Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ
Пулӑвӗ тӑрӑх мӗнле уйрӑлаҫҫӗ<< | >>Ыйтӑвӗсем<< | >>Тӗслехсем<< |
1. Мӗнлелӗх наречийӗсем | мӗнле? епле? | аран, апла, ҫапла, капла, сасартӑк, хӑвӑрт, харӑс, хуллен, ерипен, тӑрук, чӗвен, пӗрерӗн, ҫӑмӑллӑн, ҫарран, лайӑххӑн, пысӑккӑн, укҫалла, пуканелле |
2. Виҫепе степень наречийӗсем | мӗн чухлӗ? мӗн таран? | кӑшт, ытла, питӗ, пайтах, йӑлт, пачах, пӑртак, тӳпеми, пуҫӗпех, пушшех, самай, татах, ушкӑнӗпех, вуҫех, витрелетсе, пинлесе |
3. Вӑхӑт наречийесем | хӑҫан? хӑҫанччен? хӑҫантанпа? | куллен, ҫуллен, ялан, халь, хӗлле, ҫулла, ҫӗрле, кӗркунне, ҫуркунне, кӑҫал, пӗлтӗр, ӗлӗк, паҫӑр, паян, ӗнер, кӗҫӗр, ӳлӗм, вара, анчах, ӗнтӗ, виҫмине, тӑватмине, тахҫан, хӑҫан |
4. Вырӑн наречийӗсем | ӑҫта? ӑҫтан? ӑҫталла? | унта, кунта, унтан, кунтан, лере, лерен, кунталла, йӗри-тавра, калле, ӑҫтан, ниҫтан, ниҫта, ӑҫта |
5. Пиркепе тӗллев наречийӗсем | мӗн пирки? мӗншӗн? | юри, ятарласа, калӑхах, ытахальтен, ма, темме, таках |
>>Пулӑвӗ енчен ушкӑнлани<< | >>Тӗслехсем<< |
1. Аффикс хушӑннипе пулнӑ наречисем | чӑвашла, кӑнтӑрла, хӗлле, ҫулла, ачалла, ӑшшӑн, тӳлеккӗн, ӗмӗртенпе, ачаранпа, ирччен, каҫчен, ҫӗрлеччен, кунсерен, виҫмине |
2. Сӑмахсем пӗр-пӗр формӑра ҫирӗпленсе ларнипе пулса кайнисем | ялӗпе, малтанласа, таҫта, лере, ҫакӑнта, ӑнсӑртран, юлашкинчен, тӗнчипех |
3. Семантикӑпа лексика тӗлӗшӗнчен уйрӑлса кайса пулнисем | хӑвӑрт, питӗ, аран, вара, ӗлӗк, пӗлтӗр, сасартӑк, юри, ялан, халь |
>>Мӗнле аффbкссtм хушӑнса пулаҫҫӗ<< | >>Мӗнле пуплев пайӗнчи сӑмахсем ҫумне хушанаҫҫӗ<< | >>Тӗслехсем<< |
1) -ла (-ле) | япала ячӗ | чӑвашла, вырӑсла, пуканелле, кӑнтӑрла, ачалла, хӗлле; |
паллӑ ячӗ | чӑмӑрла, ҫӗнӗлле, типӗлле, тӗттӗмле, пушӑлла; | |
хисеп ячӗ | виҫҫӗлле, иккӗлле, пӗрле, ҫиччӗлле; | |
местоимени | хамӑрла, пирӗнле; | |
причасти | (нихҫан) пулманла, курмасла, сисмесле; | |
наречи | хальчченле | |
2) -ӑн (-ӗн) | япала ячӗ | мерченӗн, ахахӑн, ылтӑнӑн, сутӑн, ҫӑвӗн-хӗлӗн, ирӗн-каҫӑн, вӑхӑтӑн, алӑкӑн-тӗпелӗн; |
палла ячӗ | ӑшшӑн, йӑвашшӑн, лайӑххӑн, тӳлеккӗн, чӗррӗн, кӑваккӑн, мӑнаҫлӑн, кахаллӑн, ахаллӗн, ыррӑн, ӑнӑҫлӑн, асӑрхануллӑн; | |
евӗрлев сӑмахӗ | вӑр-варрӑн, вӑрт-варттан. | |
3) -чен | япала ячӗ | ирччен, каҫчен, ҫумӑрччен; |
паллӑ ячӗ | чылайччен, нумайччен; | |
хисеп ячӗ | иккӗччен, вуннӑччен; | |
местоимени | унччен; ҫавӑнччен; | |
наречи | хӗллеччен, ҫӗрлеччен, ҫуллаччен, кӑнтӑрлаччен. | |
4) -лен | япала ячӗ | куллен (<кун+лен), ҫуллен. |
5) -мине | хисеп ячӗ | виҫмине, тӑватмине. |
6) -ӗпе | япала ячӗ | кунӗпе, ҫӑвӗпе, ялӗпе, лавӗ-лавӗпе, кунӗ-кунӗпе, ушкӑнӗпе. |
>>Танлаштару формисем<< | >>Мӗнле пулать<< | >>Тӗслехсем<< |
1.Танлаштаруллӑ форма | -рах (-рех), -тарах (-терех) аффикс хушӑнипе | хӑвӑртрах, лайӑххӑнрах, ҫапларах, капларах, хулленрех е хуллентерех, пӗчӗккӗнрех |
2.Вайлӑ форма | ике хут каланипе | аран-аран, харӑс-харӑс, тӗллӗн-тӗллӗн, пысӑккӑн-пысӑккӑн |
родупликаци мелӗпе | сип-симӗссӗн, сап-саррӑн, хӗп-хӗрлӗн |