Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вилӗмсӗр чун (Михаил Сениэль)

"Асӑнмалӑх..." поэма авторӗ Людмила Николаевна Васильева Тутарстан Республикин Аксу районӗнчи Таркӑн ялӗнче 1930 ҫулхи пуш уйӑхӗн вун пиллӗкмӗшӗнне ҫуралнӑ, 1949 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн вун пӗрмӗшӗнче вилнӗ. Ҫапла вара, вӑл пурӗ те вун тӑхӑр ҫул ҫеҫ пурӑннӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тата хыҫҫӑнхи калама ҫук йывӑр ҫулсене пула хӗне кайса ҫамрӑклах ҫӗре кӗнӗ. Ашшӗ, Хветут Микулайӗ, ӑна Атнакӑл Микулайӗ те тенӗ, учитель пулнӑ. Ана 1934 ҫул пуҫламӑшӗнче колхоз председательне суйласа лартаҫҫӗ. 1935 ҫул пуҫламӑшӗнче пӗр йӗксӗк, колхозри выльӑх фельдшерӗ, правленине темиҫе хутчен те тырӑ ҫыртарса илме пырать; ҫыртарса илет те сутса ӗҫсе ярать, татах пырать. Ҫакна пӗлсе тӑракан председатель ӑна юлашкинчен правленирен хӑваласа кӑларса ярать, урӑх пӗр пӗрчӗ тырӑ та ҫырса памасть. Вара ҫав ҫын Микулая тавӑрма шутланӑ, ӑна йӳҫӗ парса вӗлернӗ.
Амашӗ, Антун Кӗтерни, хут вӗренмен ахаль хресчен хӗрӗ пулнӑ. Вӑл ватӑличчен пурӑннӑ: сакӑр вун ҫичӗ ҫула ҫитсе вилнӗ. Ҫамрӑклах арҫынсӑр тӑрса юлнӑскер, виҫӗ хӗртен иккӗшне упраса ҫитереймен: Люда аппӑшӗн Зоян та пурнӑҫӗ ҫамрӑклах татӑлнӑ — хӗр ҫирӗм тӑватӑ ҫулта чухне гриппа чирлесе вӑхӑтсӑр вилнӗ. Чи кӗҫӗнни, Валя, халӗ те сывӑ. Вӑл, утмӑлтан иртнӗскер, Илешни ялӗнче пурӑнать. Унта 1963 ҫултанпах клуб пуҫлӑхӗнче ӗҫлесе пенсие тухнӑ.
Валентина Николаевна, 1955 ҫул пуҫламӑшӗнче качча кайса, мӑшӑрӗпе пӗрле ултӑ ача пӑхса ҫитӗнтернӗ — икӗ хӗр, тӑватӑ ывӑл. Урӑхла каласан, Валя шӑпи, аппӑшӗсемпе танлаштарсан, самаях ӑнӑҫнӑ темелле, анчах та пурнӑҫра хуйхи-суйхи унӑн та мӑй таранах пулнӑ: вунпӗр ҫул каялла кӗҫӗн ывӑлӗ ҫарта пӳкле вилӗмпе вилнӗ, аслӑ ывӑлӗ, Чернобыль пӑтӑрмахне пӗтерме хутшӑннӑскер, виҫӗм ҫул ҫӗре кӗнӗ. Мӑшӑрӗ тӑхӑр ҫул каяллах пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Людмила 1938 ҫулта Таркӑнти пуҫламӑш шкулта вӗренме пуҫлать, 1942 ҫулта тӑватӑ класс вӗренсе пӗтерет. Ҫитмен пурнӑҫа пула виҫӗ ҫул колхозра ӗҫлет. Вара 1945 ҫулта тин Илтрекьелӗнчи ҫичӗ класлӑ шкула вӗренме кӗрет, тӳрех улттӑмӗш класа ларать, ҫак тулли мар вӑтам шкула пӗтӗмпех пиллӗк паллӑсемпе вӗренсе пӗтерет, Мухтав хучӗ илме тивӗҫлӗ пулать. Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗр ҫул хушши Чистайри ял хуҫалӑх техмикумӗнче шут ӗҫне вӗренет. Ҫакӑ ӑна пит килӗшсех пӗтмен курӑнать, вӑл 1948 ҫулхине Аксури педагогика училищине вӗренме кӗрет.
Хӗрача спортпа туслӑ пулнӑ, йӗлтӗрпе аван ҫӳренӗ, яланах кроссене хутшӑннӑ. Пӗррехинче вӑл районти йӗлтӗрҫӗсен кросӗнче пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, унтан питӗ пиҫӗхсе килнӗ хыҫҫӑн, ҫырмара вакӑ умне выртса, шыв ӗҫнӗ. Пысӑк йӑнӑш тунӑ Люда сивӗ те чӗрӗ шыв ӗҫсе: унӑн малашне апат анми пулнӑ, ҫиме витмен, вӑл хӗне кайнӑ. Сывлӑхӗ хавшанӑскер, утаймиех пулса ҫитсен, Чистай пульницине кайса выртнӑ. Малтан ӑна, чирӗ ытла та шала кайнӑ тесе, пульницана илесшӗн те пулман. Ҫакна курсан: "Коридорта вилетӗп, ниҫта та каймастӑп!" — тенӗ Люда. Вара илнӗ. Унта вӑл икӗ уйӑх выртнӑ. Икӗ уйӑхран ӑна, сыватса ҫитермесӗрех, пульницаран кӑларса янӑ. Ултӑ уйӑхран, ҫӑварӗнчен юн аннипе, хӗр вӑхӑтсӑр вилсе кайнӑ.
Людмила питӗ илемле те маттур хӗр пулнӑ: хура мӑшӑр куҫӗ ҫӑлтӑр пек ҫунса тӑнӑ, пӗвӗ тӑпӑлкка та яштака курӑннӑ. Уҫӑ шӑнкӑрав пек сасӑллӑ, ҫуллӗ кӑкӑрлӑ, акӑш пек ярӑнса утакан пике чылай каччӑ чӗрине ҫунтарнӑ. Вӑл вилсен, ӑна пытарнӑ чух, пӗри, илтрекьелсем, пӗтӗм халӑх умӗнче унӑн тупӑкӗ ҫине ӳкнӗ, татӑлса макӑрнӑ.
"Эпӗ, йӑмӑкӗ пулсан та, аккаран яланах вӑтанаттӑмччӗ, — каласа парать Валентина Николаевна. — Вӑл ҫав тери ӑслӑ та илемлӗ ҫынччӗ, эпӗ ун ҫине пӑхса тӑранаймастӑмччӗ, вӑл сисмен хушӑра ӑна ытарайми сӑнаттӑм. Анне пире, виҫӗ хӗре, пысӑк тертпе пӑхса ҫитӗнтерчӗ. Вӗренме нихӑҫан та чарман. Вӗренӗр, аҫу вӗреннӗ ҫын пулнӑ, тетче. Аккан ӗмӗчӗсем ҫунатлӑччӗ: малалла вӗренме ӗмӗтленетчӗ, палла сӑвӑҫ пуласшӑнччӗ. Вӑл калатчӗ: Валя, эпӗ ӳтӗмпе вилсен те чунӑмпа вилместӗп тетчӗ..."
Ӗненетпӗр эпир поэтесса йӑмӑкне: учӗ аллӑ ҫул каяллах ҫӗре кӗнӗ пулин те, Людмила Николаевна Васильева /Атнакӑл/ чунӗ халӗ те пурӑнать: ҫав чун - "Асӑнмалӑх" поэма. Ҫур ӗмӗр арча тӗпӗнче выртнӑ вӑл, анчах паян ҫырнӑ пек янӑрать...

Хыпар, 1998, утӑ, 14
Михаил Сениэль


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-05-14 22:11:18 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4220 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем