Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Назаров Андрей Кузьмич

Назаров Андрей Кузьмич (1891.08.05, Ҫӗрпӳ — 1942.07.26, Чита облаҫӗнчи Букачача тӳрлетӳпе ӗҫ лагерӗ) — патшалӑх ӗҫченӗ.

Кун-ҫулӗ

Хусанти промышленность училищине (1910), Омскри прапорщиксен шкулне (1916) пӗтернӗ, Мускаври аслӑ юридици курсӗсенче (1928) пӗлӳ илнӗ. Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫине (1915–1917) тата Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ.

1910–1912 ҫулта Хусанти Крестниковсен тӑванӗсен савутӗнче электромонтёр пулса ӗҫленӗ, 1912–1915 ҫулта — Тӑпӑл кӗпӗрнинче вырнаҫнӑ Муромцеври ремесла училищин заведующийӗ.

1918 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче — Ҫӗрпӳ уесӗн милици начальникӗ. 1918 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӑна Хусанти Атӑлҫи ҫар округӗн штабне командировкӑна янӑ, кайран ҫапӑҫусене хутшӑнакан Хӗрлӗ Ҫара янӑ, унта вӑл 1922 ҫулхи юпа уйӑхӗччен хӗсметре тӑнӑ.

1922 юпа уйӑхӗнче Ҫӗрпӳ уесӗн милици пуҫлӑхне лартнӑ, 1923 юпа уйӑхӗнче вӑл Етӗрнепе Улатӑр уесӗсенчи прокурора пулӑшаканӗ, унтан ӑна юстици халӑх комиссарӗн ҫумӗ — Чӑваш АССР прокурорӗн аслӑ пулӑшуҫи пулма шаннӑ, 1929 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Чӑваш АССРӗн Халӑх Комиссарӗсен Канашӗ ҫумӗнчи Строительство тӗрӗслевӗн управленийӗн пуҫлӑхне лартнӑ. 1931 пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 1933 ҫулхи раштав уйӑхӗччен Чӑваш АССРӗн ХКК председателӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.

1933 ҫулхи раштавра ӑна Вӑрнара куҫарнӑ, Фосфорит завочӗн директорне лартнӑ.

1935 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа 1937 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен юстицин халӑх комиссарӗ, Чӑваш АССРӗн прокурорӗ пулнӑ; 1937 ҫулхи кӑрлачпа чӳк уйӑхӗсенче — Чӑваш АССРӗн юстици халӑх комиссарӗ, кайран ӑна Улатӑрти купӑс хапрӑкӗн коммерцилле директорне ӗҫе янӑ.

1938 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗнче ӑна «революцие хирӗҫле буржуапа националистсен организацин ӗҫне хастар хутшӑнакан ҫын» тесе арестленӗ. 8 ҫуллӑха айӑпланӑ. 1989 ҫулта ырӑ ятне тавӑрнӑ.


 
Категорисем: Ҫӗрпӳ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2021-08-29 12:56:11 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1740 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем