Чӑваш чӗлхи пунктуацийӗн тӗп правилисен пайӗ.
55§. Ый, ы-ый, эх, ы-ых, э-э междометисене запятойпа уйӑраҫҫӗ (кӑшкӑру палли лартасси ҫинчен 17-мӗш параграфра ҫырнӑ), сӑмахран: Ы-ых, Сетнер, астӑван, манӑн хӑре эс ҫирӗн! (К. Иванов).
56§. Пуплев кӗвӗлӗхӗшӗн усӑ куракан ай-ай-ай, ай-хай, и, ой татӑксене запятойпа уйӑрмаҫҫӗ: Ой милӑй Чутикас! (Халӑх юрринчен). Ай-хай хӗн пек ҫӗклесси, ай-хай ҫӑмӑл ӗҫесси! (К. Иванов).
57§. Акӑ (ак), авӑ (ав) татӑксене запятойпа уйӑрмаҫҫӗ: Халӗ ав тимӗрҫӗ те килчӗ ӗнтӗ (Хв. Уяр).