Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Н (ЧЧҪС, I том)

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ



НАЛУКҪӐ, ҫ.с. Налук инспекцийӗнче ӗҫлекен ҫын; налук инспекторӗ. Килӗшмест налукҫӑсене хӑйсен тумтирӗ... Чӑваш енӗн чи аслӑ налукҫине вакунри ҫынсем проводник вырӑнне хурса йышӑннӑ. ҪХ, 1999, 5 /, 2 с. Тавар сутакансем налукҫӑсене хӗрлӗ эрехӗн пахалӑх сертификатне «тупса парайман». Х-р, 12.11.1999, 2 с. Налукҫӑсем сӑмакунҫӑсене те тытнӑ. Х-р, 11.04.2001, 1 с.
— налукҫӑсен черетлӗ рейчӗ (Х-р, 31.08.2000, 1 с.; Х-р, 17.04.2001, 1 с.); налукҫӑсен тӗрӗслевӗсем (Х-р, 21.10.2000, 2 с.); налукҫӑсен ӗҫӗ (Х-р, 17.10.2000, 2 с.).
НА-НАЕЦ е НА-НАЙҪӐ, ҫ.с., калаҫ. «На-на» шоу-ушкӑн (туп.) солисчӗ. На-найҫӑсене те хӑй вӑхӑтӗнче никамах та палламан. Т-ш, 1998, 4 /. «На-наецсем»С.Бабурин вице-спикер пулӑшуҫисем. ҪХ, 1999, 10 /, 8 с. Республика кунне уявлама Мускав мэрӗ те килчӗ. Пӗччен те мар, футбол командипе тата «на-наецсемпе». ҪХ, 1999, 49 /, 2 с. «На-наецсем» Америкӑра Ҫӗнӗ ҫултанпа пурӑнаҫҫӗ. Х-р, 7.06.2000, 3 с.
— на-найҫӑсен концерчӗ (Т-ш, 26.01.1996, 9 с.); «на-наецсемпе» туслӑ пул (ҪХ, 2001, 47 /, 5 с.).
НАРӐС, ч.с. Ҫулталӑкӑн иккӗмӗш уйӑхӗ; февраль. Нарӑсра лӑпкӑрах вӗри юнӑм. В.Пехил, 1990, 24 с. Заводсем пӗлтӗрхи нарӑсранпа ӗҫ укҫи тӳлеймеҫҫӗ. Х-р, 10.04.1998, 1 с. Кун ҫинчен «Урал сасси» хаҫат нарӑсӑн 19-мӗшӗнче тухнӑ номерӗнче самаях тӗплӗ каласа панӑччӗ. УС, 10.04.1998, 3 с. Кӑрлачӑма чунтан савсан та хурлаймӑп эпӗ нарӑса. Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 10 с.
— нарӑс кунӗ (П-н, 1990, 2 /, 3 с.); нарӑс пуҫламӑшӗ (ЧС, 1993, 10 кл., 93 с.); нарӑс каҫӗсем (Х-р, 14.03.1996, 4 с.); Нарӑсри революци хумӗ (Х-р, 27.02.1997, 3 с.); нарӑсри пенси (ҪХ, 2000, 12 /, 4 с.);
— кӑҫалхи нарӑс (Х-р, 4.09.1996, 2 с.); ҫитес ҫулхи нарӑс (ҪХ, 1999, 42 /, 3 с.).
НАРКӐМӐШЛАН, п.п. Организма лекнӗ юрӑхсӑр япалапа сиенлен. Пурнӑҫран уйрӑлнин сӑлтавӗсем тӗрлӗрен, наркӑмӑшланни, сурансем, ... чӗре чирӗсем. Х-р, 4.08.1993, 2 с. Ӳсӗрӗлни организм наркӑмӑшланнине пӗлтерет. С-х, 1998, 7 /, 4 с. Организм хытӑ наркӑмӑшланнипе час-часах ӑш пӑтранать, хӑстарать. ПП, 2000, 5 /, 2 с.
— пӑсӑлнӑ пулӑ ҫисе наркӑмӑшлан (Т-ш, 28.11.1990, 7 с.); чӗркӗмӗллӗ шывпа наркӑмӑшлан (Я-в, 1991, 7 /, 2 с.); шӑна кӑмпипе наркӑмӑшлан (Т-ш, 25.09.1991, 6 с.); эрехпе нар-кӑмӑшлан (Х-р, 3.03.1996, 4 с.); алкогольпе наркӑмӑшлан (Ар, 2001, 3 /, 1 с.); газпа наркӑмӑшлан (Х-р, 7.09.1996, 4 с.); бензинӑн сиенлӗ пӑсӗпе наркӑмӑшлан (Х-р, 25.08.1998, 2 с.); химикатсемпе наркӑмӑшлан (С-х, 1999, 19 /, 3 с.); сӗрӗмпе наркӑмӑшлан (Х-р, 13.02.2001, 1 с.); суррогатсемпе наркӑмӑш-лан (ҪХ, 2002, 6 /, 4 с.).
НАРКОБИЗНЕС, ҫ.с. Наркотик сутса услам (тупӑш) илни. Ҫавӑн пек пысӑк должноҫсем йышӑннӑ ҫын наркобизнеспа ҫыхланни ... тарӑхтармасӑр тӑма пултараймасть. Х-р, 2.06.1992, 1 с. Вӑл Шупашкарта наркобизнеса, проституцие, «савӑнӑҫлӑ пурнӑҫ» индустрине хӑй аллинче тытса тӑнӑ. ҪХ, 1997, 15 /, 1 с. Каварлашса тунӑ преступлени, ҫаратнӑ укҫана «саккуна кӗртни» тата наркобизнес Раҫҫейре халӗҫав тери ҫивӗч ыйтусем. Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.
— наркобизнеса явӑҫтар (ҪХ, 2000, 37 /, 4 с.); наркобизнеспа кӗреш (Х-р, 27.06.2001, 1 с.).
НАРКОБИЗНЕСМЕН, ҫ.с. Наркотик усламҫи. «Клип» редакторӗнаркобизнесмен. [Пуҫелӗк]. Х-р, 2.06.1992, 1 с. Наркобизнесменсене тытнӑ [Пуҫелӗк]. Х-р, 4.08.1993, 1 с.
НАРКОДИСПАНСЕР, ҫ.с. Наркологи (туп.) пулӑшӑвӗ паракан сиплев ҫурчӗ. Наркодиспансерӑн ... специалисчӗсене ҫул ҫитмен ҫамрӑксем патне иртнӗ каҫ кӑна виҫӗ хут чӗнсе илнӗ. ҪХ, 2000, 12 /, 8 с. Сыпкаланӑ тесе айӑпсӑр элекленине сирме наркодиспансера ҫитсе килмелле пулчӗ. Ар, 2002, 13 /, 2 с.
— наркодиспансер пациенчӗ (Х-р, 19.06.2003, 1 с.).
НАРКОЛОГ, п.с. Наркоманирен, токсикоманирен (туп.), ӗҫкӗ чирӗнчен сиплекен врач. Пӗлтӗр пӗрне сиплевпе ӗҫлев профилакторине, иккӗшне нарколог патне ӑсатрӑмӑр. К-н, 1985, 13 /, 2 с. Врач-наркологсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку чирсем [токсикоманипе наркомани] пӗр евӗрлӗ. ҪХ, 27.02.1998, 4 с. Республикӑн диагностика центрӗнче ӗнер Чӑваш Республикинчи психиатрсен, наркологсен тата психотерапевтсен иккӗмӗш сpезчӗ уҫӑлчӗ. Х-р, 23.06.2000, 2 с.
НАРКОЛОГИ, п.с. Наркоманирен сыхланмалли тата сипленмелли ыйтусемпе ӗҫлекен медицина пайӗ. Республикӑра ӗҫкӗҫсене сиплеме ятарласа наркологи служби йӗркеленӗ. К-н, 1986, 13 /, 11 с. Акӑ, пӗр ӳсӗр ҫынна тӑванӗсем наркологи уйрӑмне сыватма илсе кӗреҫҫӗ. Х-р, 20.01.1994, 4 с. Республикӑри наркологи диспансерӗнче ҫамрӑксене сиплекен наркологи уйрӑмӗ пур. ҪХ, 1998, 48 /, 3 с.
— наркологи кабинечӗ (К-н, 1987, 22 /, 4 с.).
НАРКОМАФИ, ҫ.с. Наркотик сарассине, сутассине йӗркелекен преступниксен пӗрлӗхӗ. Наркомафипе кӗрешме [Пуҫелӗк]. КЯ, 31.08.1989, 3 с. Унӑн тусӗсенчен пӗрихалӗ Хусанта пурӑнакан каччӑ — наркомафипе ҫыхӑннӑ. Т-ш, 2001, 33 /, 9 с.
— наркомафин тӗнчери организацийӗсем (КЯ, 31.08.1989, 3 с.); наркомафи курьерӗ (Х-р, 20.10.1992, 3 с.).
НАРСПИ(И)АНА, ҫ.с. К.В.Ивановӑн «Нарспи» поэмипе ҫыхӑннӑ кӑларӑмсем, тӗпчевсем, пултарулӑх ӗҫӗсем (спектакль-сем, ӳкерчӗксем т.ыт.). Сӑнлӑх искусствинчи нарспиианӑна К.Иванов хӑй пуҫарса янӑ. А.Трофимов //Творческое наследие К.В.Иванова. 1990, 66 с. Ку статьяра чӑваш театрӗн нарспианин историйӗпе паллашас тӗллев тытрӑмӑр. КЯ, 25.05.1990, 3 с.
НАРСПИЛӖХ, ҫ.с. Нарспи сӑнарне аса илтерекен пахалӑх; хӗр маттурлӑхӗ. Чӗр пурнӑҫ чӗртнӗ пек эс куртӑн хальхи ачаш нарспилӗхе. Г.Айхи, 1988, 58 с. Пӗр-пӗччен е иккӗн пулӑн, ан ҫухат нарспилӗхе. Г.Юмарт //Я-в, 2000, 4 /, 57 с.
НАСТОЯТЕЛЬ, ч.с. 1. Мӑнастир пуҫлӑхӗ. Ӗпхӳри Чӑваш халӑх шкулӗнче арҫынсен мӑнастирӗн настоятелӗ Серафим атте пулса курчӗ. ЧТ, 1998, 5 /, 7 с. Савватий атте, арҫынсен мӑнастирӗн настоятелӗ, куллен ОМОНа шӑнкӑравласа тӑнӑ, йӗркеллех-и. ҪХ, 1999, 42 /, 3 с.
2. Чиркӗвӗн аслӑ священникӗ. Хӗрлӗ Чутай чиркӗвӗн на-стоятелӗ Николай протоиерей кӗлӗ ирттерет. ПП, 2000, 4 /, 4 с. [Ӑна] хирӗҫ чиркӳри аслӑ пуп (настоятель) килет. ЧХ, 2000, 34 /, 6 с.
НӐКӐЛАНТАР, ҫ.в. Нӑкӑт; хытар, пирчет, тӗреклет. Юман таптаса нӑкӑлантарнӑ тӑпрана юратмасть. А.Емельянов //Я-в, 1991, 7 /, 2 с.
НӐКЛАТТАР, п.п., жарг. Тивер(т), майла, йӑкка. Эх, мӗнле хитре ҫак чикан майри, мӗнле ӑна нӑклаттарса юлас-ши. Х-р, 6.06.2000, 3 с.
НӐРИК (НӐРИК-НӐРИК), п.п. Сысна. Нӑрик-нӑриксене шеллесе вите ҫумне тислӗк купалама килтӗм. Л.Таллеров, 1978, 83 с. Лапрана ҫӑра-ҫӑра нӑрхлатаҫҫӗ ... «Янгорчино» колхозӑн сысна ферминчи хыткан нӑриксем. К-н, 1986, 17 /, 5 с. [Пасарта] сӗнӗҫ Канаш нӑрикӗн ҫурине. Х-р, 18.03.1998, 3 с.
танл., чух-чух.
НЕГР, ҫ.п. Хура сӑнлӑ ҫӗр улми сорчӗ. Ача пуҫӗ пысӑкӑш «негр». Х-р, 19.01.1999, 4 с.
НЕЙРОХИРУРГ, п.с. Нервсен пӗрлӗхӗ сиенленнине, чирленине хирурги мелӗпе (опеарци туса) сиплекен врач. Кировра нейрохирургсен семинарӗ иртнӗ. Х-р, 13.10.1992, 3 с. Ку хутӗнче операцие Грознӑйри нейрохирург тунӑ, вӑл титан пластинӑсене Анӑҫран илсе килнӗ пластикпа улӑштарнӑ. ҪХ, 2000, 11 /, 5 с.
НЕОБОЛЬШЕВИК, ҫ.с. Хальхи лару-тӑрура большевиксен идейисене хӳтӗлекен ҫын; ҫырлахми коммунист. Хӗрлӗ ялав ... паян та вӗлкӗшет, необольшевиксене хӗрлӗ гварди йӗркелеме хавхалантарать. Х-р, 21.07.1992, 1 с. Кунти необольшевиксене мӑнаҫлантарнӑ «Да здравствует КПСС!» сӑмахсене пирвай сӑрласа хучӗҫ. Х-р, 10.09.1992, 1 с.
НЕСӖПЛӖХ, п.с. Кӑмӑл-сипет (туп.), нравственность. Чиркӳ ҫыннисем, уйрӑмах баптистсем, коммунизм несӗплӗхӗпе тӗн заповечӗсем хушшине кӗпер хывасшӑн. В.Егоров, 1989, 75 с. Писателӗн пӗтӗм халӑха, пӗтӗм этемлӗхе тивӗҫтерекен несӗплӗх пахалӑхӗсене пуринчен мала хумалла. Н.Максимов //Я-в, 1991, 12 /, 26 с.
танл, ӗрет-несӗплӗх (В.Станьял //КЯ, 25.05.1990, 1 с.); сипет-несӗп (Г.Хлебников //ТА, 1990, 12 /, 63 с.).
НЕФОРМАЛ, ҫ.с. Тӗллев-интереса тӗпе хурса йӗркеленнӗ, официаллӑ майпа ҫирӗпленмен пӗрлешӳре тӑракан ҫын. Наци пӗрлешӗвӗсен шайӗнче кӑна «неформалсем» вӑй илме пултарнӑ. Х-р, 15.09.1992, 2 с. Ура! Неформалсем, ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче тӗп хуламӑрти рок-клубра ҫӗнӗ сезон уҫӑлчӗ. ҪХ, 1998, 37 /, 10 с. Неформалсем пур-ха ӗнтӗ... Вӗсем Ленин палӑкӗ хыҫӗнче, Чапаев скверӗнче ... пуҫтарӑнаҫҫӗ. ҪХ, 1999, 39 /, 12 с. «Неформалсен» (вӗсене ун чухне ҫапла калатчӗҫ) форумӗсене хутшӑнаттӑм та тӗп редактор пӳлӗмне информаци йӑтса кӗреттӗм. Х-р, 15.08.2000, 1 с.
— неформал-организацисем (КЯ, 19.09.1989, 2 с.).
НЕФТ[Ь]ҪӖ, ҫ.с. Нефть кӑларас тӗлӗшпе ӗҫлекен ҫын; нефтяник. 5—6 установка кунӗн-ҫӗрӗн нефть уҫлать. Вӗсен ҫывӑхӗнче ... пӗр арҫын хуҫаланнине асӑрхама пулать... Нефтҫӗн ятне-шывне те ыйтса пӗлес килчӗ. А.Савельев //Х-р, 31.01.1998.
— нефтҫӗ ӗҫӗ (А-и, 1992, 5 /).
НИГИЛИЗМ, п.п. е наци нигилизмӖ, п.я. Тӑван халӑхран ютшӑнни, тӑван чӗлхепе культурӑран юсни; манкуртлӑх (туп.). Наци нигилизмӗ вара национализм пекех сиенлӗ, сӑтӑрлӑ. КЯ, 24.02.1989, 3 с. Халӗ чӑваш хушшинче нигилизм хунаса кайрӗ. КЯ, 14.12.1989, 4 с. Наци нигилизмӗн чи хӑрушӑ та сӗм-хура тапхӑрӗнче ӳссе ҫитӗннӗскерсен ... наци туйӑмӗ ыттисенчен хуҫӑкрах. Б.Чиндыков //П-н, 1990, 2 /, 9 с. Чӑваш халӑхӗ хушшинче нигилизм сарӑлнӑ. Ӑна мӗн ӗлӗкренех хӑйӗн чӗлхинчен пистерме тӑрӑшнӑ. Х-р, 5.02.1997, 3 с.
— наци нигилизмне пӗтер (П-н, 1990, 5 /; Х-р, 24.10.2000, 2 с.); наци нигилизмне ӳкӗте кӗрт (Д.Гордеев //В-х, 8.07.1991, 12 с.).
НИКӖСЛЕВ, ҫ.с. Никӗс хывни, пуҫарса яни. Шупашкар хули хӑҫан пуҫланса кайнине... ятарлӑ комисси туса тӗпчемелле. Ун чухне анчах Шупашкар хулин никӗслев ҫулне тӗрӗс палӑртӑпӑр. Х-р, 26.07.2001, 2 с.
НИМЕҪӖ, п.с. Нимене хутшӑнакан (е ӑна ирттерекен) ҫын. Нимеҫӗ хӑрӑмлӑ пӳрнипе Паньтти ҫамкине сӑтӑрса илчӗ. К-н, 2001, 20 /, 19 с.
НИСЕП е НИСӖП, п.с. Тыткаларӑшӑн (туп.), хутшӑну культурин ҫирӗпленнӗ йӗрки; йӳнлӗх, сапӑрлӑх, этикет. Нисӗп ҫуккипелен ... эп тав тума ялан манатӑп. А.Юман //ТА, 1978, 3 /, 8 с. Пӗрин те ҫук этем нисепӗ, ҫӳреҫҫӗ йытӑ пек урса. В.Ахун, 1990, 30 с. Сумран тухать чӑваш нисепӗ, хухать Митта чӗлхин хисепӗ. Ю.Сементер, 1991, 84 с. Сӗтел ҫапса, сӑмсаран шаккаса вӑрҫассӑм килет те, ... чӑваш нисепӗ-сипечӗ чарса тӑрать. Н.Егоров //Х-р, 27.03.1997, 3 с.
— нисӗпе пӗлмен этем (К.Турхан, 1976, 79 с.); нисеп лексики, пуплев нисепӗ (Н.А.Андреев — Урхи Наумӗ, 2002, 60—61 с.);
— Ашмарин, IX, 29 с.
НИТРАТЛАН, ҫ.с. Азот йӳҫекӗн тӑварӗ пухӑннипе наркӑмӑшлан. Аш та, сӗт те, тен, нитратланаҫҫӗ. Ачасем каяҫҫӗ, ав, чире. Г.Ефимов //ТА, 1991, 9 /, 1 с. Пахча ҫимӗҫсем нитратланни, сывлӑш сиенлӗ газсемпе тулни хӑратать. Т-ш, 25.09.1999, 3 с.
НИШЛӖЛЕН, п.в. Ҫуклӑха ер, кӑрӑслан, юрлӑлан; нишлен. Ҫынсем питӗ чухӑнланса, нишлӗленсе юлчӗҫ. ҪХ, 2000, 14 /, 9 с.
НИШЛӖЛӖХ, п.в. Чухӑнлӑх, юрлӑх, мӗскӗнлӗх; нишлӗх. Тинӗс,тинӗс, эс хаяррӑн Сӑвӑҫӑн юнне-чунне ... нишлӗлӗхсенчен тасат. Ҫеҫпӗл М., 1959, 106 с. Чӑваш шульӑшӗн вӑй-хӑвачӗпе нишлӗлӗхне чуна витермелле ҫырса кӑтартма пултарӑн. Б.Чиндыков, 1987, 94 с. Нишлӗлӗхрен тухса пӗтессин вара вӗҫӗ-хӗрӗ курӑнмасть. Х-р, 29.02.1996, 2 с.
— чунри нишлӗлӗх (Г.Федоров, 1996, 62 с.); чун нишлӗлӗхӗ (В.Эктел //Х-р, 5.09.1996, 1 с.); чӑваш нишлӗлӗхӗ (В.Абрамов, 1998, 27 с.).
НОМИНАЦИ, ҫ.с. 1. Анлӑ конкурсӑн пултарулӑха виҫмелли кашни енӗ; пултарулӑх ӑмӑртӑвӗн пӗр майӗ. Шӑмӑршӑсем фестиваль лауреачӗ пулчӗҫ, ... чи ӑста драматург, композитор номинацийӗсенче ҫӗнтерчӗҫ. Ӑ-л, 1998, 4 /, 3 с. «Спорт журналисчӗ» номинацире пӗрремӗш вырӑна Ю.Плотников йышӑнчӗ. ҪХ, 1999, 4 /, 10 с. Фестивальте 13 номинаципе приз панӑ. Х-р, 7.06.2000, 4 с. Вӑл [пултарулӑх уявӗ] ... виҫӗ номинаципе иртет. Т-ш, 2001, 39 /, 3 с.
— тӗрлӗ номинациллӗ конкурс (ҪХ, 10.04.1998, 2 с.).
2. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫине тивӗҫекен хисеплӗ ят палӑртӑвӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх театрӗ те ... ҫӗнӗ спектакльсем хатӗрлеме, сумлӑ ят-номинацисем ҫӗнсе илме тытӑнӗ. Х-р, 7.06.2000, 4 с. «Чи лайӑх медицина сестри» номинацие Элӗкри «Хӗвел» ача сачӗн аслӑ медицина сестри Р.Тарасова ҫӗнсе илчӗ. ПҪ, 2.09.2000, 2 с.
НППП, ҫ.с., кӗск. Никама пӑхӑнман патшалӑхсен пӗрлӗхӗ; СНГ. Мускавра НПППа кӗрекен ҫӗршывсен оборона министрӗсем канашлаҫҫӗ. ҪХ, 1999, 12 /, 2 с. Милици уйрӑмӗсене пӗтӗмпе 103 ҫынна илсе кайнӑ, 14-шӗ НППП ҫыннисем. Х-р, 22.02.2000, 4 с. СССР арканнӑ май чылайӑшӗ халь чикӗ леш енчеНППП ҫӗршывӗсенче. Х-р, 23.06.2000, 3 с.
— НППП писателӗсем (Х-р, 2.06.1992, 1 с.).
НУДИСТ, ҫ.с. Хӑйӗнпе пӗр шутлӑ ҫынсемпе ҫаппа-ҫарамас канакан-хӗртӗнекен (ҫапла майпа ҫутҫанталӑка ҫывӑх пулма тӑрӑшакан) ҫын. Ку поселокра пурӑнакан пулӑҫсене вара нудистсен хӑйӑрлӑхӗ питӗ пӑшӑрхантарать. Х-р, 14.09.1996, 4 с. Илемлӗ тӑрӑхра...кӳлӗ тата нудистсен пляжӗ. ҪХ, 3.04.1998, 5 с. Сире эксгибиционист е нудист тесе калаймӑн. С-х, 2001, 33 /, 4 с.
НУЛЬМӖШ, нульмӗш класс, ҫ.я. Ултӑ-ҫичӗ ҫулхи ачасене пӗрремӗш класа кайиччен вӗренӗве хӑнӑхтарни; хатӗрленӳ класӗ. М.Федотов профессора хаҫатра еплерех «тӑн кӗртнине» вуласан, атьсемри, ... нульмӗш класа пынӑ ача учителе ӑс панӑ евӗр туйӑнса каять. В-х, 15.07.1991, 13 с.
НУМАЙПАРТИЛӖХ е НУМАЙ ПАРТИЛӖХ, ҫ.с. Ҫӗр-шывра официаллӑ йӗркепе шута илнӗ темиҫе политика партийӗ пулни. Нумай партилӗх те ҫӗнӗ философи «ҫимӗҫӗ» мар. П-н, 1990, 2 /, 13 с. Хусанкай ларусен залӗнче ҫакӑнса тӑракан Ульянов-Ленин сӑнне илме сӗнчӗ... Ленин большевиксен партине ертсе пынӑ, халӗ варанумайпартилӗх. Х-р, 30.07.1992, 1 с.
НУХРАТ, п.п. Укҫа, укҫа-тенкӗ, кӗмӗл (туп.). Ӑҫтан-ха упӑшку нухрат ҫитертӗр, шалу ҫумне мӗскер хушас-ха ун тата. С.Шавлы //К-н, 1959, 11 /, 5 с. «Акӑ вӑл нухрат! Кӗсье тулли!»пӗр ывӑҫ хут укҫа туртса кӑларать Смирнов. К-н, 1977, 16 /, 9 с. Наташа ... ним шелсӗр укҫа-тенкӗ тӑкакланӑ. Светлана тӗлӗнсех кайнӑ, ӑҫтан унӑн ҫавӑн чухлӗ нухрат. Т-ш, 1999, 2 /, 4 с. Мускава килме ... вӗсен нухрачӗ те ҫук. ХС, 1999, 36 /, 2 с.
— нухрат пар (В.Алендей, 1979, 110 с.; К-н, 1986, 17 /, 7 с.); нухрат тӳле (К-н, 1987, 15 /, 10 с.; ҪХ, 1998, 44 /, 8 с.); нухрат туп (Х-р, 18.09.1992, 3 с.; Ар, 2001, 15 /, 3 с.); нухрат уйӑр (ХС, 1999, 12 /, 3 с.; С-р, 2002, 40 /, 2 с.); нухратпа ти-вӗҫтер (Х-р, 6.07.2001, 4 с.); нухрат енчӗкӗ (Х-р, 21.05.1999, 1 с.);
пухӑннӑ нухрат (Х-р, 21.08.1998, 1 с.); район бюджетӗнчи нухрат (ҪХ, 2001, 47 /, 2 с.).

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-07-19 23:03:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3571 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем