Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Орфоэпи

Орфоэпи (гр. orthos «тӳрӗ», «тӗрӗс», epos «калаҫу») — сӑмахсене сасӑпа ударени тӗлӗшӗнчен тӗрӗс каламалли правилӑсен пуххи.

Чӑваш чӗлхин орфоэпи правилисем XIX ӗмӗрӗн 1870-мӗш ҫулсенче йӗркеленме тытӑннӑ. Тӗслӗхрен, чӑваш сӑмахӗсенче тури диалектри пек о сасӑ калас вырӑнне у сасӑ каласси (укҫа, урам, пур) тата ыт. чылай правило ун чухнех ҫирӗпленсе вӑя кӗрсе юлнӑ, вӗсем паян кунчченех литература чӗлхин нормисем шутланаҫҫӗ. Анчах та литература ӗҫне тури диалект представителӗсем те анлӑ явӑҫса пынӑҫемӗн чӑваш чӗлхинче ҫак диалект элеменчӗсем те норма пулса ҫирӗпленеҫҫӗ (тӗслӗхрен, ударени правилисем). Чӗлхе аталаннӑҫемӗн орфоэпи правилисем те улшӑнмасӑр тӑмаҫҫӗ, вӗсенче те вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн улшӑнусем пулса пыраҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра орфоэпи правилисем, тӗпрен илсен, ҫирӗпленсе ҫитнӗ темелле, анчах та кунта иккӗлентерекен, тӗрлӗ диалект представителӗсене тавлаштаракан ыйтусем те пур (тӗслӗхрен, каймас е каймаҫ, килмес е килмеҫ т.ыт.те). Вӗсене татса парасси — чӗлхеҫӗсен ҫывӑх вӑхӑтра тумалли ӗҫӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Мӗн вӑл орфоэпи?
Орфоэпи словарӗ


 
Категорисем: Орфоэпи
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-12-17 20:17:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5887 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем