Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ах, телейӗм! Чӑтма ҫук телей...

Ҫӗр-тӗнче. Пӗр тӗнче. Кӗр! тӗнче.
Тата мӗн пур санран капмарри?
Пур! - чӗре ялкӑшса вут сапни;
Пур! - чунри сӑвӑ, чи тӗпӗнче!

...Ҫук - хыпмарӗ чӗре телейпе.
Ҫук - тухмарӗ чунри шӑранса.
Тек ҫӳретӗп юри... шавласа.
Тӗк тӑрса шутламасӑр пӗрре.

Чӑмӑр-ҫӗр-ҫаврашка ҫаврӑнать.
Пӑлтӑр-палтӑр кумать ман кунҫул.
Тӗл пулмарӗ хисеп, кану, мул.
Терт-инкекӗ - мӑйран ҫакӑнать.

Ах, сукмакӑм - лапра та... пушхир,
Ӑҫта ҫитӗн каплах аташсан?
Пачах ҫӗтӗн, сыв пул, - тесе - Сан;
Ҫӗре кӗрӗҫ, ак, шӑмӑ та тир.

Тек ҫӳретӗп Ҫӗре таптаса;
Кӑсъе ҫӗтӗк - ҫил ҫеҫ... алхасать.
* * *
Чунӑм, пур-ши эс ман? Ҫта-ши эс?
Чул-пӑр катӑкӗ ҫеҫ пуль эс халь.
Халь веҫех - сивӗ, пушӑ, ахаль...
Чӗре тӗлӗ кӑна - крӗст те крӗст.

Тӗнче пысӑк та пит - вырӑн ҫук
Ман валли - лӑпланса... лӑпчӑнма.
Мӑн - тӗнчи! Вырӑн ҫуккӑ... чӑна,
Хӑть ҫӗр чӑмӑрӗ витӗр эс тух.

Шупашкарӑм - шап-шурӑ хула...
Ма хура-ши ман шух шухӑшсем?
Шухӑшсем - шартлама... вутӑшсем!
Вулакан, хӑрасан - ан вула.

Анчах ҫук-тӑк ҫак сӑввӑм та хӑть -
Мӗн-ха ман? Кам-ха эп? Ҫта ман кил?
Ав, шавлать пек пасар: «Вырт та вил! -
Этемле пурнаймастӑн-тӑк кӑльт!»

Пуҫӑм-шух ухӑнать мӑй ҫинче.
Чунӑм, тух! - чунсӑр юлнӑ тӗнче...
* * *
Тусӑм, чунӑм, пит ывӑнтӑн эс...
Пусӑм-пурнӑҫ пусать те ытла.
Шутласассӑн апла та капла -
Шуса килчӗ аса тван кӗтес.

Кивӗ пӳрт, эсӗ ҫеҫ юлтӑн - Тус.
Сивӗ, тӑлӑх пуль мансӑр сана.
Хутса ярӑп ҫитсе кмакуна.
Чуп, автобус, вӗҫтер, ӑнтӑл, кус!

...Каҫ та анчӗ яла кӗнӗ чух.
Хапха пачӗ алне-хӑлӑпне.
Пилӗк ҫул ӗнтӗ ҫук ман анне.
Пин-пин ҫул тӗнче пулӗ! Вӑл ҫук...

Хӳме урлӑ кӗретӗп киле.
Хӳсе хунӑ кӗртсем хапхана.
Вӑр-хурах пек туятӑп хама! -
Вӑт кӗретӗп пӳрте... хирӗнсе.

Хура пӳрт! Ман шап-шур ӗнтӗ пуҫ.
Ална кӳр. Ах, тӑкать тем ик куҫ...
* * *
Чӳречен сарӑ ҫапнӑ карри;
Ирсерен яр уҫаттӑм туртса;
Ҫӗн куна тӗл пулаттӑм кулса;
Чӗн кӑна - эпӗ санӑн, иртни!

Мачча ҫӳллӗччӗ майсӑр тем пек, -
Пач тытаймӑн темле кармашса.
Халь тытатӑп алла кӑшт тӑсса,
Тӑрмашсассӑн, тен, пуҫ та лекет.

Сӑнӳкерчӗк кӑна стена ҫи:
Мӑнӑ, пӗчӗк, вӑтам - этемсем!
Пулнӑ ӗлӗк ӗрет-тӑвансем,
Ывӑл-хӗрӗ, ватти те вӗтти...

Халь ӑҫта... ҫӑварни? Ҫта мӑнкун?
Манӑҫа тухрӗҫ-шим пуҫӗпех?
Анӑҫа анса ларчӗҫ вуҫех
Чӑваш чысӗ те сумӗ тӑрук.

Кам хуҫа-ши кунта - ҫук пӗлме.
Ман ӑҫта-ши сӑпкам халь, анне?
* * *
Эсӗ ҫеҫ асӑмра халь... таси.
Эсӗ ҫеҫ халь пӗртен-пӗр... манпа.
Кунҫулу пулчӗ хӗн-асаппа -
Атте кайрӗ те ир ытлашши...

Пилӗк чун, пилӗк пӗчӗк чӗре -
Пин суран! Пӗр телей пайӑрки, -
Пӗр телей - ачапчу сывлани.
Пин суран - куҫҫӳль-тинӗс... ҫӗрле.

Чӑтнине - Турӑлла чӑтнӑ пуль.
Чӑннипех эс ман Туррӑм, анне!
Параймарӑм сана пӗр парне.
Таяймарӑм пуҫа пӗр ним чуль.

...Урамра ҫӳрҫӗр-сӗм ахӑрать.
Турамлать чӗрене ҫил асни.
Ҫилӗн мар, асилӳн пуль касни!
Куҫ туллин умра пӳртӗм... хӑрать.

Эсӗ ҫеҫ асӑмра халь Таси!
Эсӗ ҫеҫ сӑввӑмра - мал сасси...
* * *
Мӗн ирччен кӗҫӗр ларӑп ҫырса.
Кӗҫӗр чунӑм ҫуталчӗ-ши, тен? -
Ҫутӑ уйӑх пуль вӑл - чӗнчӗ тем
Хаш та хаш ҫил ачин сывласа.

Ах, ҫуралнӑ тӑван кив пӳртре
Сырса илчӗҫ сирми шухӑшсем;
Туррӑмран-ши... муртан-ши вӗсем?
Халь юлмарӗ пӗр ыйхӑ питре.

Хут листи халлӗхе тап-таса.
Мӗн-ши пулӗ кӑвак ҫутӑччен?
Кӗҫӗр ларӑп ҫырса мӗн ирччен.
Вӗҫтӗр сӑввӑм кулса, ахлатса...

Тен, шӑпам - таптаса тӑракан
Темӗн йывӑрӑш сивӗ пӑр-юр -
Ирӗлсе ҫӑмӑлланӗ те - Ыр,
Ыр ҫеҫ курӑччӗ сӑвӑҫӑ-Сан!

Умра шурӑ таса хут листи.
Пуҫра - шухӑ та... тунсӑх лӗкки.
* * *
Сӑввӑм - пӑвӑннӑ-хӗсӗннӗ чун.
Ӑсӑм - пуртӑ вакланӑ... турпас.
Сассӑм - шӑннӑ та пӑсӑлнӑ сас.
Сӑнӑм - кур та, хӑпса алӑ сул.

Халӗ ӗнтӗ пит кирлӗ-ши эс,
Сӑввӑм, сӑввӑм - чунпа пӗртӑван.
Савӑн, савӑн, хуҫи саманан -
Паттӑр Санӑн тӑма хал ҫитмест.

Ав, ларать чат пуҫкаснӑн, мӗлкен.
Хашлатать - вӗри ҫил пуль, чӑнах.
Аташать - асилсе тем, ухмах.
Калаҫать хӑйпе-хӑй тӑр-пӗччен.

Ыйхӑра ытарми Таяпам.
Йывӑра ним тери те туймасть.
Пуҫ ҫапса кӗлтусан та - курмасть.
Сӑвӑҫ ӳкӗ - ял кулӗ: «Айван».

Кама кирлӗ терт-чунӑм ҫунни...
Кайран пиллӗ, тен, Туррӑм - чунри!
* * *
Пурнӑҫ лавӗ ытла та капмар.
Пиҫеймерӗ манран туртасси.
Тен, пиҫейрӗ пулсан та - усси?
Хӑть те мӗн каласан та - чӑн мар.

Шаплатса ӳкни ҫеҫ халь - чӑнни!
Эх, апла хӑтланма та хал ҫук.
Тем ҫӑратӑп хута - ӑҫтиҫук.
Тек шӑлать ҫамкана ал ҫанни.

Чӗрем ҫеҫ - ялкӑшан шӗл-кӑвар!
Вӑт чӗрем пур! Тата пур тӗнче -
Кӗтӳ кашкӑр улать е мӗрче...
Ача пек е ытла та хӑр-хар.

Те - мӗлке ҫак ҫурта ҫутинче?
Те - ларатӑп эпех... тункатан?
Параппан-ши пуш пуҫӑм халь ман? -
Талтлатать шав тӑнлав тӗлӗнче.

Чӗремре - ялкӑшать шӗл-кӑвар!
Тӗнчере - йӑлт хӑрать тӗш-тымар...
* * *
Таяпа ҫинче ҫук пӗр сас-чӳ.
Кӳршӗ йытӑ ҫури те вӗрмест.
Ҫил-тӑман витӗр ҫын ҫӳремест.
Шухӑшсем ҫеҫ пуҫра - пӗр кӗтӳ.

...Ӑшӑ сарчӗ пӳрте кӑмака.
Мӗн кӑна курман пулӗ-тӗр ҫак;
Хӑй ҫумне тытса чӑмӑртӗ, ак -
Телей туйӑттӑм та, тупата!

Кӑмакам, эс пӗҫернӗ шӳрпӳ
Мӗншӗн тутлӑччӗ-ши ҫав тери?
Ах, аннем - чун-чӗремӗн Турри,
Эсӗ кайрӑн. Пӗччен халь пӳртӳ.

Эп те кайӑп. Часах. Йӑлт. Вуҫех!
Чечекпе капӑрланӗ тӑпрам.
Сӑввӑма кулса вулӗ... такам.
Ҫил ҫеҫ кумӗ йӗрсе-чӗтресех.

Ну, мӗнех... Пӗртӑван-кӑмака,
Куҫ пекех туйӑнатӑн мана.
* * *
Сивӗ пурпӗр чӗре ҫумӗнче.
Тимӗр-хурҫӑ шӑнтать-ши ҫапла? -
Пӗлтӗртен ман кӗсъе - пӑшалпа!
Перӗнме хатӗрленӗ йӗтре.

Е хуратӑп ӑна... ҫӗр айне.
Е куматӑп... хӗве пытарса -
Пистолет!.. Пӗр «хури» пасарта
Сутрӗ шалт ҫеҫ пин ҫур тенкӗпе.

Миллион ырату самантрах
Ним юлми персе анӗҫ те - вӑт -
Вӑт усси санӑн пулӗ, сив кольт!
Юн вӗрет... ҫак тӑна пырсанах.

Ҫӗр ҫинче... те - эп пур, те - эп ҫук.
Мӗрчере - шуйттансем пур пулас.
Пур тӗнче, кӳршӗсем, хамӑр кас...
Ҫук телей - хӑть чӗлхе тӑсса чуп!

Пӑшалпа тухӑп-ши... ҫул вӗҫне?
Хӑш алпа пусӑп-ши пускӑчне?
* * *
Ҫыртӑм-ҫыртӑм пуҫа мӗн килет!
Ҫӑртӑм-ҫӑртӑм шурра хуратса...
Тӳрлетмесӗр пачах, васкаса;
Шурӑмпуҫ, ак, кӑҫех ҫӗкленет.

Пулчӗ пуль пулмалли, ахӑртнех.
Юлчӗ пуль пӑнчӑ ҫеҫ лартмалли.
Куҫҫӳль пек, сывлӑм пек... юлашки!
Тӑчӗ чунӑм шӑпа хӗрринех.

Кӗпҫере - тӑхӑр граммлӑ тӑхлан.
Пӗҫертет тимӗре ал лаппи.
Чӗрере - вун чӗрен вут-таппи!
Кӗтесрен Тур юнать: «Мӗн тӑван?»

Шак! шаклатрӗ, ак, пускӑч-курок;
Шаплатайрӗ... пӑшал урайне -
Нӳрӗк ҫапнӑ-тӑр тар-патронне!
Тьху, осечка! Ӑнмарӗ... пӑртак.

Шурӑ пуҫӑм - юртан шурӑрах.
Шурӑмпуҫӑм, хӑпар хӑвӑртрах!
* * *
Чӗремре - кисренӳ вӑрҫӑлла.
Тӑнлав тӗлӗ тапать талт та талт.
Ӑсӑм ҫук. Уссӑм ҫук. Ҫук вӑй-хал.
Пернеймерӗм ҫынла! - сӑвӑҫла...

Халӗ... лар тӗлӗкле шак хытса,
Хӑратса ҫӗрлехи тӗттӗме.
Мӗн ҫитмест пурӑнма этеме? -
Ҫамрӑк пуҫҫӑн тӳнесшӗн кӑнса!

Кама кирлӗ-ши сӑвӑҫ пурри?
Ав, ҫемье те шак выҫӑ пӗрмай.
Миҫе ҫул ӗнтӗ, ӗнтӗ чылай.
Пулаймарӑм никамӑн ырри.

Укҫа ҫук. Хуҫа ҫук. Пуҫ та ҫук...
Ним те ҫук. Пур хаш сывлӑшӑм ҫеҫ.
Юлашки - юлташли... ши-чӗкеҫ! -
Йывӑрланчӗ-ҫке пит те тӑрук.

Пӗлеймерӗм ытла пурнӑҫа.
Пернеймерӗм ҫынла! - сӑвӑҫла.
* * *
Каҫӗ... Каҫӗ! Пулман кун пек каҫ:
Сӗлеке пек таҫта тӑсӑлать.
Свет юпи урамра тем нӑйлать.
Пӗр вӑй-халӑм ҫук, пӗрчӗ те, пач!

Шухӑшсем - сапаланчӑк кӗтӳ -
Пӗр ҫӗре пухӑнаймӗҫ халь тин.
Ҫӗр ҫинче ҫук усси пурӑннин.
Ҫук усси, ак, выртсан та виллӳ.

Каҫӗ... Каҫӗ! Пулман кун пекки.
Перӗнни те пулмарӗ-ҫке тем -
Вилейми пулса ҫитнӗ этем!
Этем мар - урмӑш шухӑш пуххи...

Ҫут та ҫук. Пурӑнман ҫуртсене
Сельсовет чарса лартнӑ ҫутма.
Ак, тӳнет ҫунса пӗтнӗ ҫурта.
Кӑвак ҫут ҫӗкленет ял ҫине.

Каҫрӗ... каҫӗ -темле... ӗмӗр пек.
Ҫапрӗ-пачӗ! - алне мӗн килет.
* * *
Таркӑнла вирхӗнетӗп ялтан
Хулана - ҫынлӑ... ҫумлӑ ҫӗре.
Хупаха - чӑнкӑ... шӑллӑ тӗле.
Шупашкарӑн шуххи - мӑй таран.

Манса кайӑп ҫак тертлӗ каҫа.
Канса ярӑп мӗнпур этемле.
Ҫак каҫ улшӑнтӑм эп йӑлт-темле.
Темӗскер кайрӗ урлӑ каҫса.

Ҫын пекех пурӑнаҫҫӗ ҫынсем.
Сыв пекех курӑнаҫҫӗ тата.
Сиккипех тухаяҫҫӗ ватта
Тӳресем, пуянсем, сыхҫӑсем..

Сӑвӑҫсем, ма-ши сирӗн чунсем
Йӑлт курнаҫҫӗ тӗппи-витӗрех?
Ыратсан - ыратни вирлӗрех.
Юратсан - чун та парӑр, туссем.

Сӑвӑҫсем, сирӗнтен эп пӗри -
Ҫӑлтӑрсем!.. пӗлӗтре - тем тери.
* * *
Тӳпере курӑнми таранах
Иксӗлми ырату ман, тӑван.
Илеймерӗ чуна, ав, тӑхлан.
Чун ҫӳрет халь йуле, ярханах.

Шупашкарӑм шартать ялтраса.
Этемсем - вуҫ сӗм-тӗттӗм ку чух.
Сӑпай мар халь чӑваш - майсӑр шух!
Тек кумать саманан анраса.

Сутӑнаҫҫӗ тӗпрен «ӑслисем»,
Ал пусаҫҫӗ «урра» кӑшкӑрсах.
Шур Ҫуртра... шӑл шурри курсанах -
Ай, шӑлаҫҫӗ тӗк май аллисем.

Пуху-туй-банкетсем - йӑлт та ялт!
Ялсенче - пӗр юпа та ҫутмасть.
Уйсенче - машин-трактор чупмасть.
Ҫук та ӗҫ - шабашра чӑваш ял.

Чӑваш Ен, - теҫҫӗ, - эксперимент!
Сӑмахсем... Пушӑ ҫил, тен, вӗрет.
* * *
Сӑмахсем... Урӑх чӗнмӗп сӑмах.
Шухӑшсем... Тек шутламӑп шурса.
Шурлӑх тӑрӑх ҫын евӗр шуса
Ҫӳрӗп йыш-кӗтӳре ыранах.

Тӑнлава урӑх тӗкмӗ пӑшал.
Мӗн тума хама хам пушкарас?
Ак, ӗҫес «самопал» та ташлас -
Чун, ҫул пар, сирӗл, хӑп, на... пошел!

Ӳкесле ташша ҫап та - ясар;
Хӗрт, пике, чӑнкӑланнӑ ӳте!
Те - шуйттан халь эп, те - упӑте!
Ыр этем, тӗл пулсан - манран тар...

Каярах, вӑй пухса куҫ уҫсан -
Ай Турах, чунӑм тухнӑ пулас!..
Ҫырас мар кун пирки - лӑш хӑсас.
Вӑт ҫапла... сӑвӑҫ-савӑнӑҫ Сан.

Сӑмахсем... Ҫук пӗрре те сӑмах.
Шухӑшсем... Тур ӑнланмӗ-тӗр, ах!
* * *
Туррӑм, пур-ши эс ман? Ҫта-ши эс?
Тусӑм, пур-тӑк - каҫар та вӑй пар.
Туллин сывлӑттӑм! Кил, ҫумма лар.
Чунӑм тӳннӗ, тӑма хал ҫитмест...

Хӑй ҫинчен ҫеҫ шутлас-тӑк - тем мар;
Ах, ҫунать-ҫке чун Халӑх ҫинчен!
Вӑйсӑрланчӗҫ чунсем чӑвашсен...
Куҫкӗретӗн хӑрать йӑх-тымар.

Чӑваш ҫыннӑм - тӗнче пуҫлавҫи,
Ма усатӑн пуҫна эс паян?
Юттисем-чеесем - ян та ян!
Эс вара килӳнтех - ют тарҫи.

Чӗн йӑвашӑм, кӗрле Атӑлла!
Чӑн чӑвашӑм, халь урӑх май ҫук.
Санран эп те вӑй илӗп тӑрук -
Вара пулӑпӑр! Пултӑр ҫапла!

Тусӑм, пур-ши эс ман - хурӑнташ?
Сӑввӑм тухрӗ чунран - хаш та хаш...
* * *
Ҫӗр-тӗнче. Пӗр тӗнче. Кӗр!-тӗнче.
Ав, епле ҫил-тӑманӗ касать.
Ман кӗтӳ-шухӑшлах - алхасать.
Тен, пушатрӗ ман пек... кӗленче?

Пурпӗр мар-и? Чӑтас та - пурнас,
Кӑшласан та кунҫул антӑхсах;
Ӳкиччен шурӑ пуҫ татӑлсах;
Туррӑм панӑ ҫулпа тек утас.

Ҫулӑн вӗҫӗ пуль - ҫут тӑван кил!
Тӗнче тӑрӑх кумса-ҫапӑнса
Сӑввӑм ҫитӗ-ши Ҫул ҫаврӑнса?
Хам ҫуралнӑ пӳрт ҫеҫ парӗ пил.

Ах, телейӗм, чӑтма ҫук телей -
Шеп ачалӑхӑм килчӗ аса...
Эп халь - ырӑ, ҫунатлӑ, таса!
Эп - тӗнчешӗн ҫуталнӑ Хӗвел.

Чунӑм, кул, вӗҫсӗр савӑн - пурнан!
Сывӑ пул! - тесе калӑн... ыран.



 
Категорисем: Юрий Сан
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-12-17 23:05:39 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3199 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем