Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Николай Казаков ҫинчен


каялла

ТАЛӐКӖПЕХ КӖВӖ ТӖНЧИНЧЕ ПУРӐНАКАН

Николай Казаков (юлташӗсемшӗн - Николас)

1962 ҫулта ҫуралнӑ. 1986 ҫулта Хусанти консерваторире теорипе композитор факультетне пӗтерсен Чӑваш композиторӗсен союзӗнче консультант, председатель ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтра РНМЦ ҫумӗнче студи йӗркеленӗ.
Ҫамрӑксен театрӗнче музыка пайӗнче тӑрӑшнӑ. ЧР Композиторсен союзӗн ертӳҫи. Чӑваш патшалӑх филармони директорӗ.
“Сирӗншӗн хӑш ӗҫ хаклӑрах“ - тесе ыйтсан Николай Нилович нумай шутласа тӑмарӗ. “Композитор ӗҫӗ”: - тесе хуравларӗ?
А.Тарасов пьесипе хатӗрленӗ “Инҫет телей ҫути” спектакль кӑҫал Раҫҫей патшалӑх премине илме тивӗҫ пулчӗ. Творчество ушкӑнӗнче Николай Казаков та пур.
- Преми ҫӗнсе илнине пӗлтерекенни кам пулчӗ?
- Валерий Николаевич Яковлев, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн режиссерӗ, “Мускава кайма пуйӑс ҫине билет тупма пулать-и“ - тесенех ӑнлантӑм. “Тупатпӑр!” - терӗм.

- Яковлевпа хӑҫан ӗҫлеме пуҫланӑ?
- 1985 ҫулта: “Айтар” спектакльте.

- Унпа ӗҫлеме йывӑр пулмалла?
- Кашни режиссер хӑйне май. Чылайӑшӗ композитора ӗҫлеме ирӗк парать. Хайлава мӗнле куратӑн, туятӑн - ҫавӑн пек ҫыратӑн. Валерий Николаевичӑн, ыттисемпе танлаштарсан, хӑйӗн куравӗ, мелӗ пур. Вӑл актер мӗнле выляссине ҫеҫ мар, художникӑн, композиторӑн ӗҫне те курать. Кӗвӗри кашни сасса чунӗпе, ӑсӗпе илтет. Ман вара ун чунӗнче мӗн ҫуралнине туйса, ҫавна шыраса тупса ҫырмалла. Йывӑрлӑхӗ ҫавӑнта кӑна. Пӗрле хатӗрленӗ юлашки спектакль - “Чунсене чӗпӗтет ҫил-тӑман”: Иван Бунин хайлавӗ тӑрӑх лартнӑскер. Ӑна сцена ҫине кӑлариччен ҫулталӑк иртрӗ.
Яковлев чӑнах та вӑйлӑ режиссер пулнине ун спектаклӗсене курсанах ӑнланма пулать. Ҫакна туймасӑр ҫук. Вӑл Раҫҫей шайӗнчи режиссер. Раҫҫей театрӗн шайӗ вара тӗнче умӗнче начарах мар тесе шутлатӑп.

- Ытларах Борис Чиндыковпа ӗҫлетӗр. Пӗр-пӗрне ӑнланни мӗнре-ши?
- Ҫакна ӑнлантарма йывӑр. Йӑлт ӑс-тӑн шайӗнче пулса пырать. Композитор пулнӑ май Борисӑн кашни хайлавӗнче кӗвӗ янӑранине илтетӗп. Тен, ҫакӑ ҫывӑхлатать. Унӑн кирек мӗнле текстне алла ил - вуланӑ май пуҫра тӳрех кӗвӗ ҫуралать. Пур сӑвӑҫпа та апла пулмасть.

- Сахал мар юрӑ, спектакль валли кӗвӗ ҫырнӑ. Опера, рок-опера хатӗрлеме вӑхӑт мар-и?
- Рок-опера ҫырас шухӑш ҫурални ҫирӗм ҫул иртрӗ. Ун чухне Борис “Нарспин” ҫӗнӗ версине тума вӑхӑт тетчӗ. Малтанхи вунӑ ҫулне калаҫура ирттернӗ, тепӗр темиҫе ҫултан ҫырса пӗтертӗмӗр. Материал хальлӗхе выртать, хатӗр. Ӑна сцена ҫине кӑларма укҫа-тенкӗ кирлӗ. Икӗ-виҫӗ пин долларпа рок-опера лартаймӑн. Сахалтан та вунӑ пин доллар кирлӗ.
Пӗр-икӗ ҫултан укҫи тупӑнатех пуль тетӗп? (В. Гергиев: Мариинкӑн илемлӗх ертӳҫи: шучӗпе оперӑна сцена ҫине кӑларма сахалтан та 100 пин доллар кирлӗ. - Авт).
Тахҫантанпах симфони ҫырас килет, вӑхӑт ҫитменни кансӗрлет.

- Залри мӗнлерех итлекен ҫывӑхрах сире?
- Ҫамрӑксем ҫывӑхрах, мӗншӗн тесен вӗсем шанӑҫ параҫҫӗ. Чӑваш юррисене юратса, савӑнса итлеҫҫӗ пулсан - эстрада аталанать.

- Урамран ҫавӑтса кӗнӗ пӗр-пӗр хитре каччӑран е хӗртен - ҫӑварне карма, хӑйне сцена ҫинче тытма вӗрентсен - ҫӑлтӑр тума пулать-и?
- Йывӑртарах пуль. “Тин” ушкӑн юрӑҫисем, сӑмахран, ҫичӗ ҫул музыка шкулӗнче вӗреннӗ. Ача вӑййи мар ку. Чылайӑшӗ виҫӗ ҫултанах ҫӳреме пӑрахать. Эрнере виҫӗ хут каймалла, хатӗрленмелле. Куллен пӗрер сехет пианино каламалла. Ҫитменнине, хӗрсем пурте ташӑ класӗсене ҫӳренӗ. Ҫакӑ вӗсем ӗҫлеме юратнине, наян маррине пӗлтерет. Урамра чупса ҫӳрекен ачасенчен мӗн илме пулать-ши?

- Шупашкарти Трактор тӑвакансен керменӗ умӗнчи афишӑсене вуласан Чӑвашра ҫӑлтӑр нумай пек туйӑнать…
- Чӑваш юрӑҫисем хӑйсене “эп ҫӑлтӑр” тесе каланине пӗрре те илтмен? Ас тӑвасса, “ҫӑлтӑр” тесе Борис йӗкӗлтесе каланӑччӗ. Каярахпа, тепӗр виҫ ҫултан, ҫак сӑмах шӳт шайӗнчен чӑн шая куҫрӗ.

- Чӑваш эстрадинче кам килӗшет?
- “Тин” ушкӑн йӗркеленӗ хыҫҫӑн эстрада концерчӗсене ҫӗнӗрен курма пуҫларӑм. Килӗшекенсем пур. Сергей Павлов, Стас Владимиров, сӑмахран. Августа Уляндина сассипе, сцена ҫинче еплерех ӗҫленипе Надежда Кадышевӑран пӗртте кая мар тесе шутлатӑп

- Пирӗн чӑваш юрӑҫисем Раҫҫей шайне тухаяҫҫӗ-и?
- Раҫҫей шайне тухма чи малтанах, ҫурт тунӑ евӗр, ҫирӗп никӗс кирлӗ. Пирӗн эстрада шкулӗ ҫирӗм ҫулта кӑна-ха. Мӗншӗн, сӑмахран, пушкӑртран “ДДТ”, Земфира тухма пултарнӑ ( Унти шкул йӗркеленӗренпе 40 ҫул иртнӗ ӗнтӗ. Пирӗн никӗс ҫителӗклӗ-и, ҫук-и - калама пултараймастӑп. Анчах питӗ нумай тӑрӑшсан кӑна Раҫҫей эстрадине тухма пулать. Ӗҫлесен-ӗҫлесен ҫакна курса савӑнатӑпах пуль тетӗп.

- Мӑшӑрӑрпа, Валентина Геннадьевнӑпа, иксӗр те композиторсем. Ҫакӑ ҫемьере пӗр-пӗрне ӑнланма пулӑшать пуль? Ӗҫре те, килте те юнашар пулни йӑлӑхтармасть-и?
- Ман шутпа, композитора композитор ҫеҫ ӑнланма пултарать. Ахаль ҫынна композитора ӑнланма питӗ пысӑк пултарулӑх кирлӗ. Мӗншӗн тесен эпир талӑкра 24 сехет кӗвӗ тӗнчинче пурӑнатпӑр.

- Искусствӑри чухӑнлӑха курса хӗрӗре те унта кӗртсе яма хӑрамастӑр-и?
- Музыкӑна ярасах килмест те хамӑн. Турӑ пани пур пулсан... Вӑл мӗнле ҫырнӑ, ҫавӑн пек пулать. Манран килекен япала мар ку.

- “Самант” пирки мӗн шутланине те пӗлес килет.
- Пӗрремӗш номерне курсанах савӑнтӑм? Ҫамрӑксен журналӗ - Бориспа иксӗмӗрӗн тахҫанхи ӗмӗт. Вӑл эпир, аслӑрах ӑру, хутшӑнмасӑрах тухни пушшех савӑнтарать. “Самант” кун-ҫулӗ вӑрӑм пуласса шанас килет!

Ион ВАСИЛЬЕВ, http://www.chuvash.ru/send_content/?lang=ENG&type=articles&id=221_Chuvash.ru>>


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

reflejo тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-07 00:26:58 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3443 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем