Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ирхи тӗлпулу (Волгин В.)

Ирсерен эп ӑна тӗл пулатӑп ялан,
Ӗҫчен хӗр манран ир вӑранать.
Кӑвак сӑн ӳкерсен шурӑмпуҫӗ яла
Ҫӑл патне шыв ӑсма вӑл анать.

Шӑнкӑр шыв йӗрленсе ыткӑнать валак тӑрӑх,
Йӑлкӑшать кӗмӗлленнӗ витре.
Кӑвак куҫӗ хӗрӗн ҫӑлти шыв пекех тӑрӑ,
Ҫутӑ ир пек сӑн-пичӗ хитре.

1954

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-07 00:04:37 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2548 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем