«Аттилпа Кримкилте» эпосӑн пайӗ.
Иккӗмеш мухтавлани
Кашни кайӑкӑн икӗ ҫунат,
Икӗ ҫунат та ҫулӗ пӗрре.
Кашни ҫыннӑн кунӗ нумай,
Куне нумай та ӗмӗрӗ пӗрре.
Кашни куна йӗркеллӗ пурӑнасччӗ,
Ӗмӗр иртет тесе шеллес марччӗ.
Хамӑр ламтайсене астӑвасчӗ,
Аттил патшана та манас марччӗ.
Кашни пулӑ шывра пурнать,
Кашни этем ҫӗр ҫинче пурнать.
Пурнӑҫ пултӑрччӗ йӗркеллӗ,
Шӑпа пултӑрччӗ телейлӗ.
Пурӑнса ирттерер ӗмӗре этемле,
Инҫе ҫултан ялан таврӑнар киле.
Хамӑр ламтайсене асӑнса икерчӗ пӗҫерер,
Аттил патшана та асӑнса ҫиер.
1. Чаллӑ ҫарпуҫӗ тата элтепер. Авалхи чӑваш патшине элтепер тесе каланине палӑртакан чӑнлавсем нумай. Элтепер: эль — ҫӗршыв, халӑх, тепер-тапӑр, элтепер — эле тытса тӑракан ар(ер).
2. Ҫавна пула Пӳлӗхҫе кӳрентернӗ. Пӳлӗхҫӗ — авалхи чӑвашсен аслӑ пике-туррисенчен пӗри, пӗтӗм тӗнчене тытса таракан Танкӑр-туррӑн арӑмӗ, Киреметпе Сехметӗн амӑшӗ. Вӑл кашни ҫуралнӑ ҫын ҫамки ҫине унӑн пулас шӑпине ҫырать; телейлӗ ҫыннӑн ҫамки ҫине — сарӑ тӗспе, ӑна ӑраскал е ӑрӑс теҫҫӗ, телейсӗр ҫын ҫамки ҫине — хура тӗспе, ӑна хура элчел теҫҫӗ.
3. Пайӑтсен ҫаврине юрласа кӑтартар. Пайӑт тесе авалхи чӑвашсем сюжетлӑ юрӑсене калани. Пайӑтсен ҫаври — кӑссай е, хальхилле каласан, эпос.
4. Хамӑр ламтайсене астӑвасчӗ. Ламтай тесе авалхи чӑвашсем мӑн ашшӗ-аслашшӗсене каланӑ, вырӑсла — "предки" сӑмахпа куҫарма пулать.
5. Хамӑр ламтайсене асӑнса икерчӗ пӗҫерер. Авалхи йӑла тӑрӑх кашни ҫын хӑйӗн ламтайӗсене ҫичӗ сыпӑк таран астуса пурӑнмалла пулнӑ. Ҫичӗ сыпӑк таранхи тӑвансен ачисем пӗрлешме, юн хутӑштарма пултараймаҫҫӗ. Ҫичӗ сыпӑк хыҫҫӑнхисем вара — ҫичӗ ют, анчах тӑшман мар. Хальхи чӗлхере ҫыравҫӑсем час-часах "ҫичӗ ют" сӑмахпа "тӑшмана" пӗрпеклетеҫҫӗ. Ҫичӗ ют — тепле пулсан та пӗр ӑрури е йӑхри ҫын; тӑшман — ют ӑру е ют йӑх ҫынни.