Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Валери Туркай

Туркай Валерий Владимирович (чӑн хушамачӗ Ворбьев) — чӑваш сӑвӑҫи. 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫуралнӑ.

Пурнӑҫӗ

Ялти вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх университетенче, Мускаври ГИТИС ҫумӗнчи А.В.Луначарский ячӗллӗ театр аслӑ курсӗнче вӗреннӗ. Чӑваш писателӗсен союзӗн илемлӗ литературӑна пропагандӑлакан бюровӗнче, «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатра ӗҫленӗ. Пӗр вӑхӑт Чӑваш Республикин Профессионал писательсен пӗрлӗхне ертсе пынӑ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ыр кӑмӑллӑх фончӗн директорӗ.

Пултарулӑхӗ

Малтанхи сӑввисем 1976 ҫулта Комсомольски районӗнчи «Октябрь ялавӗ» хаҫатра пичетленнӗ. Унӑн «Телейпе юнашар», «Ӑста эс, ҫӑлӑнӑҫ?», «Каҫар мана» пьесисене Чӑваш академи драма театрӗпе Ҫамрӑксен театрӗн сценисем ҫинче лартнӑ. Литературӑри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн ӑна республикӑри Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премине панӑ. В.Туркай — Чӑваш Реслубликин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш халӑх поэчӗ, Украинӑри Чернигов облаҫӗнчи Остер хулин хисеплӗ гражданинӗ.

Паллӑрах кӗнекисем:

  • «Ҫӑлкуҫ ҫути» (1989),
  • «Шурӑ фарфор чашӑк» (1994),
  • «Турӑ питӗнчи куҫҫуль» (1996),
  • «Пурнатпӑр-ха» (1999),
  • «Чунӑм манӑн, чунӑм...» (2003).

Вуламалли

Каҫӑсем


 
Категорисем: Валери Туркай
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-10-16 00:53:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 11165 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем