Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Анатолий Ӗмӗт

Анатолий Ӗмӗт (чӑн ячӗ Тихонов Анатолий Алексеевич) — чӑваш сӑвӑҫи. 1951 ҫулхи акан 14-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Калкасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Пурнӑҫӗ

Малтанах Сӗренкасси шкулӗнче ӑс пухнӑ, унтан Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче вӑтам пӗлӳ илнӗ. Алла аттестат илнӗ хыҫҫӑн Шупашкарти коопераци техникумӗнче бухгалтера вӗренсе тухнӑ.

Хӗрле Чутай районӗнчи потребительсен канашӗн системинче, «Йӑла» муниципаллӑ предприятире, «Путь Ильича» колхозра ревизи комиссийӗн пайташӗ пулса ӗҫленӗ.

Пултарулӑхӗ

3-мӗш ушкӑн инваличӗ пулнӑ май пушӑ вӑхӑтра поэзипе интересленнӗ. Район хаҫачӗн страницисенче унӑн саввисем час-часах пичетленнӗ. Икӗ кӗнеке авторӗ: «Ӗмӗтленнӗ, ӗмӗтленетӗп-ха...» (2013), «Ӗмӗтӗм ман малалла…» (2015).

Каҫӑсем



 
Категорисем: Сӑвӑҫсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2016-01-27 18:14:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4348 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем