Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Васильев Иван Степанович

Васильев Иван Степанович — чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, сӑвӑҫи, «Хӗрлӗ ялав» хаҫатӑн яваплӑ секретарӗ.

Кун-ҫулӗ

Елчӗк районӗнчи Питтӗпелте ҫуралнӑ.

Патӑрьелӗнчи педагогика училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн ӑна Лаш Таяпари вӑтам шкула вӗрентевҫӗ пулма илнӗ.

Шкулта ӗҫленӗ чухне вӑл хӗсмете каять, анчах чире пула таврӑнать.

1941 ҫулхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ӑна «Колхоз ялавне» (хальхи «Елчӗк Ен») литсотрудника илнӗ. Вӑл ҫулах, ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ӑна яваплӑ секретарь ӗҫне шанса параҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗнче хаҫатӑн яваплӑ секретарӗ пулма Осип Васильевич Васильева лартаҫҫӗ, анчах редакци ӗҫӗсене Иван Степановичӑнах пурнӑҫлама тивет. Ҫӑвӑн пекех ку вӑхӑтра вӑл ВЛКСМ Елчӗк райкомӗн бюровӗн членӗн тивӗҫне туса пырать, ҫар комиссариачӗ ҫумӗнчи пӗтӗмӗшле ҫар вӗрентӗвӗн политрукӗ пулса ӗҫлет.

1944 ҫулта Шупашкара куҫараҫҫӗ, ҫапла май вӑл ВКП (б) Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗн Чарыковӑн пулӑшуҫи пулса тӑрать. Кунта вӑл тӑватӑ ҫул вӑй хурать.

Сывлӑхӗ самай хавшанӑ май 1948 ҫулта унӑн ӗҫрен кайма тивет.

Пултарулӑхӗ

Ҫамрӑклах сӑвӑ-калав ҫырнӑ, хаҫатсемпе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ.

30 ҫул кӑна пурӑннӑ пулин те Иван Степанович куҫару ӗҫӗнче пысӑк йӗр хӑварма ӗлкӗрнӗ. Вӑл тӑрӑшнипе чӑвашла Лев Толстойӑн «Казаксем» повеҫӗ (1956, Г. Краснов-Кӗҫӗннипе пӗрле), Эммануил Казакевичӑн «Ҫӑлтӑр» повеҫӗ (1950), Евгений Рыссӑн «Хӗрача ашшӗне шырать» (1949) повеҫӗ чӑвашла пичетленсе тухнӑ.

Каҫӑсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2021-11-04 16:22:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1991 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем