Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Шан мана, тӗнче!» литература конкурсӗн положенийӗ

1§. Тӗп тӗллевӗсем

«Шан мана, тӗнче!» интернет конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ.

Ӑмӑрту Раҫҫей Федерацийӗнчи Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Республикинчи Константин Иванов ҫулталӑкӗ ячӗпе иртет. Интернет-конкурса «Нарспин» пӗрремӗш куҫаруҫине, Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫне хунӑ паллӑ поэта Андрей Петтокие (1905–1942) халалланӑ.

2§. Интернет конкурса йӗркелекенсем

А). «Чӑваш халӑх сайчӗ» ( http://chuvash.org/ )

Ӑ). Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ( http://inset.chv.su/)

Б). Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн филологи тӗпчевҫисен пӗрлӗхӗ (http://chgign.ru/ )

3§. Интернет конкурса хутшӑнакан материалсен тытӑмӗ

А. Жанрӗсем: повесть, калав, очерк, пьеса, поэма, сӑвӑ.

Ӑ. Тема: харкамҫӑ (герой) кӑткӑс лару-тӑруран ӑнӑҫлӑ тухма, ыр ӗҫпе палӑрма, пултарулӑхпа паттӑрлӑх кӑтартма мехел ҫитертӗр.

Б. Хушма тема: авалхи паттӑрсем. Хайлава чӑваш халӑхӗн авалхи паттӑрӗсемпе ҫыхӑнтарса ҫырсан ӗҫе лайӑхрах /+2/ хаклама май парӗ.

4§. Интернет конкурса хутшӑнакансем

Конкурса 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе шкул ачисем тата вӗрентекенсемпе ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем хутшӑнаҫҫӗ.

Хутшӑнакансене ҫак ӳсӗмсене пайланӑ:

  • 11-13 ҫулхи ачасем (6-7 кл.)
  • 14-15 ҫулхи ачасем (8-9 кл.)
  • 16-17 ҫулхи ачасем (10-11 кл.)
  • 18-30 ҫулхи ҫамрӑксем
  • Шкул тата ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем.

Асӑрхаттару: пӗр-пӗр ушкӑнра хутшӑнакансен йышӗ сахал пулсан ӑмӑрту йӗркелӳҫисем вӗсене ыттисемпе пӗрлештерме пултараҫҫӗ.

5§. Интернет конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене палӑртасси

Интернет конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене комисси членӗсем палӑртаҫҫӗ. Ӗҫсен пахалӑхне палӑртма ҫак критерисемпе усӑ кураҫҫӗ: паянхи илемлӗ хайлав мелӗсемпе тата меслечӗсемпе тӗрӗс усӑ курма пӗлни (чӗлхе илемлӗхӗ), хайлав темине уҫса пама пултарни (шухӑшӗ), сюжета йӗркелени тата хайлав аталанӑвӗн тӗп паллисене пӑхӑнни, сӑнарсене тума тата уҫса пама (содержанийӗ) пултарни. Ҫавӑн пекех хайлава хакланӑ чухне ҫак уйрӑмлӑхсене шута илеҫҫӗ: хайлав калӑпӑшӗ (2 страницӑран ытла пулсан лайӑхрах хаклӗҫ /+1 е +2 балл/, ҫур страница кӑна ҫырнисене — япӑхрах /-1 балл/).

Кашни ӳсӗмри ҫӗнтерӳҫӗсене 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне палӑртаҫҫӗ. Кашни ушкӑнри прозӑпа тата поэзипе малти вырӑна тухнӑ авторсене хисеп хучӗсемпе тата хаклӑ парнесемпе чыслаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ хутшӑнакансене пурне те электрон сертификатпа тивӗҫтерет.

6§. Ӑмӑрту тапхӑрӗ тата материалсене ярса памалли мелсемпе условисем.

Ӗҫсене 2015 ҫулхи ака (апрель) уйӑхӗн 27-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Хайлавсене amartu@chuvash.org электрон адреспа ярса памалла.

Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗпе ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗччен вулакансем хӑйсене килӗшнӗ хайлава суйлаҫҫӗ. Чи нумай сасӑ пуҫтарнӑ сӑвӑ-калав «Вулакансен кӑмалне кайнӑ хайлав» номинаци ҫӗнтерӳҫи пулса тӑрать. Сасӑлав электронлӑ вулавӑшра иртет. «Вулакансен кӑмалне кайнӑ хайлав» номинацие тӗп ӑмӑртура вырӑн йышӑнман хайлава ҫеҫ параҫҫӗ.

Хайлавсене электронлӑ форматпа ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ. Текста хатӗрленӗ чухне чӑваш сарӑмне (раскладкине) усӑ курмалла, «чӑваш шрифчӗсемпе» (Times ET Chuvash, Arial Cyr Chuv йышшисем) усӑ курса пичетленӗ хайлавсене ЙЫШӐНМАҪҪӖ /май пулмасан вӗсемпе те йышӑпӑр, анчах вӑл ӗҫсене вулакансем умне каярах лартӑпӑр/.

Хайлав калӑпӑшӗ 1 страницӑран кая мар пулмалла (12-мӗш кегель, йӗркесен хушши – яланхи интервал).

Конкурса халиччен пичетленмен, ытти конкурссене хутшӑнман ӗҫсене ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ. Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫитнӗ хайлавсем конкурса хутшӑнмаҫҫӗ. Хайлавсен йышӗ сахал пулсан ӑмӑрту йӗркелӳҫисем ҫак тапхӑра ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗччен тӑсма пултараҫҫӗ — ун пирки уйрӑм пӗлтерӗҫ. Конкурса йышӑннӑ сӑвӑ-калав Чӑваш литературин электрон вулавӑшӗнче (http://lib.chuvash.org/) кун ҫути курать, конкурса хутшӑнни автор хӑй хайлавне электрон вулавӑшра пичетлеме ирӗк панине пӗлтерет. Пӗр хутшӑнакан темиҫе сӑвӑ-калав та ярса пама пултарать, ӑмӑртӑва вӗсем пурте хутшӑнӗҫ.

Хайлавпа пӗрле авторӑн тулли ятне (хушамачӗ, ячӗ, ашшӗ ячӗ), адресне, телефонпа (карас телефонпа) электронлӑ почтине ярса памалла. Вӗренекенсем хӑш шкулта (ҫамрӑксем — аслӑ шкулта) вӗреннине тата вӗренӳ учрежденийӗн ертӳҫине палӑртмалла. Ӗҫлекенсен ӗҫ вырӑнне кӑтартмалла. Шаблонне 1-мӗш хушӑмра тупма пултаратӑр.

Хайлава тематикӑна пӑхӑнмасӑр ҫырнӑ пулсан вӑл вырӑн йышӑнма пултараймасть.


 
Категорисем: Конкурссем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2014-11-18 13:30:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4471 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем