Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аттилпа Марка-улӑп (П.П. Матвеев)

Аттил ҫинчен чӑвашсем нихӑҫан та манман, ӑна ялан хӑйсен авалхи патши тесе асӑнса пурӑннӑ. Ҫакна эпӗ ҫирӗплетсех калатӑп. Шупашкар районӗнче хаҫат редакторӗ пулса ӗҫленӗ чухне эпӗ час-часах ялсене тухса ҫӳреттӗм. Пӗррехинче Кивҫурт-Марка ялӗнче, вӑл ун чухне Ульянов ячӗпе хисепленекен колхоза кӗретчӗ, Анатолий Александров хушаматлӑ ватӑ ҫынран "Аттилпа Марка-улӑп" ятлӑ легенда ҫырса илтӗм.
"Аттил вӑл питӗ чаплӑ чӑваш патши пулнӑ, — тенӗ ҫав легендӑра. — Чӑвашсем ӑна питӗ хисепленӗ, юратнӑ. Аттилӑн арӑмӗ те, ачисем те пулнӑ. Унӑн тата Марка-улӑп ятлӑ юлташӗ пулнӑ. Анчах курайман ҫынсем элекленипе Аттил хӑй юлташне Марка-улӑпа хӑй патӗнчен хуса янӑ. Ҫакӑ вара ӑна инкек патне илсе ҫитернӗ. Марка-улӑп хӑй патӗнчен кайсан, Аттил тавра тасах мар чун-чӗреллӗ ҫынсем явӑҫма тытӑнаҫҫӗ. Ҫавсенчен пӗри, Аттила пӗтерес тесе, ӑна тыткӑна илнӗ пӗр хитре хӗре парнелет. Аттил вара ҫав хӗре питӗ юратса пӑрахать, урӑх ним ҫинчен те шухӑшлами пулать, пӗтӗм ӗҫне-хӗлне манать.
Аттил арӑмӗ питӗ ӑслӑ хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл Аттила тӑна кӗртме тӑрӑшать, анчах ку пӗтӗмпех кӑлӑхах пулнӑ. Аттил тӑна кӗмен.
Ҫак хушӑра, Аттила пӗтерес текен ҫын хӗтӗртнипе, леш тыткӑна лекнӗ хӗр ытларах та ытларах чӑваш патшине илӗртсе ухмаха кӑларать. Юлашкинчен вара, ҫакна пӗлсе, чӑвашсене курайман халӑхсем пӗрлешеҫҫӗ те Аттил ҫине тапӑнса килеҫҫӗ. Аттил хӑй ҫарӗпе вӗсене хирӗҫ тухать, анчах ӗлӗкхи пек ним юлми ҫӗмӗрсе тӑкаймасть. Тӑшмансем тӗрлӗ ҫӗрелле саланса каяҫҫӗ. Аттил вара килне таврӑнать те леш тыткӑна лекнӗ хӗре качча илсе туй тума хатӗрленет. Анчах туй пынӑ чухне кӗтмен ҫӗртен вилет. Леш тыткӑна лекнӗ хӗр Аттила курайман ҫынпа тарса каять.
Чӑвашсен аслӑ та чаплӑ патши вилнине пӗлсессӗн тӑшмансем тӗрлӗ енчен вӗсем ҫине тапӑнма тытӑнаҫҫӗ. Чӑвашсене йывӑртан йывӑр пулса пырать. Ҫав вӑхӑтра вара хӑйне хӑваласа янӑ ҫӗртен кунта Марка-улӑп таврӑнать. Вӑл чӑвашсене пуҫтарать те вӗсене ҫӗне ҫӗре, Атӑл тӑрӑхне ертсе килет.
Марка-улӑп Атӑл тӑрӑхӗнче чылай ҫулсем хушши чӑвашсене тӑшмансенчен хӳтӗлесе пурӑннӑ. Хӑй вилес умӗн вара вӑл чи ҫывӑх тусӗсене пухнӑ та пехилленӗ. Ҫавӑн чухне вӑл чӑвашсене хӑй ятне те, Аттил ятне те ӗмӗр-ӗмӗр астуса пурӑнма каланӑ".

П.П. Матвеев, педагогика наукисен кандидачӗ
1993 ҫ.

Ӑнлантаркӑч

Ку хайлав "Вучах" хаҫатӑн архивӗнче упранать.
Хайлав авторӗ П.П.Матвеев ҫинчен те "Аваллӑх чанӗ" хыҫсӑмахра тата "Ӑнлантаркӑчра" тӗплӗнрех вуласа пӗлме пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-28 16:59:40 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3162 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем