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарнӑ терӗр. Унпа вара мӗнле паллашнӑ?
— Пӗррехинче Хусанти культура институтӗнче вӗреннӗ чухне общежитине таврӑнатӑп. Балкон ҫинче пӗр каччӑпа икӗ хӗр илемлӗ чӑваш юррисене шӑрантараҫҫӗ. Пырса калаҫрӑм. Ҫакӑн хыҫҫӑн туслӑх татӑлман та.
— Сире фольклор е эстрада ытларах килӗшет?
— Фольклорта халӑх чунӗ. Халӑх юррисенв 100, 200 ҫултан та юрлаҫҫӗ. Эстрада вара ҫӗнӗ юхӑм. Эпӗ халь вӗсене пӗрлештеретӗп. "Аслатиллӗ ҫумӑр ҫуса иртсе кайӗ" халӑх юррине эстрадӑна ҫавӑртӑм. Ҫынсем пӗрле юрлаччӑр тетӗп. Эпӗ концертсенче яланах 7-8 юрӑ кӗвӗсӗр юрлатӑп.
— Паян ҫӗнӗ юрӑҫсем ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпасем пек шӑтаҫҫӗ. Ҫакна мӗнле хаклатӑр?
— Ку чечек акнӑ евӗр. Вӗсем ҫӑра шӑтса тухсан эпир вӗсене сайрататпӑр. Юрӑҫ та ҫавӑн
пек. Халӑх ӑна йышӑнсан вӑл малалла каять. Ҫамрӑксем те ӗҫлесе пӑхчӑр, аталанччӑр.
Эпӗ те 3-4 ҫынна пӑхса хунӑччӗ, анчах пурте тухаймаҫҫӗ. Эстрадӑра темӗнле талант пулсан та укҫа пулмасан мала кайма ҫук. Палӑрма пултарнӑ ҫамрӑк юрӑҫсемшӗн савӑнатӑп кӑна. Вӗсем ман ҫӑкӑра туртса илмеҫҫӗ. Ман хамӑн куракансем. Ытларах аслӑрах ҫулсенчи ҫынсем пуль.
— Эсир Ольга Кондратьевӑпа пӗрле юрлатӑр. Ӑна пулӑшса пыратӑр-и?
— Ку ҫамрӑк юрӑҫа "Ҫӑлтӑрсен фабрикинче" асӑрхарӑм. Конкурса Игорь Аркадьев композитор ирттернӗччӗ. Халь вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче искусство факультетӗнче вӗренет. Талант пурри сисӗнет, пулӑшмалла. Ман шутпа, кашни паллӑ юрӑҫ пӗр ҫамрӑка та пулин ҫӗклесен ҫав тери пысӑк ӗҫ пулӗччӗ.
— Сирӗн мӑшӑр вара сцена ҫине тухас темест-и?
— Арӑмӗпе упӑшки юрланине ырлатӑп, анчах мӑшӑр — чи малтанах кил ӑшши, хуҫи. Вӑл мана та, Таньӑпа Катя хӗрӗмсемпе кӗрӗве те ялан лайӑх кӗтсе илет. Унра хӑйне евӗр илем, таса илем. Чӑннипе каласан вӑл юрлассипе пултаруллӑ. Тепӗр те ҫӑлтӑртан та ирттерет. Юрӑ пӗрлештернӗ те пире...
— Пӗрлештерни пирки тӗплӗнрех каласа парӑр-ха?
— Пирӗн ялсем юнашар вырнаҫнӑ. Эпӗ Сӗнтӗрварри, вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчен. Ҫамрӑк чухне вӗсен ялне хӗрсем патне ҫӳренӗ. Ун чухне "Пионер кӑвайчӗсем" пурччӗ. Ҫавӑнта Валентина юрланине илтрӗм, сасси тӳрех чуна тыткӑнларӗ.
— Валентина Васильевна халӗ те юрлать-и?
— Килте, хӑнасем килсен юрлать. Ман пултарулӑха тивӗҫлипе хаклать. Хай ӗҫне ҫав тери юратать. Тата вӑл манӑн "ҫут санталӑк ҫынни". Пахчара пӗтӗмпех хӑй лартса ҫитӗнтерет. Паллах, эпӗ те пулӑшатӑп, анчах ытларах уйти илемпе киленме юрататӑп.
— Ачасем вара ашшӗ ҫулӗпе каяс темен-и?
— Хӗрӗмсем амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ. Таня ЧПУра экономиста вӗренсе тухрӗ, качча кайрӗ. Кӗҫӗнни Катя коопераци институтӗнче аслӑ пӗлу илет. Пурте вӗсем семье бизнесне тытса пыма пулӑшаҫҫӗ.
— Пуша вӑхӑта мӗнле ирттеретӗр?
— Канма юрататӑп. Килте, пахчара ӗҫлетӗп, халӗ, калӑпӑр, ҫырла ҫиетӗп.
— Асамҫӑ пулнӑ пулсан пурнӑҫра мӗн улӑштарнӑ пулӑттӑр?
— Чӑваш халӑхне чӑвашла пурӑнма вӗрентӗттӗм. Тутарстанра халӑх юрри-кӗввине упраҫҫӗ, радиопа телекурав та туллин ӗҫлет. Пирӗн телекуравпа каҫхине 5 сехет хыҫҫӑн чӑваш сӑмахӗсене илтме ҫук. Тутарсем пек хӑватлӑ пулма вӗрентнӗ пулӑттӑм.
— Акӑ ӗнӗ 7 ҫул утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, хӑвӑрӑн ҫуралнӑ кунӑрта, концерт ирттеретӗр. Кӑҫал вал "Май телейлӗ кун паян" ятлӑ. Эсир чӑннипех те телейлӗ-ши?
— Телейлӗ. Хӑш пуҫлӑх патне ҫуралнӑ куна пин ҫын килет? Атте-анне сывӑ пулни, ӗмӗтсене пурнӑҫлани, чӑннипех те, телей. Семье тӗреклӗ, ачасем сывӑ пулсан савӑнатӑп. Кашни ашшӗ-амӑшӗ ачисемшӗн пурӑнать вӗт.
— Юрӑҫшӑн чи хаклӑ парне мӗн?
— Ман концерта пынисене пӗр юрӑ та пулин килӗшсен эпӗ савӑнатӑп. Ҫавӑнпа та пурне те утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫӗнӗ юррӑмсене хаклама кӗтетӗп.