Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

К (ЧЧҪС, I том)

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ



КАДЕТ1, ч.с., полит. 1990 ҫулта чӗрӗлнӗ Конституцилле демократсен партийӗн йышне кӗрекен ҫын. Унта ... М.Астафьевӑн кадечӗсем те пур вӗсем державӑшӑн кӗрешеҫҫӗ, ... уйрӑм ҫын харпӑрлӑхӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Х-р, 2.09.1992, 2 с. Христиан-демократ-сем е кадетсем вара рынокшӑн. Х-р, 20.10.1992, 1 с. Раҫҫей либерал-демокрачӗсем, кадетсем, «Яблоко» членӗсем хальхи Президента хӳтӗлӗҫ. Х-р, 24.09.1996, 1 с.
КАДЕТ2, ч.с., кадет шкулӗ, кадет корпусӗ. Револю-цичченхи кадетсен корпусӗн йӑли-йӗркине тӗпе хуракан тӗрлӗ ӑсталӑх шкулӗ. Шупашкарти кадетсен шкулӗнчен вӗренсе тухсан моторист-рулевой специальноҫне алла илни ҫинчен свидетельство параҫҫӗ ... Кадет шкулне 7-мӗш класс пӗтернӗ хыҫҫӑн илеҫҫӗ. Т-ш, 2000, 42 /, 2 с. Хӗр пӗрчи ... Мускаври кадет-тинӗс шкулӗнче 6-мӗш класра вӗренет. Х-р, 22.11.2001, 4 с. Суворов училищисемпе кадет корпусӗсене 8 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн кӑна йышӑнаҫҫӗ. Ар, 2002, 32 /, 1 с.
КАКАЙҪӐ, ҫ.с. Выльӑх пусса тирпейлекен е аш-пӑшпа сутӑ тӑвакан ҫын. Какайҫӑсем сӗвеҫҫӗ ... тир. А.Т.-Ыхра, 2000, 132 с. Унӑн паян тӗп пасарти Суханов какайҫӑпа пикник вӗт. Ар, 2002, 40 /, 3 с. Ӗмӗре ирттерӗп, ... пултаруллӑ кӗтӳҫӗ е какайҫӑ пулма пултарнине пӗлмесӗрех несӗлсем патне кайӑп. Ар, 2002, 41 /, 2 с.
КАЛАЙҪӐ, п.с. Шӑвӑҫ ӑсти, шӑвӑҫҫӑ. Кӑвак ҫутӑллах пуҫ-ланатчӗ те ӗҫчен калайҫӑн, пӑхӑрҫӑн аллинчи мӑлатукӑн кӗвви — мӗн каҫ пуличченех янӑратчӗ. В.Ахун //Я-в, 1999, 11—12 /, 96 с.
КАЛӐПЛА, п.п. Ӑстала, ӑслӑла, хайла, хатӗрле. Приказ хыҫҫӑн приказ калӑплама тытӑннӑ, «...хӑтарас!», «...кӑларас!» К-н, 1977, 24 /, 2 с. Сӑвӑсем те ярӑмларӑн, повеҫсем те шӑрҫаларӑн, кулӑшсем те ӑсталарӑн, халь мӗскер-ши калӑплатӑн. К-н, 1985, 9 /, 6 с. Пултарулӑх ҫурчӗсенче романсем «калӑпласа» лараймарӑм. Х-р, 22.09.1998, 3 с. Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗнче ӗҫлет, тӗрлӗ роль калӑплать. Ар, 2001, 6 /, 3 с.
— сӑнар калӑпла (Я-в, 1976, 3 /, 25 с.; ТА, 1990, 9 /, 66 с.; Г.Федоров, 1996, 16 с.; Ар, 2001, 14 /, 1 с.);
— ҫӑхав калӑпла, жалоба калӑпла (В.Енӗш, 1986, 85 с.), кӗнеке калӑпла (Х-р, 11.12.1998, 2 с.).
КАЛӐПЛАВҪӐ, ҫ.с. Хаҫатӑн, кӗнекен т.ыт. ӗлкине хатӗрлекен, текста тата ӳкерчӗксене майласа вырнаҫтаракан ҫын. Хаҫата «Хыпар» редакцийӗн компьютер центрӗнче наборласа калӑпланӑ. КалӑплавҫӑА.Алексеев. ҪХ, 29.05.1998, 2 с. Калӑп-лавҫи Е.Фомина. АМХ, 2000, 8—10 /, 16 с. Пултаруллӑ ҫыравҫӑхӑех редактор, яваплӑ секретарь, калӑплавҫӑ, корректор. Ар, 2000, 10 /, 3 с.
КАЛӐПЛӐХ, п.с. Ҫирӗплетнӗ тӗслӗх, ҫирӗпленнӗ ӗлке; стандарт, шаблон. Суя йӑпанупа пӗр хӑнӑхнӑ калӑплӑх виҫисенчен хӑтӑлма кирлине ... вӑл мӑраннӑн «чухласа-ӑнланса» илчӗ. П.Львов //Я-в, 1991, 12 /, 24 с.
КАЛЕМ, ч.с. Ҫырмалли хатӗр, перо, ручка, кӑранташ. Ватӑлсассӑн этем, ... тек ҫыраймӗ калем. А.Смолин //Х-р, 11.04.1992, 4 с. Герман Иванов та ... калем ҫивӗчлӗхӗпе, сӑмах витӗмлӗхӗпе пурнӑҫ йывӑрлӑхӗсене хирӗҫ тӑрать. Ҫ-т, 1995, 4—5 /, 16 с. Ун аллинче мӑлатук та, калем те хӗрсе вылять. Я-в, 2000, 12 /, 70 с. Иван Ахрат калемӗ ... повеҫсем те калӑпланӑ. Ар, 2001, 21 /, 1 с.
— калем тыт (П.Хусанкай //ЧК, 1958, 21 с.; Х-р, 14.06.2000, 3 с.; Х-р, 25.07.2000, 4 с.); калемпе ҫыр (Я-в, 2000, 4 /, 3 с.); калем хуҫи «журналист» (Ар, 2002, 32 /, 1 с.).
— хут-калем (ҪХ, 1998, 49 /, 3 с.).
КАЛЕНДУЛА, ҫ.с. Пахчара (е вил тӑпри ҫинче) ӳстерекен, тӑтӑш ҫеҫке ҫуракан, сап-сарӑ чечеклӗ сиплӗ курӑк. Эс календула, сарӑ чечек, ирӗк сунпурӑнма. В.Пехил //Я-в, 1991, 12 /, 31 с. Календулӑран хатӗрленӗ эмел рак чирӗнчен сыватнӑ чухне уйрӑмах кирлӗ. Х-р, 5.01.1996, 4 с. Шӑлсене календула чечекӗсен, сар ҫип утин настойӗпе чӳхени те усӑллӑ. ҪХ, 1999, 42 /, 9 с. Календула ... мӗн хӗл ларичченех илемӗпе савӑнтарать. С-х, 2000, 43 /, 2 с.
— календула (ноготки) чечекӗ (Х-р, 8.04.1993, 4 с.; Т-ш, 2000, 34 /, 10 с.).
КАЛУ, п.с. Сӑнласа пани, каласа кӑтартни; калав. Э-э, ун пурнӑҫӗ ... хӑй тепӗр калу. С.Шавлы, 1968, 56 с. Эпикӑлла хайлав-сенчи чӗлхепе пуплеве ӑнкарма калу (повествовани) ... ҫинчен пӗлсе тӑмалла. Г.Федоров, 1994, 7 с. Тин ҫеҫ юмах-халап ҫулӗпе чупма пуҫланӑ калу [«Арҫурире»] чӑваш хресченӗн кулленхи пурнӑҫне сӑнланипе ылмашӑнать. В.Родионов //Х-р, 18.11.1998, 3 с. Калу пӗлтерӗшӗ чӑнах та пысӑк кунта [хайлавра]. Х-р, 27.12.2001, 4 с.
КАЛУҪӐ, ҫ.с., лит. Литература хайлавӗн ӗҫ-пуҫа хӑй ячӗпе каласа паракан сӑнарӗ. Калуҫӑ (тӗрӗссипе ӑна кунта халапҫӑ темеллеччӗ) хушӑран хушӑ Хӗветӗрпе пӗрлешсе каять. В.Родионов //Х-р, 18.11.1998, 3 с. Проза хайлавӗсенче калуҫӑ (повествователь) тата калавҫӑ (рассказчик) пуррине, автор сӑнарӗ темиҫе сийлӗ пулнине ӑнланмалла ҫамрӑк вулавҫӑсен. Х-р, 14.03.2000, 3 с. Кунта [сӑвӑлла юмахра] калуҫӑ сӑмахӗсене те сӑвӑласа ҫырнӑ. Х-р, 14.06.2000, 3 с.
КАЛЬКУЛЯТОР, п.п. Тӳмисене пуснипе шутлав ӗҫӗ тӑвакан электронлӑ хатӗр. Икӗ ҫыхӑ чечек мӗн хака ларассине шутласа кӑларма, паллах, нимӗнле калькулятор та кирлӗ мар мана. К-н, 1982, 19 /, 4 с. Ӗлӗкхи пек пӳрне хуҫлатса е шут шӑрҫипе мар, электронлӑ калькуляторсемпе ӗҫлеҫҫӗ. К-н, 1986, 17 /, 8 с. Магнитофонпа калькуляторсене хул хушшине хӗстернӗ каччӑсем... К-н, 1999, 4 /, 7 с.
КАМИТЛӖХ, ҫ.с. Кулӑшла ӑс-тӑн, путишле хӑтланӑш, мыскараллӑ пулӑм. Ивукри [Хв.Уяр сӑнарӗнчи] анекдотлӑх, камитлӗх тата ытларах, тата хӑрушӑрах. Г.Федоров, 1996, 50 с. М.Ухсай юрласа ярсан пӗтӗм чӑвашлӑх хӑйӗн синкерлӗхӗпе те камитлӗхӗпе куҫ умне тухса тӑратчӗ. ХК, 1998, 37 /, 5 с.
КАНАШ, п.п. Пухӑннӑ ыйтусене пуҫтарӑнса сӳтсе явакан, канашласа татса паракан сумлӑ йыш. Унчченрех ялта ваттисен канашӗ пурччӗ. Д.Гордеев, 1983, 111 с. «Совет» вырӑнне «канаш» тесен чунра ӑшӑ туйӑм ытларах вӑранать мар-и. Г.Юмарт //С-на, 1990, 392 с. Пӗтӗм влаҫа рабочисемпе хресченсен тата салтаксен канашӗ тытса илнӗ. Юхма М., 1991, 44 с. Вӑлах ... факультетри студентсен канашне ертсе пырать, ЧНК Мӑн канашӗн членӗ. ҪХ, 27.02.1998, 3 с.
— Патшалӑх Канашӗ (Х-р, 1906 ҫул; Х-р, 10.10.1998, 2 с.); ял канашӗ (Хумма Ҫ., 1924, 63 с.; ЧЕ, 1998, 33 /, 5 с.); Ученӑйсен канашӗ (Я-в, 1990, 5 /, 27 с.); атамансен канашӗ (Х-р, 27.06.1997, 1 с.).
КАНАШЛУҪӐ, ҫ.с. Канашлӑва хутшӑнакан ҫын. Хӑш-пӗр канашлуҫӑсем те кӑмӑллӑн хускалкаласа илчӗҫ. Х-р, 14.03.1997, 3 с.
КАНАШҪӐ, п.с. Пуҫлӑха канаш-сӗнӳ парса пулӑшакан ятарлӑ ҫын; советник. Вӑл Пӑрттасӑн чи шанчӑклӑ ... канашҫи. Юхма М., 1983, 129 с. Буш президентпа унӑн тӗп канашҫисем. Х-р, 15.01.1993, 3 с. Эпӗ ӑна [президента] наци ыйтӑвӗсемпе лайӑхрах канашҫӑ суйласа илме сӗннӗ пулӑттӑм. Х-р, 25.12.1997, 4 с. II Микулай патшан та канашҫӑсем нумай пулнӑ. ҪХ, 1998, 37 /, 3 с.
— ҫар пуҫӗн канашҫи (ЧС, 1994, 9 кл., 7 с.); акционер обществин председателӗн канашҫи (ҪХ, 1999, 10 /, 3 с.).
КАНӐҪ(У) е КАНӐҪЛӐХ, ҫ.п. Арлӑх йӑпанӑвӗ, секс (туп.) киленӗҫӗ; рехетлӗх. Эксгибиционизм ҫыннӑн ӑс-тӑнӗ секс енчен тӗрӗс мар аталанни... Хирӗҫ пулакан ҫынсем хӑраса ӳкни, ҫухалса кайни вӗсене канӑҫ кӳрет. ҪХ, 1998, 38 /, 4 с. Чылайӑшӗ ҫак ӗмӗтсене [секс фантазине] канӑҫу патне ҫитме пулӑшакан хӑватлӑ мел вырӑнне хурать. С-х, 1998, 7 /, 4 с.
— ар канӑҫлӑхӗ (Х-р, 2.03.1993, 3 с.; В.Абрамов, 1998, 6 с., 11 с.).
КАНИХВЕТ (КАНХВЕТ, КӐНАХВЕТ, КӐНАХВИТ), п.в. Пылак ҫимӗҫ тӗсӗ; канфет. Пырса хурать минтер айне е канхветне, е шӑккӑлатне. М.Ставский //К-ш, 7.04.1990, 4 с. Тяпкин пӗр хутаҫ канхвет илсе килсе [пӗчӗк артистсене] парнелерӗ. Х-р, 25.02.1997, 1 с. Дипломатӗнчен шампань эрех, пӗр курупка канихвет кӑларса сӗтел ҫине хучӗ. Х-р, 7.02.1997, 4 с. Мӑшӑрлӑ пулӑр тесе икшер канихвет ҫитерчӗ. ҪХ, 1998, 1 /, 4 с.
— канхвет-премӗк (Я-в, 1991, 6 /, 32 с.); канихвет-пӗремӗк (ХС, 1999, 1 /, 2 с.); кӑнахвет-премӗк (Ҫ-т, 1999, 1—2 /, 51 с.); канихвет-ирис (В.Эктел, 1996, 32 с.);
— канихвет курупки (ҪХ, 1999, 6 /, 4 с.); канихвет хучӗ (Х-р, 27.11.2001, 3 с.); кӑнахвит ҫи (ТА, 2002, 5 /, 16 с.);
— тутлӑ канихвет (ҪХ, 1999, 11 /, 11 с.).
КАНТУРҪӐ, п.с., калаҫ. Кантурта,хуҫалӑхпа финанс ыйтӑвӗсене татса паракан ҫӗрте ӗҫлекен ҫын; тиек (туп.), чиновник. Ҫак аптраман чӑваш пупсемпе пуянсенчен, куштан-семпе хыт кукарсенчен, патша кантурҫисенчен куҫ умӗнчех йӗкӗлтесе кулнӑ. В.Ахун, 1977, 81 с. Анчах лав вырӑнтан тапранмасть, ... кантурҫӑ-хыснаҫӑсене хӗтӗртсе тӑмалла. Х-р, 10.12.1996, 3 с. Кӗҫех вырӑнти чиновник-кантурҫӑсем пирки тивӗҫлӗ органсем уголовнӑй ӗҫ пуҫараҫҫӗ. К-н, 1999, 3 /, 4 с.
КАНУҪӐ, ҫ.с. Ятарлӑ вырӑнта (кану ҫуртӗнче, курортра т.ыт.) канакан ҫын. Аслӑ материсем ҫинчен шухӑшлакан ҫамрӑк та вӑл [А.Емельянов геройӗ], Марфинӑра эрехпе аташакан кануҫӑ та. М.Ставский //Я-в, 1991, 1 /, 22 с.
КАРАПҪӐ, ҫ.с. Карап тӑвакан ҫын, карап ӑсти. Пӑрачкав районӗнчи Висяга ялӗнче пӗтӗм тӗнчипех паллӑ А.Н.Крылов карапҫӑ ҫуралнӑ. Х-р, 23.01.1996, 4 с.
КАРАТИСТ, ҫ.с. Каратэпе аппаланакан, каратэ ӑслайӗсене пӗлекен ҫын. Каратист — чи ҫивӗч, чи йӑрӑ ҫын. Д.Гордеев, 1988, 274 с. Каратист мар пулсан, политик та пулас ҫук тейӗн. ҪХ, 1997, 28 /, 2 с. Федоров президент каратист-и. [Пуҫелӗк]. Х-р, 7.05.1998, 4 с. Надя ҫамрӑк поэтесса та, каратистка та. Т-ш, 1999, 32 /, 1 с.
— вырӑнти каратистсем (А-и, 1991, 24 /); Чӑваш ен каратисчӗсем (Т-ш, 1999, 4 /, 11 с.); чӑваш каратисчӗ (Х-р, 16.08.2000, 4 с.);
— каратистсен турнирӗ (ҪХ, 1997, 48 /, 2 с.); каратист-тренер (Ар, 2002, 19 /, 1 с.).
КАРАТЭ, п.с. Яппунсен хӗҫ-пӑшалсӑр хӳтӗленмелли меслетлӗхӗ (туп.) ҫинче никӗсленнӗ спорт кӗрешӗвӗн тӗсӗ, чи сисӗнкӗллӗ вырӑнсене ҫара алӑпа е урапа тивертсе тапӑнакана ҫӗнме тӑрӑшни. Каратэ е самбо меслечӗсене алла илмелле учительсен. К-н, 1982, 21 /, 11 с. Ҫамрӑк чухнех Давид самбо, дзюдо тата каратэ мелӗсене... лайӑх вӗренсе ҫитнӗ. М.Сунтал, 1990, 132 с. Хӑвна кӳрентерсен каратэпе сыхланни пулнӑ-и. Т-ш, 1999, 32 /, 1 с.
— каратэ секцийӗ (К-н, 1982, 17 /, 6 с.; Х-р, 20.06.1997, 4 с.; Т-ш, 1999, 4 /, 11с.); каратэ клубӗ (Д.Гордеев, 1988, 261 с.); каратэ ӑсти (ҪХ, 1998, 45 /, 2 с.);
— контактлӑ каратэ (Х-р, 20.06.1997, 4 с.; ҪХ, 2000, 6 /, 11 с.; С-х, 2000, 14 /, 1 с.); каратэ-кекусинкай (ҪХ, 1997, 28 /, 3 с.); сето-кан каратэ (Ар, 2002, 19 /, 2 с.).
КАРАТЭ-ДО (КАРАТЭДО), ҫ.с., спорт. Каратэ ӑсталӑхӗ. Каратэ-до, волейбол, аэробика, ушу секцийӗсем пур. КЯ, 27.10.1990, 2 с. «Хура пиҫиххи»«Тантӑшӑн» каратэ-до шкулӗ. Т-ш, 25.09.1991, 4 с. Пирӗн паллӑ спортсмен каратэдо кӗрешӗвӗн шотокан мелӗпе пиллӗкмӗш дана ҫитнӗ. Х-р, 4.03.1994, 1 с. Елчӗксем каратэ-до енӗпе ҫӗнтерекене «Волга» автомобиль парнеленӗ. Х-р, 6.07.1999, 4 с.
— каратэдо инструкторӗ (Х-р, 27.10.1992, 4 с.); каратэдо шкулӗ (Х-р, 4.03. 1994, 1 с.); каратэ-допа кӑсӑклан (Т-ш, 1999, 32 /, 1 с.);
— сетокан каратэ-до, фудокан каратэ-до (ҪХ, 2000, 6 /, 11 с.).
КАРТЛАҪ, п.в. Картлашка; пусма, пусӑм. Вӑл малтан запасри юстици капитанӗ ҫеҫ пулнӑ-мӗн, ӑна тӳрех 5 картлаҫ сиктерсе хӑпартнӑ. Х-р, 4.09.1996, 3 с. Пӗринчен тепри илемлӗ ҫамрӑксем...картлаҫпа анса каяҫҫӗ. Х-р, 5.02.1997, 3 с. Чӑвашлӑх идейине тӗпе хурса ӗҫлени вӗсемшӗн ҫутта тухмалли пӗрремӗш картлаҫ пулнӑ имӗш. ҪХ, 1997, 38 /, 4 с.
— картлаҫпа хӑпар (В.И.Паймен, 1964, 59 с.); картлаҫ ҫинче тӑр (Д.Гордеев, 1983, 193 с.); картлаҫ ҫине лар (М.Юхма, 1991, 93 с.);
— пусма картлаҫӗ (А.Эсхель, 1983, 38 с.); кун-ҫул пусмин картлаҫӗсем (Ю.Артемьев, 1991, 140 с.); влаҫ картлаҫӗ (Х-р, 13.04.1996, 2 с.).
КАРТТУН е КАРТУН1, п.в. Хытӑ хулӑн хут; картон. Пӳртре картун арчаран кӑларать вӑл аппарат. Е.Афанасьев, 1972, 40 с. Юсавсӑр электропроводкӑна пула пӳрт ӑш-чиккине ҫапнӑ карттун хыпса илнӗ иккен. Х-р, 25.09.1996, 1 с.
— картун татӑкӗ (А.Яндаш, 1959, 38 с.); картун курупка (К-н, 1981, 14 /, 10 с.); карттун курупка (А.Т.-Ыхра, 2000, 30 с.).
КАРТУН2, п.в. Тӑшман тапӑнӑвне сирмелли, пӑлхавлӑ халӑха чармалли хурал карти е сыхлӑх вырӑнӗ; кордон. Пасарта хӑйсен ентешне вӗлернипе урса кайнӑ азербайджансем, лешӗн виллине йӑтса, ... милици картунӗсене сирсе Кремлелле утнӑччӗ. Х-р, 21.08.1998, 3 с. Боевиксене Дагестанран хӑваласа кӑлармал-лаччӗ те Чечняра санитари картунӗ туса хумаллаччӗ. ҪХ, 2000, 12 /, 5 с.
КАСАМАТ, ч.с. Тӗрме, камера. Хупса лартчӑр вӗсене... Касаматра ҫӗрччӗр. В.Алендей, 1986, 296 с. Кунта ҫӑлакана пӑталамаҫҫӗ, поэтсене касамата хупмаҫҫӗ. Н.Ишентей, 1997, 16 с. Следовательте, юстици комиссарӗнче ӗҫленӗ чух вӑл миҫе ҫынна касамата ӑсатни ... пирки паян кунччен те тулли хурав ҫук. ҪХ, 1999, 42 /, 5 с. Кураймарӗ Иван тете хӑйӗн ывӑлӗпе Митта Ваҫлейӗ асап касамачӗсенчен хӑтӑлса тухнине. В.Ахун //Я-в, 1999, 11—12 /, 98 с.
— касаматра касӑл (Н.Исмуков, 1990, 104 с.).
КАСӐХУ, ҫ.с. Антӑху, ӑнтӑлу, хыпӑну. Касӑхӑвӗ вара патшалӑхӑн ку тӗлӗшпе виҫесӗрех пулнӑ. Тинӗс ҫар флотне вунӑ ҫул хушшинче икӗ хут ӳстерме планланӑ. Л.Таллеров //Х-р, 24.07.2001, 2 с.
КАҪАЛӐК, п.п. Хутлӑх, анлӑх, талккӑш; область, сфера. Ҫавӑнтанпа вара Василий Филиппович культурӑпа ҫутӗҫ каҫалӑкӗнче ӗҫлет. С.Шавлы, 1968, 100 с. Тырра халь каҫалӑкпа вырмаҫҫӗ. Анчах аслӑ пурнӑҫ уй-хирӗнче кашни ҫыннӑн хӑйӗн каҫалӑкӗ пур. А.Эсхель, 1983, 155 с. Пурнӑҫ нушине ҫамрӑклах хуҫалӑх ӗҫӗн тӗрлӗ каҫалӑкӗсенче астивнӗ. Я-в, 1995, 9 /, 57 с. Вӑкӑр умӗнче анлӑ каҫалӑк уҫӑлать, пур пуҫару та ӑнӑҫать. Х-р, 11.04.1998, 8 с.
— ӗҫ каҫалӑкӗ (Хв.Уяр, 1978, 30 с.); проза каҫалӑкӗ (Ю.Артемьев, 1980, 86 с.); чун каҫалӑкӗ (А.Емельянов, 1985, 346 с.); литература каҫалӑкӗ (Э-и, 1992, 11 /, 5 с.; УС, 1999, 46—47 /, 7 с.; С-р, 2002, 40 /, 6 с.); наука каҫалӑкӗ (Х-р, 24.08.1993, 3 с.); пултарулӑх каҫалӑкӗ (Ҫ-т, 1999, 1—2 /, 29 с.); кун-ҫулӑмӑр каҫалӑкӗ (А.Смолин, 1999, 40 с.); ҫырулӑх каҫалӑкӗ (Х-р, 9.01.2002, 4 с.).
КАҪӐХУ, ҫ.с. Арлӑх ҫыхӑнӑвӗ вӗҫӗнчи рехет; савӑшу (туп.) пылаклӑхӗ, оргазм. Хӗрарӑмӑн, каҫӑхӑва ҫывхартас тесе, кӗртӗш сенкерлисене (мышцисене) вылятма-хутлатма хӑнӑхмалла. А-и, 1991, 24 /, 7 с.
КАФЕ-БАР, ҫ.с. Эрех-сӑра тата ҫыртмалли сӗнекен пӗчӗкҫӗ ресторан. Вулав залӗнче «кафе-бар» уҫӑлнӑ. ҪХ, 1997, 20 /, 7 с. Ҫакӑнтах кафе-бар, столовӑй, типографи, акт залӗ вырнаҫӗ. Х-р, 28.04.1999, 3 с. Ҫав туссем ӗҫрен тухсан, хӑшӗсем формӑпах, кафе-барсенче ларма юратаҫҫӗ. Ар, 24.07.2001, 3 с.
КАЧАКА, 1. Ҫ.п., астрол. Хӗвелтухӑҫ йӑлипе ҫулталӑксен ылмашӑвне кӑтартакан 12 паллӑран саккӑрмӗшӗ. Качака [ҫулӗ] ҫӗнӗ туйӑмсемпе хавхалантарать. Т-ш, 13.02.1991. 8 с. Качака, Сурӑх, Кушак — зороастризм календарӗнчи ҫулсен ячӗсем. Я-в, 2000, 4 /, 52 с. Китай календарӗпе 2003 ҫул Хура Качака ҫулӗ шутланать. КҪ, 2002, 52 /, 1 с.
2. Ҫ.п., астрол. Ҫак чӗрчунпа палӑртакан ҫулталӑкра ҫуралнӑ ҫын. Кӑҫал Качакан илӗртӳллӗ ҫулҫӳрев, ... кӗтмен тӗлпулусем пулӗҫ. Т-ш, 13. 02.1991, 8 с. Качакасем аранах ... бизнес ӑнӑҫлӑ аталанасса кӗтсе илӗҫ. ҪХ, 1998, 52 /, 7 с. Вӑл [Кушак] Качакана лайӑх пӑхать. Т-ш, 1999, 1 /, 2 с.
— Хӗрарӑм-качакасем (Ар, 2001, 3 /, 3 с.).
КАЧАКА, Ту качаки, ҫ.п., астрол. Ҫулталӑк ҫаврӑмӗпе пыракан Хӗвел ҫав ятлӑ ҫӑлтӑрсен ушкӑне кӗрсен (22.XII—20.I) ҫуралнӑ ҫын. Ту качакине Непал астрологӗ чуна ҫӗклентерсе яракан ӗҫ-пуҫ пуласса шантарать. Т-ш, 27.02.1991, 7 с. Ту кача-кисен ҫӗнӗ туссем тата хӳтӗлевҫӗсем тупӑнӗҫ. ХС, 1999, 11 /, 3 с. Ҫӑлтӑрҫӑсем Ту качакисене ҫак профессисене суйласа илме сӗнеҫҫӗ, сад ӑсти, политик, ученӑй, шахтер. Ар, 2001, 3 /, 3 с.
— Ту качаки палли (ҪХ, 1999, 3 /, 11 с.)
КӐВАККИ, ҫ.п., калаҫ. Арсене савакан арҫын; гомо-сексуалист, гей. Рим-католик чиркӗвӗсенче «кӑваккисене» хытӑ сивлеҫҫӗ кӑна мар, ылханаҫҫӗ те. Х-р, 15.05.1997, 3 с. Ҫав кӑларӑмах ОРТ генпродюсерне Константин Эрнста та «кӑваккисен» шутне чиксе хучӗ. ҪХ, 1999, 6 /, 8 с. Эпӗ «кӑваккисем» патне суйлав ӗҫӗпе кайма хатӗрленетӗп-ха. Х-р, 2.03.2000, 4 с. Ҫакӑ [шӑрҫа] эсир «кӑваккине» пӗлтермӗ, пачах урӑхла — питӗ стильлӗ пулӗ. ҪҪ, 28.04.2000, 4 с.
— «кӑваккисен» кланӗ (ҪХ, 2002, 23 /, 5 с.).
КӐВАКЛӐХ, п.с. Кӑвак сӗм, кӑвак талккӑш; сенкерлӗх. Кӑваклӑхра курнать ик мачта. С.Шавлы, 1958, 80 с. Каҫкӳлӗм канлӗн киленеҫҫӗ ҫӳл тӳпери кӑваклӑхпа. Ю.Сементер, 1987, 5 с. Таҫта лере, ҫӑлтӑрсем хушшинче курӑнакан кӑваклӑхра, сип-сивӗ инҫет хуҫаланать. А.Емельянов, 1990, 55 с. Кӑваклӑхри ҫак сивӗ юр та чуна ыраттарса юлать. А.Т.-Ыхра, 2001, 76 с.
— сӗм кӑваклӑх (Ҫеҫпӗл М.); ирхи кӑваклӑх, хуп-хура кӑваклӑх, тӳпе кӑваклӑхӗ, инҫет кӑваклӑхӗ (Хв.Агивер, 1984, 16 с., 48 с., 78 с., 109 с.); тӑп-тӑрӑ кӑваклӑх (П.Афанасьев, 1985, 22 с.); ҫурхи кӑваклӑх (ХП, 1990, 2 /, 11 с.).
КӐВАСАК, п.п. Йӳҫӗ тутӑ; йӳҫек, йӳҫенкӗ. Паян та атом кӑвасакӗ яппун ҫыннин тути ҫинче. А.Воробьев, 1963, 14 с. Юлаканнисен вара чунра кӑвасак пурах, театра тӗпчекене ҫухататпӑр. Х-р, 24.09.1996, 4 с.
КӐЛАВА, ч.с. Район (е хула) администрацийӗн пуҫлӑхӗ; райадминистраци (туп.) пуҫлӑхӗ. Кӑлавара ӗҫленӗ В.Петров хваттерсене ... хӑй тӗллӗн валеҫнӗ иккен. Х-р, 16.08.1996, 3 с. Кушков кӑлава пулма килӗшӗ-ши. Х-р, 13.09.1996, 3 с. Пуҫа усса тухрӑмӑр хамӑр шанса суйланӑ кӑлава патӗнчен. ХС, 1999, 27—28 /, 2 с. Районӑн унчченхи пуҫлӑхӗ те, хальхи кӑлава та ку енӗпе ӗҫлемен. Ч-х, 2001, 6 /, 3 с.
— хуласемпе районсен кӑлависем (ЧҪ, 1998, 14 /, 11 с.); районсемпе хуласен администрацийӗсен кӑлависем (ХС, 1999, 23 /, 1 с.); Шӑмӑршӑ кӑлави (Х-р, 7.02.1997, 2 с.); Муркаш кӑлави (А-и, 2000, 1 /, 3 с.).
КӐЛАРӐМ, ҫ.п. Радиопа паракан е телевиденипе кӑтар-такан пӗр-пӗр программа; передача. Хамӑр та пӗчӗк чухне «Спо-койной ночи, малыши» передачӑна еплерех кӗтеттӗмӗр те. Ун чухне чӑвашла тухакан унашкал кӑларӑм ҫукчӗ. ҪХ, 1999, 9 /, 12 с. «Ӑраскал»наци кӑларӑмӗ [Пуҫелӗк]. ҪХ, 1999, 29 /, 1 с. Миҫе ҫул ӗнтӗ [Г.Вастрюкова] ача-пӑча передачисен редакцине ертсе пырать. Вӑл хатӗрлекен «Шӑнкӑрав» кӑларӑма итленӗ хыҫҫӑн чун ҫемҫелет. Т-ш, 1999, 10 /, 1 с.
— радио кӑларӑмӗсем (Д.Гордеев //В-х, 8.07.1991, 12 с.);
— кӑларӑм хатӗрле, кӑларӑм пӑх (Х-р, 21.08.1998, 1 с.); кӑларӑма хутшӑн (ҪХ, 1999, 2 /, 12 с.).
КӐМӐЛ-СИПЕТ, ҫ.с. Таса чунлӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ, чыслӑ та ӗренкеллӗ пулас туртӑм; чун-чӗре пархатарлӑхӗ. Наука-техника кӑмӑл-сипетрен хӑвӑртрах аталансан ... ырӑ пулас ҫук. ТА, 1989, 9 /, 57 с. Халӑхӑн кӑмӑл-сипечӗ пирки вырӑнти масара курнипех калама пулать. КЯ, 1.11.1989, 1 с. Ял ачисем кӑмӑл-сипет енчен тасарах, черченкӗрех. Е.Васильева, 1999, 24 с. Пуянлӑх ҫинчен пуҫа ватсах ӗнтӗ кӑмӑл-сипет мӗнне манатпӑр. ҪХ, 2000, 14 /, 4 с.
— кӑмӑл-сипет тасалӑхӗ (ТА, 1990, 12 /, 64 с.; ҪХ, 1998, 13 /, 1 с.); кӑмӑл-сипет ыйтӑвӗсем (Т-ш, 16.10.1991; ХШ, 1997, 5—6 /, 100 с.); кӑмӑл-сипет тӗреклӗхӗ, кӑмӑл-сипет пуянлӑхӗ, кӑмӑл-сипет никӗсӗ (Х-р, 23.03.1993, 3 с.); кӑмӑл-сипет сучӗ (Г.Федоров, 1996, 112 с.); кӑмӑл-сипет принципӗсем (Х-р, 23.01.2001, 2 с.).
КӐМӐЛ-СИПЕТЛӖХ, ҫ.с. Кӑмӑл-сипет, ӗренкелӗх, нрав-ственность. Турра шӗкӗр, чӑн-чӑн кӑмӑл-сипетлӗх утравӗсем сыхланса юлнӑ-ха. Х-р, 17.06.1993, 4 с.
КӐМӐЛ-СИПЕТСӖРЛӖХ, ҫ.с. Ӗренкесӗрлӗх, чыссӑрлӑх, путсӗрлӗх. В.Иванов та хальхи несӗлсӗрлӗхпе кӑмӑл-сипетсӗрлӗхе ҫак тӗнпе тӳреммӗнех ҫыхӑнтарасшӑн. В.Егоров //Х-р, 16.08.2000, 4 с.
КӐНАХВЕТ е КӐНАХВИТ, п.в. Канихвет туп.
КӐРИТУР, п.в. Ҫуртӑн пайӗсене, пӳлӗмсене ҫыхӑнтаракан тӑрӑхла хушӑ; коридор. Пӗтӗм кӑритура янӑратмалла ҫухӑрса ячӗ. Я-в, 1995, 10 /, 79 с. Пилӗк пӳлӗмре ултӑ редакци выр-наҫнӑччӗ... Кӑритурта та 2—3 сӗтел ларнӑ. Ҫ-т, 1999, 1—2 /, 3 с. Пӳлӗме шӑнӑҫайманран кӑритурта ташлатчӗҫ. ҪХ, 1999, 8 /, 12 с. Кӑритура упаленсе тухрӑм. Х-р, 12.05.2000, 3 с.
— шкул кӑритурӗ (Х-р, 7.05.1996, 4 с.); факультет кӑритурӗ (Х-р, 7.05.1996, 3 с.); министерство кӑритурӗ (Х-р, 7.05.1996, 3 с.); институт кӑритурӗ (ҪХ, 1998, 37 /, 11 с.); Патшалӑх Думин кӑритурӗ (Х-р, 20.07. 2001, 3 с.);
— кӑритур стени (ҪХ, 1998, 44 /, 4 с.); кӑритур тӑршшӗ (Х-р, 2.07.1999, 3 с.).
КӐРЛАЧ, ч.с. Ҫулталӑкӑн пӗрремӗш уйӑхӗ, январь. Кӑрлач ҫаплах-ха юр аллать. А.Тимбай, 1985, 24 с. 1980 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче эпӗ ... Мускава таврӑнтӑм. Х-р, 26.06.1992, 2 с. 1941 ҫулхи раштав, 1942 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗсенче шартлама сивӗсем тӑчӗҫ. Ҫ-т, 1995, 4—5 /, 24 с. Чӳречерен юрпа сапать кӑрлач. Н.Ишентей, 1997, 6 с. 1942 ҫулхи кӑрлачра ... фронта ӑсатма пуҫланӑ. ҪХ, 2001, 47 /, 3 с.
— кӑрлач сивви (С.Шавлы, Юхма М., В.Алентей...); кӑрлач шартлами (Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 9 с.).
КӐРУҪҪЕЛ (КӐРУҪҪЕЛЬ) е КРУҪҪЕЛ, п.в. Ача-пӑчана е уяври халӑха ҫавӑрса ярӑнтармалли хатӗр; карусель. Ни хатӗрленме, ни пуҫ тавра ҫавӑрттарса пӑхма! Чисти кӑруҫҫель! Хв. Агивер //К-н, 1982, 2 /, 6 с. Мӗнпур япала хӑрушӑ кӑруҫҫель пек пӑлтӑртатура. В.Эктел, 1996, 89 с. Апла-тӑк ҫаврӑнтӑр круҫҫелӗ ҫак пысӑк та хивре тӗнчен! Г.Ирхи, 1991, 69 с. (Ҫавах //ҪХ, 2002, 6 /, 10 с.). Виҫӗ круҫҫел умӗнче те ҫынсем туллиех. Х-р, 16.05.2002, 4 с.
— «кӑруҫҫел» ту (В.Садай, 1969, 23 с.); кӑруҫҫел ҫаврӑн (ХС, 1997, 32 /, 2 с.).
КӐСӐКЛАНУ, ҫ.с. Мӗн патне те пулин чун туртни, алӑ выртни; интерес, ӑнтӑлу. «Карӑшра» ытларах орнитологсем. Ҫамрӑк вӗренекенсем ҫак кӑсӑкланӑва ачаранах алла илеҫҫӗ темелле-и. Х-р, 28.09.1996, 3 с. Кӑсӑкланӑвӗ питӗ пысӑкран Леонид иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ пурсуй йытӑсен ӑмӑрту куравне йӗр-келет. ҪХ, 1998, 45 /, 2 с. Ку арҫыншӑн халь пурнӑҫ йӑлт ар-каннӑн туйӑнать. Уншӑн нимле кӑсӑклану та юлман. ҪХ, 2000, 14 /, 8 с. Пӗр-пӗр кӑсӑклану пулмаллах. ҪХ, 2000, 37 /, 9 с.
КӐТАРТМӐШ, п.с. Пӗр-пӗр ыйтупа ҫыхӑннӑ япаласене е пулӑмсене кӗнекере кӗскен асӑнса тухни; указатель. Юмах сюжечӗсен кӑтартмӑшӗнче (указателӗнче) ... 449 сюжет шутланать. ЧХС, 1973, 1 т., 9 с. Ку кӑтартмӑша Чӑваш Республикин кӗнеке палатинчи картотекӑра упранакан хыпарсем тӑрӑх хатӗрленӗ. ЧЛК, 1998, 45 с. В.Г. Егоровӑн «Чӑваш чӗлхи ҫинчен ҫырнӑ ӗҫсен кӑтартмӑшӗ» ... те интереслӗ. Н.Егоров // ХШ, 2000, 4 /, 102 с. Ухсай Яккӑвӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ (ҫулсен кӑтартмӑшӗ). В.Станьял, 2001, 62 с.
— чӑвашла-вырӑсла кӑтартмӑшсем (Х-р, 13.02.1997, 3 с.)
КӐТАРТУ, ҫ.п. Халӑха пухса ҫӗнӗ япалапа, пултарулӑх ӗҫӗпе чаплӑн паллаштарни; презентаци, хӑтлав. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти Сӑра музейӗнче ятарлӑ кӑтарту пулӗ. Х-р, 20.06.2000, 2 с. А.Тимофеев-Ыхран «Ҫырусем» ... кӗнекин презентацийӗ иртрӗ. Ун умӗн ... В.Пушкин пухса хатӗрленӗ «Чӑваш литератури» учебник-хрестоматин кӑтартӑвне йӗркеленӗччӗ. Х-р, 19.10.2001, 4 с.
КӐТАРТУЛЛӐ, п.п. Курӑмлӑ, пӗлтерӗшлӗ, тивӗҫлӗ; типлӑ, характерлӑ. Пуринчен ытла кӳршӗсемшӗн ... Курдаев меслечӗпе паллашни кӑтартуллӑ. А.Талвир, 1952, 66 с. Мистикӑллӑ, синкерлӗ тӗнчетуйӑмӑн кӑтартуллӑрах енӗсем ... ҫинчен калаҫни те кирлӗ Ю.Яковлев //ХЧЛ, 1990, 6 с. Пирӗн вӑхӑтшӑн ҫӗршыври вӑрҫӑсемпе хӗҫ-пӑшаллӑ хирӗҫӳсем кӑтартуллӑрах. Х-р, 4.08.1993, 2 с. Уншӑн ҫынлӑх тени питӗ кӑтартуллӑ. ҪХ, 18.09.1998, 3 с. Ҫил пек вӗҫтерсе ҫӳресси те уншӑн кӑтартуллӑ мар. ҪХ, 1999, 10 /, 2 с.
— ВЧС, 1971, 784 с., 840 с.
КӐШТӐРТАТУ, ҫ.с. Кӑштӑр-каштӑр туни; кӑштӑрти сасӑ. Юр та ҫил, кӑштӑртату! Мольберг, пирӗншӗн кӗлту. Г.Айхи //Бельман, 1999, 82 с.
КВОТӐЛА, ҫ.с. Мӗнӗн те пулин тӳпине (виҫине, нор-мине) палӑрт; квота ҫирӗплет. «Чӑваш Республикинчи орга-низацисенче инвалидсем валли ӗҫ вырӑнӗсене квотӑласси ҫинчен» Чӑваш Республикин Саккунӗ. Х-р, 9.01.2003, 2 с.
КЕРЕМ, ҫ.с. Кӗлӗ ирттермелли сӑваплӑ ҫурт е вырӑн; храм. Якуркка Микихверӗ мӑчавӑр шучӗпе, пулас этнокультура паркӗ керем те пулма пултарать. Х-р, 15.02.1996, 1 с. Чӑваш наци конгресӗ, керем лартас ыйтӑва ... ырларӗ, ятарлӑ йышӑну турӗ. ТА, 2002, 5 /, 63 с.
КЕТЧУП, ҫ.с. Техӗмлетнӗ томат соусӗ. Сыпӑ хытӑ ан ыраттӑр тесен ирсерен пӗр чей кашӑкӗ горчица е кетчуп ҫийӗр. С-х, 1999, 1 /, 1 с. Санкт-Петербургри «Ҫӑлкуҫ» предприяти хатӗрлекен «Старпом» кетчупа ... сутма чарнӑ. Х-р, 16.08.2000, 3 с. Кетчуп хатӗрлеме ... помидор, симӗс пан улми, сухан илмелле. Т-ш, 2001, 34 /, 12 с.
КӖВӖЛӖХ, п.с. 1. Сас-чӗвӗн илемлӗ янравӗ; килӗшӳлӗх, янравлӑх, ӗнерӳлӗх. Юрӑ сӑввин хӑйӗн ритмӗ, кӗвӗлӗхӗ пур. Г.Ефимов //Я-в, 1968, 6 /, 30 с. Поэзи ... музыкӑна ҫывӑх тӑракан кӗвӗлӗх. Г.Айхи //ТА, 1988, 10 /, 57 с. Лена юрлакан юрӑсем ҫепӗҫлӗхпе, кӗвӗлӗхпе тыткӑна илеҫҫӗ. Х-р, 20.01.1994, 4 с. Илле Тукташ кӗвӗлӗхӗпе ҫунатланса эпӗ те хамӑн сӑвӑ сӑмахӗсене ҫырса панӑччӗ. Ар, 2001, 17 /, 2 с.
— сӑвӑ кӗвӗлӗхӗ (ТА, 1998, 1 /, 14 с.); сӑввӑн кӗвӗлӗхӗ (Х-р, 11.11.1999, 1 с.); сасӑсен кӗвӗлӗхӗ (ХШ, 2000, 4 /, 102 с.); асамлӑ кӗвӗлӗх (ЧЕ, 1999, 8 /, 5 с.);
— ВЧС, 1971, 124 с., 338 с., 355 с.
2. Шайлашулӑх, ҫураҫулӑх, килӗшӳлӗх. Ҫын кӑмӑлӗ тӗнче кӗвӗлӗхне тупсан ҫеҫ чӑн-чӑн поэзи ӳкерчӗкӗсем ҫуралӗҫ. Н.Петровский //ЧЕ, 1992, 21 /, 15 с. Шуйттан ... пурнӑҫри ҫураҫулӑхпа кӗвӗлӗхе пӗрмаях пӑсса пынӑ иккен. ЧС, 1994, 8 кл., 321 с.
КӖВӖ-ҪЕМӖ, п.с. Кӗвӗ-юрӑ, музыка, мусӑк. Алӑк хупӑнать, кӗвӗ-ҫемӗ чарӑнать. Г.Ефимов, 1960 (Акӑшпи), 37 с. Хальччен ҫунатлантарнӑ кӗвӗ-ҫемӗ чуна ыраттарать. Д.Гордеев, 1988, 259 с. Ф.П.Павловпа С.М.Максимов чӑваш кӗвви-ҫеммине тӑван чӗлхепех самай ҫыпӑҫуллӑ тишкерме пултарнӑ. ХЭ, 1996, 142 с. Пушӑ вӑхӑтра сӑвӑ ҫыратӑп, кӗвӗ-ҫемӗ итлетӗп. Т-ш, 1998, 3 /, 11 с.
— юрӑ-ташӑ кӗвви-ҫемми (Ю.Скворцов, 1978, 35 с.); ҫамрӑксен кӗвви-ҫемми (Хв.Агивер, 1984, 185 с.); ют ҫӗршывсенчи кӗвӗ-ҫемӗ (К-н, 1987, 22 /, 2 с.);
— кӗвӗ-ҫемӗ терминӗсем (ХЭ, 1996, 142 с.); кӗвӗ-ҫемӗ уявӗ (Т-ш, 1998, 10 /, 3 с.).
КӖЛЕНТӖРЛЕ, п.с. Тепӗр ҫынна хулран ҫавӑрса тыт; хулран ҫавтӑн. Хӑрах аллине кӗлентӗрленӗ, тепринпе ҫӑмламас йытта ҫавӑтнӑ. К-н, 1982, 2 /, 4 с. Пӗр хушӑ хулран-хул кӗ-лентӗрлесех хӑнаран хӑнана ҫӳрерӗҫ. А.Аслут //Я-в, 2000, 12 /, 40 с.
КӖЛЛЕ, п.в. Кӗллентер, кӗл ту, ҫунтарса яр. Ултав-ылхава виртпе кӗллерӗм. П.Хусанкай, 1968, 53 с. Вут ҫӑварӗ йӑлтах кӗллерӗ. П.Яккусен, 1993, 24 с.
танл., Ашмарин, VII, 235 с.
КӖЛЧЕЧЕК е КӖЛ ЧЕЧЕК, п.с. Пахчара ӗрчетекен шултра та илӗртӳллӗ ҫеҫкеллӗ, йӗплӗ туналлӑ чечек. Эпир кӗлчечексем вӗҫтернӗ. Г.Айхи, 1968, 104 с. Манӑн хӗрлӗ кӗлчечек пулас килет. Б.Чиндыков, 1987, 40 с. Кӗлчечек хӗртен хитре. Т-ш, 10.10.1990, 8 с. Ытам тулли кӗлчечекпе кӗтсе илетчӗ. Х-р, 8.06.1999, 3 с. Яланах кӗл чечек пек илемлӗ пул. Т-ш, 1999, 11 /, 1 с.
— кӗлчечек ҫыххи (Р.Сарпи, 1983, 77 с.); кӗлчечек шӑрши (Г.Юмарт, 1983, 32 с.); кӗлчечек пахчи (В.Ахун, 1990, 94 с.); кӗлчечек ҫеҫки, кӗлчечек ҫӑвӗ (ҪХ, 2000, 5 /, 8 с.); кӗлчечек туян (Б.Чиндыков, 1987, 40 с.); кӗлчечек парнеле (ҪХ, 1999, 9 /, 3 с.);
— шурӑ кӗлчечек (ҪХ, 1999, 6 /, 4 с.); чӗрӗ кӗл чечек (Т-ш, 1999, 9 /, 10 с.); кӗрен кӗл чечек (ҪХ, 23.11.2001, 4 с.).
КӖМӖЛ, 1. П.п. Укҫа-тенкӗ, нухрат (туп.), финанс пур-лӑхӗ. Сана аван, кӗсйӳне таҫтан та кӗмӗл юхса кӗрет. А.Афа-насьев, 1985, 74 с. «Эларӑн» пӗтӗм укҫи тенӗ пек унта [«Аяр» банкра], ... халӗ вара завод хӑйӗн «кӗмӗлне» «Аяртан» туртса кӑлараймасть. Х-р, 24.01.1996, 1 с. Район бюджетӗнче ун чухлӗ кӗмӗл ҫук. А-д, 17.12.1999, 4 с. Апат-ҫимӗҫ илме те кӗмӗл юлман иккен. ҪХ, 2001, 34 /, 2 с.
— «кӗмӗл» тыттар (Х-р, 21.02.1997, 4 с.); «кӗмӗл» пар (Ар, 2000, 10 /, 4 с.).
2. Ҫ.п. Ӑмӑртура иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑшӑн паракан медаль. Т.Герасимова 3 ҫухрӑмра иккӗмӗш, ҫухрӑм ҫурӑра виҫҫӗмӗш пулса «кӗмӗлпе» «пӑхӑра» ҫӗнсе илнӗ. Х-р, 11.07.1997, 4 с. Ларисӑпа Ольга Раҫҫейшӗн «ылтӑнпа» «кӗмӗл» ҫӗнсе илчӗҫ. Х-р, 13.02.1998, 4 с.
КӖНЕКЕ, кун кӗнеки, ҫ.я. Пулни-иртнине тата шухӑш-кӑмӑла куллен-кун палӑртмалли тетрадь; дневник. Ҫырнисене пӗтӗмпех ... пичетлесе кӑларать (кун кӗнекисем, ... ҫырӑвӗсем таранах). ТА, 1988, 10 /, 29 с. Кун кӗнекинче те ҫак фактсене кӑшт-кашт палӑртнӑ. КЯ, 7.10.1989, 3 с. Поэт кун кӗнеки ҫырса пынӑ. Х-р, 4.02.1997, 3 с. Ҫыравҫӑ ... кун кӗнекисенче, аса илӳсенче Тайӑра асӑнмасӑр иртмен. Т-ш, 1999, 5 /, 5 с.
КӖНЕКЕЛЕ, ҫ.с. Хут листисене хуплашка хурса пӗр-лештер; кӗнеке пек ту. Акӑ вӑтам шкулта ҫырнисем ... кӗнекелесех тунӑ, ум сӑмахне те ҫырнӑ. В.Станьял //ТА, 1998, 1 /, 21 с. Сӑвӑсене кӗнекелесе яра-яра патӑм. Х-р, 18.06.2002, 3 с.
КӖПӖРНАТТӐР (КӖПӖРНАТӐР, КӖПӖРНАТОР), ч.с. Область е край администрацийӗн пуҫлӑхӗ. Чулхула кӗпӗрнаттӑрне Б.Немцова, Самар хулин мэрне О.Сысуева Раҫҫей правительствине йыхравларӗҫ. ҪХ, 1997, 38 /, 4 с. Кӗпӗрнаттӑр стипендине кам илме тивӗҫ пулнине вӗренӳ заведенийӗсен администрацийӗпе ... профком палӑртаҫҫӗ. К-ш, 1998, 7 /, 1 с. Малашне Приморье крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗ пулас текенсен ... суйлав салукӗ тӳлемелле пулать. Х-р, 29.04.1999, 1 с.
— Чӗмпӗр кӗпӗрнаторӗ (ХС, 19.07.1996); Красноярск крайӗн ҫӗнӗ кӗпӗрнаттӑрӗ, Вологда облаҫӗн экс-кӗпӗрнаттӑрӗ (Х-р, 6.08.1998, 3 с.); Кемӗр облаҫӗн кӗпӗрнаторӗ (Х-р, 22.02.2000, 1 с.);
— кӗпӗрнаттӑра суйлан (Х-р, 27.11.2001, 1 с.).
КӖПӖРНЕ, ч.с. Патшалӑхӑн администраци-территори сыпӑкӗ, облаҫӑн хальлӗхе официаллӑ мар ячӗ. Мӗн пур облаҫра (кӗпӗрнере) пӗрешкел бюджет тытӑмӗ тата налук политики пулӗ. Х-р, 6.05.1996, 2 с. Федерализм малашлӑхӗ кӗпӗрнере мар [Пуҫелӗк]. Х-р, 3.09.1996, 2 с. Жириновский «кӑйкӑрӗсем» ... ҫичӗ пысӑк кӗпӗрне туса хума сӗннӗ. ҪХ, 1999, 13 /, 3 с. Пирӗн пек халӑхсен республикисене пӗтерсе кӗпӗрнесем ҫеҫ хӑвармалла текен В.Жириновский... ХС, 1999, 27—28 /, 4 с.
— кӗпӗрне юбилейӗ (К-н, 2002, 7 /, 5 с.).
КӖПҪЕ, телефон кӗпҫи, п.я. Телефон аппарачӗн микро-фонлӑ пайӗ; телефон трубки. Телефон кӗпҫи те, явап кӗтсе, кӑмӑлсӑррӑн паш та паш сывла пуҫларӗ. К-н, 1983, 16 /, 4 с. Телефон кӗпҫине тытрӑм та И.Христофорова телефон умне йыхӑрма ыйтрӑм. Г.Ефимов //Х-р, 18.04.1992, 3 с. Петӗр Ҫӑл-куҫӑн пӳлӗмӗнче телефон янӑраса кайнӑ. Сӑвӑҫ-журналист ун кӗпҫине ҫӗкленӗ. Т-ш, 1999, 44 /, 4 с. Алӑра чӑмӑртаса тытнӑ телефон кӗпҫинче сасӑ янӑрарӗ. ҪХ, 2000, 17 /, 10 с.
КӖРЕТӖН, ҫ.п. Занятисене куллен ҫӳресе вӗренмелли йӗрке; куҫӑн (туп.). Кӗретӗн тата кӗретсӗр вӗренӳ. Х-р, 20.05.1994, 4 с. Ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче тӑватӑ курсшӑн мӗн пур экзаменсене тытса пӗтернӗ те пиллӗкмӗш курсра кӗретӗн вӗреннӗ. ХК, 1999, 1 /, 3 с.
КӖРЕТЛЕТСЕ, п.в. Курӑмлӑ, уҫӑмлӑ, кӗретленсе; уҫҫӑн, куҫкӗрет. Анчах Наҫтаҫ никампа та кӗретлетсе пуплешмерӗ. В.Алентей, 1982, 221 с. КПСС Тӗп Комитечӗн мартри Пленумӗ хыҫҫӑн кӑна ку ӗҫе [эрозипе кӗрешессине] кӗретлетсе тытӑнчӗҫ. А.Емельянов, 1990, 65 с. Вӑл [намӑс] ҫак туйӑмпа кансӗрленекен этемӗн чун-чӗре тасалӑхне ... кӗретлетсе кӑтартать. В.Петров //С-на, 1990, 18 с.
— ЧВС, 1961, 160 с.; Ашмарин, VII, 282—283 с.
КӖРЕТСӖР, ҫ.с. Кулленхи ӗҫрен хӑпмасӑрах аслӑ (е ятарлӑ) шкулта вӗренсе пымалли май; куҫӑн мар (туп.), заочно. Вӑл ... пед-институтӑн вырӑс уйрӑмӗнче кӗретсӗр вӗренет. ХШ, 1998, 4 /, 89 с. Кӗретсӗр тата каҫхи уйрӑмсене ... университета калаҫу йӗркипе вӗренме йышӑнаҫҫӗ. Т-ш, 1998, 11 /, 1 с. 1974 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен кӗретсӗр (заочно) вӗренсе тухать. Ҫт, 1999, 5—6 /, 23 с.
— кӗретсӗр шкул (Т-ш, 2001, 49 /, 4 с.).
КӖРЕШӲ, ҫ.п. е чӐваш кӖрешӖвӖ, ҫ.я. Чӑваш халӑ-хӗн вӑй-хал виҫмелли, тытӑҫмалли мелӗсене тӗпе хуракан тупӑшу (туп.) ӑсталӑхӗ; наци спорчӗн тӗсӗ. Чӑваш кӗрешӗвне шкулта вӗренмелле [Пуҫелӗк]. Х-р, 25.02.1997, 4 с. Ҫӗнӗ Шупашкарта «кӗрешӳ» чӑваш наци спорчӗ вӑй илсе те аталанса пырать. Т-ш, 1998, 8 /, 10 с. Чӑваш халӑх кӗрешӗвӗн регионти «Кӗрешӳ» фе-дерацийӗ. А-у, 2001, 1 /, 2 с. Паян Ҫӗнӗ Шупашкар спорт комп-лексӗнче чӑваш кӗрешӗвӗн ӑмӑртӑвӗ иртет. Х-р, 25.04.2002, 3 с.
КӖТМЕНЛӖХ, п.с. Тӗшмӗртмен-тӗлленмен япала е пулӑм; ӑнсӑртлӑх, сюрприз. Хӑнана курсан, кӗтменлӗх тӗлӗнтерсе пӑрах-нӑран, Лукьян Макарович ним хускалмасӑр тӑчӗ. В.Петров, 1989, 343 с. Пускилсем телефонпа милици сотрудникӗсене чӗнсе илнӗ. Ҫакӑ, паллах, вӑрӑсемшӗн кӗтменлӗх пулнӑ. Х-р, 25.02.2000, 2 с.
— Егоров, 1954, 87 с.; Егоров, 1936, 245 с.
КӖТМЕН-ТУМАНЛӐХ, ҫ.с. Кӗтменлӗх, ӑнсӑртлӑх, сарӑмсӑрлӑх. Ку кӗтмен-туманлӑхпа самант ҫухалса кайрӑм. В.Эктел, 1996, 111 с.
КӖРТӖШ, п.с. Хӗрарӑмӑн арлӑх органӗ; пӗтӗҫӳ (туп.) ӑшлӑхӗ, амалӑх умӗ. Кӗртӗш вӑл хупӑшу хатӗрӗ те, ҫав вӑхӑтрах ӗрчев хатӗрӗ те (ҫуралу ҫулӗн пӗр сыпӑкӗ). А-и, 1991, 21 /, 5 с. [Ку мелте] арлӑх хатӗрӗсен пӗрлешӗвӗ тарӑнах мар, тӗрткӗш кӗртӗшӗн мал хӗррине кӗре-кӗре тухать. А-и, 1992, 22 /, 5 с.
КӖТРЕТЛӖ, ҫ.с. Асамлӑ, ӑрӑмлӑ, тӗлӗнмелле. Ҫитрӗҫ ҫак ӗмӗтри кӗтретлӗ кунсем! Шӗкӗр Турра! Н.Егоров //ЧХК, 1995, 110 с.
КӖТРЕТЛӖХ, п.с. Асам, асамлӑх, тӗлӗнтермӗш. Ачашшӑн ҫех сӗртӗнсе пӑхас та килет, ... анчах куҫ пекех тулли ҫак кӗтретлӗхе пӑсса пӑрахасран та хӑратӑп. А.Назул, 1981, 45 с. Унӑн [Бельманӑн] импровизациллӗ ӑсталӑхне авалхи мифсенчи Орфей кӗтретлӗхӗпе танлаштараҫҫӗ. Г.Айхи //Бельман, 1999, 5 с. Патша пукан хуҫи пулсассӑн, поэт — кӗтретлӗх, тухату. Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 9 с.
КИВӖЛӖХ, п.с. Пурнӑҫран кая юлнӑ йӑла-сӑлай; кай туртӑм. Легендӑна кӗрсе юлнӑ кивӗлӗх паянхи ҫӗнӗлӗхпе пӗрлешсе каять. Г.Ахсупов, 1983 (Балетмейстер), 132 с. Чӑнлӑх шыраса тупас ӗҫре яланах икӗ тӗп туртӑмҫӗнӗлӗхпе кивӗлӗх, прогреспа регресс хирӗҫеҫҫӗ. Г.Хлебников //ТА, 1990, 12 /, 65 с.
— ВЧС, 1971, 298 с.
танл. Егоров, 1954, 87 с.; Егоров,1936, 246 с.
КИВИ, ҫ.с. Кӑштӑрка хӑмӑр хупӑллӑ, ҫутӑ симӗс ӑшлӑ, чӑх ҫӑмарти пысӑкӑш кӑнтӑр ҫимӗҫӗ. Кивисене Ҫӗнӗ Зеландирен тиесе килнӗ, апельсинсем Израиль ҫӗрӗн сӗткенӗпе ӳснӗ. Х-р, 12.02.1997,1 с. Киви ҫимӗҫе лавккасемпе пасарсенче тахҫанах сутаҫҫӗ, анчах та ҫынсем ӑна питех туянмаҫҫӗ. С-х, 2000, 6 /, 2 с. Хӑш-пӗр ҫынсен киви ҫисен аллерги пулать. ҪХ, 2001, 14 /, 9 с. Кивие юн пусӑмӗ пысӑккипе аптракансен уйрӑмах нумай ҫимелле. С-х, 2001, 34 /, 4 с.
КИКБОКСЕР, ҫ.с. Кикбоксингпа аппаланакан ҫын. Шупашкар каччи А.Соловьев паян Раҫҫейри чи вӑйлӑ кикбоксер-сенчен пӗри. ҪХ, 1999, 29 /, 11 с.
КИКБОКСИНГ, ҫ.с. Бокс ӑслайӗсене хӗвелтухӑҫ кӗрешӗвӗн мелӗсемпе (тӗсл., пилӗкрен ҫӳлерех тапма ирӗк панипе) ҫыхӑнтаракан спорт тӗсӗ. Кунта [ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче] спортӑн йӑлана кӗрсех ҫитеймен тӗсӗсем, ушу, кикбоксинг т.ыт. театаланӗҫ. Х-р, 20.05.1994, 1 с. Каччӑ-семпе хӗрсем ... хальхинче кикбоксингпа — Европӑра бокспа каратэрен ҫуралнӑскер, контактлӑ каратэпе интересленме пуҫларӗҫ. Х-р, 20.06.1997, 4 с. Пӗрисем кикбоксинг ҫине тӗрев тӑваҫҫӗ, теприсем самбӑна е ытти кӗрешӗве тӗпе хураҫҫӗ. ҪХ, 1999, 29 /, 11 с. Артур шӑллӗ паллӑ спортсмен, кикбоксинг енӗпе Раҫҫей тата Европа чемпионӗ. Х-р, 26.07.2001, 3 с.
— ЧР Кикбоксинг федерацийӗ (ҪХ, 1998, 50 /, 12 с.).
КИЛЕНӲЛӖХ, п.в. Йӑпану, рехет, артак; киленӗҫ. Малтан, ҫыран хӗрринче ишкеленӗ чухне, киленӳлӗх илӗртетчӗ Павӑла. В.Алендей, 1988, 89 с. Мӑшӑрӑр ... мӗнре киленӳлӗх шыранипе интересленетӗр-и. Ар, 2001, 10 /, 3 с.
— эстетикӑлла киленӳлӗх (Я-в, 1977, 5 /, 29 с.).
КИЛЛЕР, ҫ.с. Ҫын вӗлерме тара кӗрӗшекен этем. Бизнесменсенчен пӗрне вӗлерме ятарлӑ киллера янӑ. ҪХ, 2000, 38 /, 4 с. Шура Петровӑпа унӑн икӗ юлташне вӗлернӗ киллера тупас тесе органсем ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. ҪХ, 2000, 39 /, 3 с. Киллерсем ан лектерейччӗр. ҪХ, 2001, 20 /, 12 с. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак хӑрушӑ преступление профессионал-киллер тунӑ. Х-р, 19.04.2003, 1 с.
КИЛПЕТСӖРЛӖХ, п.п. Киревсӗрлӗх, килӗшӳсӗрлӗх, намӑссӑрлӑх. Хӑҫан вӑраннӑ-тӑр ку килпетсӗрлӗх, ... унри пӗчӗк-пӗчӗк вӗчӗлтетӳ, ... пысӑк-пысӑк тарӑху-вӗчӗрхенӗве куҫса, пур ыррине шаларан шала таптаса кӗртме тытӑннӑ. Хв.Агивер, 1984, 42 с. Вӑрнарти килпетсӗрлӗхсем. Х-р, 21.01.1997, 3 с. Кунта С.Асаматӑн айӑпӗ ҫук, паллах. Сӑлтавӗхӑшӗ-пӗрисен килпетсӗрлӗхӗнче. А-и, 2000, 1 /, 8 с.
КИНОБОЕВИК, ҫ. с. Боевик (туп., 1). Кинобоевиксенче ҫын ҫынна шелсӗррӗн хӗненине... курса хамӑр та ҫын пурнӑҫне хӗрхенме пӑрахрӑмӑр. Х-р, 5.09.1992, 1 с. Вырӑнти телерадиокомпанисене кинобоевиксем кӑтартма чарнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем террористсемшӗн кӑтарту пособийӗсем пулма пултараҫҫӗ. Х-р, 29.06.1995, 3 с.
КИНОВИДЕОПӖРЛЕШӲ, ҫ.с. Кино- тата видео-фильмсене туянса килсе халӑха кӑтартассине йӗркелекен орга-низаци. Киновидеопӗрлешӳахӑртнех, укҫа ытларах пухас тесе — ют ҫӗршывсенче ӳкернӗ фильмсене кӑна кӑтартать. Х-р, 28.07.1992, 3 с.
— республикӑри киновидеопӗрлешӳ директорӗ (КЯ, 21.05.1989, 3 с.); киновидеопӗрлешӳре ӗҫлекен (КЯ, 2.12.1989, 3 с.).
КИНОКАМИТ, ҫ.с. Кулӑшла мыскараллӑ фильм; кинокомеди. Юлашки 15 ҫул хушшинче Кокшенов ӳкерӗнмен пӗр кинокамит те пулман пуль. ҪХ, 2001, 34 /, 5 с.
КИНОҪӐЛТӐР, ҫ.с. Кинора ӳкерӗнсе чапа тухнӑ ҫын; мухтавлӑ киноактер. Чӑвашсен чӑн-чӑн киноҫӑлтӑрӗ Тани Юн. Х-р, 25.03.1998, 3 с. Киноҫӑлтӑрсем ... хӑйсен ҫамрӑклӑхӗпе илӗртӳлӗхӗн рецепчӗсемпе паллаштараҫҫӗ. ҪХ, 2000, 37 /, 1 с. Киноҫӑлтӑр гимнастики [Пуҫелӗк]. С-х, 2000, 10 /, 4 с.
— пулас киноҫӑлтӑр (Х-р, 24.06.1992, 3 с.); паллӑ киноҫӑлтӑр (Х-р, 26.09.1996, 3 с.); чаплӑ киноҫӑлтӑр (С-х, 2000, 25 /, 4 с.); Раҫҫей киноҫӑлтӑрӗ (ҪХ, 2000, 37 /, 10 с.).
КИРЕМЕТҪӖ (КИРЕМЕТНИК), п.с. Киремете пуҫ ҫапакан, чӑваш тӗнӗпе пурӑнакан ҫын. Парӑнми ҫав киреметҫӗсен сыпӑран сыппа, йӑхран йӑха тухнӑ витӗмлӗ чӗлхеҫӗсем. П.Хусанкай, 1968, 225 с. — Кала-ха, киреметник, лайӑха-и ҫак е начара.ыйтать вӑл [пуп] Кукша Чаканран. К-н, 1974, 19 /, 19 с. Хальхи киреметҫӗсем ҫураҫайми хире-хирӗҫ тӑратнӑ икӗ Йӑвана [И.Яковлевпа И.Юркина] — вӗрентӳҫӗпе писателе — пӗрлештерекенни те пур. В.Егоров //Х-р, 16.08.2000, 4 с.
КИСРЕНӲ, п.в. Хускав, хускану, тӑвӑл; кисрев. Рево-люциллӗ кисренӳ тапхӑрӗсен хӑйсен гениллӗ юрӑҫисем пулаҫҫӗ. Ип.Иванов //Я-в, 1969, 4 /, 24 с. Ҫак хайлавсен авторӗсем ... социаллӑ пурнӑҫри кисренӳсене (коллективизаци, хӑрушӑ репрессисен вӑхӑчӗ) тӳссе ирттернӗ. ЧЛ, 1994, 11 кл., 4 с. Нумайӑшӗ вара ҫав хӑнӑху авӑрӗнче ҫухалса каять. Кун пек чух темле кисренӳ кирлӗ. ҪХ, 1999, 29 /, 5 с.
— ВЧС, 1971, 787 с.; Егоров, 1954, 90 с.
КИҪТӖК, п.в. Сӑрӑпа ӳкермелли, сӑрламалли хатӗр; кисть. [Картинӑри] хӗр кӗлеткине киҫтӗкпе унтан-кунтан тӗккелесе те пӑхрӗпӑсать кӑна. В.Эктел, 1996, 105 с. Киҫтӗкпе, сӑрӑпа ӗҫлесси вӗсен пурнӑҫ тӗллевӗ пулса тӑнӑ. ЧТ, 28.02.1998, 4 с. Киҫтӗк илсе пӗр йӗр ҫеҫ тӑвӗ-и вӑлҫакӑ та ӑна хавхалантарӗ. Х-р, 9.08.2000, 4 с. Чӳрече сӑрлама кӑна ӗлкӗреймен, киҫтӗк тупайман. Ар, 2001, 20 /, 3 с.
— художник киҫтӗкӗ (П.Афанасьев, 1985, 46 с.); ӳнерҫӗн киҫтӗк вылянӑвӗ (Юрий Зайцев, 1990, 5 с.); ятарлӑ киҫтӗк (КҪ, 2000, 35 /, 3 с.); кивӗ киҫтӗк (Ар, 2002, 13 /, 4 с.);
— киҫтӗкпе усӑ кур (Х-р, 15.03.1994, 4 с.); киҫтӗк тыт (Х-р, 6.04.2001, 3 с.); киҫтӗк ӑстала (Ар, 2001, 20 /, 3 с.); сӑрӑ-киҫтӗкпе чирле (ҪХ, 2001, 34 /, 8 с.).
КИТАЙҪӐ, ҫ.с. Китай чӗлхине, культурине, эконо-микине т.ыт. тӗпчекен ӑслӑлӑх ҫынни; китаист, синолог. Юбилей ирттернӗ май пӗлтӗр, «Никита Бичурин китайҫӑ кам пулнӑ-ши.» — текелесе илчӗҫ. Х-р, 29.07. 1998, 4 с.
КЛАСТАШ, ҫ.с. Тепринпе пӗр класра вӗренекен ача; пӗрле вӗреннӗ юлташ. Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑрччӗ ҫамрӑклах нӳрӗ тӑпрапа хупланнӑ класташӑмсен. А.Т.-Ыхра, 2000, 47 с.
танл., курсташ.
КЛИП, ҫ.с. Видеоклип (туп.). Ыран суйлав тенӗ каҫ Ельцинӑн юлашки клипне [телевиденипе] пачӗҫ. ҪХ, 1997, 28 /, 2 с. Ҫак ... юрӑпа ӳкернӗ икӗ клипа телевиденипе кӑтартнӑ ӗнтӗ. Т-ш, 1998, 9 /, 12 с. «Юрату» ушкӑн ... Чӑваш телевиденийӗпе пӗрле пилӗк клип ӳкернӗ. Х-р, 11.08.2000, 4 с.
— клип кӑлар (Т-ш, 1998, 9 /, 12 с.); клип кур (Т-ш, 1998, 6 /, 5 с.); клип пӑх (ҪХ, 2001, 49 /, 8 с.); клип презентацийӗ (ҪХ, 2001, 47 /, 5 с.); клипсенче ӳкерӗн (Х-р, 29.04.2003, 3 с.).
КЛОНЛА, ҫ.с., биол. Ӳсен-тӑран е чӗрчун организмӗн пӗр-пӗр клеткине арлӑх-вӑрлӑхсӑр аталантарса йӗкӗреш хӑраххи ӳстер. Юлашки вӑхӑтра организмсене клонласси пирки нумай калаҫҫӗ. ҪХ, 1998, 3 /, 5 с. Часах тепӗр тӗрлӗ преступлени — клонланӑ этем органӗсемпе саккунсӑр сутӑ тӑвасси анлӑ сарӑласса палӑртаҫҫӗ. Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.
КНЕҪ, п.в. Пӗр-пӗр хутлӑх пуҫлӑхӗ; князь. Пӗчӗк пухусенче каланисене пирӗн «кнеҫсем» илтмеҫҫӗ. П-н, 1990, 2 /, 1 с. Кнеҫ мар, хресченсухаҫӑ та утарҫӑпулнӑ вӑл. Н.Теветкел //Х-р, 11.04.1998, 7 с. Владимир кнеҫ ячӗпе лартнӑ палӑк уйрӑмах килӗшрӗ. Х-р, 19.01.1999, 3 с. Хусан ханлӑхӗнче чӑваш хушшинчен тухнӑ тавралӑх кнеҫӗсем (пӳсем), вырӑнти кнеҫсем (ҫӗрпӳсемпе вунпӳсем), турхансем сахал пулнӑ. Я-в, 2000, 5 /, 49 с.
— кнеҫ хӗрӗ (Х-р, 8.10.1998, 3 с.); кнеҫсен влаҫӗ (Х-р, 18.07.2001, 2 с.);
— удел кнеҫӗ (Х-р, 22.02.2000, 1 с.); вырӑс кнеҫӗ (Г.Юмарт, 2001, 12 с.); аслӑ кнеҫ (Х-р, 17.07.2001, 2 с.).
КОКА-КОЛА, ҫ.с. Ӑша уҫӑлтарса хавал кӳрекен газлӑ пылак шыв тӗсӗ. Пурте «сникерспа» «марс» е «кока-колӑпа» «фанта» сутаймаҫҫӗ. Х-р, 25.02.1997, 3 с. Варвитти чухне ... лимонадпа, [кока-] колӑпа, сӗтпе апатра ан усӑ курӑр. С-х, 1999, 1 /, 2 с. Кока-колӑсемпе пепсисене ӑмсанар мар, вӗсем ӑш пиҫнине те ирттермеҫҫӗ. С-х, 2001, 32 /, 1 с.
КОЛПРЕД (КОЛПРЕДПРИЯТИ), ҫ.с., кӗск. Коллективлӑ предприяти, пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх. Ӗлӗкрех сирӗн совхозчӗ. Халӗ колпред, коллективлӑ ял хуҫалӑх предприятийӗ. Х-р, 4.08.1993, 1 с. Хӑй вӑхӑтӗнче колпредприяти ертӳҫисем ҫакӑн пек ирӗклӗхшӗн сахал мар хыпкаланатчӗҫ. Халӗ кашни хуҫалӑх — хӑйне евӗрлӗ патшалӑх. Х-р, 17.04.1996, 3 с. Республика ертӳҫи «Маяк» колпреда ҫитсе курчӗ. Х-р, 21.01.1997, 1 с.
КОМАНДА, 1. Ҫ.п. Суйланас тӗллевлӗ ҫыннӑн е пӗр-пӗр пуҫлӑхӑн таврашӗ, ҫывӑх йышӗ. Премьер команда пухать [Пуҫелӗк]. Х-р, 26.01.1994, 1 с. Министр канашлӑва пухӑннисене хӑйӗн ҫӗнӗ командипе паллаштарчӗ. Х-р, 6.03.1998, 1 с. Н.Федоров команди В.Шурчанов командине пӗр листовкӑпа та вараламан. Х-р, 28.03.1998, 7 с. Кӑлава... хӑйӗн командипех килчӗ, хӗрлӗ хӑю касрӗ. К-н, 2002, 16 /, 19 с.
2. Ҫ.п. Пӗрлехи тӗллевсене пурнӑҫлама пӗтӗҫнӗ ушкӑн. Н.Григорьевӑн (вӑл Шурчановпа пӗр командӑра) вара хӑйӗн рабочийӗсене тӳлемелли парӑм та питӗ пысӑк. Х-р, 25.12.1997, 3 с. Федераци центрӗнче регионсемпе ӑста ӗҫлеме пӗлекен команда ҫаплипех ҫук. Х-р, 6.08.1998, 3 с. Ҫак команда комбинат укҫине хӑйӗн кӗсйине чикмесен, «Химпромри» вӑтам ӗҫ укҫи ... темиҫе хут пысӑкрах пулмалла. Ч-х, 1999, 27 /, 6 с.
КОМЕРТӲҪӖ е КОМЛИДЕР, КОМПАРТЛИДЕР, ҫ.с., кӗск. Коммунистсен партийӗн е унӑн пӗр-пӗр вырӑнти организацийӗн пуҫлӑхӗ. Нумаях пулмасть-ха компапртлидерсем, «Наци ыйтӑвне татса патӑмӑр», тесе ... калаҫатчӗҫ. Х-р, 26.09.1992, 2 с. Патӑрьелӗнче [суйлавра] комертӳҫӗсем ҫӗнтерме шутлаҫҫӗ. Х-р, 14.09.1996, 2 с. Раҫҫей комлидерӗсенчен пӗри В.Стародубцев. Х-р, 21.01.1997, 3 с. Хӑй вӑхӑтӗнче кунта [хӑна ҫуртӗнче] ... Мускавран килнӗ комлидерсем ҫӗр каҫнӑ. ҪХ, 1997, 41 /, 5 с.
КОММЕРЦИЛЕ (КОММЕРЦИАЛИЗАЦИЛЕ), ҫ.с. Хӑй- тӗллӗнлӗхе (туп.) тата рынок хутшӑнӑвӗсене тӗпе хурса ӗҫлеттер. Чӑваш Республикин статистика управленийӗ суту-илӳпе обществӑлла апатлану предприятийӗсене коммерцилес процесс мӗнле пынине пӗтӗмлетнӗ. Х-р, 17.07.1992, 1 с. Суту-илӗве коммерциализацилени те (90 процент таран) конкуренци ҫуратмарӗ. Х-р, 10.10.1992, 2 с.
КОМПАКТ-ДИСК (КОМПАКТДИСК), ҫ.с. Лазерлӑ проигрывательпе итлемелли пӗр енлӗ йӑвӑ ҫыруллӑ (кӗвӗ-ҫемӗллӗ е текстлӑ) пӗчӗк пластинка; лазер дискӗ. Куравӑшра «Раҫҫей» ятлӑ лазер компакт-дискӑн презентацийӗ пулса иртнӗ. Х-р, 15.02.1996, 3 с. Манӑн [композиторӑн] чи лайӑх произведенисене компакт-диска ҫырма палӑртнӑ. Х-р, 3.04.1996, 4 с. Ҫапах хӑш-пӗр япаласем ҫухалнӑ-ҫухалнах, магнитола, компактдисксем. ҪХ, 2000, 37 /, 4 с. Библиотека фондне ... аудиокассетӑсемпе, компактдисксемпе пуянлатма тӑрӑшаҫҫӗ. Х-р, 6.03.2003, 4 с.
КОМПАРТЛИДЕР, ҫ.с. Комертӳҫӗ туп.
КОМПАРТНОМЕНКЛАТУРА, ҫ.с. Коммунистсен партине тата унӑн тӗрлӗ шайри органӗсене ертсе пыракансем. Митинга, тӗпрен илсен, компартноменклатура, Шупашкарти Ленин музейӗн совечӗн членӗсем хутшӑнчӗҫ. Х-р, 17.03.1992, 1 с. Компартноменклатура диктатури вӑхӑтӗнче... Х-р, 4.08.1993, 4 с.
КОМПЕТЕНТЛӐХ, ҫ.с. Пӗлӳпе пултарулӑх пахалӑхӗ. Халӗ пур ҫӗрте те компетентлӑх ҫитейменни е пачах ҫукки пирки нумай калаҫтапӑр. Чӗлхе аталанӑвӗн тилхепине тытса пыма, паллах ӗнтӗ, компетентлӑх кирлӗ. М.Федотов //Х-р, 11.04.1992. Кругловӑн компетентлӑх ҫук тенӗ. Чӑвашла каласанӗҫлеме пултарайман мемме. ҪХ, 1998, 40 /, 1 с.
КОМПРОМАТ, ҫ.с. Ят-сума варалакан, усал ят саракан материал. Унӑн [информаци вӑрҫин] хӗҫ-пӑшалӗ — тӗрлӗ енлӗ компромат. Х-р, 8.10.1999, 2 с. Ахаль ҫынсен интересӗсене хӳтӗлекен парти ҫинчен компромат тупассипустуй ӗҫ! Ч-х, 1999, 28 /, 2 с.
— компромат пух (Х-р, 25.12.1997, 3 с.; ҪХ, 1999, 13 /, 8 с.; К-н, 2002, 7 /, 7 с.); компромат шыра (ҪХ, 1999, 4 /, 5 с.); компроматпа хӗҫ-пӑшаллан (Х-р, 21.02.1997, 3 с.); компромат пленки (ҪХ, 1999, 13 /, 8 с.).
КОМПЬЮТЕРИЗАЦИ, ҫ.с. Компьютерсемпе анлӑн усӑ курма пуҫлани; обществӑна компьютерсемпе тивӗҫтерни. Ҫак ҫӗнӗ ӑнлавсемпе юнашарах вунӑ ҫул каялла никамах та илтмен «компьютеризаци», «информатика» сӑмахсем тӑраҫҫӗ. ТА, 1989, 9 /, 59 с. Унта [Америкӑра], паллах, пӗтӗм ҫӗнӗ прибор, ҫӳллӗ шайри технологи, компьютеризаци. ҪХ, 2001, 31 /, 3 с. Компью-теризациялта та малти вырӑнта [Пуҫелӗк]. Х-р, 27.12. 2001, 2 с.
— компьютеризаци шайӗ (Х-р, 28.02.1997, 1 с.).
КОМПЬЮТЕРИЗАЦИЛЕ, ҫ.с. Информатизациле туп.
КОНВЕРСИ, ҫ.п. Ҫар хатӗрӗсен предприятийӗсене халӑха кирлӗ таварсем кӑларма тӗллеттерни, профильне улӑштарни. Ку вӑхӑтчен предприятисенчен ытларахӑшӗ оборона промышлен-ноҫӗ валли ӗҫленӗ. Ҫӗршывӗпех пулса иртекен улшӑнусем вара халӗ конверси ҫулӗ ҫине тухма хистеҫҫӗ. Х-р, 24.01.1996, 1 с. Конверсие пула карапсен шутне чакарнӑ. ЧТ, 28.02.1998, 3 с.
— оборона промышленноҫӗн конверсийӗ (Х-р, 26.10.1993, 3 с.);
— конверси политики (Х-р, 24.01.1996, 1 с.).
КОНГРЕССМЕН, ҫ.п. е КОНГРЕСҪӐ, ҫ.с. Чӑваш наци конгресӗн йышне кӗрекен ҫын (Канаш членӗ е Аслӑ Пуху делегачӗ). ЧНКӑн IV Аслӑ Пухӑвӗн ... хупӑ ларӑвне тулли сасӑллӑ конгрессменсем [текстра, конгресменсем] тата ятарласа чӗннӗ ҫынсем хутшӑнаҫҫӗ. ХК, 2000, 3 /, 2 с. (Х-р, 20.06.2000). Вӑл [Г.Архипов] ЧНКна 5 ҫул ертсе пынӑ хыҫҫӑн ун ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр конгресҫӑсем тупӑннӑ. К-н, 2002, 16 /, 2 с.
КОНДОМИНИУМ, ҫ.с. Хваттерсен хуҫисем пӗтӗм ҫурта пӗрлехи йышпа пӑхса (йӗркене кӗртсе) пурӑнни тата ҫавӑн йышши ҫурт. Малашне пӗр-пӗр ҫуртра пурӑнакансем ҫав ҫурта, унӑн таврашне тытса тӑрассишӗн хӑйсем яваплӑ пулаҫҫӗ. Ҫак «пӗрлехи харпӑрлӑха» пӗлтерекен ӑнлава урӑхла ... «кондоминиум» сӑмахпа ҫирӗплетеҫҫӗ... Кондоминиума тытса тӑракан хуть мӗнле юлташлӑх та хӑйӗн ҫуртне лайӑхрах тытма тӑрӑшӗ. Х-р, 12.02.1997, 1 с. Хоккеист [Павел Буре] Майамири чи чаплӑ кондоминиумсенчен пӗрин икӗ хутне йышӑннӑ. ҪХ, 2000, 11 /, 5 с.
КОНКУРЕНТЛӐ, ҫ.с. Рынок ыйтнине ҫырлахтаракан, пахалӑх енчен ыттисемпе тупӑшма пултаракан; ӑмӑртуллӑ, шайлашуллӑ. Анӑҫ техникипе конкурентлӑ ӗҫлеме пултаракан ҫавӑн йышши техника. ҪХ, 1998, 47 /, 9 с. Экономикӑна ҫӗклес тесен конкурентлӑ таварсем кӑлармалла. Х-р, 27.07.1999, 2 с.
КОНКУРСАНТ(КА), ҫ.с. Конкурсҫӑ. Унтан конкурс пуҫланчӗ. Конкурсантсен ӗҫне ... Г.Краснов, Ю.Силэм, П.Ҫӑлкуҫ писательсем хакларӗҫ. Х-р, 29.04.1999, 4 с. Лариса, тепӗр конкурсантка, кӗвӗҫӳ туйӑмне парӑнса ... дизайнера курайми пулса ҫитнӗ. ҪХ, 1998, 47 /, 9 с.
КОНКУРСҪӐ, ҫ.с. Конкурса хутшӑнакан ҫын. Баянист баяна тӑсса ярса кӗвӗ шӑрантарать, конкурсҫӑсен вара мӗнле юрӑ пулнине куракансене пӗлтермелле. Х-р, 20.02.1996, 4 с. Чӑваш эстрада юррисен «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурсне ирттерме йышӑннӑ... Конкурсҫӑсен фестивале хутшӑнма кӑмӑл пурри ҫинчен йӗркелӳ комитетне пӗлтермелле. Т-ш, 1999, 48 /, 7 с.
КОНСАЛТИНГ, ҫ.с., экон. Ятарлӑ фирма е компани экономика тата рынок ыйтӑвӗсемпе канаш-консультаци пани. Пысӑк консалтинг компанийӗ йӗркелесшӗнччӗ, команда пуҫтартӑм, устав фончӗн ыйтӑвне татса патӑм. Х-р, 20.09.1996, 3 с. Акционер компанийӗ Англири консалтинг фирми ирттерекен ӑмӑртура ҫӗнтернӗ. Х-р, 21.08.1998, 2 с.
КОНСЕРВАТИВЛӐХ, п.с. Кивӗ йӑла-сӑлая хӳтӗлени, ҫӗнӗлӗхе хирӗҫлени. Ҫак институт ... паян кунчченех хӑйӗн наци нигилизмӗпе тата консервативлӑхӗпе палӑрса тӑрать. Б.Чиндыков //А-и, 1991, 5 /. Уйрӑмах ҫемьеллӗ хӗрарӑмсен савӑнмалла, милици консервативлӑхне пула ҫеҫ ҫӗрлехи ресторансем тӗтӗм кӑларса ӗҫлемеҫҫӗ. ҪХ, 1998, 1 /, 6 с.
— ВЧС, 1971, 291 с.
КОНТРАКТНИК, ҫ.с. Контрактҫӑ. Юрать-ха, контракт-никсем ҫухалса кайман, ҫийӗнчех тивӗҫлӗ органсенчен пулӑшу ыйтма чупнӑ. Х-р, 5.02.1997, 2 с. Нумайӑшӗ унта [Чечняра] приказ йӗркипе хӗсметре тӑрать. Анчах вӗсен хушшинче конт-рактниксем те питӗ йышлӑ. Ар, 2000, 10 /, 1 с.
КОНТРАКТҪӐ, ҫ.с. Ҫар хӗсметне (службине) хӑй ирӗкӗпе, тӳлевлӗ йӗркепе — контрактпа — пурнӑҫлакан ҫын. Ак ҫакӑнта контрактҫӑсен «Бродяга» ятлӑ БТРне ман куҫ умӗнчех персе ҫунтарчӗҫ. А.Леонтьев //Х-р, 21.02.1997, 3 с.
КОНТРАЦЕПТИВ, ҫ.с. Ҫие юласран сыхланмалли им-ҫам е хатӗр (тӗсл., презерватив). Тен, ача юласран хӑтӑлмалли эмелсенеконтрацептивсенеиленнӗ те пуль вӑл. В.Эктел, 1996, 114 с. Анӑҫра ҫул ҫитмен хӗрачасем валли ятарлӑ контрацептивсем пур ӗнтӗ. ҪХ, 1999, 29 /, 8 с. Контра-цептивсемпе усӑ курнинчен лайӑхраххи нимӗн те ҫук. Т-ш, 2000, 31 /, 3 с.
— хими контрацептивӗ (ҪХ, 1998, 37 /, 5 с.); оральнӑй контрацептив (С-х, 1999, 19 /, 4 с.);
— контрацептив таблеткисем (С-х, 2000, 35 /, 4 с.).
КОНТРАЦЕПЦИ, ҫ.с. Ҫие юласран сыхланмалли пулӑшу хатӗрӗпе (контрацептивпа) усӑ курни. Ача ҫуратнӑранпа пӗр уйӑх иртсенех контрацепци хатӗрӗсемпе усӑ курма тӑрӑшӑр. ҪХ, 1997, 15 /, 6 с. Миҫе ҫултан вӗсемпе [ӳсекен хӗрсемпе] ар ҫыхӑнӑвӗ, контрацепци ҫинчен калаҫма пулать. ҪХ, 1999, 29 /, 8 с. Вӑл хырӑм пӑрахас шухӑшлӑ... Акӑ вӑлконтрацепцин Раҫҫейри чи анлӑ сарӑлнӑ мелӗ! ҪХ, 2000, 17 /, 4 с.
— гормоналлӑ контрацепци (ҪХ, 1998, 37 /, 5 с.).
КОРРУПЦИЛЕН, ҫ.с. Коррупципе ҫыхлан, коррупцие явӑҫ (пайта-сӗтевшӗн чыслӑха ҫухат). Демократин Анӑҫри калӑпӗсем ... патшалӑх ҫыннисем коррупциленессине, сутӑнассине ҫеҫ ӳстерсе ячӗҫ. Х-р, 9.09.1997,3 с. Ҫакна вӑл [С.Доренко тележурналист] Ю.Лужков коррупциленнине кӑтартакан тӗслӗх тесе пӗлтерет. Х-р, 8.10.1999, 2 с.
КРАНҪӐ, п.с. Кранпа ӗҫлекен ҫын; кран машинисчӗ, крановщик. Кирпӗч хӑпартатчӗ хӗрпӗр кран хуҫи, бетонран пуянччӗ иккӗмӗш кранҫи. Н.Евстафьев, 1974 (Лирика), 56 с. Тӗркесем хӑпартӑр!.. Кранҫӑ вӗренне ярать тӑсса. Б.Романов. 1984, 31 с. Иван шоферта та ӗҫленӗ, кранҫӑ та пулнӑ. В-х, 1992, 12 /, 2 с.
КРЕКЕР, ҫ.с. Типӗ йышши печени (ытларах вӗтӗр-вӗтӗр шӑтӑклӑ пулать). Кашни кун 60 тонна хатӗр продукци тухать, ирис, карамель, крекер, вафли, печени. Х-р, 13.02.1997, 1 с. Нумаях пулмасть «Пышка» текен чаплӑ крекер, «Зверята» ятлӑ крекер тума пуҫланӑ. ХС, 1999, 11 /, 2 с. Шултра алланӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ крекер. С-х, 2000, 29 /, 3 с.
КРИМИНАЛ, ҫ.с. 1. Саккуна хирӗҫле вӑйсем; пре-ступниксем. Сотрудниксем коммерци е криминал тытӑмӗсемпе ҫыхӑнса каясран сыхӑ тӑмалла. Х-р, 15.02.1996, 2 с. Пурнӑҫӑн преступленисемпе ҫыхӑннӑ йӗрки ҫамрӑксен шухӑшлавӗнче тарӑн тымар янӑ. Хӑйне евӗрлӗ криминал культури вӑй илнӗ. ҪХ, 1997, 49 /, 4 с. Милицире ӗҫлет пулсан та «криминалсемпе» ыталашса пурӑнать. ХС, 21.01.1999, 4 с. Советсен вӑхӑтӗнче халӑх чылай лайӑхрах пурӑннӑ, олигархсем, криминал, террор пулман. Ч-х, 1999, 28 /, 3 с.
— криминал тӗнчи (Х-р, 11.06.1997,1 с.; ҪХ, 1998, 47 /, 2 с.); криминал авторитечӗсем (Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.; Х-р, 23.08.2001, 1 с.); криминалпа ҫыхӑннисем (ҪХ, 2000, 38 /, 1 с.);
— Раҫҫей криминалӗ (Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.).
2. Саккуна пӑсни, преступлени. «Чӑваш ятне ӳкме паман», — тенинче тата мӗнле криминал пур. Х-р, 17.03.2000, 3 с. Кунта, чӑн та, криминал ҫук-тӑр. ҪХ, 2000, 11 /, 4 с.
— криминал паллисем (Х-р, 13.02.2001, 1 с.).
КРИМИНАЛЛӐ, ҫ.с. Саккуна хирӗҫле, преступленипе ҫыхӑннӑ; преступлениллӗ, пуҫиле (уголовлӑ). Чӑваш енре криминаллӑ лару-тӑру ҫивӗчленни. Х-р, 4.08.1993, 2 с. Ҫакнашкал криминаллӑ ӗҫ ... Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Рындино салинче те пулса иртнӗ. Т-ш, 1999, 8 /, 3 с. [Ҫамрӑксем] ушкӑнпа эрех-сӑра ӗҫеҫҫӗ, ... пуҫсем минресен, криминаллӑ ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Т-ш, 1999, 12 /, 3 с.
— криминаллӑ ушкӑнсем (Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.; Х-р, 11.06.1999, 2 с.); криминаллӑ тытӑм (Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.; ҪХ, 2002, 17 /, 5 с.); криминаллӑ истори (Х-р, 14.02.1997, 4 с.); криминаллӑ йӗрке (Х-р, 6.08.1998, 3 с.); криминаллӑ тӗслӗх, криминаллӑ герой (Т-ш, 1999, 12 /, 3 с.); криминаллӑ бизнес (ҪХ, 2001, 14 /, 9 с.); криминаллӑ капитал (Х-р, 2.07.2002, 8 с.).
КРИМИНОГЕНЛӐ, ҫ.с. Криминала (туп., 1) майлӑ, преступление юрӑхлӑ. Ҫапла вара республикӑри криминогенлӑ лару-тӑрӑва пӗлсе тӑраҫҫӗ журналистсем. Х-р, 11.06.1997, 1 с. [Прокуратура] криминогенлӑ лару-тӑру ҫинчен пӗтӗмлетӳсем ҫитерсех тӑнӑ. Х-р, 8.10.1999, 2 с.
КРИПТОГРАММА, п.с. Шифрласа ҫырнӑ пӗчӗк ҫыру; пытарӑнчӑк ҫыру, шахвӑрту. Пуҫ ватмӑшсен йышне крипто-граммӑсем те кӗреҫҫӗ... Ҫак криптограммӑра туслӑх ҫинчен калакан ваттисен сӑмахӗ вуланмалла. Т-ш, 1999, 1 /, 5 с. Криптограммӑра салам сӑмахӗсем вуланӗҫ. Т-ш, 1999, 10 /, 12 с.
КРОЛИК, 1. Ҫ.п., астрол. Хӗвелтухӑҫ йӑлипе ҫулталӑксен ылмашӑвне кӑтартакан 12 паллӑран (чӗрчунтан) тӑваттӑмӑшӗ; Кушак (туп., 1). Сайкка (Кролик ) ҫулӗ ... 1963, 1975, 1987, 1999. ЯБ, 1990, 1 /, 63 с. Кролик ҫулӗнче кун ҫути курнӑ пӗрремӗш пепкехӗр! ҪХ, 1999, 1 /, 1 с. Кролик ҫулӗн апогейӗ — раштав уйӑхӗнчи суйлав. ҪХ, 1999, 49 /, 2 с.
2. Ҫ.п., астрол. Ҫак чӗрчунпа палӑртакан ҫулталӑкра (Кролик ҫулӗнче) ҫуралнӑ ҫын; Кушак (туп., 2). Кролик Автана лӑпкӑн йышӑнма пултараймасть. Х-р, 31.12.1992, 3 с.
КРОССОВКА е КРОССОВКИ, ҫ.с. Резина тӗплӗ, ҫӳллӗ хыҫлӑ ҫӑмӑл пушмак; кросс пушмакӗ. Хаш та хаш сывлаҫҫӗ ашшӗ-амӑшӗ, ҫуллахи вӑхӑтра ачана пӗр кроссовка ӗҫлесе илмелӗх ӑҫта ямалла. Х-р, 22.07.1992, 4 с. Улттӑн пыраҫҫӗ те ... 15 ҫулхи арҫын ачана футболкипе кроссовкине хывма хушаҫҫӗ. ХС, 6.08.1999, 2 с. Упнер вӑтам шкулӗнче 15 ҫулхи М. пӗрле вӗре-некенӗн кроссовкине «уралантарнӑ». Т-ш, 1999, 7 /, 8 с. Шурӑ носки спорт костюмӗпе, кроссовкипе лайӑх. ҪҪ, 2000, 4 /, 4 с.
— ҫӑмӑл кроссовка (К-н, 1986, 19 /, 11 с.); ют ҫӗршывра кӑларнӑ кроссовка (Х-р, 4.09.1992, 1 с.); юрӑхлӑ кроссовка (Х-р, 6.02.1993, 2 с.).
КРУҪҪЕЛ, п.в. Кӑруҫҫел туп.
КСЕРОКОПИ, ҫ.с. Ксерокспа тунӑ копи (ҫаптарнӑ мӗлке). «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» ҫитес номерӗнчех ... медицина справкин ксерокопине пичетлетӗп. ҪХ, 1997, 20 /, 6 с. Судра судьяна документсен ксерокопине кӑтартрӑм. ЫХ, 2001, 20 /, 2 с.
КСЕРОКС, ҫ.с. Пӗр-пӗр документа, текста (алӑпа ҫырнине е пичетленине) электрофотографи мелӗпе ӳкерсе илмелли, йышлатмалли аппарат. Электронлӑ приборсем, компьютер, ксерокс, телевизорсем тевӑйлах мар электро-магнитлӑ пайӑркасем кӑлараҫҫӗ. ҪХ, 1998, 1 /, 6 с. Ӑна [ЧНК штаб-хваттерне] телевизорпа, компьютерпа, ксерокспа тивӗҫтерес ыйтӑва татса патӑмӑр. Х-р, 20.06.2000, 1 с. Пире валли хӑть ӑна [документа] ксерокспа кӑларса памаллаччӗ. Ар, 2000, 10 /, 2 с.
— ксерокспа пичетле, ксерокс хучӗ (Х-р, 18.09.1998, 3 с.); ксерокс курупки (ҪХ, 1999, 13 /, 8 с.).
КСЕРОКСЛА, ҫ.с. Ксерокспа ӳкерсе ил, ксерокопи ту. Пӳрне хулӑнӑш хытӑ шурӑ хут ҫине ксероксланӑ шултра сас паллиллӗ текста вулама ҫӑмӑл. Х-р, 27.07.1997, 4 с.
КУККА, п.п., куҫӑм. Ӗҫ вырӑнӗпе (должноҫпа) усӑ курса пӗлӗш-тӑванне пулӑшу кӳрекен ҫын; хунтӑ. Вӗсем виҫҫӗмӗш класлӑ водительсенчен чип-чиперех «пӗрремӗш класлисем» пулса тӑнӑ, ... ырӑ куккасем пулӑшнипе. К-н, 1987, 8 /, 3 с. «Кукка» пулмасан ан та сӗкӗн [Пуҫелӗк]. ҪХ, 1996, 2 /, 2 с. Анчах таса карьера пултӑр... Хыҫран пӗр-пӗр «кукка» тӗртсе пырать-тӗкпачах урӑх калаҫу. ҪХ, 1999, 39 /, 12 с. Пӗр-пӗр «пуян кукка» пулӑшӑвӗ кирлӗ-мӗн кунта. ТА, 2003, 2 /, 72 с.
— палланӑ «кукка» (ҪХ, 1996, 2 /, 2 с.); хулӑн кӗсьеллӗ куккасем (ҪХ, 2001, 14 /, 3 с.); пысӑк вырӑнта ларакан «кукка» (Ар, 2001, 21 /, 2 с.).
КУККУРУС (КУКУРУС), п.в. Капмар пучахлӑ, ҫӳллӗ те тачка туналлӑ пулакан ӳсен-тӑран тата унӑн сарӑ та шултра вӑрри; кукуруза. Ҫакӑн чухлӑ вӑй хурсан, юратса ӗҫлесен, мӗншӗн ҫитӗнмӗ вӑл кукурус. Хв. Уяр, 1965, 114 с. Н.Волкова ... куккурусӑн 250 сортне мӗнле сӑнани ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Х-р, 19.01.1999, 1 с. Куккуруспа соякомбикорм завочӗсене, рис халӑха сутма. ХС, 1999, 19 /, 1 с.
— куккурус вӑрлӑхӗ (Г.Краснов, 1979, 123 с.); куккурус анисем (И.Шордан, 1985, 188 с.); кукурус ак (Х-р, 3.08.1993, 3 с.); куккурус ҫитӗнтер (Х-р, 8.06.1999, 4 с.); куккурус силосӗ (ХС, 1999, 31 /, 2 с.); куккурус ҫӑнӑхӗ (С-х, 2000, 36 /, 1 с.); куккурус ҫӑвӗ (С-х, 2000, 37 /, 1 с.); куккурус ҫӳҫи (С-х, 2001, 35 /, 3 с.);
— ВЧС, 1971, 309 с.; Ашмарин, VI, 267 с.
КУЛАНАЙ, п.п. Саккунсӑр тӳлев, хырҫӑ. М.Корнеева «куланай» пухма килсе каять. К-н, 1981, 17 /, 5 с. Шӑхалӗнчи Коля ... Вӑрмар районне ҫӗр улми туянма килнӗ ҫынсенчен куланай шӑйӑрса тӑнӑ-мӗн. ҪХ, 1999, 10 /, 1 с.
КУЛӐШҪӐ, п.с. Кулӑш ӑсти; култармӑш, мыскараҫӑ, шӳтлевҫӗ. Интернационаллӑ рота тетчӗҫ пирӗн ротӑна... Пурччӗ кулӑшҫӑ эрмен, пурччӗ Латви ачисем. Ю.Семенов, 1972, 30 с. Пӗр кулӑшҫӑ, вулакансене култарса вӗлересрен хӑраса, пӗр кулӑшне те кулӑшла ҫырман тет. К-н, 1981, 2 /, 6 с. Иван Мучи, Л.Агаков, В.Енӗш пек кулӑшҫӑсем, тӗслӗхрен, шултралатнӑ ӗҫ-пуҫа хута яраҫҫӗ. Г.Федоров, 1996, 4 с.
— телейсӗр кулӑшҫӑ, чӑваш кулӑшҫи (А.Т.-Ыхра, 2000, 6 с., 81 с.).
КУЛЬТУРОЛОГИ, ҫ.с. Халӑхӑн ӑс-хакӑл культурине, ӑспурлӑх (туп.) аталанӑвне, культурӑпа общество ҫыхӑнӑвне тӗпчекен ӑслӑлӑх. Ӑна [Н.Егорова] Чӑваш патшалӑх уни-верситетне ӗҫлеме чӗнсе илеҫҫӗ. Килнӗ-килменех вӑл кунта культурологи кафедрине туса хурать. ХС, 23.02.1999, 4 с. Хальхи вӑхӑтра журналист е учитель пулакансем уйрӑммӑн вӗренеҫҫӗ, культурологи уйрӑмӗ те пур. Х-р, 2.08.2000, 3 с.
— культурологи факультечӗ (ТА, 2003, 2 /, 32 с.).
КУРАВ, ҫ.с. Пӗр-пӗр япаласен (картинӑсен, кӗнекесен т.ыт.) пуххине йӗркелесе халӑха вӑхӑтлӑх кӑтартни; выставка, куравӑш. Курава Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн залӗсенче йӗркеленӗ. Юрий Зайцев, 1990, 1 с. Библиотекӑракурав [Пуҫелӗк]. Х-р, 14.03. 1996, 3 с. Шупашкарӑн Мускав районӗнчи Ачасен пултарулӑх керменӗнче кашни ҫулах ал ӗҫӗсен куравне йӗркелеҫҫӗ. ЧХ, 30.05.1998, 4 с. Танл., Леонид иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ пурсуй йытӑсен ӑмӑрту-куравне йӗркелет. ҪХ, 1998, 45 /, 2 с.
— ал ӑсталӑх куравӗ (ҪХ, 1998, 13 /, 6 с.); ятран курав (Т-ш, 1998, 5 /, 5 с.); пӗтӗмлетӳ куравӗ (Я-в, 1999, 2 /, 90 с.); тӗнчери курав (Я-в, 2000, 5 /, 85 с.); ҫӗнӗ курав (Х-р, 9.10.2001, 4 с.);
— курав залӗ (ҪХ, 1997, 46 /, 5 с.; Х-р, 8.06.1999, 4 с.); Курав керменӗ (ҪХ, 1998, 49 /, 9 с.; ХС, 1999, 12 /, 1 с.); курав ирттер, курава тӑрат (Х-р, 24.01.1998, 11 с.); курав уҫ (1998, 5 /, 5 с.); курава хутшӑн (Х-р, 8.06.1999, 4 с.); куравсен ҫӗнтерӳҫи (Я-в, 2000,5 /, 85 с.).
КУРАВӐШ, ҫ.с. Курав, выставка. Вырӑс литературин ҫуртӗнче А.Онегин коллекцийӗн тулли куравӑшӗ уҫӑлнӑ. Х-р, 13.03.1996, 4 с. Куравӑшра «Раҫҫей» ятлӑ лазер компакт-дискӑн презентацийӗ пулса иртнӗ. Х-р, 15.02.1996, 3 с. Выставка-куравӑш пек вӑхӑтлӑха мар, яланлӑха кӑтартса тӑмалла пулать вӑл [музей]. Хв. Уяр //Х-р, 5.01.1997, 3 с.
КУРАВҪӐ, ҫ.с. Спектакль-концерт, ӑмӑрту-шоу е фильм пӑхакан ҫын; куракан. Артистсен пуплевне куравҫӑсем тӗслӗх вырӑнне хураҫҫӗ, вӗсем пек калаҫма тӑрӑшаҫҫӗ. И.Павлов //ТЧИТ, 1991, 11 с. Пурте вӗсемюрлакансем те, ташлакансем техӑйсен пултарулӑхӗпе куравҫӑсене савӑнтарма тӑрӑшрӗҫ. ҪХ, 1999, 12 /, 9 с. Ӑслӑ та чее телерепортерсем куравҫӑсене подсознани урлӑ витӗм кӳме хӑтланаҫҫӗ. Ч-х, 1999, 27 /, 7 с. Пин-пин куравҫӑ ячӗпе [Пуҫелӗк]. Х-р, 29.05.2001, 4 с.
— хисеплӗ куравҫӑсем (Т-ш, 1998, 9 /, 3 с.); пӗчӗк куравҫӑсем (Х-р, 4.10.1998, 4 с.); ирӗксӗр куравҫӑсем (Х-р, 25.07.2000, 3 с.); совет куравҫисем (Х-р, 12.07.2002, 3 с.).
танл., телекуравҫӑ.
КУРӐК, ҫ.п., жарг. Ӳсен-тӑрантан хатӗрленӗ наркотик. Каҫсерен урамра пухӑнсан е хаваслӑ уяв хыҫҫӑн ушкӑнпа «курӑк» туртасси модӑна кӗрсе пырать. ҪХ, 1997, 49 /, 4 с.
КУРӐКҪӐ, ҫ.с. Сиплӗ курӑксене пухакан тата вӗсемпе эмеллекен ҫын; курӑк ӑсти. Хӑшӗсем энӗҫ курӑкне пахчара ӳстереҫҫӗ, ӑна пасарта курӑкҫӑсенчен е аптекӑра туянма пулать. С-х, 2000, 5 /, 3 с.
КУРӐМ, п.с. 1. Ҫын таврари пурнӑҫ ҫине мӗнле пӑхни, ӑна епле хаклани. Яков Ухсай сӑнласа пама ӑста, унӑн хӑйӗн курӑм. Вӑл ҫын курманнине курма пӗлет. Г.Ефимов //Я-в, 1963, 4 /, 32 с. Хальхи поэтсен Шелепи тапхӑрӗпе танлаштарсассӑн — урӑх курӑм, урӑх ӑнлану. КЯ, 7.02.1982, 4 с. Вӗсен [ҫамрӑксен] хӑйсене евӗр курӑм, хӑйсен сасси. ТА, 1988, 10 /, 1 с. Чӑваш шухӑшлавӗпе курӑмӗ ҫут ҫанталӑкран ҫын еннелле ... куҫса пыма кӑмӑллать. В.Родионов //Х-р, 18.11.1998, 3 с.
— ҫӗнӗ курӑм (Я-в, 1963, 11 /, 30 с.); философиллӗ курӑм (Л.Таллеров, 1978, 10 с.); экзистенциаллӑ курӑм (Х-р, 28.09.2001, 4 с.);
танл., тӗнчекурӑм.
2. Куҫ умне тухакан сӑнлӑх; куҫа курӑнни. Чӳрече умӗнчи акацисем ҫине шевле ӳкнӗ... Ман чунра ҫак курӑм иртнӗ кунсемшӗн хӗрхенӳ ҫеҫ ҫуратрӗ. А.Аттил //ТА, 1988, 10 /, 62 с. Сарри ҫӗрӗпех ... ҫурма ыйхӑллӑ та ҫурма чӑнлӑхлӑ курӑмсемпе аташса выртрӗ. В.Игнатьев, 1990, 47 с. Епле анлӑ курӑм [тавралӑх пирки]! Х-р, 30.04.1997, 7 с. Паян ҫав курӑм харсӑр Ҫӑлтӑрлӑх. А.Т.-Ыхра, 2001, 80 с.
КУРПУНККА, п.с. Курпунлӑ этем е чӗрчун; асат хуҫнӑ ҫын. Эп татах тӗлӗнтерӗп, курпункка тиха парнелӗп. П.Ершов, 1955, 10 с. Чипер пикене Герасимов хушаматлӑ курпунккана качча параҫҫӗ. А.Т.-Ыхра, 2000, 86 с.
КУРСТАШ, ҫ.с. Тепӗр студентпа пӗр курсра вӗренекен (е вӗреннӗ) ҫын. Горбачевпа пӗрле вӗреннӗ Ф.Незнанский ... хӑйӗн курсташӗ пирки чапшӑн ҫунакан оппортунист пек аса илет. Х-р, 7.03.1996, 3 с. Канӑва тухнӑ -таш (-теш) те ӗҫе кӳлӗнчӗ, ӗҫтеш, йӑхташ, курсташ... Х-р, 21.05.1999, 3 с.
танл., класташ.
КУРУЛТАЙ, п.с. Конгресс, сpезд, аслӑ пуху. Казанкӑ шывӗ хӗррине курултай«пӗтӗм Хусан ҫӗрӗн» пухӑвӗпуҫ-тарӑнчӗ. К.Турхан, 1967, 332 с. Мӑн курултай пухать те Мамай хан калать, «Чӗркуҫленмест сӑвар ӑрачӗ...» В.Энтип, 1987, 229 с. Чӑваш курултайне [наци конгресне] парне тӑвар! Х-р, 8.10.1992, 2 с. 9-мӗш курултая Шупашкарта ирттерме сӗнсен никам та хирӗҫлемерӗ. ҪХ, 1998, 40 /, 4 с.
— курултай пуҫтар, курултай ирттер (К.Турхан, 1967, 260 с., 321 с.); Пӗтӗм ҫӗршыври чӑваш хӗрарӑмӗсен курултайӗ (В-х, 1991, 21 /, 10 с.); Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен курултайӗ (Х-р, 2.09.2000, 4 с.); Пушкӑрт Республикин Патшалӑх Пухӑвӗ — Курултайӗ (УС, 1999, 46—47 /, 8 с.).
КУРУПКА, 1. П.в. Картон ещӗк, пӗчӗкҫӗ арча, тӑваткал йӗнӗ; коробка. Вӑл ... хӗрлӗ хӑюпа ҫыхнӑ пысӑк курупка тата Хисеп грамоти тыттарчӗ. К-н, 1981, 16 /, 4 с. Атӑ-пушмак хумалли курупка хут укҫасемпе тулма тытӑннӑ. Т-ш, 1998, 6 /, 5 с. Автофургонран икӗ курупка ҫӑмарта ҫухалнӑ. ҪХ, 1999, 41 /, 4 с. Курупкара 32 штук батарейка выртнӑ. Т-ш, 1999, 12 /, 3 с.
— пуш курупка (И.Тукташ,1958, 131 с.); картон курупка (К-н, 1969, 14 /, 8 с.); тимӗр курупка (Паттӑр пионерсем. 1971, 77 с.); хут курупка (Х-р, 27.02.1997, 3 с.); шӑрпӑк курупки (В.Садай, 1969, 49 с.; Л.Агаков, 1971, 172 с.; И.Шордан, 1985, 12 с.; Х-р, 13.03.1996, 4 с.); пирус курупки (К.Пайраш, 1976, 131 с.; Я-в, 1995, 9 /, 69 с.); эмел курупки (К-н, 1968, 18 /, 9 с.; Х-р, 27.06.1992, 3 с.); пӗр курупка фломастер (ҪХ, 1997, 28 /, 4 с.); пӗр курупка канфет (Т-ш, 1999, 4 /, 1 с.); телевизор курупки (Т-ш, 2001, 49 /, 7 с.).
2. Ҫ.п., калаҫ. Ещӗк евӗрлӗ, нумай хутлӑ тӗссӗр ҫурт. Тӑхӑр хутлӑ «курупкасем» туххӑмрах пӗлӗтелле кармашрӗҫ. К-н, 1985, 3 /, 10 с. Эпир пилӗк хутлӑ тимӗр-бетон курупка умӗнче чарӑнса тӑратпӑр. А.Емельянов, 1985, 261 с. Пӗр евӗрлӗ курупка-ҫуртсем, пӗр евӗрлӗ курупка-магазинсем, пӗр евӗрлӗ курупка-шкулсемпе ача сачӗсем. Х-р, 24.06.1992, 4 с. Темиҫе курупка хушшинче хамӑн ҫурта, подpезда тупаймастӑп. В.Эктел, 1996, 126 с.
КУҪӐМЛӐ, ҫ.п. е КУҪӐН, п.п. Куллен вӗренме ҫӳремелли; кӗретӗн (туп.). Вӗренӳ куҫӑн тата куҫӑн мар майпа пулӗ. ҪХ, 1997, 46 /, 8 с. Аспирантурӑра куҫӑмлӑ та куҫӑмсӑр та вӗренме май пур. Ч-х, 1999, 27 /, 8 с. Ӑна куҫӑмлӑ майпа вӗренме кӗртес тӗллевпе ректор патне кайрӑм. ПЧЕ, 2001, 4 /, 3 с.
— ВЧС, 1971, 476 с.
КУҪӐМЛӐ, куҫӑмлӑ телефон, ҫ.я. Пӗрле илсе ҫӳремелли телефон; мобильник. Эпир часрах пуйса мерседессем, куҫӑмлӑ телефонсем илес тесе шутламан. ҪХ, 18.09.1998, 4 с.
танл., мобильлӗ телефон. (Х-р, 28.09.2001, 3 с.).
КУҪӐМСӐР, ҫ.п. е КУҪӐН МАР, ҫ.я. Тапхӑрӑн вӗренме ҫӳремелли; заочно, кӗретсӗр (туп.).
— куҫӑн мар мелпе вӗрен (ҪХ, 24.04.1998, 6 с.); куҫӑн мар майпа вӗрен (Х-р, 30.05.1998, 4 с.); куҫӑмсӑр вӗрен (Т-ш, 12.06.1991, 6 с.; ПЧЕ, 2001, 4 /, 3 с.);
— куҫӑн мар уйрӑм (ҪХ, 15.05.1998, 7 с.; АМХ, 2000, 8—10 /, 4 с.; Х-р, 20.10.2000, 4 с.); куҫӑн мар шкул, куҫӑмсӑр вӗрентекен шкул (Т-ш, 12.06.1991, 6 с.); куҫӑмсӑр шкул (Т-ш, 19.03.1998, 3 с.; Т-ш, 1999, 13 /, 3 с.).
КУҪӐН, п.п. куҫӑмлӑ туп.
КУҪПӐВАН, п.с. Этеме вӑхӑтлӑха тӗнтме, пуҫне ҫавӑрма пултаракан ҫын; гипнотизер, гипноз ӑсти. Сана пурте калӗҫ, вӑл асамӑҫ, куҫпӑван вӑл, тейӗҫ, пӑхнӑ чух. П.Хусанкай, 1968, 127 с. Тухтӑрсен тухтӑрӗ!.. Куҫпӑван этем. К-н, 1985, 7 /, 6 с. Сирена... Куҫпӑван илӗртмӗш пикесене ҫапла чӗннӗ. Я-в, 1991, 7 /, 17 с. Куҫпӑванпа унӑн тусӗсем [Пуҫелӗк]. Х-р, 12.09.1996, 2 с.
КУШАК, 1. Ҫ.п., астрол. Хӗвелтухӑҫ йӑлипе ҫулталӑксен ылмашӑвне кӑтартакан 12 паллӑран (чӗрчунтан) тӑваттӑмӗшӗ; Кролик. Тухӑҫри кун тӑрӑмра (календарьте) ҫулсене чӗрчунсен ячӗсемпе палӑртаҫҫӗ, Йӗкехӳре, Вӑкӑр, Тигр, Мулкач (Кушак), Аҫтаха... ЧС, 1993, 10 кл., 6 с. 1999 ҫулКушак ҫулӗ. Т-ш, 1999, 1 /, 2 с. Гриша, Кушак ҫулӗнче мӗн кӗтетӗн. ҪХ, 1999, 1 /, 12 с. Кушак ҫулӗ мӗнпе асра юлчӗ-ха. ҪХ, 1999, 49 /, 3 с.
2. Ҫ.п., астрол. Ҫак чӗрчунпа палӑртакан ҫулталӑкра (Ку-шак ҫулӗнче) ҫуралнӑ ҫын; Кролик. Кӑҫал Кушакӑн ... кӗвӗҫӳ туйӑмӗ ҫӗнӗрен ҫуралать. Х-р, 13.02.1991, 8 с. Кушаксем ку ҫула ҫемье ӑшшипе киленсе пӑтӑрмахсемсӗр ирттерӗҫ. ҪХ, 1998, 52 /, 7 с. Хӗр Кушак ыттисене тунсӑхлӑхӗпе илӗртет. Т-ш, 1999, 1 /, 2 с.
КӲЛЕМ, п.с. Капаш, ӗренке, кӳлепе. Чӑвашра ... юманӑн кӳлемӗ те хӑй евӗрлӗ. Х-р, 4.02.1993, 3 с. Ҫак хурансен [рак хуранӗсен] ӗлккенлӗхӗ, тӗрлӗ тӗслӗхӗ, кӳлемӗ ытла та илӗртӳллӗ-ҫке! В.Эктел, 1996, 58 с.
— ЧВС, 1961, 184 с. (диал.); Ашмарин, VII, 69 с.
КӲЛЕМЕК, п.с. Кӳлмек туп.
КӲЛЕПЕҪӖ, ҫ.с. Йӑваласа, чутласа е урӑхла хайласа кӗлетке-кӳлепе ӑсталакан ӳнерҫӗ (туп.); скульптор, шепсутҫӑ (туп.). Ӳкерӳҫӗ, кӳлепеҫӗ, ҫыравҫӑ, ав, юрӑҫпала тӑраҫҫӗ. Х-р, 16.09.1992, 4 с. Чӑвашсен паллӑ кӳлепеҫисенчен (скульпторӗ-сенчен) И.Кудрявцев, Ю.Ксенофонтов ... ячӗсене палӑртса хӑварӑпӑр. ЧС, 1994, 8 кл, 7 с. Тен, кӳлепеҫӗ ҫепӗҫ аллипе ... ҫемҫе-ҫемҫе тӑма йӑваласа ... ӑна ҫапла хитре тума пултарнӑ. И.Чермаков //ҪХ, 30.04.1998, 5 с.
КӲЛМЕК, ҫ.в. е КӲЛЕМЕК, п.с. Шыв сӑмси, тинӗс аври, тинӗс кукӑрӗ; залив. Кӳлемекри лӑпкӑлӑх поэтшӑн мар. Н.Исмуков, 1990, 95 с. Шупашкарӑн кӳлмекӗ хӗрринче капмар шурӑ ҫурт ларать. Х-р, 16.03.1994, 3 с. Чӑваш Республикин вара Шупашкар кӳлмекӗ урлӑ хӑйӑртан хӑпартнӑ ҫулпах ҫырлахмалла-им. ТА, 2002, 5 /, 64 с.
КӲНТЕЛЕН (КӲНТӖЛЕН, КӖНТЕЛЕМ), ч.с. Мӗн пулса иртнине куҫӑн курнӑ ҫын (е урӑх сӑпат); свидетель, тынӑ. Священниксемпе старейшинӑсем Ииусуса айӑпласа явап тыттарасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ, ... икӗ суя кӳнтелене тара тытаҫҫӗ. ЯБ, 1990, 12 /, 58 с. Милици сотрудникӗсем ... тӗпчев ирттереҫҫӗ, кӳнтеленсемпе калаҫаҫҫӗ. Х-р, 5.05.1997, 2 с. Эйзин юратӑвӗн кӳнтӗленӗсем (свидетелӗсем) — ҫут ҫанталӑк пулӑмӗсем, хӗвел, уйӑх, пӗлӗт, ҫӑлтӑр... В.Абрамов, 1998, 11 с. Тӑранман ҫӑткӑнсем ... кӳнтеленсене хӑварма хӑранӑ. ҪХ, 2000, 27 /, 4 с.
— кӳнтеленсене суда чӗн (ЫХ, 2001, 20 /, 2 с.); кӳнтӗлене тӗпче (Х-р, 16.08.2001, 3 с. ).
КӲНТЕР, п.с. Ӳкӗте кӗрт, ҫавӑр, майлаштар; еккине яр. Ӑна [ват ҫынна] ... ним каласа та кӳнтерме ҫук. К-н, 1983, 8 /, 4 с. Малтанхи хутӗнче Константин Николаевича кӳнтерме май килмерӗ. Д.Гордеев, 1988, 82 с. Вырӑс чӗлхин «юнтармӑшне» кӳнтерме чӑваш чӗлхин законӗсене пӑсатпӑр. В-х, 8.07.1991, 12 с.
— Ашмарин, VII, 75 с.
КӲРЕНТЕРӲ, п.с. Хур туни, мӑшкӑл туни, хӑртни, эрлентерни. Кунта та хӑйсен кӑмӑлне ирӗклӗн, пӗр кӳрентерӳсӗр тивӗҫтерчӗҫ вӗсем. К-н, 1984, 9 /, 10 с. Туслӑх пирӗн пӗлӗтсӗр, ҫук кӳрентерӳ. М.Сениэль, 1990, 8 с. Ҫеҫпӗле вырӑсла ҫапла асӑннине пысӑк кӳрентерӳ вырӑнне хуратӑп. Х-р, 10.11.1999, 4 с.
— ВЧС, 1971, 452 с.
КӲРШӖЛЕН, п.с. Пускил пул, юнашарлан, ҫума-ҫумӑн вырнаҫ; кӳршӗ-аршӑ пул. Юрӑсенче чӑвашсем ... вырӑссемпе кӳршӗленсен кун-ҫул улшӑнни ҫинчен каланисем тӗл пулаҫҫӗ. ЧХС, 1985, 6 т., 13 с. Тулай чӑвашӗсем ... хӑш халӑхпа кӳршӗленни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Х-р, 7.10.1992, 3 с.
КЮ, ҫ.с., спорт. Хӗвелтухӑҫ кӗрешӗвӗнчи ӑсталӑх виҫи; разряд. Хусакасси каратисчӗн — пӗрремӗш «кю» [Пуҫелӗк]. ҪХ, 2000, 34 /, 10 с. Экзаменсене 15 чӑваш каратисчӗ ӑнӑҫлӑ тытрӗ... А.Тимофеевпа Л.Артемьев пӗрремӗш кю (разряд) илчӗҫ, ыттисем — иккӗмӗш кю. Х-р, 16.08.2000, 4 с.

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-07-19 22:53:14 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5713 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем