Сурхури — авалхи чӑваш уявӗ. Ӗлӗкрех ӑна кун ӳсме пуҫласан ирттернӗ. Сурхурие ытларах яш-кӗрӗм, ача-пӑча хутшӑннӑ.
Сурхури ирттерме ятарласа пӗр киле пуҫтарӑннӑ. Килтен киле пуҫтарнӑ апат-ҫимӗҫрен, сӑраран, тӗрлӗ апатран сӗтелҫи майланӑ.
Сӑнавсемпе ӗненӳсем
- Сурхури ачисене ҫиллентерсен, вӗсем путексем шӑнса вилччӗр тесен, путексем шӑнса вилеҫҫӗ тесе калаҫҫӗ.
- Сурхури кун шултра тӑман ҫӳсан тепӗр ҫул мӑйӑр нумай пулать теҫҫӗ.
- Сурхури каҫ кантӑк юпланса шанмасан ҫӑва тухсан тырӑ пулмасть теҫҫӗ.
- Сурхури каҫ юр хусан мӑйӑр нумай пулать теҫҫӗ.
- Сурхури кун ирпе ҫынсем куриччен улмуҫҫисене силлесе ҫӳресен улма лайӑх пулать тесе калаҫҫӗ.
- Сурхури кун кӗрпе ҫурсан пӑрҫӑ лайӑх пулать тесе калаҫҫӗ.
- Сурхури кун пӑрҫана ҫатмапа ӑшаласа ҫисен пӑрҫа хӳхӗм пулать теҫҫӗ.
- Сурхури кун хутӑр хутарсан кантӑр вӑрӑм пулать теҫҫӗ.
- Сурхури пӑттине килти выльӑхсене ҫитерсен выльӑхсем хунаҫҫӗ теҫҫӗ.
- Сурхури сӑри тунӑ чух вуттине вӑрламасан сӑри хаяр пулмасть теҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Сурхури сценарийӗ
Статья каҫми ::
Пичет версиӗ
Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-12-27 22:43:03 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 16881 хут пӑхнӑ.