Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Александр Янташ

Александр Янташ (чӑн хушамачӗ, ячӗ: Никифоров Исаак Никифорович) — чӑваш ҫыравҫи, истори ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ. 1914 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1972 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗнче Шупашкарта чӗри тапма чарӑннӑ.

1959 ҫултанпа СССР ҫыравҫисен пӗрлӗхӗнче шутланать.

Тӑван Ҫершывӑн Аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньри тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсене тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех ӑна медальсемпе те чысланӑ.

Пурнӑҫӗ

Ҫамрӑк хресченсен шкулӗнче, Улатарти педтехникумра, Горький хулинчи Партин аслӑ шкулӗнче, ССКП ТК ҫумӗнчи Партин аслӑ шкулӗнче (1955) пӗлӳ илнӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ — пуҫланнӑранпа мӗн вӗҫленичченех. Уйрӑм пайӗн комиссарӗ пулнӑ. Пӗр хушӑ дивизи тата ҫар хаҫачӗсен редакцийӗсенче ӗҫленӗ.

Вӑрмарти МТСӑн политпай редакцийӗнче вӑй хунӑ. «По ленинскому пути» (чӑв. Ленин ҫулӗпе) журналӑн секретарӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех «Комммунизм ялавӗ» хаҫатра ӗҫленӗ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче малтан аслӑ редактор вырӑнне ӑна илнӗ, кайран тӗп редактора лартнӑ. 1955–1968 ҫулсенче издательствӑн директорӗ пулса ӗсленӗ.

1968 ҫултанпа Чӑваш ял хуҫалах институтӗнче студентсене вӗрентнӗ.

Пултарулӑхӗ

Пӗрремӗш ӗҫӗ 1945 ҫулта «Чӑваш коммуни» хаҫатра пичетленнӗ, унта унӑн «Тӑван ҫӗршыв» очеркӗ кун ҫути курнӑ.

Унӑх хайлавӗсенче ытларах пайӗпе вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи самантсем сӑнланнӑ.

Пичетленнӗ кӗнекесем:

  • «Паянхи сӑнарсем» (1959);
  • «Шанчӑклӑ ҫул» (1960);
  • «Пурнӑҫ илемӗ» (1964);
  • «Салтак чӗри» (1970);
  • т.ыттисем.

Чӑвашла А.И. Куприн калавӗсене, М.А. Шолоховӑн «Поднятая целина» романӑн 2-мӗш кӗнекине, Г. Николаевӑн «Жатва» романне, ытти ҫыравҫӑсен хайлавӗсене куҫарнӑ.

Каҫӑсем

Вуламалли

  • Бурнаевский В. Александр Яндаш ҫинчен // Тӑван Атӑл. – 1981. – 8№. – 68 с.
  • Волков И. Янташсем манмаҫҫӗ Яндаша // Хӗрлӗ ялав (Вӑрмар районӗ). – 1997, нарӑс, 11.
  • Горшков А. Салтак, писатель, тӗпчевҫӗ // Коммунизм ялавӗ. — 1984, ҫурла, 14.
  • Тенюшев И. Манӑҫми тӗлпулусем // Тӑван Атӑл. — 1984. — 8№. — 68 с.
  • Цыфаркин В. Исаак Никифорович Никифоров — Яндаш: Тӗпчевсӗ, ҫыравҫӑ // Цыфаркин В. Пирӗн ентешсем — ӳнер ӗҫченӗсем. — Вӑрмар, 1991. — 17–19 с.
  • Прохорова В.А. Яндаш Александр // Краткая чувашская энциклопедия. — Шупашкар, 2001. — 518 с.


 
Категорисем: Александр Янташ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2014-07-24 11:45:47 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7690 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем