Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

И.Я. Яковлев тата Тӑхӑрьял

И.Я.Яковлевӑн кун-ҫулӗ Тӑхӑрьялпа питӗ тачӑ ҫыхӑннӑ. Ҫуралнӑ хучӗпе — чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Пӑва уесӗнчи Пӳркел приказне кӗрекен Кӑнна Кушки ҫынни.

Сакӑр ҫула ҫитсен Ивана Кивӗ Пӑрӑнтӑка утильни шкулне вӗренме илсе каяҫҫӗ. «Кивӗ Пӑрӑнтӑк Сӗве ҫинче ларать. Вырӑспа чӑваш пурӑнаҫҫӗ. Пӗчӗк чиркӳ пур. Ӳссе ҫитӗнсен Пӑрӑнтӑкран хурланса тухса кайрӑм», — тесе ҫырать вӑл аса илӗвӗнче. Пӑрӑнтӑкра тӑватӑ ҫул вӗреннӗ. Гаврил Иванович Мушкеев вӑтам хресчен ҫемйинче пурӑннӑ. Г.И.Мушкеев сӑнарне Иван Яковлевич ӗмӗрӗпех асра тытнӑ. Аса илӗвӗсенче ун ҫинчен Чӗмпӗрпе Хусанти паллӑ ҫынсенчен чылай нумайрах ҫырнӑ. «Г.И.Мушкеев питӗ лайӑх ҫынччӗ. Вӑл питӗ тӑрӑшуллӑ, ӗҫе юратса, вӑр-вар тӑватчӗ. Хуҫалӑхри выльӑх-чӗрлӗхе те кӑмӑлласа усратчӗ. Эпӗ нихҫан та выльӑхсене киревсӗр сӑмахпа вӑрҫнине илтмен унран», — тесе ӑшӑ кӑмӑлпа асӑнать И.Я.Яковлев. Кивӗ Пӑрӑнтӑкпа вӑл ҫыхӑну татмасть. Чӗмпӗрте — гимназист, Хусанта студент чух канмалли вӑхӑтра ялан Пӑрӑнтӑка килет. «Мана Сӗве хӗрринче уҫӑлса ҫӳреме, пулӑ тытма питӗ кӑмӑла каятчӗ», — тесе ҫырнӑ Аслӑ вӗрентекен. XIX ӗмӗр вӗҫӗнче Пӑрӑнтӑка, Сӗве хӗррине ҫемйипех канма килсе ҫӳренӗ. Мушкеевсемпе те ҫыхӑнӑва татман. Гаврил Ивановичӑн мӑнукӗ таранччен пулӑшса тӑнӑ.

Пӑрӑнтӑксем И.Я.Яковлева хӑйне те питӗ пулӑшнӑ. Вӗреннӗ вӑхӑтра вӑл икӗ хут йывӑр чирленӗ. 1859 ҫулхи ҫуркунне сентре ҫинчен ӳксе аманать. А.И.Баратынский Пӳркелӗнчен фельдшера чӗнтерет. Аран сывалса майлашать пӗчӗк Иван. 1891 ҫулта ял шкулӗсене пӑхса ҫӳренӗ вӑхӑтра тифпа чирлет. Пӑрӑнтӑка аран ҫитсе ӳксе икӗ эрне Баратынский патӗнче сипленет. /Н.Г.Краснов, И.Я.Яковлев, 17 стр./.

Ҫулла пӗтӗм Тӑхӑрьял Хӑят пасарне пуҫтарӑнать. Пӗчӗк Иван та унта пулать. Ҫаплах, ҫимӗк иртсен Тӑхӑрьялсем Сӗве урлӑ Пӑрӑнтӑка хирӗҫ, ту ҫине пуҫтарӑнса вӑйӑ каланине те асӑнать Иван Яковлевич.

И.Я.Яковлевӑн тавра курӑмӗ, пурнӑҫ ҫулӗ Тӑхӑрьял ҫӗрӗ ҫинче чӑмӑртанать. Акӑ мӗн ҫырать вӑл кун пирки: «Пӗррехинче Чӗмпӗртен ӗҫпе Чӑваш Киштек ялӗ патӗнчен иртсе пыраттӑмӑр. Киштек ҫамрӑкӗсем вӑййа тухнӑччӗ. Ҫакна курсан, арман патӗнче чарӑнса, ҫур ҫӗр иртсе виҫҫӗччен итлесе тӑтӑмӑр. Юррисем хитре, ташшисем хӳхӗм. Ҫакна куҫҫуль кӑлармасӑр пӑхса тӑраймарӑм». Ҫамрӑкла курнӑ ҫак пулӑма Иван Яковлевич ялан асӑнса пурӑннӑ. Кун ҫинчен Мӗтри Юман та хӑйӗн ӗҫӗсенче асӑнса хӑварнӑ. 1904 ҫулта логика урокӗнче Иван Яковлевич: «Киштек ҫамрӑкӗсен вӑййи мана Эллада илемлӗхне кӑтартрӗ», — тенӗ. 1924 ҫулта ҫырнӑ «Ватӑлнӑ арӑслан» аса илӳре каллех куратпӑр патриархӑмӑр Чӑваш Киштекне манманнине. «Чӑваш тумӗсем илемлӗ, юррисем ытармалла мар лайӑх, чӑваш вӑййисен хорӗ авалхи грексенни пекех». Ҫав каҫ вӑл ӗмӗрӗнче чӑваш халӑхӗшӗн ҫеҫ ӗҫлесе пурӑнма тупа тунӑ.

Гимназирен вӗренсе тухсан И.Я.Яковлев Хусан университетне кӗрет. Ҫав вӑхӑтрах Чӗмпӗрте чӑваш ачисене хӑй укҫипе вӗрентет. Унӑн пӗрремӗш вӗренекенӗсен йышӗнче каллех Тӑхӑрьялсем ытларах пулаҫҫӗ. Илья Бюргановский-Пӳркелсем Хулаҫырминче ӗмӗр ӗҫлесе ҫӗре кӗрет. А.Г.Эдремен — Элшелсем, Ф.Н.Питшер — Кивӗ Мертлӗсем. Ачасене вӗрентме Пимӗрселӗнчи Т.П.Петрова ҫирӗплетет. Тӑхӑрьял ҫыравҫисем те Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ: Иван Юркин, Мӗтри Юман, Тайӑр Тимкки. 1896 ҫулта ҫак шкултан вӗренсе тухнӑ Г.Т.Тимофеев Элшелӗнче нумай ҫул ӗҫлесе «Тӑхӑрьял» ал ҫырӑвӗсем хатӗрленӗ. И.Я.Яковлев ӑна тӗплӗн вуласа тухнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн сӗнӗвӗсене палӑртнӑ.

Чӑваш шкулӗсен инспекторӗнче ӗҫленӗ чухне Элшелпе Пӳркелӗнче шкул уҫнӑ. Киштекри шкул ҫуртне тума укҫапа пулӑшнӑ. И.Я.Яковлев Пӳркел шкулӗнче ӗҫлеме П.П.Петровӑна янӑ. Малтанхи виҫӗ ҫул ачасем Нестеров ҫуртӗнче вӗреннӗ. 1901 ҫулта Иван Яковлевич тӑрӑшнипе ҫӗнӗ ҫурт лартаҫҫӗ. «Шкул вӑрӑм тӑрӑхчӗ. Икӗ пӳлӗмлӗ. Малти пӳлӗмӗ вӗрентекенсенччӗ», — аса илнӗ ҫак шкулта 1917-20-мӗш ҫулсенче вӗреннӗ Анна Семеновна Хлынова /1907 ҫ./. Инспекторта ӗҫленӗ вӑхӑтра И.Я.Яковлев тӗрлӗ ял шкулӗсене кӗрсе ҫӳренӗ. Унӑн ҫулӗ ҫапла пулнӑ: «...Рункӑ-Пӑва-Кӑнна Кушки-Пӳркел-Элшел-Чӗмпӗр» /Н.Г.Краснов, асӑннӑ кӗнеке, 182 стр./. Халӑха ҫутта кӑларакан шкулсем тӑрӑх ахаль курса кӑна ҫӳремен, ял ҫыннисене, вӗрентекенсене, ачасене пулӑшма тӑрӑшнӑ. Кӑна Прасковья Ивановна Антонова /Харитонова/ /Элшел/ сӑмахӗсем те ҫирӗплетеҫҫӗ: «Эпир шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра /XX ӗмӗр пуҫламӑшӗ/ Пӳркелне Иван Яккӑльчӑ килсе кайрӗ. Пире хӗрлӗ пусма парнелерӗ. Унтан эпир кӗпе ҫӗлетсе пурте пӗр тӗслӗ тума тӑхӑнса ҫӳрерӗмӗр» /В.Н.Мужиков, Пӳркел шкулӗ, ал ҫыру, 1987/.

И.Я.Яковлев Тӑхӑрьял халӑх ӗҫӗсене те хастар хутшӑннӑ. 1905-07 ҫулсенче Пӗтӗм Раҫҫей кӗрлесе тӑнӑ. Тӑхӑрьялсем те лӑпкӑ пулман. Чӗмпӗр кӗпӗрнаттӑрӗ Иван Яковлевич кайса халӑха лӑплантарма хушнӑ. Вӑл Кӑнна Кушкинче, Пӳркелӗнче ентешӗсене лӑпланма ӳкӗтленӗ. /М.Юман, суйласа илнисем, Шупашкар, 1997, 323 стр./. Кам пӗлет, ун пиркиех Тӑхӑрьялсем лӑпланнӑ-тӑр. Тутарсен Иван Яковлевич пекки пулман та. Кӗҫӗн Чӑнлӑра юн тӑкӑннӑ, 1906 ҫулта 30 ҫын пуҫ хунӑ.

И.Я.Яковлев Тӑхӑрьялсене Чӗмпӗрти тӗрлӗ кантурта ҫӗр пирки хускалнӑ ыйтусене татса пама пулӑшнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче вӑл пулӑшнипе, ҫине тӑнипе ҫак ялсем Кӑнна Кушки — 1186, Рункӑпа Утрат — 430 теҫеттин, Ахтапан — 225, Пимӗрсел 520 теҫеттин ҫӗр илнӗ.

Иван Яковлевича Тӑхӑрьялсем питӗ хисепленӗ, ялан ырӑпа асӑннӑ. Вӑл Тӑхӑрьял халӑхӗн чӗлхи ҫинче никӗсленсе чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗ. Тӑхӑрьялсемшӗн Иван Яковлевич «патша», «апостол» пулнӑ. «Унӑн ӗҫӗпе ӗмӗрӗ вӗҫӗмсӗр», — тесе ҫырать Мӗтри Юман.

Анчах пирӗн енре И.Я.Яковлева халалланӑ асӑну хӑмисем ҫук. Питӗ вырӑнлӑ пулӗччӗ вӗсене Пӳркелӗнче, Элшелӗнче, Пӑрӑнтӑкра, Киштекре вырнаҫтарсан.

М. Хӗветке.
«Хыпар», 2006, авӑн, 27


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-12 22:09:57 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6886 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем