Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Алфавит (ОП)

Чӑваш чӗлхи орфографиӗн тӗп правилисен пайӗ.

. Чӑваш алфавитӗнче 37 сас палли. Вӗсен йӗрки тата ячӗсем ҫакӑн пек:
Аа(а), Ӑӑ(ӑ), Бб(бӑ), Вв(вӑ), Гг(гӑ), Дд(дӑ), Ее(йэ) Ёё(йо), Ӗӗ(ӗ), Жж(жӑ), Зз(зӑ), Ии(и), Йй(йӑ), Кк(кӑ), Лл(лӑ), Мм(мӑ), Нн(нӑ), Оо(о), Пп(пӑ), Рр(рӑ), Сс(сӑ), Ҫҫ(ҫӑ), Тт(тӑ), Уу(у), Ӳӳ(ӳ), Фф(фӑ), Хх(хӑ), Цц(цӑ), Чч(чӑ), Шш(шӑ), Щщ(щӑ), ъ(хытӑлӑх палли), Ыы(ы), ь(ҫемҫелӗх палли), Ээ(э), Юю(йу), Яя(йа).
. Алфавитра сас паллисем ҫакӑн пек ушкӑнланаҫҫӗ: 1) сасса пӗлтерекеннисем тата 2) сасса пӗлтерменнисем.
Сасса пӗлтерекеннисем хӑйсем икӗ ушкӑна уйрӑлаҫҫӗ: 1) пӗр сасса пӗлтерекеннисем, 2) икӗ сасса пӗлтерекеннисем. Пӗр сасса пӗлтерекеннисем уҫӑ сасса тата хупӑ сасса кӑтартаҫҫӗ. Уҫӑ сасса кӑтартаканнисем — 9: а, ӑ, ӗ, и, у, ӳ, ы, э, о. Хупӑ сасса кӑтартаканнисем — 21: б, в, г, д, ж, з, й, к, л, м, н, п, р, с, ҫ, т, ф, х, ц, ч, ш.
Икӗ сасса пӗлтерекеннисем — 5: е, ё, ю, я, щ.
Сасса пӗлтерменнисем — 2: ъ, ь.
Чӑваш сӑмахӗсенчи хупӑ сасӑсем икӗ ушкӑна уйрӑлаҫҫе: 1) ялан янӑравлисем: в, й, л, м, н, р; 2) шавлӑ хупӑ сасӑсем: к, п, с, ҫ, т, х, ч, ш.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-08 23:54:42 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6492 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем