Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кашкӑр Микулипе тӗл пулнӑччӗ

1943 ҫулхи кӗркунне пирӗн пата, Первомайски районӗнчи «Коммунар» хасат редакцине, ватӑ, сухаллӑ, типшӗмрех ҫын пырса кӗчӗ. Вӑл пире сывлӑх сунчӗ те: "Редакторӗ хӑшӗ пулать-ха кунта?" — тесе ыйтрӗ. Эпӗ ӑна алӑ патӑм:
Редакторӗ-ха ку. Эпӗ сана таҫта курнӑ. Паллакан ҫын пек туйӑнатӑн, — терӗм.
Пулма пултарать. Эпӗ леш Кашкӑр Микули-ха. Ҫӗрпӳел чӑвашӗ, — терӗ вӑл.
Урӑх нимӗн те кирлӗ мар. Эпир сана лайӑх пӗлетпӗр. Сӑввусене, юмахусене те вуланӑ, — терӗм эпӗ.
Вӑл мана хӑйӗн сӑввисене тыттарчӗ.
Вӑрҫӑ ҫинчен... Фашистсене питлекен сӑвӑсем ҫыртӑм. Вӗсене сирӗн хаҫатра пичетлеме май ҫук-ши? — ыйтать Николай Григорьевич. Чылайччен калаҫса лартӑмӑр.
Микула пичче, ман сана редакцире, типографире, ВЛКСМ райкомӗнче ӗҫлекен юлташсемпе тӗл пултарас килет. Вӗсене ху ҫинчен каласа парсан, ҫак ҫӗнӗ сӑввусемпе паллаштарсан аван пулӗччӗ. Килӗшетӗн-и? — терӗм.
Тархасшӑн. Ку маншӑн питӗ кирлӗ, — кӑмӑллӑн каларӗ Николай Григорьевич.
Тӗл пулу ҫав тери лайӑх иртрӗ. Вӑл хӑйӗн сӑввисене вуласа пачӗ. "Тӗп пултӑр фашист" уйрӑмах килӗшрӗ. Акӑ ҫапларах янӑрать вӑл:
Ҫап фашиста ураран,
Вӑл малалла ан уттӑр,
Хӑйӗн юнлӑ урипе
Пирӗн ҫӗре ан пустӑр...

Ҫап фашиста пуҫӗнчен,
Арпа пултӑр, салантӑр,
Усал фашист йӑхӗнчен
Этем чунӗ ан юлтӑр...

Эпир "Тӗп пултӑр фашист" сӑвва 1943 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Коммунар» хаҫатра пичетлесе кӑлартӑмӑр. Ҫапла пуҫланчӗ асӑннӑ сӑввӑн кун-ҫулӗ, ҫапла саланчӗ вӑл халӑхра. Тискер тӑшман хӗҫ-пӑшалӗнчен темиҫе хут хӑватлӑрах, ҫивӗчрех пулчӗ вӑл. Ӑна халӗ кашни шкул ачи пӗлет.

Ваҫлей Давыдов-Анатри
Хыпар, 2006, ҫӗртме, 6


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-16 13:38:19 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3916 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем