«Аттилпа Кримкилте» эпосӑн пайӗ.
Тӑшмансем тапӑнса килнине,
Пур енчен те вӗсем хӗснине
Илтет те Аттил,
Пӗлет те Аттил
Ҫар пухать.
Пурне те калать:
— Тӑшмана хирӗҫ каятпӑр,
Вӑрҫӑ пуҫлатпӑр!..
Айтамана хӑй патне чӗнет:
— Юнташ, часрах кил кунта! — тет.
Анчах Айтамана чирлӗ теҫҫӗ,
Ҫар патне тухаймасть теҫҫӗ.
Ҫавӑн чухне Аттил паян
Хӑй йӑнӑш тунине,
Марка-улӑпа кӳрентернине,
Ӑнланса илет пит аван.
"Эх, — тет, кулянать Аттил —
Марка-улӑп пит кирлӗ", — тет Аттил.
Анчах ним тума ҫук,
Пурнӑҫ ҫапла ҫаврӑнса тухнӑ чух.
Вара вӑл ҫарне пухма хушать,
Хӑй тӑшмана хирӗҫ каяссине калать.
Аслӑ хирте — шурӑ парссем,
Шап-шурӑ утсемпе вӗсем.
Аслӑ хирте — ӑмӑртсем,
Хуп-хура утсемпе вӗсем.
Аслӑ хирте — кашкӑрсем,
Улма — чӑпар утсемпе вӗсем.
Пин-пин утран тӑракан ҫар,
Пин-пин ҫынран тӑракан ҫар.
Аттил ҫав ҫар умне тӑрать,
Хай элемне ҫӗклеме хушать.
Ҫӳле-ҫӳле ҫӗкленет чӑваш элемӗ,
Ҫав элемре — чӑваш илемӗ.
* * *
Кӑмакара вут ташлать,
Элем айӗнче ут ташлать,
Ҫав ут ҫинче Аттил,
Ун сӑмахне итле те ил эс пил:
— Чӑвашсем-юнташсем,
Тусӑмсем-тӑвансем,
Ҫак элем айӗнче,
Куртӑр пӗтӗм тӗнче,
Вӑй пухса, пуҫ усми,
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫине халь тӑрса
Тӑшмана ним юлми
Ҫӗмӗретпӗр ҫапса.
Ҫӗнтерӳ пирте пулӗ,
Тӑшман айра пулӗ.
Чӑвашсем:
— Утӑрья!..
Янӑрать таврара,
Чӗнсе Хаяра:
— Утӑрья!..
Вара ҫав текӗрчӗсене
Малтан мала чӗнсе,
Аттил каять ертсе,
Ҫӗнтерме тӑшмансене.
1. Сар-сар сараппан. Ку сӑвви пӗтӗмпех вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫар пынине, пур енчен те хупӑрласа илнине метафора туса калани пулать.
2. Аслӑ хирте - кӑйкӑрсем. Ҫӑлтӑр хушка утсемпе вӗсем. Хунсен пӗтӗм ҫарӗ, тӗпрен илсен, утлӑ ҫар пулнӑ. Метте, китай хроникисенче — Моте, авалхи хун-чӑваш йӑхӗсене пӗрлештерсен, ҫарне ҫӗнӗлле йӗркелет. Унӑн пӗтӗм ҫарӗ темиҫе текӗртрен тӑнӑ. Кашни текӗрчӗ пӗр тӗслӗ утсемпе пулнӑ. Ку вӑл хун-чӑвашсем тапӑнса пынӑ чухне тӑшман ҫине психикӑлла атакӑлани пулнӑ.
3. Хӑй элемне ҫӗклеме хушать. Элем — ҫар ялавӗ. Аттил ялавӗ ҫине ҫунатлӑ сарӑ парс ӳкернӗ пулӗ.
4 Чӗнсе Хаяра... Хаяр — авалхи чӑвашсен вӑрҫӑ турри.